Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ
Çывăраймастăп. Чăнах, ытла мăшкăл-çке. Эпĕ Ким пурăнакан хулара. Тен, вăл манран темиçе хăлаçра çеç, апла пулин те, пĕр-пĕрин аллине ярса тытаймастпăр.
Тепĕр кунне семинар пуçланчĕ. Доклад итлерĕмĕр. Кăнтăрла та иртсе кайрĕ. Апатланнă хыççăн вырăнтан килнисем сăмах ыйтрĕç. Мана черет çитмерĕ-ха, ырана юлтăм ĕнтĕ.
Магазинсем тăрăх çӳренĕ май, пĕр урама пырса тухрăмăр. Марат ячĕпе хисепленет вăл. Пуçран чукмарпа çапнăнах туйрăм. Ара, Ким пурăнакан çурт пĕр енĕ Марат урамне, тепĕр енĕ Невский проспекта тухатчĕ-çке. Урра! Çуртра, Невский проспект енче, — магазин. Çынсем курăнмаççĕ-çке кунта. Тен, шалта? Хампа пĕрле çӳрекен хĕрарăма пăрахса хăварсах, магазин хыçĕнчи картишне чупрăм. Темиçе çурт кунта. Хăшĕнче пурăнатъ-ши эпĕ курма ĕмĕтленнĕ çын? Васкаса кĕтĕм пĕр çуртăн подъездне. Чĕре типпе юлнă пулă евĕр çатăлтатать. Хутран хута хăпаратăп асăрхануллă пускаласа. Иçмасса, пĕр çын тĕл пулинччĕ. Нихăш алăкран та тухакан çук. Хама тем вăрлама кĕнĕн туятăп. Чарăнтăм. Ман умра тăватă алăк. Тăватă хваттер, эппин, ку хутра. Шаккас-и пĕр алăкне? Хамран хам ирĕк ыйтатăп. Сасартăк çын тухĕ те ыйтĕ: «Кам кирлĕ? Чĕнейĕп-и хирĕç? Ах, шикленетĕп, ах именетĕп. Чĕтремех ертĕм. Ким яриех уçса ярсан алăкне? Мĕн тăвăп вара? Тупата, ӳкĕп те вилĕп. Çук, пĕр алăкне те шаккаймастăп. Вара пуçран çапнăн, картлашка тăрăх ыткăнтăм аялалла. Сирпĕнсе тухрăм картишне. Темрен, ытла хăрамалли япаларан хăтăлнăн, кăкăр сывлăш çăтса ĕлкĕреймест, тимĕрçĕ вĕркĕчĕ евĕр пĕр хăпарать, пĕр пĕрĕнет.
Чарăнса тăтăм. Çуртсен чӳречисене тинкеретĕп. Хăшĕнчен те пулин Ким пăхмасть-ши? Çук, кантăк карри пĕрин те сирĕлмерĕ. Калăн: ку çуртсем пуш-пушах, вĕсенче пĕр чун пурăнмасть тесе. Кулянса кайрăм. Хамах айăплă: миçемĕш çуртне те, хваттерне те маннă. Çырăвĕсене те упраман. Çав кирлĕ мана. Халĕ ĕнтĕ Ленинград хулинчи кашни киле кĕрсе тухаймăп. Каяс. Пӳрмен телее тупаймăн.
Сасартăк шурă сухаллă пĕр старик утса килнине асăрхарăм. Хăш çуртран тухрĕ-ши вăл? Ăна курман эпĕ. Çавскер манпа шайлашсан, ăна чĕнсе тăратрăм.
— Мучи, эсир Ким Шуруков хăш çуртра пурăннине пĕлейместĕр-и? — терĕм.
— Хĕрĕм, эсĕ ăна юратман! — пат! татса хучĕ мучи. Урăх шăл шуррине те кăтартмарĕ, лăкăштаттарчĕ малалла.
