Пушхирти кĕлчечексем :: Пĕрремĕш пайĕ


— Мĕн хăтланатăн, Коля? Эсĕ мана Çăлкуçа намăс кăтартма илсе килтĕн-и? Ял халăхне нимĕнле кино та кирлĕ мар. Эсир Таньăпа вĕсене чăн-чăн спектакль кăтартса патăр. Артистсем!

Коля нимĕн те чĕнмерĕ. Зинăна ыталаса илсе ĕсĕкле-ĕсĕкле йĕме тытăнчĕ.

— Çитĕ, лăплан, чунăм. Эсĕ вăл сана юратманнине тахçанах пĕлнĕ. Эпĕ сана юратнине те сиснĕ. Хăвах шухăшла, вăл санран пилĕк çул кĕçĕн. Унăн вĕренмелле. Çын пулмалла. Тата 5-6 çултан мĕн пулать? Вăл сан çине — çаврăнса та пăхмасть, çитменнине — вăл сана юратмасть.

Зина çакна кăна кĕтнĕччĕ — Кольăпа Таня пĕр-пĕринчен уйрăласса. Вăл Кольăна виçĕ çул ытла юратса пурăнать. Виçĕ çул ытла юрату çулăмĕнче çунать. Хĕр библиотека техникумĕ пĕтернĕ те Лапракаса ĕçлеме килнĕ. Çакăнтах юлнă. Вăрттăн юратупа ялти чи хитре качча юратса пăрахнă. Ашшĕ-амăшĕсем унăн урăх районта пурăнаççĕ. Коля çеç Зина юратăвне хирĕç хуравлаймарĕ, ăна хăйĕн юратавĕ тыткăнларĕ.

Хĕрпе каччă трактор кабинине кĕрсе ларчĕç. Коля Хурăнвара хăй ĕçлекен «Беларусь» тракторпа килнĕ. Хурçă ут хăй вырăнĕнчен кӳлме вĕрентмен ăйăр пекех тапса сикрĕ. Унăн сасси пĕтĕм яла вăратмалла кĕрлерĕ. Йăсăрланса тухакан хуп-хура тĕтĕмĕ çуллахи тĕттĕм тӳпене тата ытларах хупласа тĕттĕмлетрĕ.

Коля кĕçĕр килне таврăнасшăн пулмарĕ. Зина патĕнчех юлас терĕ. Хĕр колхоз туса панă пĕчĕк пӳртре пурăнать. Хуçалăхĕнче, пĕчĕк пахчасăр пуçне, нимĕн те çук. Район центрĕнче çуралса ӳснĕ хĕр ялта пурăнма шутламан та. Çĕр ĕçне те хăнăхса ӳсмен. Лапракасра та Кольăна юратнипе çеç юлнă, ĕç килĕшĕвĕ иртнĕ çулах вĕçленннĕ пулсан та.

Савăнăçлă кĕçĕр Зина, савăнăçлă! Малашнехи пурнăç уншăн веçех çак каçран килессе ĕмĕтленсе сĕтел çине майларĕ. Апат-çимĕçне, эрехне яланах кирлĕ вăхăтшăн упраса пурăнать Зина. Акă виçĕ çул кĕтнĕ вăхăчĕ çитрĕ те! Коля унăн чунĕнче кăна мар, унăн килĕнчех...

Часах Коля та тракторне парка лартса таврăнчĕ. Зина ăна çăвăнтарчĕ, нихçан тытман вĕр-çĕнĕ те тем пысăкăш алшăлли тыттарчĕ.

— Килти пек пул, Коля.

Лешĕ нимĕн те чĕнмерĕ, тĕпелелле иртсе сĕтел хушшине кĕрсе вырнаçрĕ. Коньяк кĕленчине шăлпа хайăрса уçрĕ те ĕçме пуçларĕ. Чăнтăхса кайрĕ.

— Пĕтрĕ. Паян манăн юрату вутсăр çунса кĕлленчĕ. Çук! Эпĕ — арçын. Хамран никама та култармастăп. Зина! Лар-ха ман çума! Кала, куçран пăхса кала, эсĕ мана чăннипех юрататăн-и? Е, Таня пек...

Зина сĕтел çине ăшаланă чăхă тата шаркку пырса лартрĕ, Коля çумне çыпçăнчĕ.

