Ăйăр


Кĕçенет яш ăйăр витере


Кăтра сăртсем сип-симĕс. Çуркунне.

Юпахсем çӳреççĕ çеремре.

Хура курак вырнаçнă йăвине,

Тăри сикет сенкер тӳпере.

Кĕçенет яш ăйăр витере,

Çӳресшĕн яш ăйăр ирĕкре.

 

Çурхи шыв-шур тамалнă çырмара,

Сухаçсем тухасшăн акана.

Ама хур та сас пачĕ урамра:

Йышне чĕнет умри лапама.

Кĕçĕнет яш ăйăр витере,

Вылясшăн яш ăйăр ирĕкре.

 

Хĕр-каччă каçпа тухать урама,

Юррисем янравлă та хавас.

Пуçласассăн ятуллăн ташлама —

Пĕлĕтре вĕçет пек пирĕн кас.

Кĕçенет яш ăйăр витере,

Чупасшăн яш ăйăр ирĕкре.

 

1995. Кипеккасси