Алексей Талвир


Чĕнтĕрлĕ кĕпер


Патăръелĕнче, Талвирсен пахчи хыçĕнче, Ватулха текен çырма урлă чĕнтĕрлĕ кĕпер пурччĕ. Эпĕ Патăръелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче А. Ф. Талвир ашшĕ килĕнче пурăнатчĕ. Эпир, шкул ачисем, ăна час-часах çак кĕпер çинче кураттăмăр. Писатель унта, шыв юххи çине пăхса, шухăша путса тăма юрататчĕ. Ун пек чухне вăл çывăхран кам иртсе кайнине те асархамастчĕ. Çынсем Алексей Филипповича пурте паллатчĕç: вăл чĕнтĕрлĕ кĕпер çинче шухăша путса тăнă чухне вара, ăна чăрмантарас мар тесе, кĕпер урлă çав тери шăппăн, чĕрне вĕççĕн утса каçатчĕç.

Патăръелпе Сăкăт хушши сакăр çухрăм. Çак тусанлă çула эпĕ ача чухнех питĕ лайăх астуса юлнă. Манăн чи малтанхи пысăк туйăм, пуласлăхалла хывнă кĕпер, шăп та лăп çав çул çинче çуралнă... Ун чухне вăрçă пĕтнĕччĕ кăна-ха. Эпĕ ялти шкулта кĕçĕн класра вĕренетĕп, сăвăсем, юмахсем çыратăп, сайра хутра пичетленетĕп те. Çавăнпа пуль ĕнтĕ манăн чĕрĕ писателе курас килет. Анчах вĕсем пирĕн яла пырса çӳремеççĕ-çке!.. Ăçта курма пулать-ха вĕсене?.. Шупашкара кайма питĕ аякра. Пĕлетĕп-ха ĕнтĕ пирĕн ялтан инçех те мар, Патăръелĕнче, Сăкăткассинче чăн-чăн писатель, пысăк писатель Алексен Талвир çуралса ӳснĕ. Анчах вăл Патăръелĕнче мар, Мускавра пурăнать. Эпĕ хавхаланса кайсах А. Талвир çинчен мĕскер пĕлме пур, çавна çынсенчен тĕлчетĕп, вăл çырнă кĕнекесене ял тăрăх шыраса çӳресе вулатăп... Пĕррехинче вара савăнмалли хыпар илтĕм: Алексей Талвир тăван ялне таврăннă... Çав кунхинех вара эпĕ хам çырнă сăвăсен тетрадьне кĕсьене чикрĕм те Патăръелне тухса утрăм. Çав куна паянхи пекех астăватăп: ăшă, лăпкă çанталăк тăрать, Сăкăт кати енче ăрша вылять. Каяс çул çип çапнă пек тӳрĕ, ун икĕ енĕпе те лаша пĕкки пытанмалла тулăх ӳснĕ сап-сарă ыраш. Ниçта нимĕнле сасă та илтĕнмест, кайăксем те юрламаççĕ, çынсем те çӳремеççĕ, ниçта нимĕнле чĕрĕ чун та курăнмасть. Таврара тĕлĕнмалл шăплăх. Анчах эпĕ çак шăплăха та, çанталăк ăшшине те сисместĕп. Кăлт-кăлт! Кăлт-кăлт! сиксе тапать чĕре, ытла палханнипе пĕтĕм шăмшакри юн шăнса хытса ларнăн туйанать. Йышăнĕ-ши мана писатель? Ман сăвăсене вуласан, мĕскер калĕ-ши? Е вуламасăрах каялла хуса ярĕ-ши?..

Малалла