Пушхирти кĕлчечексем :: Пĕрремĕш пайĕ


— Мĕн, паян уяв-им? Сĕтел çине Çĕнĕ çул каçĕнчи пекех хатĕрленĕ. Кала хăвăртрах, чунăм, чăтса тăма пултараймастăп, — терĕ Женя кĕнĕ — кĕменех Таньăна ыталаса чуптуса илнĕ хыççăн.

— Ан васка. Васкакан суккăр пулнă теççĕ. Малтан шампански кĕленчине уç, хăнала, — терĕ Таня савăнăçлăн куçĕсене вылятса. Хăйĕн вара пăшăрханнипе чунĕ шăнса чĕтрерĕ.

— Ну, кĕтетĕп, — терĕ Женя эрех черккине пушатсан.

— Женя, савнийĕм, пĕртен-пĕр юратнă чунăм. Ан пăшăрхан, ку савăнăçлă хыпар çеç. Эпĕ... Ача амăшĕ пулма хатĕрленетĕп.

Женя çак сăмахсене илтсен кулам пекки турĕ — кулаймарĕ, мĕн-тĕр каласшăнччĕ — калаймарĕ.

— Мĕн, савăннипе чĕлхӳне çăтса ятăн-и? Мĕншĕн чĕнместĕн? — çине тăрсах калаçрĕ Таня.

— Эпĕ... Нимĕн те ăнланаймарăм-ха. Мĕнле капла? Эпĕ санпа савни пулса пĕр çулталăк та пурăнман вĕт-ха. Çамрăк чухне савăнса юлмалла. Ача-пăча ӳстересси — малашнехи тĕллев. Шӳт тăватăн пулмалла эс, Таня?

— Çакăн çинчен шӳт туса калаçма юрать-и вара, Женя? Эпĕ сана чăннине калатăп. Пирĕн часах ача çуралать. Çавăнпа та эсĕ гастроле тухса кайиччен пирĕн çырăнмалла тата туй хăçан тумаллине палăртмалла.

Женя сĕтел хушшинчен тухса каллĕ-маллĕ утма пуçларĕ. Иртĕнсе çеç туртакан çын пирус тивертсе ячĕ.

— Пулма пултараймасть! Çук! Эпĕ килĕшместĕп. Пире ашшĕ-амăшĕ пулма иртерех-ха! — кăшкăрсах калаçрĕ вăл. — Итле-ха, чунăм, санăн чĕрӳ айĕнчи чун пурнăçне татма тӳр килет. ЬГранах пульницана илсе каятăп, — терĕ пăшăрханса ӳкнĕ Женя.

Таня çак хыпара савнийĕ шăртланса кĕтсе илессе шанманччĕ. «Мĕнле-ха капла ĕмĕр-ĕмĕр юратса пурăнма тупа тăвакан çын çакăн пек савăнăçлă хыпара хирĕçӳллĕн кĕтсе илме пултарать? Эпĕ ăна хамăн чыса парнелесе йăнăшрăм-ши вара? Мĕн туса хутăм-ха?» — шухăшлама тытăнчĕ хĕр лăпланма шухăшламан та Женя çине пăхса ларса.

— Женя, эсĕ мĕн калаçатăн? Пулас тĕпренчĕке вартан кăларса пăрахни сана хамăн чĕререн кăларса пăрахниех пулать. Ăнлан, вăл — эпир пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлнă юратăвăн çимĕçĕ. Пирĕн савăнăç. Пирĕн юн. Пирĕн чун, — тарăхсах калаçрĕ Таня.

— Эпĕ ача пĕлтерĕшне ăнланатăп. Анчах та килĕшместĕп, паянхи кун пирĕншĕн ача-пăча чăрмав çеç пулĕ. Эпир çамрăк-ха, пурăнса та курман. Таня, ăнланма тăрăш-ха, кирлĕ мар пире ача! Çитменнине, эпĕ çывăх вăхăтрах авланма тĕллев те лартман, шухăшламан та, ĕмĕтленмен те. Санăн ыранах пульницана кайма тӳр килет, тин çеç тĕвĕленнĕ чуна тĕп тумаллах. Килĕшместĕн пулсан — хăвăн ирĕкӳ. Эпĕ мĕн калассине каларăм, — терĕ те Женя сывпуллашмасăрах пӳлĕмрен тухса кайрĕ.