— Чунăм, кăлăхах ыйтатăн. Çак çулсенче эсĕ — Таньăшăн, эпĕ — саншăн çунса пурăнтăмăр. Эсĕ тинех шурăпа хура хушшинчи уйрăмлăха туйма пуçларăн. Куçна уçрăн. Эпĕ саншăн-и?.. Саншăн-и?.. Вута кĕме хатĕр. Çаппа-çарамас салтăнса ял тăрăх: «Юрататăп сана, Коля!» — тесе кăшкăрса чупма хатĕр.

— Апла пулсан — чуп!..

— Чăннипех ыйтатăн-и?

— Чăннипех...

Зина ура çине тăчĕ те çийĕнчех салтăнма пуçларĕ. Учĕ витĕр курăнакан хура чĕнтĕр евĕр çывăрма выртмалли кĕпипе çеç тăрса юлсан Коля ăна хăй патнелле туртса илчĕ.

— Çитет. Ĕненетĕп. Ман чĕркуççи çине лар. Çак ятпа пĕрер черкке коньяк ĕçсе парсан та çылăх пулмĕ.

Коля черккесем çине коньяк ячĕ. Пĕр черккине хĕре тыттарчĕ.

— Хамăршăн ĕçĕпĕр, Зина. Эпĕ те сана пĕр хыпар пĕлтеретĕп. Авланатăп!

— Кама качча илетĕн? — хăраса ӳкрĕ хĕр.

— Сана! Мĕн, тиркетĕн-им?

Зина çав самантрах ярса панă черккене пушатрĕ. Кольăна чыхăна — чыхăна чуптума тытăнчĕ.

— Тиркеме тетĕн? Ĕмĕр-ĕмĕрех сан урусене çуса пурăнма хатĕр. Эпĕ... Эпĕ...

Каччă ăна урăх пĕр сăмах та чĕнтермерĕ, чĕвĕлтетекен çӳп-çӳхе тутисене хăйĕн негрăнни пек хулăн та тирпейлĕ тутисемпе хупларĕ. Малтанахӳсĕр каччăн пуçне пилĕкçăлтăрлă грексен коньякĕ çавăрмаллипех çавăрчĕ. Вăл хĕре алă вĕççĕн малтанах сарса хунă вырăн çине йăтса кайрĕ.

— Чим, ан васка, Коля. Алăксене питĕрер, çутта сӳнтерер...

Вырăн çине каялла таврăннă çĕре Зина чĕнтĕр кĕпине те хывса пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Коля çеç пĕр шавламасăр выртать. Хĕр каччă уринчи пушмакĕсене хыврĕ. Кĕпе тӳмисене вĕçертсе пилĕк таран салтăнтарчĕ, унтан аллисем шăлавар тӳмисем патнелле шурĕç...

Каччă урăх чăтса выртаймарĕ. Тытса пăрахнă çын евĕр, хĕре самантрах хăй айне туса лутăркама тытăнчĕ.

— Таня... Таня... Юрататăп сана. Ыранах ял Советне кайса çырăнатпăр... — пăшăлтатрĕ Коля савăну вăййинче хăй мĕн калаçнине ăнланмасăр.

Тăнне çухатнă Зина та Коля сăмахĕсен пĕлтерĕшне ăнкарса илеймесĕрех юратупа киленчĕ. Юлашкинчен каччă, вăйне тата ăсне çухатса пынă май, хĕр айне тăрса юлчĕ...

Саккунсăр мăшăрланнă Кольăпа Зина кăнтăрла тĕлнелле тин вăранчĕç. Паян вĕсем ĕçе каймарĕç. Çăвăнчĕç. Тасалчĕç. Тирпейленчĕç.

— Коля, — терĕ Зина чей ĕçсе ларнă вăхăтра, — Эсĕ чăн пурнăçра пурăнма тытăнтăн-и-ха? Е хăвна тĕлĕкре çеç туятăн? Эпĕ сана çĕркаç хамăн чысăма парнелерĕм. Эсĕ вара ним пулман пекех çăварна шыв сыпса ларатăн.

Коля чей вырăнне çĕркаç юлнă коньяка ĕçрĕ. Пуçĕ ыратни иртсе каяймарĕ пулас, тепĕр черккине те пушатрĕ. Пĕр самант чĕнмесĕр ларнă хыççăн сăмах хушса хучĕ.

