Тилĕ тытма та вĕрентĕм
Хăвăрах пĕлетĕр, пирĕн ялта сунарçăсем питех нумай пулнă. Кăтра Карачăм, Кусар Матви, Вĕçкĕн Ваççа, Карсак Çтаппанĕ, Çатма Петĕрĕ тата ыттисем те. Чылайĕшĕн ячĕсене те маннă ĕнтĕ эпĕ.
Анчах вĕсем пĕри те ман пек пултарайман. Хăшĕ-пĕрисем хĕлĕпе те пĕр куян тытайман. Хăйсем çаплах кунĕ-кунĕпе çăпата çĕтсе вăрман тăрăх сулланса çӳретчĕç.
Кăтра Карачăм хăйне чи ватă сунарçă тесе шутлатчĕ. Ваттине ватахчĕ ĕнтĕ: пичĕсем пĕркеленсе çитнĕччĕ, сухалĕ кăвакарса шĕвелсе юлнăччĕ, пуç тӳпинче пĕр çӳç пĕрчи те çукчĕ. Çапла пулин те ăна никам та чаплă сунарçă тесе шутламан. Вăл тискер, кайăксен йăлисене те пĕлместчĕ, кашни сунарçах: упа пыл çиме юратмасть, пилеш тесен каçсах каять, тетчĕ.
Кусар Матви тата: манăн асатте те, асаттен аслашшĕ те сунарçă пулнă, тесе мухтанатчĕ. Анчах хăй пĕр куян тытса курмасăрах вилсе кайрĕ.
Вĕçкĕн Ваççа вара суеçтерес тĕлĕшпе пуринчен те ирттерсе яратчĕ. Çавăншăнах ăна Вĕçкĕн Ваççа тесе ят пачĕç. Вăл та, Кăтра Карачăм пекех, хăй ĕмĕрĕнче пĕр куян та тытса курайман пулмалла. Намăс курас мар тесе, вăл яланах пĕччен çӳретчĕ. Юлашкинчен, çак Ваççа кунсерен пĕрер куян çакса килекен пулчĕ, куянне вара çурăмĕ хыçне çакатчĕ те, урам тăрăх ерипен те мăнкăмăллăн утса пыратчĕ.
Тилĕпе суккăр лаша
Суккăр Лаша выльăх картине шыранă,
Аташса ялтан хиреллех тухса кайнă.
Ак суккăрскер ерипе
Пырать аслă хирĕн çулĕпе.
Ăнсăртран такăнса та ӳкет хăш тĕлте,
Ак вăл такăр çулне те çухатрĕ хирте.
Урипеле хайхи çула шыраса,
Пĕрре утать, тепре тăпах чарăнать,
Унтан, хăлхисене тăратса,
Ун-кун итлеме тытăнать.
— Кукка! Кукка! — терĕ кăшкăрса
Çывăхарах выртакан Тилĕ Лашана,
— Эс, чăнах та, кайнă иккен аташса!
Чунтан хĕрхенетĕп эп сана,
Эй, мĕскĕн! Ырă тĕнче çутине,
Курмасăр ирттертĕм ĕмĕрне
Эсĕ çапла суккăр пулнăран
Куççульпех йĕретĕп эп чунтан.
Кукка! Телейлĕ мар-çке эпĕ те:
Акă паян ир яла пырса çитрĕм те
Колхоз анкартине кĕрсенех
Урана хуçтартăм лĕштĕрех.
Ура хуçăлни вăл тарам, ман сана
Леçсе хăварас килет картана.
Итле-ха, Кукка, эпир çапла тăвăпăр:
Утланам та эпĕ сан çине,
Кăтартса кăна пырам хир çулне,
Вара часах яла çитсе тăрăпăр.
— Тавах сана, тавах ырă сăмахшăн,
Атя, утлан! — терĕ Лаши йăвашшăн.
Тилĕ мĕншĕн хĕрлĕ?
Вăрман хĕрринче пĕр тилĕ пурăннă тет. Пĕррехинче унăн хырăмĕ выçнă та вăл яла автан вăрлама чупса çитнĕ. Ял хĕрринчи хресченĕн автанĕ шăпах чăххисене ертсе уçăлма тухнă-мĕн. Вĕсемпе пĕрле хуçан йытти те чупса çӳренĕ. Тилĕ автана тапăннине курсан йытă çилленсех кайнă, тӳрех тилĕ çине сиксе ӳкнĕ, ăна мăйран çыртса илнĕ. Суранран юн юхма тытăннă. Ыратнипе тилĕ автана ирĕке янă, хăй вăрманалла тарнă.
