Çыру


Виç кĕтеслĕ çыру


Паттăрсем кăна мар çĕнтерӳшĕн çĕкленнĕ —

Ватти те, вĕтти те шеллемен пурнăçне.

Сухине хăварса,

Лашине тăварса

Ĕнерхи çĕр çынни тухнă вăрçă хирне,

Тăват çул лăпланман çулăмра вăл кĕлленнĕ.

 

Çапăçу шăплансан — вăхăт пур тăк лармашкăн

Пăшалне тасатма, тумтирне юсама —

Кăранташ хуçăкне

Тытнă вăл аллине —

Аякри телее асăнса йăпанма,

Кил-йышне хăй çинчен пĕлтерсе хут ямашкăн.

 

Вилĕме çĕнтерсе вăйлăрах вăл юратнă

Çĕршыва, мăшăрне, ачине, тăвана...

Виç кĕтеслĕ çыру,

Еплерех хыпару?

Кӳршĕпе, ял-йышпа вулаканччĕ сана,

Кĕтекен чĕрере эсĕ шанчăк çуратнă.

 

Виç кĕтеслĕ çыру... Аслă вăрçă хыпарĕ.

Миçе çул, миçе кун унтанпа иртрĕ пуль!

Кивĕ хут, сарă хут...

Йĕркинче — тамăк, вут...

Çавăнпах-тăр куçа йӳçĕ-йӳçĕ куççуль

Çырăва вуласа пынă май хупăрларĕ...

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем


Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...

Вăрăм пулчĕç, йывăр пулчĕç çулĕсем.

Киле çитнĕ инçетрен,

Юнлă вăрçă хирĕнчен

Салтăк çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.

 

Cалтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем —

Иртнĕ вăрçăн ĕмĕрхи хыпарçисем.

Савăнтарнă та пире,

Хурлантарнă та пире

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.

 

— Хаклă мăшăр, ман юратнă ачасем, —

Çырăвне çапла пуçлатчĕç аттесем. —

Аркатсассăн тăшмана

Кĕтсе илĕр ак мана,

Хаклă мăшăр, ман юратнă ачасем.

 

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...

Паян кун та упранаççĕ-ха вĕсем.

Çулăм витĕр тухнисем,

Куççульпе йĕпеннисем,

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...

Виçесĕр пысăк пек каçалăк...


Виçесĕр пысăк пек каçалăк:

Выран-выратăн — катăлмасть.

Сайралчĕ, салхуланчĕ халăх.

Вăрçи çаплах-ха чарăнмасть.

 

Вăл кунталлах васкать. Хăрушă.

Кашни килех кĕрет инкек.

Чун вăйĕ пĕтнипе пĕр хушă

Аран çеç калаçать инке:

 

«Çалла... аслийĕ ман пуç хучĕ.

Таçта, инçе вăл... ют çĕрте.

Халь кĕçĕннин те çуккă хучĕ,

Те хăй çырма ерçмест пĕртте.

 

Кĕтетĕп ир те, каç та — уссăр,

Ăшра упратăп шанчăка...

Епле-ха пурăнăп эп унсăр,

Кам усрĕ вăйсăр карчăка?»

 

Çыхать те кĕлтине вăл хурлăн

Пăхать уй урлă ялалла.

Тӳпе хуралнă. Кунĕ сулхăн.

Куратăп: пирĕн паталла

 

Хĕр-почтальон килет. Выраççĕ

Çынсем, ăна сăна-сăнах.

Пĕлетĕп эп: кашни ырра çех

Кĕтет, чĕнет сăмахсăрах.

 

Кĕç илтĕнет:

— Ача ман сывă!..

Канма вăл тухнă халь... тылра.

Тепри йĕрет:

— Аманнă ывăл.

Хутне те çырнă-çке сестра...

 

Инке те ак çыру илет те,

Малалла

Анне çырăвĕ


Эп илтĕм çыру паян аннерен

Çыру çырманран, ăна эпĕ кĕтмен.

Анне ватă çын, çырать кулянса,

Чĕнет вăл киле чунĕпе хурланса.

 

Çырать: пӳрт тулли ачасемччĕ пулса,

Пĕртте шутламанччĕ пĕччен юласса.

Пĕччен çĕр каçма та хăрушă мана,

Ялта тӳлек çуккă, хăруш самана.

 

Мăнукăм — хĕр Оля вилни шăп пĕр çул

Çитет... килмелле... такăр пултăрччĕ çул.

Пĕччен мана йывăр, укçийĕ те çук,

Аш-пăшĕ те пĕтрĕ, тип çăвĕ те çук.

 

Темме пенсине те памаç вăхăтра,

Парсан вăхăтра — туяттăм пурра.

Çук — шухăш тăрать пĕрмай пуçăмра:

Шутлатăп, йĕретĕп — куççуль куçăмра.

 

Çерукăм-мăнукăм пурнать Палтайра...

Шкула вăл çӳрет... Çил-тăманлă уйра,

Уй урлă каçма хăруш ачана,

Çампа килте çук вăл, шанапчĕ ăна.