Таня çак сăмахсене илтсен, Женя пӳлĕм алăкне хупмасăрах тухса кайсан пĕр вăхăт хушши чулланса ларчĕ. Алăк хупма кайма тесе утнă самантра унăн пуçĕ çаврăнса кайрĕ, аллисемпе хырăм тĕлĕнчен ярса тытрĕ те урайне йăванчĕ...

Хĕр тăна кĕчĕ. Çие юлнă хĕрарăм чирĕ иртсе кайрĕ. Вăл васкамасăр тăчĕ те алăка хупса питĕрсе илчĕ. Сĕтел çинчи чашăк-тирĕке пуçтармасăрах, салтăнмасăрах, çутта сӳнтерсе вырăн çине кĕрсе выртрĕ. Хăйĕн килĕнчи пĕртен-пĕр «юлташне» — минтере ыталаса илсе ĕсĕкле-ĕсĕкле йĕметытăнчĕ.

 

IV. Ирĕксĕрлесе телейлĕ пулаймăн

Сăпас — православи тĕнне ĕненекенсен кĕркуннехи пысăк уяв. Лапракас халăхĕ çак праçнике кĕтсе илме икĕ-виçĕ эрне маларах тытăнать: килĕ-çурчĕсене çуса тасатать, тирпейлет, ĕçкĕ-çике хатĕрленет...

Юлия Никитична эрне маларах сăра туса пăр хунă нӳхрепе антарса лартрĕ. Коля ратне-хурăнташĕсене туй пуласси çинчен вунă кун малтан пĕлтерсе çӳрерĕ. Район универмагне кайса хура костюм, шурă кĕпе тата кăвак галстук туянчĕ. Пулас мăшăрĕпе хăй валли ылтăн çĕрĕсем илме те район центрнех кайрĕ. Çырăннă чухне вĕсен çĕрĕсем çукчĕ-ха.

Зина ашшĕ-амăшĕ пурăнакан района вĕсем пĕрле кайса килчĕç, туя йыхрав хучĕсем валеçрĕç. Хĕр енчен пĕр çирĕме яхăн хăна пуçтарăнмалла.

«Родина» колхоз правленийĕ Сидоровсене туй тума ялти столовăя пачĕ, апат-çимĕçпе те пулăшрĕ. Ял клубĕнчи аудиоаппаратурăна туй пулнă çĕре куçарчĕç. Пĕтĕм ял туя хатĕрленчĕ. Ара, Лапракасăн чи сатур каччи авланать мар-и?

Столовăй тăррине улăхтарса лартнă динамиксенчен савăнăçлă кĕвĕ янăрать. Туй халăхĕ каланă вăхăта пуçтарăнса çитрĕ темелле. Хĕр енчисене кĕтеççĕ. Вĕсем автобуспа килмелле. Зина, паллах, вĕсемпе.

— Килеççĕ! Килеççĕ! — янăраса кайрĕ ача-пăча сасси. Аякран автобус çывхарса килни курăнчĕ. Каччă енчи туй халăхĕ çăкăр-тăварпа, эрех — сăрапа вĕсене кĕтме пӳрт умне тухрĕ. Чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе хĕрне илме каччă енчисем каймалла. Зина ашшĕ-амăшĕ инçетри районта пурăннипе тата хăй те çак ялтах ĕçленипе туйне пĕр çĕрте çеç — Лапракасра туса ирттерме калаçса татăлнăччĕ.

Автобус столовăй умне çитсе чарăнчĕ. Алăкне уçма васкамаççĕ-ха. Автобус чӳречинчен пĕр çамрăк хĕрарăм пуçĕ курăнса кайрĕ.

— Капла та туй йĕркине пăсрăмăр. Хĕре хамăрах илсе килсе патăмăр. Аçта-ха çĕнĕ кĕрӳ? Хĕре сутăн илме укçа хатĕрлесе хунă-и вăл?

Ылтăнлат хĕр енчисене, атту автобус алăкне уçмасăрах пулас мăшăрна каялла илсе каятпăр!