— Мĕн, эрех ĕçсе ăсран тайăлнă ку тетĕн-им? Эпĕ сăмах ăсти мар, çапах та хам каланă сăмаха тыта пĕлетĕп. Паянах ял Советне кайса çырăнатпăр, хут хурататпăр. Туйне кĕр мăнтăрĕпе тăвăпăр...

Зина савăннипе Кольăна тепĕр черкке ярса пачĕ, паспортне шырама тытăнчĕ.

Пысăках мар ялта çĕнĕ хыпар хăвăрт сарăлать. Коля амăшĕ ку хыпара ывăлĕпе пулас кинĕнченех илтрĕ. Тĕлĕнчĕ, çапах килĕшрĕ, ырларĕ. Амăшĕшĕн пĕртен-пĕр ывăлĕ авланни, ялтах пурăнма юлни — чун эмелĕ. Çитменнине, Лапракасра Зина çинчен паянхи кунччен нимĕнле усал хыпарта çӳремест. «Тĕсĕ-пуçĕпе те хитре хĕрсенчен кая мар, ăслă та. Лайăх мăшăр пулать, телейлĕ кăна пулччăр», — ĕмĕтленсе шухăшларĕ Юлия Никитична.

Çамрăксем çырăннă хыççăн ĕçкĕ-çикĕ пуçтармарĕç, ĕçе те тепĕр куннех тухрĕç. Коля амăшĕпе, Зина хăй патĕнче пурăнчĕç. Туйне вара Сăпасра тума килĕшсе татăлчĕç.

 

III. Пĕрремĕш такăну

Шутласа хунă кунсем тĕлĕкри пекех хăвăрт иртсе пыраççĕ. Нимĕн туса та ĕлкĕрейместĕн çак вăхăтра. Ир пулать те каç пулать, ир пулать те каç пулать...

Таня паян ирех вăранчĕ. Вăранчĕ тени те тĕрĕсех пулмĕ, мĕншĕн тесен вăл пирвайхи автобуспах Шупашкара тухса каймалли пирки çĕрĕпе куç хупмарĕ. Хупсан та тĕлĕрсе каяймарĕ, йӳçсе тăран сăра евĕр пуçĕнче шухăшсем çаврăнчĕç. Экзаменсем тытасси — хăйне шухăш, ашшĕ — амăшĕпе, тăван ялпа сывпуллашасси — тепĕр тунсăх, Коля çинчен шухăшлани...

Кольăпа Зина çырăннине, туйĕ хăçан пуласси çинчен Таня амăшĕнчен илтрĕ. Мария Ивановнăна библиотекăна çӳрекен çамрăксем каласа пачĕç. Анчах çак хыпар Таньăна хыпăнтарсах ӳкермерĕ. Коля кĕске вăхăт хушшинчех çав тери улшăнни çеç тĕлĕнтерчĕ.

«7-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах çав качча килĕштерсе пăрахрăм. Салтакра чухне çырусем çырса тăтăмăр. Уявсенче, çуралнă кунсенче яланах пĕрле савăннă, юрланă, ташланă. Чуптума та вĕт пĕрремĕш хут хамах пит çăмартинчен чуптуса илнĕччĕ. Коля манпа нихçан та сĕмсĕр пулман, ирĕксĕрлесе те тарăхтарман. Шкул çулĕсенчех çамрăклăх туйăмĕ хамран пилĕк çул аслă çынпа тĕл пултарчĕ. Хĕр-тантăшсен умĕнче пуçа каçăртса çӳреттĕм, вĕсен савнă çыннисем çуккипе виртлешеттĕм. Пилĕк çул хушшинче пирĕн хушăмăрта темĕн те пулнă: савăнăçĕ те, кулянни те, йĕни те... Тен, эпĕ Кольăна хамăн пичче вырăнне хурса çеç килĕштернĕ? Çук, ăнланмастăп, нимĕн те татса калаймастăп. Пичче вырăнне хурса юратнă пулсан... эпир пĕр-пĕрне чуптунă та вĕт-ха. Анчах чăн-чăн юрату туйăмĕ манра чĕрĕлеймерĕ. Мĕншĕн? Пĕлместĕп. Кольăпа çынла уйрăлайманни, ăна хам чуна яриех уçса парайманни çеç пăшăрхантарать. Тен, вăл мана ăнланнă та пулĕччĕ», — тарăхса шухăшларĕ Таня.

