Чим-ха, асту!
Йăкăлт-йăкăл! сиккелесе чăтлăхра Куян пырать. Хăйĕн ури йĕрĕсене вăрăм та лăпсăркка хӳрипе шăлса юрпа хуплать.
Çумра ларакан мăнук манăн кĕреçе пек сухалран тытса:
— Асатте, ан суй, — тесе хучĕ. — Ăçтан Куянăн хӳри çапла пултăр? Акă, пăх-ха, «Сăрлама вĕрен» кĕнекери ӳкерчĕк çине.
— Чим-ха, пепкем, итле малалла, — тетĕп эпĕ, унăн пуçĕнчен шăлса.
— Сана хам илтнĕ халапа каласа паратăп.
— Юрĕ, итлетĕп, — килĕшрĕ шĕвĕркке ман çине шанмасăртарах пăхса.
— Пур чĕрчун та асăрхануллă пулмалла, — сӳтетĕп эпĕ сăмах çăмхине. — Куян та чăнкт! тăратнă хăлхисемпе тавралăха итлет. Ара, сыхлануллă пулмасан, унăн тутлă ашне хапсăнакансем нумайăн.
Тулли уйăх тӳперен кĕмĕл пайăркисене сапать. Кун пек чухне пуçа юрă-çемĕ капланса килет.
Пурăнмашкăн питĕ лайăх
Çакă çутă тĕнчере.
Ылтăн хĕвел, кĕмĕл уйăх
Савăнăç кӳреç пире.
Куян умне хăва лекрĕ. Чупма чарăнсах Куян ăна малти урисемпе аврĕ те кăшлама пикенчĕ. Эх, еплерех тутлă!
Пурпĕрех Куян тавралăха тимлĕн итлет. Акă, пăр-р-р! илтĕнсе кайрĕ. Тăмана йывăç çине хăпарчĕ пулас. Унăн та пăрăнма, пытанма ĕлкĕрмелле.
Татах тепĕр тĕрлĕ сасă, кăна Куян туйрĕ. Çаврăнса пăхрĕ — Тилле курах кайрĕ. Куян çапăсем хушшине хӳрипе йĕрне шăлса пытанчĕ. Вăл хутлĕхрен сăнарĕ. Тилĕ аякка та каймарĕ — чарăнчĕ.
— Тилĕ тус! Пулăшсам мана! — тени илтĕнчĕ.
Тилĕ тата такам темĕн калаçрĕç, ăнланма пулмарĕ.
Курăнчĕ: Тилĕ хăйĕн çулĕпе малалла чупрĕ. Анчах та нăйкăшнă сасă хытăрах илтĕнме пуçларĕ. Паллах ĕнтĕ: хăть те мĕнле чĕрчуна та вăрттăнлăх кăсăклантарать. Çав йăла-туйăм Куянăн та пур.
Нăйкăшни, у-у-у! тени таçтан, çĕр тĕпĕнчен тухать тейĕн. Куян асăрхануллăн çав тĕле çитет. Пăхать, итлесе тăрать. Шăтăкран тухать ку сасă.
— Кам унта! — пĕлесшĕн пулчĕ Куян.
Пăртакран, аялтан илтĕнчĕ. Сасă параканĕ шăтăк хĕрринчи Куяна курчĕ пулмалла.
— Эпĕ-ха ку... Кашкăр!
— Кашкăр? — сехĕрленчĕ Куян. Мĕн тăватăн унта?
— Эпĕ çак шăтăка ăнсăртран лекрĕм. Такам ăна чавса хунă, çапăсемпе витнĕ. Тархасшăн пулăш мана кунтан тухма? Эсĕ вĕт ырă чунлă Куян. Сана пур чĕрчун та мухтать. Эпĕ сана нихăçан та тивмĕп. Туслă пурăнăпăр.
— Шанмастăп сана.
— Эх, пурнăç вĕрентет. Чăнах туслă пурăнăпăр. Сана ытти усал чĕрчунсенчен сыхлăп. Пулăшсам ĕнтĕ? Вилетĕп!
— Мĕнле майпа пулăшайăп сана?
— Пăрах кунта туратсем, çапăсем.