Коля малтанах хатĕрлесе хунă вак укçине автобус чӳречинчен шалалла сирпĕтрĕ. Тинех автобус алăкĕ уçăлчĕ. Картлашка çине Зина, чăн — чăн пирĕшти евĕр тумланнăскер, анса тăчĕ. Коля ăна йăтса илчĕ. Çамрăк мăшăр столовăй алăкĕ патнелле çывхарса пычĕ. Каччă енчисем тин çеç килсе çитнĕ хăнасене эрех-сăрапа сăйлама тытăнчĕç. Майĕпен-майĕпен икĕ енчисем те сĕтел хушшине кĕрсе ларса вырнаçрĕç. Тахçантанпа кĕтнĕ ĕçкĕ-çикĕ пуçланчĕ.

Лапракасра çĕпĕ çемье чăмăртанчĕ. Зина халĕ Кольăсен килĕнче пурăнать. Унăн хваттерне тин çеç пединститутран вĕренсе тухнă пĕр учителе вырнаçтарчĕç. Авланман каччă. Историк.

Колхозра кĕрхи ĕçсем пуçланчĕç. Коля килте питĕ сайра пулать, çывăрма кăна таврăнать темелле. Зинăпа Юлия Никитична хăйсен ĕçĕсене çӳреççĕ.

Мĕнле пурăнать-ха çамрăк мăшăр? Мĕнле туйăмсемпе Кольăпа Зина çĕнĕ пурнăçа пырса кĕчĕç? Мĕн кулянтарать, мĕн савăнтарать? Зина тахçантанпах ĕмĕтленсе пурăнакан тĕллевĕ пурнăçланчĕ. Вăл халĕ Коля Сидоровăн саккунлă мăшăрĕ пулса тăчĕ. Юратать ăна, савăнса пурăнать. Пăянамăшпе те вăл пирвайхи кунсенчех килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма тытăнчĕ. Юлия Никитична та кинĕ лайăх çын пулнипе савăнать. Коля вара? Коля хăй кăна пĕлет, туять, ăнланатьçĕнĕ пурнăçăн пĕлтерĕшне. Юратнă çыннипе, пирвайхи юратăвĕпе пурнăçа пуçласа ярайманнине, мĕнле куляннине çамрăк арçын чĕри çеç чăтма пултарать. Анчах... хăçанччен? Хăçанччен чăн-чăн пурнăçра, сцена çинчи артист пек, упăшка пулса пурăнмалла е вылямалла? Никам та пĕлмест, Коля хăй те. Вăл чăн-чăн арçын хăйĕн сăмахне тытма пĕлнине çеç аван пĕлет. Зина ăна ирĕксĕрлесе качча тухман. Коля хăй чĕннипе унăн пулса тăнă. Çавăнпа та, ваттисем каларăшле, пăттуна пĕçертĕн пулсан — хăвах çи. Коля паянхи кунччен, хăй суйласа илнĕ пурнăç пăттине тутанса пурăнать.

Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн колхоз правленийĕ механизаторсемпе шоферсен кану каçне ирттерчĕ. Хастар ĕçлекенсене премисем парса чысларĕ. Кольăна та парне тивĕçрĕ — алăпа йăтса çӳремелли пĕчĕк телевизор. Аванах ӳсĕр таврăнчĕ килне парне илме тивĕçлĕ пулнă çамрăк тракторист. Калаçать, кулать... Амăшĕпе мăшăрĕ тĕлĕннипе çăварĕсене карсах пăрахрĕç. Çак каç Кольăпа Зина хушшинче хирĕçӳ пулса иртрĕ. Пĕрремĕш хирĕçӳ.

Çамрăк мăшăр апатлансан-майлансан çывăрма выртрĕ. Коля выртсанах çывăрса кайрĕ. Зина кăна мăшăрĕ ытла ир çывăрса кайнăшăн хĕрарăмла кăмăлсăрланса выртрĕ. Ара, Коля, уйрăмах пĕр-ик черкке ĕçсен, Зинăна ытларах юратма пуçлатчĕ. Паян вара...

Выртсан-выртсан Зина Коля енне çурăмĕпе çаврăнчĕ те тĕлĕрсе кайрĕ. Тахăш самантран вăл кăкăрне Коля аллисем ачашланипе вăранса кайрĕ. Хирĕçлемерĕ. Месерле çаврăнса выртрĕ...

Савăшу вăййи вĕçленес умĕн Коля, ыйхăран йăлтах вăранманскер, калаçма пуçларĕ.