Пӳрте Мария Ивановна кĕчĕ.

— Хĕрĕм, эсĕ пуçтарăннă-и? Аçу ав сана аслă çул хĕррине леçсе яма колхоз УАЗикне янă. Ахальтен автобусран тăрса юлăн.

— Эпĕ хатĕр, анне.

Амăшĕ хĕрĕн япалисене урама йăтса тухма пулăшрĕ. Вăл йĕре-йĕрех ăсатса ячĕ хăйĕн пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне. Машина куçран çухаличченех пăхса тăчĕ.

— Телейлĕ пул, хĕрĕм. Турă пулăштăр сана пурнăç çулĕ çине тухма. Ара, хальччен килтен те тухса курман вĕт-ха, тĕпренчĕкĕм. Хулара тăвансем те çук. Общежити тени общежитиех ĕнтĕ, — тесе такмакларĕ Мария Ивановна кил картишне кĕнĕ май.

Шупашкар та Мускав пекех, куççульпе йĕрсе тархасласа ыйтнине ĕненмест иккен. Таня пур экзаменсене те аван тытрĕ, анчах конкурс тăрăх иртеймерĕ. Ăна урăх факультета куçма канаш паракансем те пулчĕç. Хĕр килĕшмерĕ. Тепĕр çул тата лайăхрах хатĕрленсе вĕренме кĕрес ĕмĕт çĕнтерчĕ. Обшежитире те уншăн вырăн тупăнмарĕ. Ун валли вăхăтлăх пурăнмалли вырăн хайхи артист — Евгений Огнев тупса пачĕ. Хĕр ăна Шупашкара çитнĕ каçах шыраса тупрĕ. Таня яла таврăнма сĕннĕ канаша та килĕштермерĕ, намăсран хăрарĕ. Ăçта та пулсан ĕçе вырнаçма шутларĕ. Женя ăна театрта кассир пулса ĕçлеме сĕнчĕ. Хĕр килĕшрĕ.

Пĕр уйăхран Таня çĕнĕ хваттере куçрĕ. Пĕр пӳлĕмлĕ уйрăм хваттер шыраса тупма ăна каллех Женя пулăшрĕ. Хуçисем Сахалина ĕç килĕшĕвĕпе виçĕ çула тухса кайнă. Хваттершĕн тӳлесе тăма нумаях ыйтман. Паллах, ку ĕçе Таня ашшĕ-амăшпе калаçса татăлса турĕ. Иван Петровичпа Мария Ивановна хĕрне яла илсе каясшăн пулчĕç. Анчах Таньăн чун-кăмăлне хăварас мар тесе ирĕксĕрлемерĕç. Апат-çимĕçне ялтан кӳрсе тăрассине, хваттершĕн тӳлесе тăмалли тăкаксене те веçех хăйсем çине илчĕç. Çăлкуç хĕрĕн çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ, хăй тĕллĕн пурăнмалли пурнăç. Вăл ыран пĕрремĕш ĕç укçи илмелле.

«Ăçтан тĕл пулчĕ-ха вăл манăн пурнăç çулĕ çинче? Мĕн ку? Шăпа тени мар-ши? Палламан хулара мĕн тунă пулăттăм пĕр-пĕччен? Коля маншăн — иртнĕ вăхăт. Ан тив, телейлĕ пулччăр. Зина та япăх хĕр мар. Женя, Евгений Огнев... Хушамачĕ те çулăмлă. Нимĕн калама та çук, хитре каччă. Ăслă. Маншăн, пĕр палламан ял хĕрĕшĕн, темĕн тума хатĕр. Хăй ĕçтешĕсем хушшинче те чиперккесем лăк тулли. Вăл манпа аппаланса вăхăтне ирттерет. Куçĕсем хирти кăвак чечек пек. Пăхсан — çĕр тĕпне антарса яраççĕ. Сасси — саркайăк сасси. Калаçмасть вăл, юрлать. Чуна лăплантарать. Ахальтен мар пулĕ артистсем нумай-нумай хĕрупраçсен чĕрисене тыткăнлаççĕ. Çук. Вăл артист кăна мар, чăн-чăн асамçă. Турăçăм, мĕн пулчĕ мана? Ирĕн-каçăн Женя çинчен шухăшлама тытăнтăм. Тен... Çук, çывăрмалла, канмалла. Ыран сывă пуçпа вăранса, пĕрремĕш ĕç укçи илнĕ ятпа, чи çывăх çынсене йыхравласа пĕчĕк кану каçĕ йĕркелемелле. Çывăх çынсем. Вĕсем Шупашкарта хальлĕхе çукпа пĕрех, Женьăсăр пуçне...» — хула çутисем çине тинкерсе выртса хăйпе хăй калаçрĕ Таня. Майĕпен-майĕпен унăн куçĕсем хупăнса пычĕç. Урамри çутăсем çеç хĕр выртакан пӳлĕме асамлăн çутатаççĕ. Хăй тĕллĕн пурăнма тытăннă пирĕшти тăнăçлăхне сыхлаççĕ. Кĕçех Таня, пĕчĕк ача пек, сăмсине мăшлаттарсах çывăрма тытăнчĕ.