Юнĕ ниепле те юхма чарăнман, чĕр чунăн кĕрĕкне хĕрлĕ тĕспе сăрланă. Тилĕ юханшывра та çăвăнса пăхнă, симĕс курăк çинче те йăваланнă — хĕрлĕ тĕсе пур-пĕрех çуса ярайман, тасалайман. Акă мĕншĕн тилĕ хĕрлĕ тĕслĕ иккен.
Çăхав
Упа патне Куян чупса пырать. Ырăпа мар, çăхав канăç паман ăна.
— Кӳрентерчĕç, — тет çакскер, куçне шăлса, — мăшкăл тӳсетĕп çăткăн Тилĕрен.
Упа çăхав тесен кирек кама та тытса çурма хатĕр. Куян çине çаврăнса пăхать те, кăшкăрса пăрахать:
— Хăçан пĕтет çăхав тавраш?! Пуршăн-çукшăн çăвар карма хатĕр! Суда памалла сан пек путсĕр чуна!
Чим-ха, асту!
Йăкăлт-йăкăл! сиккелесе чăтлăхра Куян пырать. Хăйĕн ури йĕрĕсене вăрăм та лăпсăркка хӳрипе шăлса юрпа хуплать.
Çумра ларакан мăнук манăн кĕреçе пек сухалран тытса:
— Асатте, ан суй, — тесе хучĕ. — Ăçтан Куянăн хӳри çапла пултăр? Акă, пăх-ха, «Сăрлама вĕрен» кĕнекери ӳкерчĕк çине.
— Чим-ха, пепкем, итле малалла, — тетĕп эпĕ, унăн пуçĕнчен шăлса.
— Сана хам илтнĕ халапа каласа паратăп.
— Юрĕ, итлетĕп, — килĕшрĕ шĕвĕркке ман çине шанмасăртарах пăхса.
— Пур чĕрчун та асăрхануллă пулмалла, — сӳтетĕп эпĕ сăмах çăмхине. — Куян та чăнкт! тăратнă хăлхисемпе тавралăха итлет. Ара, сыхлануллă пулмасан, унăн тутлă ашне хапсăнакансем нумайăн.
Тулли уйăх тӳперен кĕмĕл пайăркисене сапать. Кун пек чухне пуçа юрă-çемĕ капланса килет.
Пурăнмашкăн питĕ лайăх
Çакă çутă тĕнчере.
Ылтăн хĕвел, кĕмĕл уйăх
Савăнăç кӳреç пире.
Куян умне хăва лекрĕ. Чупма чарăнсах Куян ăна малти урисемпе аврĕ те кăшлама пикенчĕ. Эх, еплерех тутлă!
Чĕрчунсен урокĕнче
Учительсене уяв ячĕпе экскурсие, вăрман варринче вырнаçнă шкула, уçă урок итлеме илсе кайрĕç. Уçланкăна пухăннă чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕке упа вĕрентет. Парта вырăнне тунката, вĕренекенсем хурăн хуппи çине ручкăпа мар, чечек тунипе çыраççĕ.
— Пурте лайăх вĕренеççĕ-и? — интересленчĕç ялти шкултан килнĕ хăнасем.
— Пакша çури маттур. Вăл ыттисен вĕреннине уçланкăри хурăн тăрринче итлесе ларма юратать, хăй тĕллĕнех вулама-çырма хăнăхрĕ, — савăнăçне пытармарĕ упа.
— Кутăнлашакансем çук-и?
— Епле-ха унсăрăн. Мулкач урипе çырать те хăлхипе сăрласа хурать. Эпĕ ăна вăрçатăп, «2» паллă та лартса пăхатăп — усси сахалрах. Йĕрет, усал йăлине пăрахаймасть.
— Пурте тăрăшса вĕренеççĕ-и?
— Чеереххисем те пур. Тилĕ эпĕ сисиччен пакша тетрадĕнчен çырса илет, иккĕшне те «5» лартма тивет. Юлташĕнчен çырса илнине пĕлетĕп пулин те тилле «пиллĕкпе» савăнтаратăп: йăлтах тĕрĕс, пĕр йăнăш та çук-çке, — чунне уçрĕ упа.