— Таня... Чунăм... Савнийĕм... — пăшăлтатрĕ вăл.

Зинăна çак сăмахсене илтсен вĕри шывпа сапнăнах туйăнса кайрĕ. Пĕтĕм вăйне пухрĕ те мăшăрне хăй çинчен сирсе тĕртсе ячĕ. Коля кравать çинчен çĕре персе анчĕ.

— Ав мĕнле иккен, манпа çывăратăн, чунупа Таньăна ыталатăн, унпа пурăнатăн! — вĕрерĕ Зина çиллине ниçта хураймасăр.

Коля та вăранса кайрĕ.

— Эсĕ мĕн, ухмаха тухрăн-им? Мĕн хăтланатăн? — теме çеç пĕлчĕ вăл.

— Тухса вырт пăлтăра. Ытала хăвăн савнине тĕлĕкӳнте, — терĕ те Зина тепĕр май çаврăнса выртрĕ.

Коля пăлтăра тухса выртрĕ.

Çакăн хыççăн Сидоровсен çемйинче çанталăк пăсăлма пуçларĕ. Кольăна та, Зинăна та çакăн пек пурнăç йăлăхтара пуçларĕ.

Пĕррехинче Коля ĕçрен таврăннă çĕре Зина ĕçĕнчен çитсе ĕлкĕреймерĕ. Коля чĕри аван мара сиссе кăкăрĕнчен сиксе тухаслах тапма пуçларĕ. Вăл çăвăнмасăрах, тумне улăштармасăрах библиотекăна тухса утрĕ. Алăкне тĕртсе пăхрĕ. Уçăлмасть. Шалтан питĕрсе илнĕ. Чӳречерен кайса пăхрĕ те... Икĕ сĕтеле çума-çумăн лартнă та... вĕсем çинче Зинăпа палламан арçын...

Коля çĕр çинче выртакан чул татăкне илсе чӳрече еннелле вăркăнтарчĕ. Чăнкăр-р-р! турĕ библиотека кантăкĕ. Вăл урăх чӳречерен шаккамарĕ, алăкран та. Çул айккипе выртакан тăпра кумккисене тапа — тапа килнелле уттарчĕ.

Пĕр уйăха яхăнах калаçмарĕ вăл килтисемпе. Ĕçе каять, ĕçрен килет... Зина çĕнĕ учительпе çыхланса кайни çинчен ялта сас-хура тухрĕ.

— Кала, тĕрĕссине кала, ял халăхĕ сирĕн çинчен пĕлсе калаçать-и? — тесе ыйтрĕ пĕррехинче Коля мăшăрĕнчен. Хăй куçĕпе мĕн курнине вăл каламарĕ-ха.

— Суяççĕ. Пире хирĕçтерессишĕн калаçаççĕ. Эпир Борис Иванович — па тус-юлташсем çеç. Вăл библиотекăна кĕнекесем илме çӳрет, — хыпăнса ӳксех калаçрĕ Зина, — Пĕлетĕн-и, чунăм, манăн сан валли ырă хыпар пур. Эпĕ кĕçех ача амăшĕ, эсĕ ача ашшĕ пулатпăр. Пирĕн ача çуралать, Коля!

Коля çак хыпара илтсен шăлне çыртрĕ, аллисене чăмăртарĕ, анчах Зина çине кăшкăрмарĕ...

Çуркунне çитрĕ. Çут çанталăк чĕрĕлме пуçларĕ. Кăнтăр енчен вĕçен кайăксем ăшă кунсем илсе килчĕç. Хĕртсе хĕвел пăхать. Часах колхозниксем çуракине тухмалла. Механизаторсем хăйсен техникине юсаса пĕтернĕ ĕнтĕ. Кольăн ыран мăшăрне çуратмалли пульницаран илсе килмелле. Коля ывăл ача çуралнипе савăнать те, хурланать те. Савăнать — атте пулса тăнăшăн, кулянать — ача амăшĕ Зина пулнăшăн. «Тен, ача амăшĕ пулнă хыççăн кăштах ăс кĕрĕ, улшăнĕ. Ачана амăшĕ кирлĕ вĕт-ха. Юрĕ, эпĕ чăтса пурăнăп, çын мĕн калаçнине те çăтса ярăп. Иван тĕпренчĕкĕм çеç телейлĕ ӳстĕрччĕ», — тесе ĕмĕтленчĕ Коля.