Тепĕр кун хĕр театрта ĕçлесе паллашма ĕлкĕрнĕ çĕнĕ юлташĕсене хăнана чĕнчĕ. Женя вĕсене хăй машинипе лартса пыма пулчĕ. Каччăпа хĕр лавккасем тăрăх пĕрле çӳреме калаçса татăлчĕç. Паян артистсем канаççĕ, çавăнпа та Женя хĕре кану каçне хатĕрленме хаваспах килĕшрĕ.

Пӳртре шăнкăрав сасси янăраса кайрĕ.

— Хамах уçатăп. Эсĕ кухньăра пул, — терĕ Женя алăк уçма васкаса.

Пӳрте хăнасем кĕрсе тулчĕç, пĕр сакăр çын та пулĕ. Вĕсен хушшинче

Таня палламан çынсем те пур.

— Таня, каçарăр, эпĕ Сиртен ыйтмасăрах тата икĕ çынна хăнана чĕннĕччĕ. Жора, Дима — манăн чи çывăх юлташсем, театрта пĕрле ĕçлеместпĕр пулсан та, — терĕ Женя хĕртен каçару ыйтса тата лешсемпе паллаштарса.

— Нимех те мар, Женя. Санăн юлташусем кĕçĕртен манăн юлташ — сем пулĕç.

Çур çĕр çитичченех савăнчĕç çамрăксем, хваттер хуçипе тĕплĕнрех паллашрĕç, хăйсене кăтартрĕç. Димапа Жора магнитофон илсе пынă. Пилĕк мăшăр ташă-çемĕпе кӳлĕри акăшсем пек çаврăнчĕç...

Таня паян хăйне ӳссе çитĕннĕ, хăй тĕллĕн пурăнакан çын пекех туйрĕ. Пĕрремĕш ĕç укçи илме тивĕçлĕ çын пулнишĕн, çав укçапа хăйĕн çĕнĕ юлташĕсене хăналама пултарнишĕн хĕпĕртерĕ. Хăнасем умĕнче те пурнăç тути-масине курна хĕрарăм пекех тыткаларĕ. Эрехне те самаях тутанса пăхма тӳр килчĕ, ара, чăвашсен йăли çаплалла — кил хуçи хăнасене тав туса ĕçтермелле, малтан хăйĕн ĕçмелле. Çавăнпа вăл хăнасене хăех ăсатса ячĕ пулин те, ăс-тăнĕнче çак пулăм вырнаçса юлаймарĕ.

Женя хăнасемпе пĕрле каймарĕ. Таня ӳсĕрĕлнине туйса ăна пĕччен пăрахса хăварма шикленчĕ.

— Таня, санăн канмалла. Эсĕ паян сĕре те ывăннă. Атя, вырнаçса вырт та... Эпĕ алăка хамах питĕрсе кайăп, çăра уççине кăна пар мана. Сĕтел çинчен ыран пуçтарăн.

— Çăра уççисем алăк çинчех çакăнса тăраççĕ. Ил пĕрне, — терĕ хĕр çыхланакан чĕлхипе.

Женя çăра уççисен ушкăнĕнчен пĕр уççине кăларса илчĕ те алăка уçма пикенчĕ.

— Женя... Ан кай... Пĕччен хăратăп... — терĕ хĕр тархасласа.

Каччă уçнă алăка каялла хупрĕ те çăра уççипе питĕрчĕ. Таня ун патнелле утрĕ. Сулăнса кайрĕ. Каччă ăна ӳкме памарĕ, вăйлă та çирĕп алăсемпе хăй ытамне турĕ.