...Урăх калаçса тăмасăр Куян ĕçе пикенчĕ. Тертлене-тертлене юрпа хупланнă туратсене турта-турта кăларчĕ, хăш-пĕрисене шăлпа кăшласа татма тиврĕ.
...Эпĕ каласа панă чухне шăп-шăпăрт ларакан мăнук чăтаймарĕ:
— Чăнах та, еплерех ырă чунлă Куян! — тесе хучĕ.
Сăмах çăмхине сӳтетĕп те сӳтетĕп:
— Куянăн хăш-пĕр шăлĕсем катăлса та пĕтрĕç, тутине те касрĕ.
— Асатте, çакăнтанпа Куяна «Катăк» теме пуçланă-и?
— Пулма пултарать, — килĕшетĕп эпĕ.
— Тата малалла мĕн пулнă? — кăсăкланать мăнук. — Малалла мĕн?
— Ой-ой, ай-ай! — ассăн сывласа ячĕ Кашкăр шăтăк хĕррине выртсанах. — Тавтапуç сана, Куян тус!
Куян хăй умĕнчи тискер кайăка курсанах «ку вырăнтан хăвăртрах каясчĕ» тесе шутларĕ. Анчах та вăл, халтан кайнăскер, Кашкăра хирĕçех тĕшĕрĕлчĕ.
— Пăртакран иккĕшне те вăй-хал кĕме пуçларĕ. Калаçма пикенчĕç.
— Мĕншĕн сана хăвăн юлташусем — ытти кашкăрсем пулăшмарĕç?
— Эх, Куян тус! Чăнах та, манпа пĕрле тата виççĕнччĕ. Анчах та эпĕ çакăнта персе ансан, тара пачĕç.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕн? Мĕншĕн? Эпĕ вĕсен хушшинче асли пулнă. Урăхла каласан, ертӳçи. Манран вĕсене унччен нумай çупкă лекнĕ.
— Апла иккен. Тилĕ тата? Эпĕ куртăм, вăл шăтăк патĕнче чарăнса тăчĕ вĕт. Эсир калаçрăр та.
— Эпĕ, Куян тус, Тилĕпе нихăçан та туслă пулман.
— Мĕн пирки?
— Эсĕ, чиперккем, астăватăн пулĕ, эпĕ епле пулă тытма пикеннине?
— Лайăх астăватăп (Куян лăх-лăх! кулса илчĕ).
— Унччен манăн хӳре питĕ вăрăмччĕ. Тилĕ сăмахне итлесе хамăн çур хурене вакка хăварма лекрĕ. Авă, санăн та еплерех чаплă хӳре. Тăс-ха кунтарах. Ачашлам сана, тусăм.
Чăнах та, Кашкăр малти урисемпе Куянăн вăрăм та лăпсăркка хӳрине хăй еннелле туртса, ик-виçĕ хутчен ачашланă пек туса сăтăркаларĕ. Унтан...
— Мĕн унтан? — кăшкăрсах ячĕ мăнук, аллисемпе ман мăйран ыталаса илсе.
— Унтан-и?
Пăртакран халапа малалла тăсрăм.
— Унтан Кашкăр Куяна хӳринчен каплаттарса хыпрĕ.
— Ах, мур! — сехĕрленчĕ мăнук. — Вăт шан ăна, ăнмана, тăшмана? Унччен кăна вĕт Куян ăна выçă вилесрен хăтарнă.
— Куян пĕтĕм вăй-халне пухса тăчĕ те айккинелле талпăнчĕ. Шел: унăн хӳри чут çеç тĕпĕнченех татăлмарĕ.
... Мăнук хăйĕн кĕнекинче Куяна ӳкерсе хунă тĕле уçрĕ. «Эх!» — сывласа ячĕ ырă чĕреллĕ ача Куяна шеллесе.
Мĕн тăвас тетĕн? Тĕнчере — тĕрлĕ кĕнчеле, теççĕ.
— Хăçан пулса иртнĕ ку ĕç? — ыйтрĕ мăнукăм.
— Тахçанах пулĕ, — вĕçлерĕм хамăн халапа. — Анчах та, халĕ те-ха, Кашкăр Куяна канăç памасть. Ăна курсанах: «Чим-ха, асту Куян!» — тесе хăвалать.
1998 çул.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...