Юлия Никитичиа çемьере "çĕнĕ кайăк" çуралнăшăн чунтан хĕпĕртерĕ. Ывăлĕн шăпи çапла пулнăран кулянчĕ, анчах хăй туйăмĕсене çамрăксем патне илсе çитермерĕ. Вăл яланах аван тăвассишĕн тăрăшать. Тепри пулсан çакăн пек алхасса пурăнакан кинне тахçанах хăй вырăнне лартнă пулĕччĕ. «Хутшăнмастăп. Хăйсем пĕлсе пурăнччăр. Иван мăнукăм, тен, иккĕшне те тĕрĕс çул çине тăма çул уçĕ», — шухăшларĕ Коля амăшĕ.

Ача çуратма паракан отпуск вĕçленсенех Зина ĕçе тухрĕ. Килте ларса йăлăхтарсах çитерчĕ ăна. Çитменнине, çемьере пурнăç та йĕркеленсе пĕтмен. Хăçан майлашса пĕтесси паллă мар. Çук. Вĕсем халĕ Кольăпа хирĕçмеççĕ, тавлашмаççĕ, анчах вĕсен пĕр-пĕрин хушшинчи туйăмĕсем тахçанах сивĕннĕ ĕнтĕ. Çывăрма та уйрăм çывăраççĕ, арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнусем хăçан пулнине те манса кайнă. Пĕчĕк Иван çеç Сидоровсене пĕр çемьере пĕрлештерсе пурăнать.

Шăрăх та типĕ çу пуçланчĕ. Лапракассем кăçал çумăр çунине курман-ха: çуркунне те, халĕ те. Тата пĕр-ик эрне çакăн пек уяр та типĕ çанталăк тăрсан ял ĕçченĕсем тырă-пулăсăр юлма пултараççĕ.

Зина паян ĕçе Иванпа кайрĕ. Утать, чупать, чĕвĕлтетет пĕчĕк ывăлĕ. Кĕçех икĕ çул тулать вăл çуралнăранпа. Менелник пекки те тăвасшăн калаçать асламăшĕ, ашшĕпе амăшĕ тăкакланасшăн пулмасан та. Тăкакланнинче çеç-ши вара сăлтавĕ? Паллах, çук — чун-чĕре пăр айне юлнинче...

Ялта çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ. Библиотекăна çӳрекенсен йышĕ те нумайланса пырать. Зина паян ачине çуратнăранпа Борис Иванович историкпа пĕрремĕш хут тĕл пулчĕ. Вăл кăçал та Лапракасри вăтам шкултах ĕçлеме килĕшнĕ иккен. Авланман.

— Сывă-и, Зинаида Георгиевна? Мĕнле халсем? О-о-о, Иван та каччă пулнă иккен! — терĕ те ачана шоколадлă канфет тыттарчĕ.

— Тавтапуç, чиперех-ха, — терĕ хĕрарăм.

— Ыран канмалли кун, вăрманти кӳлĕ хĕррине уçăлма каясси çинчен мĕн шутлатăр, Зиночка, — терĕ учитель.

Хĕрарăм малтанах татăклăн нимех те калаймарĕ, пăянамăшĕ ыран ĕçе тухманнине тата Коля район центрне кайма пулнине шута илсен — килĕшрĕ.

Тепĕр кунĕ пĕр-пĕринпе тĕл пулма килĕшсе татăлнă Борис Ивано — вичпа Зина кӳлĕ хĕррине пĕр вăхăтрах пырса çитрĕç.

— Аран хăтăлтăм пăянамран. Ăçта каян та, ăçта каян. Библиотекăра вулавçăсен конференцине ирттертпĕр тесе тухса килтĕм вара, — терĕ хĕрарăм учитель куçĕсем çине тирĕнсе.

Борис Иванович курăк çине сĕтел çитти сарса хучĕ. Апат-çимĕç тата пĕр кĕленче ликер кăларчĕ.

— Хăçантанпа пĕр-пĕрне курман, калаçман! Мĕнле пурăнатăн, Зина?