 

Пулсан, çаврака пĕр утă тюкне

Леçсе парсам эсĕ, утти çитменне...

Хĕл хырăмĕ пысăк, çăтать пуррине,

Çуккишĕн шутлатăн, тухсаçсăн вĕçне.

 

Çампек çыру илтĕм паян аннерен,

Вуларăм ăна эп килсессĕн ĕçрен.

Малалла

Телефонпа янă çыру


Паян ĕç кунне çĕкленӳллĕ кăмăлпа пуçларĕ Мая Александровна. Килте пурте йĕркеллĕ, ĕçре те ку эрнере чăрмавсем çук. Пай пуçлăхĕ Николай Ефремович командировкăра. Никам та ăна илсе кил, куна туса пар, унта шăнкăравла тесе тинкене илмест. Юлашки вăхăтра интернетпа кăсăкланма пуçларĕ Мая Александровна. Питĕ аван япала иккен вăл. Тем те пĕлме пулать ун урлă. Ак ĕнер аякри тăванĕсен тăхăмĕсене шыраса тупрĕ. Лешсем Çĕпĕр çĕрĕ çинче пуçĕпех çухалнăччĕ. Мăн аслашшĕпе пĕртăванне кулак тесе çемйипех ăсатнă пулнă та, çавăнтанпа вĕсем çинчен нимĕн те пĕлмен халиччен. «Ав мĕнле вăл прогресс текенни. Ют çĕршывра ăсталанă пуян ăс-тăнлă техникăпа рехетленетпĕр вĕт. Пирĕн çĕршывра юлашки вăхăтра мĕнле прогресс пулчĕ-ши? Пĕтĕм прогресс — хаксем урнă юлан ут пек ĕрĕхнинче», — кулянса шухăшларĕ хĕрарăм.

Чăнкăр-чăнкăр! сас пачĕ кĕсье телефонĕ. СМСка килчĕ пулас. Кам та пулин шăнкăравласан ун телефонĕ: «Тыт, тыт хăвăртрах!» — тесе çухăрать. Упăшки шӳтлесе çапла туса панă ăна.

Хĕрарăм телефонне илчĕ те СМСка вулама пуçларĕ. Вуласа тухрĕ те лаках ларчĕ пукан çине. «Пуйăс ыран кăнтăрла иртсе икĕ сехет çурăра çитет вокзала. Эсĕ мана кĕтсе илессе шанса тăратăп. Санăн Николашка».

Малалла

Пур-ши каçарăвăн сăвапĕ?


Аран-аран палăракан çул хыттипе, çил-тамана пăхмасăрах, пĕр лав чуптарать. Çуна çинче хĕрпе каччă. Вĕсем йĕри-тавра мĕн пулса иртнине асăрхамаççĕ те тейĕн, брезентпа пĕркеннĕ те шăкалтатса калаçса пыраççĕ.

Юлашкинчен каччи ассăн сывласа илет, салху куçĕсене мăчлаттаркаласа хĕрĕ çине пăхать.

— Тăватă çул пĕччен пурăнмалла, — пăшăлтатать вăл хурлăхлăн. — Ытла та нумай вĕренмелле-çке санăн, Оля!

— Юратсассăн, ытларах та кĕтме пултаран, Павлуш, — йăпатать хĕр хăй савнине. — Эпир пĕр-пĕрин патне çыру çӳретсех тăратпăр-çке, уявсене те, ав, пĕрлех ирттеретпĕр.

Уйрăлу пĕрре те хурлантармасть тейĕн, унăн сăн-пичĕ савăнаçлă, капăшка тутисем йăл та йăл кула-кула илеççĕ.

— Ялан çавнашкал вĕсем, пирĕн туйăмсем, — тет Павлуш, савнииĕ çине хурлăхлă куçĕсемпе пăхса.

— Мĕнле?

— Каччине салху чухне хĕрне савăнăçлă.

— Мĕн пирки çапла вăл, Павлуш?

— Ăçтан пĕлем эпĕ, Оля...

— Эпĕ пĕлетĕп.

— Кала.

— Эсĕ кӳренместĕн-и?

— Паллах, кӳренместĕп.

— Мĕншĕн тесен...

— Мĕншĕн тесен эсĕ каятăн, эпĕ юлатăп. Çĕнĕ çынсем, çĕнĕ вырăнсем... Санăн ман çинчен шухашламашкăн вăхăт та пулмĕ.

Малалла

Çырусем


Нина Ивановна пурнăçне ялти сакăр çул вĕренмелли шкулта еçлесе иртгерчĕ. Нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Апла пулин те хăй вĕрентнĕ ачасен малалли шăпи çинчен шухăшламан саманчĕ те çук тейĕн унăн. Вĕсем те çырсах тăраççĕ, яла килсен те курса калаçма тăрăшаççĕ вара. Учительницăшăн çакăн пек çырусене вуланă самантран хакли нимĕн те çук.

