Çерçи


Парне


Тачка пĕлĕт хуплать тӳпене,

Сарă çулçă ӳкет çĕр çине.

Шăнкăрч хăйĕн хăма вĕллине

Хĕл каçма парнелет çерçие:

 

— Кил-ха, йăмăкăм,

Çакă çуртра

Пурăнма ыр сунатăп сана.

Кивĕрех те кăштах,

Кăшт лутра.

Ан тирке пĕчĕккишĕн

Ăна.

 

Сивĕре вут хутса ăшăнма

Кăмака юсавлах,

Чиперех.

Ĕçлесе ĕшенсессĕн канма

Тĕк тӳшекĕм те пур —

Сарнипех.

 

Çыру çыр эс хăш чух кăнтăра,

Хăв çинчен пĕлтерсех тăр вара.

 

Парнелерĕ çапла вĕллине,

Вĕçрĕ пăр-р-р!

Тусĕ чĕннĕ енне,

 

— Чим!

— Тăхта! —

Хыпаланчĕ çерçи,

Шăнкăрча тем каласшăн пулса,

Чăрмантарчĕ ăна çил ачи,

Хăлхинчен ши! те ши! шăхăрса.

Ялтан çерçи çухалнă


Малтан çакна никам та асăрхаса илеймен-ха. Кукăртурта ялĕнче пурнăç пĕр майлах шуса пынă. Хайхи пĕррехинче Катăк йĕм Лариванĕ, яланхи пекех, картишне тухатъ те выльăх-чĕрлĕхне арпа тăкса парать. Мăйракаллă сурăхĕпе шăши тĕслĕ ĕни, хур-кăвакалĕ, чăххи-чĕппи васкаса ыткăнса пыраççĕ ун патне. Катăк йĕм пăхăр чĕлĕмне тивертет, техĕмлĕн паклаттарма тытăнать. Таврара шап-шурă çĕнĕ юр. Сывлăш уçă. Кăшт уçăлкаласа тăрам-ха, тет Лариван. Тăрать-тăрать те вăл çапла картишĕнче, сасартăк ăна тĕнчере темĕскер çитмен пек туйăнса каятъ. Хальчченхинчен темĕскер катăкрах пек. Мĕн амакĕ ку?

Лариван канăçне çухататъ, шухăша каятъ. Чĕлĕмĕ те сӳнсе ларатъ. Унтан, темле майпа-çке, кĕçех асăрхать Катăк йĕм: çерçисем çук. Чив-чив-чив туса арпа патĕнче сиккелекен, карта çумĕнчи çапăсем çинче тĕкĕсене тăраткаласа ларакан çерçисем ниçта та курăнмаççĕ. Чăнах, ĕмĕртенпе ялта пурăннă çерçисем тăмăч çухалнă. Вăт тамаша! Ниçта та çук. Лариванăн ăш-чикĕ хускалчĕ, чĕркуççийĕ лĕнчĕрех кайрĕ. Аллинчи чĕлĕмĕ те юр çине ӳкрĕ. Мĕне пĕлтерет ку? Тен, пĕр-пĕр инкек-синкеке мар-и? Тен, кĕçех çĕр чĕтренмелле мар-и ку вырăнта, вулкан тухмалла мар-и? Катăк йĕм васкасах кӳршĕри Сĕрĕм Михали патне каçрĕ.

Малалла

Çăханпа çерçисем


Кайăксен çапла йăла:

Анать персе аяла

Çерçи часах çĕр çине,

Курсан çăхан вĕçнине.

Сассине парать: «Чĕрик!»

Çурăлас пек ун чĕри

Кăкăрта тĕпĕртетет,

Хăраса çерçи чĕтрет.

Çӳлте вĕçнĕ чух çăхан

Хăпараймĕ нихăçан

Çерçи уçă тӳпене.

Лăпчăнсан çеç çĕр çумне

Пурăнайĕ вăл вăрах

Хур курмасăр, лăпкăрах.

Çĕкленсессĕн çӳлелле

Çăхан сăхĕ çĕленле.

Анчах мĕн ку? Çерçисем —

Ĕмĕрхи хăравçăсем,

Ушкăн-ушкăн пĕрлешсе,

Хăвалаççĕ çăхана!

Тарать лешĕ вăрмана.