— Пурăнатпăр, çынна курăнатпăр. Мĕн пурăнни ĕнтĕ унта? Тĕлĕкĕнче те хăйĕн пĕрремĕш юратăвĕпе аташса выртать. Çук. Эпĕ ăна айăпламастăп. Хамах айăплă. Пĕлсе тăрсах хама юратман çынна, унăн хуйхипе усă курса. качча кайрăм. Телейлĕ пулăп тенĕ-ши? Çапăçмасть вăл, хĕнемест те.

— Пирĕн хушăмăрти вăрттăи юратăва пĕлсен те пӳрнипе те тĕкĕнмерĕ. Чăтать. Хăй сăмахĕ çине тăрать. Халĕ вара ывăлĕшĕн, ăна ашшĕсĕр тăратса хăварасран хăраса чăтса пурăнать.

Учитель черккесене тултарчĕ.

— Атя-ха, Зина, малашнехи пурнăçшăн, сывлăхшăн ĕçер. Тен, пирĕн хушăмăрта çĕнĕ пурнăç тĕвви тĕвĕленĕ?

...Нумайччен калаçрĕç пĕр-пĕрне тунсăхласа çитнĕ учительпе пурнăç капкăнне çакланнă хĕрарăм. Ĕнтĕ кĕленчери эрех те ĕçсе пĕтрĕ. Зина самаях хĕрĕнкеленчĕ. Кулас мар тенĕ çĕртен кулчĕ, кулас вăхăтра — йĕчĕ... Каччă шыва кĕме шут тытрĕ. Салтăнса пăрахрĕ те кӳлле шапа пек чăмпăлт турĕ.

— Зина! — кăшкăрчĕ Борис Иванович кӳлĕ варринчен. — Кил ман пата, иш, шывĕ ăшă, кĕркуннехи шыв пулсан та. Килне те урă пуçпах таврăнăн, — хистесе чĕнчĕ вăл шыва кĕме.

Зина нумай кĕттерсе тăмарĕ, салтăнмасăрах шыва сикрĕ. Вăл аван ишет, çамрăк чухне ăмăртусене те хутшăннă. Çавна пĕлсе учитель тата шаларах ишме тытăнчĕ.

— Хăваласа çит мана!..

 

V. Тăрансан пыл та йӳçĕ тутă калать

Женя Таньăпа хирĕçсе тухса кайнă хыççăн тепĕр кун Жорăпа тата Димăпа тĕл пулчĕ.

— Итлĕр те астуса юлăр — Таня кĕçех ача çуратмалла. Ĕнер пĕлтерчĕ. Пирĕн хушăра пысăк калаçу пулчĕ. Манăн унпа урăх тĕл пулмалла мар. Сире хитре хĕр, хваттер тупса патăм. Малалли ĕç сирĕн çине куçать. Эпĕ гастрольте пулнă вăхăтра эсир Таньăна хăвăр енне çавăрмалла тата çуралас ачана çутă кун кăтартмалла мар. Анлантăр-и?

— Анлантăмăр, босс...

Каçпа Таня патне икĕ каччă пырса кĕчĕç.

— Ырă каç пултăр, Таня, — терĕ Жора хĕре чечек çыххи тыттарса.

— Эсир хитреленсех пыратăр, — терĕ Дима хĕре аллинчен чуптуса. — Палласа илтĕр-и?

— Паллатăп. Эпĕ пĕрре курнă çынна нумайлăха астуса юлатăп. Иртĕр. Салтăнăр. Килти пек пулăр. Эсир ман пата пĕлнĕ пекех килтĕр. Эпĕ пĕр-пĕччен... — каласа пĕтереймесĕрех йĕрсе ячĕ хĕр.

— Кун пек юрамасть. Сирĕн пек хитре хĕрупраçа йĕни сиенлĕ. Ну, мĕн пулчĕ? Эпир Сире итлеме тата пулăшма яланах хатĕр, — тĕпчерĕ Жора.

Таня хăйĕн хуйхи-суйхисене каччăсене каласа пачĕ. Лешсем тĕлĕннĕ пек пулса итлесе ларчĕç. Женьăна «вăрçрĕç». Хĕре лăплантарчĕç. Дима сĕтел çине коньяк кĕленчи кăларса лартрĕ. Вĕсем ĕçмеллипе пĕрле çырткаламаллине те туяннă. Таня сĕтел çине тин çеç ăшаланă пулă пырса лартрĕ. Холодильникран лимонад кăларчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5