— О-о-о... Кун пек юрамасть. Санăн кăштах уçăлмалла, унсăрăн хăсма та пултарăн, — терĕ вăл.

Женя хĕре çăвăнмалли пӳлĕме илсе кĕчĕ. Кĕçех кранран шыв юхма тытăнчĕ. Пит-куçне сивĕ шывпа çунă хыççăн хĕр кăштах уçăлчĕ.

— Каçар, Женя, эсĕ мана иккĕмĕш хут сывалма пулăшатăн. Эсĕ...

Унăн куçĕсем каччă куçĕсен ăшне путрĕç. Женя та çак асамлă куçсенчен пытанмарĕ, çăтса ярасла та шăтарасла пăхрĕ. Икĕ çамрăкăн ӳт — пĕвĕтăрăх ăшă та чуна кăтăклакан хумсем чупма пуçларĕç. Хĕр чăтаймарĕ, каччă мăйĕнчен çакăнса хăйĕн çунса тăракан тутисене вĕсене чăтаймасăр кĕтсе тăракан тепĕр тутасем патнелле çывхартрĕ. Юн пусăмĕ хăпарса кайнă каччăн чĕри халь-халь ирĕке тухасла тапма тытăнчĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса илнĕ икĕ чун савăшу туйăмĕсен вăййи пуçланасса сиссе чаршав хыçĕнчи вырăн патнелле çывхарчĕ. Женя хĕре чуптăва-чуптăва салтăнтарма тытăнчĕ, хăй те амăшĕ çуратнă тумпа çеç тăрса юлчĕ.

— Таня, ан чĕтре, ан хăра. Эпĕ сана сывпуллашу каçĕнче пĕрре курсах юратса пăрахрăм. Тархасласа ыйтатăп: ан хăвала, юрат мана, сав. Эпĕ те ĕмĕрлĕхех санăн çеç пулма сăмах паратăп.

— Анчах... Женя, эпĕ арçын курман хĕр вĕт-ха. Чыс, хĕр чысĕ тенине мĕнле ăнланмалла? Тен, кăштах тăхтаса тăрăпăр. Эпĕ те сана юратса пăрахрăм. Сан çумăнта пулса çеç юрату мĕн иккенне ăнланса илтĕм.

— Чунăм, хĕр чысĕ тени вăл — авалхи ăнлав. Хĕр чысĕпе качча каякансем халĕ çукпа пĕрех. Ĕнен эс мана, санăн чысу маншăн парне пултăр. Ĕмĕрлĕхех. Юрататăп сана, юрататăп.

Таня çак сăмахсене илтсен урăх ним те чĕнмерĕ. Каччă тутисене шыраса тупса антăхса кайсах чуптума тытăнчĕ.

Çак каçран Таня Ивановапа Евгений Огнев пĕр-пĕрне тутанса пăхнă савнисем пулса тăчĕç.

Çапла майпах кĕрхи кунсем, унтан хĕл кунĕсем иртсе пычĕç.

Çуркунне иртсе çу кунĕсем пуçланчĕç. Çамрăксен театрĕ çуллахи гастроле кайма хатĕрленчĕ. Паян-ыран театр сезонĕ хупăнмалла тенĕ чухне Таня йывăр çын пулса тăнине туйса илчĕ. «Турăçăм, эпĕ... эпĕ... Манăн хырăмра çĕнĕ чун тĕвĕленнĕ. Эпир вара халиччен тин çеç юратса пăрахнă савнисем пек пурăнатпăр. Вăхăта тăсмасăрах кун çинчен Женьăна пĕлтермелле. Гастроле тухса кайиччен пирĕн хушăмăрти хутшăнусене саккун тăрăх çирĕплетмелле. Туй тумалла», — пăшăрханма пуçларĕ вăл.

Женьăпа Таня каçхине часах тĕл пулаймаççĕ. Спектакльсем пĕр вунă сехет тĕлнелле çеç вĕçленеççĕ. Ĕçре çакăн пек çивĕч ыйтăва сӳтсе явма вырăнлă та мар. Çавăнпа та хĕр хăй ача амăшĕ пулассине килĕнчех пĕлтерме шут тытрĕ. Тутлă апат-çимĕç пĕçерсе хатĕрлерĕ, шампански эрех туянчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5