Акă каллех çыру. «Эпĕ вунтăххăр тултартăм. Эпир, виçĕ хĕр, аннепе çеç ӳсрĕмĕр. Анне пире атте çинчен сахал каласа паратчĕ. «Кирек мĕнле пулсан та, вăл сирĕн аçăр», — тетчĕ кăна. Анне пире вĕренсе çын пулма, хамăра сăпайлă тытма, ĕçе юратма ăс панă».

Паянхи пекех астăвать-ха Нина Ивановна яланах тирпейлĕ, вăрăм çивĕтлĕ, сăпай хĕрачасене. Çиçĕм куçлă, лара-тăра пĕлмен Маша пур çĕре те ĕлкĕретчĕ: вулатчĕ, юрлатчĕ, ташлатчĕ. Арçын ачасене те лекетчĕ унран, хăй те час-часах кăвакпа çӳретчĕ.

Пĕрре çапла Маша малтанхи урока кая юлса çитрĕ, пĕр сăмах та чĕнмерĕ, учительница мĕн каланине те илтмерĕ пулмалла. Пурне те сисекен Нина Ивановна тăхтав вăхăтĕнче вĕсен килне çитсе килме шутларĕ. Хĕрача шкултан инçех пурăнмастчĕ.

Пӳрт алăкне уçса ярсан учительница куçĕ хуралнă пек туйăнчĕ. Валентина паламалла мар: упăшки йăлтах хĕнесе пĕтернĕ ăна. Хĕрарăм çаплах тайкаланса сăпкари кĕçĕн хĕрне сиктеретчĕ. Чылайччен юнашар ларчĕç çапла икĕ хĕрарăм. Нина Ивановна ĕçсе çапăçакан, мăшăрĕсене хĕнекен арçынсене чылай тĕл пулнă, анчах ир-ирех урă пуçпа ачисемпе амăшне çапла шелсĕр ватса пĕтернине пуçласа курчĕ. Урайĕнче типсех çитмен юн кӳлленсе выртать. Темĕн чухлĕ калаçсан та упăшкине милицине тыттарса яма килĕшмерĕ Валентина. «Пурăнтăр, хамăрах тухса каятпăр», — терĕ кăна.

Малалла

Çичĕ çыру


Тĕлĕкре курнăн тăвас пуль кунта каланисене. Калăпăр, эпĕ, алла ручка тытса, «Капкăн» валли статья çырма ларнă пултăр. Çырса ларнă çĕртех, куçсем çывăрса кайнă пирки, хам та çывăрса кайнă пултăр. Пулăшкомсемпе ревизи комиссийĕсем пек (мар, чăн-чăнах çывăрса кайнă пултăр. Калăпăр, пыр шăтăкĕ харлаттарнă пултăр, сăмса шăтăкĕ ши-ши! шăхăрса хăй кĕввине каланă пултăр. Çав пыр шăтăкĕ харлаттарнă вăхăтра эпĕ тĕлĕк курнă пултăр. Тĕлĕкре редакци ячĕпе çырусем нумай килнĕ пултăр. Çав нумай çырусенчен çиелтисене алла тытса конверчĕсенĕ чăр-чар çĕтсе, ăшне чикнĕ хучĕсене вулама тытăннă пултăр. Ну, тытăнăпăр вулама!

 

Пĕрремĕш çыру.

Шупашкарти пĕр комиссариатра ĕçлекен («ларакан» тесен те юрать) аллине пусса янă пĕрремĕш çыру çине. Ахаль çын мар — комиссариатра ĕçлекен пысăк çын. Çавăнпа унăн çырăвне вуласа панă чухне хăлхана тăратсах итлемелле. Хăлхăрсене тăрататăр пулсан, вуласа парам.

«Акса хăварнă ыраш калчисем çине выльăхсем ярса ваттарассине чарас тĕлĕшпе вирлĕн ĕçлеме кирли çинчен районсене кăтартусем çителĕклĕ панă пулин те, райĕçтăвкомсем вăл тĕлĕшпе çителĕклĕ ĕçлемен. Ку япала райĕçтăвкомсем енчен питĕ пысăк çитменлĕх пулса тăрать. Халĕ, социализм тунă чухне, тырпула уйра лайăх пăхса, ăна выльăхсемпе ваттармасăр çитĕнтерни (ӳстерни) кирлĕ...»

Малалла

«Виç кĕтеслĕ чĕкеçĕ...»


Виç кĕтеслĕ чĕкеçĕ —

Салтак çырнă çыру пек.

Вĕçĕм вĕçсе килеççĕ —

Ăçта вăрçă пырать тек?

 

Тен, Пăлхартан килеççĕ —

Асаттесем çырнисем?

Тен, нимĕçрен çӳреççĕ —

Аттемĕрсем янисем?

 

Виç кĕтеслĕ пĕлĕтсем

Анкарти пек ӳсеççĕ.

Шарт тăвать те каштисем,

Çĕре лап-лап ӳкеççĕ.

 

Çыру çăвать килсерен —

Чуна шари çураççĕ.

Çыру килет Чечнерен —

Çĕр çултан та вулаççĕ.