Канаш


Автобуспа


Автобусĕ пĕр хашкарĕ,

Пĕр вĕçтерчĕ çивĕччĕ.

Сывă пулах, Шупашкарĕ,

Эпир тепре киличчен!

 

Сывă пулăр, çыннисем,

Пăхса тăрса юлăрах.

Паян сиктĕр çĕнĕ çемĕ

Ман хаваслă юрăра.

 

Хула юлчĕ хыçала,

Сăрт хыçне пытанчĕ.

— Ларса куртăм, кăçалах,

Ларасса шанманччĕ... —

 

Кулать, сухалне сирсе,

Ман çумри мучийĕ.

Умра — вĕçсĕр уй-хирсен

Ылтăнланнă çийĕ.

 

Умра — вĕçсĕр çут инçет,

Инçете куç шăвăнчĕ.

Çут хĕвелĕн çуттинче

Тĕлĕрет çĕршывăмçăм.

 

Тĕлĕрмест вăл, ешерет,

Чечекре çĕршывăм ман!

Хаваспа тулать чĕре,

Пăхса пырса ывăнмăн.

 

Ыраш хумĕ уй урлах

Кусать, ăçта çитет-ши?

Мĕн чул жнейка та çурла

Ĕççине кĕтет-ши?

 

Çип пек тӳрĕ çулпала

Вĕçтеретпĕр çиллĕ.

Уяр тăрă çу — лĕпех,

Çут хĕвелĕ çӳллĕ.

 

Ак, вăрманĕ. Ак, Кӳкеç...

Апашран иртетпĕр-и, —

Хыçра урасем ӳкеç,

Лашине хĕртет пĕри.

Малалла

Çулсем


Эп малтан çуран утатăп

Тӳрĕ, такăр сукмакпа.

Çутă иршĕн савăнатăп,

Киленетĕп улăхпа.

 

Таврара йăл-йăл кулаççĕ

Сывлăм сыпнă чечексем,

Мана ăшшăн саламлаççĕ

Илĕртӳллĕ куçĕсем.

 

Кăмăл ырă-çке ытла та,

Улăх тăрăх утнăçем

Кĕвĕлетĕп те юрлатап

Чи илемлĕ юрăсем.

 

Самантрах çапла тухатăп

Çывăхри шоссе çине,

Эпĕ савăнса пăхатăп —

Çул инçе пире чĕнет.

 

Çул тӳп-тӳрĕ те çап-çутă,

Икĕ енĕпе — вăрман.

Манăн та, сан аслаçу та

Кун пекки авал курман.

 

Эп кăштах кĕтсе тăратăп,

Ак автобус та килет!

Чарăнать вăл, эп ларатăп,

Туянатăп пĕр билет.

 

— Ак кунта сан вырăн, — теççĕ, —

Ларт кунта чăматанна. —

Тăванла кĕтсе илеççĕ

Палламан çынсем мана.

 

Лартăм, малалла вĕçетпĕр,

Кĕскетсе инçе çула.

Тулă хирĕ, тинĕс евĕр,

Хумханса кăна юлать.

 

Çутçанталăк илĕм-тилĕм

Çутă иршĕн савăнать.

Малалла

Тăван Ен


Çуралнă тăван ен — манăн Канаш ен,

Ыр сунса кĕтет вăл мана кунсерен.

Чунран савăнатăп тăван енпеле,

Чĕререн саватăп хамăн тĕп киле.

 

Кунта сар хĕвел те пăхать ăшăрах,

Ачашлать çил лăпкăн кашни утăмрах.

Савнă ен асамлă, вăл ман Канаш ен,

Илĕртет чуна пĕр курăнса хитрен.

 

Сар тинĕс пек анлă тырă пуссисем,

Куçа тыткăнлаççĕ тарăн çырмасем.

Тăван ен вăрманлă, улăхлă, пуян,

Çыннисем ыр пиллĕ, чунпала пуян.

 

Шăпчăксем юрлаççĕ кунта хитререх,

Сывлăшĕ те уçă, чуна имлĕрех.

Аслут та мăнаçлăн юрласа юхать,

Ман кунта чĕре те канлĕрех тапать.

 

Манăн чуна çывăх ачари туссем,

Ялан ыр сунаççĕ паллакан çынсем.

Шурă акăш евĕр ларать хитре шкул,

Ас пухнă кунта эп, чупнă вунă çул.

 

Тăван ен асамлă çĕр сĕткенĕпе

Вăй илсе эп ӳсрĕм пысăк ĕмĕтпе.

Сана юрататăп çывăх Канаш ен,

Малашне татах та эсĕ чечеклен.