Çав вăхăтра икĕ вĕренекен «пăшăл пăтти пĕçерчĕ».
— «5» паллăшăн сана пулă çитеретĕп, — пăшăлтатрĕ тилĕ пакшана.
— Пулă юратмастăп, — тавăрчĕ лешĕ.
Кăмпа
Пĕр çамрăк Чĕреп сукмакпа
Утса пырать салхуллă утăмпа,
Ватти курсан
Часрах ыйтать унран:
«Кума, мĕн пулнă-ха сана?
Хăрушлăх тапăнман-и сывлăхна?»
«Тавах Турра, сывлăхăмпа çӳретĕп,
Чĕнтернĕччĕ Сар Тилĕ — халь килетĕп.»
«Мĕн кирлĕ-ха ăна?»
«Кăмпа, тет, леçмелле.»
«Эс мĕн вара, леçместĕн-и элле?»
«Ан кул-ха кăлăхах, саккунсене пĕлетĕп,
Тивĕçлине вăхăтĕнче леçетĕп.»
«Апла пулсан мĕн кирлĕ çав Тилле?..
Кăмпа, тет, леçмелле.»
«Мĕнле кăмпа?
Ăнкараймарăм хам ăспа.»
«Çак сукмакпа çӳренĕшĕн — кăмпа...»
Тĕлĕннипе чĕнмерĕ ватă Чĕрĕп,
Пит-куçĕнче юлмарĕ кулă-йĕрĕ.
Эп çыртăм юптару,
Эп юптарса каларăм.
Анчах та, ĕненсем,
эп нимĕн те суймарăм.
Упапа тилĕ
Утмăлти Упа
Чăтлăх вăрман витĕр
Ансăр сукмакпа
Килнелле васканă питĕ.
Çавăнтах хайхискерне
Тилĕ тĕл пулать,
Вылятса сар хӳрине
Илĕртсе кулать.
Патваркка Упа
Ирĕлсех каять,
Радикулитпа
Аптранине те манать.
Çавăнтах шутлать
Пĕрлешмешкĕн Тилĕпе.
Туй кĕç пухăнать.
Шав тăрать кунĕпе.
Тилĕ пит хавас,
Хĕвел пек çиçет.
Чĕрĕп чăш та чаш
Йĕппипе ăна тирет:
— Ма пит савăнан?
Ват Упу часах кăнать, —
Тесе кăшт çавна
Асăрхаттарать.
— Эп телейлĕ, — тет Тилли. —
Юратап упăшкана.
Хăратмасть вилни —
Кил юлать мана.
Тилĕпе кушак
Мăр-мăр сăр Кушака
Тилĕ ĕçе илет.
Ĕçе илет те çакăн пек сĕнет:
Сана шанса паратăп склад,
Унта пыл-çу та сахăр, шоколад,
Унта аш-пăш та хаклă мул,
Анчах та эс тирпейлĕ пул.
Ыйтмасăр эс ан çи, ан ил —
Илмешкĕн пил кунта эс кил.
Пĕрле ĕçсе çиер,
Пĕл, никама та ан систер,
Аш-пăш, пыл-çу пĕтсен —
Мĕн пуршăн ху тӳлен.
Часах Кушак ĕçе те тытăнать,
Директор Тилĕ хушнă пек тăвать.
Ĕçет — çиет, парать — илет,
Тилĕ патне куллен çĕклет,
Склад юлать пушах.
Килет ревизи, тĕрĕслет —
Кушакăн халь явап тытма тивет.
Чее Тилли лăх-лăх кулать —
Вăл савăнса çеç пурăнать.
Така
Пĕр кăтрашка Така
Туслашрĕ Тилĕпе:
«Хӳри ун йăпшака», —
Тет хĕпĕртенипе.
Така килĕштерет
Хĕрлишĕн те çав Тилле,
Часах ăна чĕнет:
«Атя, — тет, — ман киле».
Кăтрашкапа Хĕрли
Пурнаççĕ кăшт кăна,
Йăлăхтарать Тилли
Ăс-пуçсăр Такана.
Ыйтать вăл уйăрма
Суеçĕ Тилĕрен:
«Май çук, — тет, — пурăнма:
Шав улталать иккен».
Юлташесем чунтан
Калаççĕ ухмаха:
«Эс ху Така пулсан,
Качча ил Сурăха».
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...