Юрий Айдаш


«Ман тусăн тусĕсем те — тусăмсем...»


Юрий Айдашпа Порфирий Афанасьева

 

Ман тусăн тусĕсем те — тусăмсем,

Вĕсем мана та пер йышра шутлаççĕ,

Самах парсассăн — сăмаха тытаççĕ,

Манпа-санпа пĕр шухăшлах вĕсем.

 

Тус урлă çĕнĕ тантăш тĕл килсен,

Çĕнĕ çынпа та пĕр чĕлхе тупсассăн,

Вăл сан пекех маттур этем пулсассăн

Мĕн-ма пĕрлешмĕпĕр эпир, туссем?

 

Сахал-и пурнăçра çывăх çынсем!

Вĕсем çулсеренех нумайланаççĕ,

Сана та манăн тусăмсем шанаççĕ,

Вĕсем те саншăн шанчăклă туссем!

 

1979, авăн, 18.

Куславкка, Тĕмшер.

Тепĕр юрă


Ю. Айдаша

 

Ачасем — ачасемпе,

Артистсем — артистсемпе,

Йĕкĕтсен — хăйсен пур йышĕ,

Ваттисем — ваттисемпе.

 

Чечексем — чечексемпе,

Платниксем — платниксемпе,

Кайăксен — хăйсен пур йышĕ,

Кашкăрсем — кашкăрсемпе.

 

Сăвăç, эс — кашнийĕнпе:

Эс ача — ачасемпе,

Йăлт пăтраштарать поэзи:

Пĕлĕт эс — пĕлĕтсемпе.

 

Çăлтăр эс — çăлтăрсемпе,

Кайăк пул — кайăксемпе, —

Кашкăр çеç нихçан та пулмăн

Эс хирти кашкăрсемпе.

 

Пул çапла — ĕмĕрĕпе:

Ватă пул — ваттисемпе,

Санăн ăсунта пуплеччĕр

Вилнисем — чĕррисемпе.

Рифма — шанчăклă юлташ


Ю.Айдаша

 

Рифма — шанчăклă юлташ

Пăрăнма памасть çултан.

Тепĕр чух вăл тупăнмасть,

Сăвă çырăнмасть, ăнмасть.

 

Тупăнсан, савăнтарать,

Пит-куçа çăвăнтарать.

Ывăнсассăн, хĕрхенет,

Ăшăтать чун-чĕрене.

 

Хăйĕн вăй-хăвачĕпе

Рифма вăл тăпачă пек!

Çĕкленсе çӳлтен çапать,

Çĕнĕлле вут-хĕм сапать,

 

Тĕксĕмми такăнтарать,

Йĕркерен тухса тарать.

Витĕмлĕ сăмах кĕрлет

Çутçанталăкпа пĕрле.

 

Сăвăç ĕçĕ тарлă та,

Çав тери ытарлă та.

Тăрăшать вăл ахаль мар —

Шухăш-туйăм çухалмасть.

 

Ӳркенсессĕн тĕпчеме —

Тухаймастăн тĕнчене —

Шеллемесĕрех хăвна

Туптасам ăсталăхна.

 

Сапăрлăх çитмен чухне

Сăвăçă сутать чунне.

Харкашу, шăв-шав вара

Вĕрентмест çынна ырра.

 

* * *

Рифма чăвашла — састаш,

Маншăн шанчăклă юлташ.

Мухтаса чыслар ăна

Чăрсăр çул шыравçăна.