Андриян Николаев


Чăваш çĕршывĕнче уявлă сас...


Чăваш çĕршывĕнче уявлă сас:

«Тĕнче уçлăхĕнче ентешĕмĕр!»

Ăçта кунта пуш кăмăлпа тăрас?

Ак ăçталла эпир çĕклентĕмĕр!

Нумай çулсем-çке иртрĕç унтанпа

мăнаçлă Атăл хумĕсем пек шавлăн.

Анчах çав кун халь пурăнать манпах,

чи чаплă кĕвĕ евĕр янăравлăн.

Вăл илтĕнсе килет те аякран,

хам ăрăва пăхатăп юратуллăн.

Калаçрĕ Николаев уçлăхран,

ик йĕркепе çӳрерĕм эп татуллăн:

«Тĕнче уçлăхĕнче чăваш сасси —

Çак мар-и Çеçпĕл кĕтнĕ Пуласси?»

Паттăрлăх


Ытла та Çеçпĕл пулнă харсăр.

Кĕрешес мар çĕннишĕн ун —

Хура тăшман кулли пулмасăр

Паян та вăл куратчĕ кун.

 

Каçар, — тесе ыйтас Хрисанăн

Пăшал çĕкленĕ кулакран, —

Пурнатчĕ халĕ те хавассăн.

Çĕршыв çеç пĕлмĕччĕ ятран.

 

Ху çăлтăрна шанни — пит лайăх.

Çапах та инкекрен хăра.

Епле пултарчĕ Николаев

Çĕн йĕр хывмашкăн уçлăхра?

 

Пултарчĕ çав, куçпа куратпăр.

Çапла тума хушать чĕре.

Чĕре хушсан — кам пулмĕ паттăр,

Кам кӳмĕ чап тăван çĕре?

 

Пĕр уншăн — Çеçпĕл пулнă харсăр.

Хрисан ӳксен те парăнман.

Инкек пулассине пăхмасăр,

Хăюллăн вĕçрĕ Андриян.

Чăваш — маттур


Чăваш — маттур.

Ахаль сăмахăм мар ку

Пин-пин çын хушшинче такам та пур…

Герой-и, тен, çыравç-и — вăл паттăр.

Ăна ялан эс — сума су.

 

Пур Андриян —

Чăваш патвар юманĕ.

Çут çăлтăр евĕр ялкăшать паян.

Унăн таса ятне халăх манаймĕ

Пуриншĕн вăл чунпа тăван.

 

Çĕкленнĕ вăл

Тӳпе хĕрри таранĕ.

Сăн-питĕнче вылять ун кулă йăл

Ун умĕнче вĕçсĕр космос пуянĕ

Çап-çутă ялкăшан çăлтăр.

 

Вăл — космонавт

Нумай куншăн вăй хунă.

Ним шеллемен, пит пулнă вашават

Пирн çĕр çинче унран халь юлнă

Асран кайми ĕмĕрлĕх ят.