Мĕн ку? Тип аçа çапрĕ-и? Çын пурнăçне аякранах витĕр куракана тĕл пултăм-и? Ха, юратман имĕш эпĕ ăна. Тĕрĕс мар! Юратнă эпĕ ăна, мучи. Юра-атнă! Анчах ăраскалăмăр пире хĕрхенмерĕ. Вăрçă арпаштарчĕ йăлтах. Унран пĕр çыру та илменни шанăçа пĕтерчĕ. Вăл тăшман тылĕнче разведкăра çӳреме пултарнине ăçтан тавçăрма пултарнă-ха эпĕ? Çапла, вĕçне çитиччен кĕтме пĕлмен. Эппин, чăн-чăн юрату пулман-ши-мĕн? Хак пама йывăр. Ун чух пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа çурăмлама май килмен. Тен, Булат çула картланă? Çук-çук, вăл айăплă мар. Эпĕ ятламастăп ăна. Питĕ кирлĕ вĕçев умĕн Булат мана хăйне качча тухма ыйтрĕ. Тăшман йăви — Берлин çине вĕçме хатĕрленеттĕмĕр. «Ку пирĕн туй çулçӳревĕ пулать», — хăпартланчĕ Булат. «Аюк» тесе касса татма пултарайман эпĕ. Хаваслă кăмăлпа вĕçмелле пирĕн, унсăрăн, шан-ха, инкек хăй касмăкне пĕтĕрсе чикме те пултарнă. Çапла шухăшланă. Йăнăшман. Вĕçев ăнăçлă иртрĕ. Задание питĕ лайăх пурнăçланăшăн пире тав турĕç.
Юрĕ, халь тин мĕншĕн шырас ĕнтĕ хама çиеле кăларакан сăлтавсене?
Семинарта эпĕ тухса калаçрăм. Тимлĕн итлекенскерсем чăваш хĕрарăмĕсен маттурлăхĕнчен тĕлĕнчĕç. Эпир районта мир фончĕ уçнă. Эпĕ Ленинграда тухса килес умĕн хĕрарăмсем хăйсен перекетленĕ укçаран хывнă мир фончĕ икĕ пин тенкĕрен иртнĕччĕ. Ку пирĕн çĕнĕ ĕç-ха. Малашне тата вăй илсе пырĕ. Мĕншĕн тесен пурте вăрçа хирĕç. Ялти хĕрарăмсен совечĕ пирки калаçнă чух «Чиперрисем» ушкăн мĕнле ĕçленипе тĕплĕн паллаштартăм. Сисетĕп: пирĕн ĕçхĕл итлекенсене кăсăклантарать пулас, ытахальтен блокночĕсем çине çырса паллă тумĕччĕç. Эпĕ хам та ыттисем калаçнинчен хам валли нумай илтĕм.
Лекци, доклад сахал мар итлеттерчĕç. Кунпа çеç çырлахман, экскурсисене илсе çӳрерĕç. Курмалли нумай Ленин хулинче. Эрмитаж хăй мĕне тăрать.
Юлашки çĕр каçатпăр хăна çуртĕнче. Киле кайма билет кĕсъере. Ыран ир-ирех пуйăс çула илсе тухать пире. Сывă пул, Ленинград хули!
Çак иртнĕ кунсенче Кимпа ăнсăртран та пулин тĕл пуласса кĕтрĕм. Пуçран шур сухаллă старик сăмахĕсем те тухмаççĕ.
Пӳлĕмре пĕрле пурăннисем ăсату сĕтелĕ хушшине вырнаçма чĕнеççĕ.
Пурте хаваслă. Шавлаççĕ. Ман ни калаçас, ни кулас килмест. Йывăр хуйхă хăпмасть. Юлташсем чухлаççĕ ĕнтĕ кăмăлăма. Вĕсем нимех те тĕпчемеççĕ.
— Итле-ха, Талюна, — терĕ çумăмра ларакан çамрăк хĕрарăм мăн сассипе. — Шухăшлатăп та... Акă мĕн: сан çынну, тем тесен те, вилнĕ вăл.
— Ким-и?
— Ара...
— Кай! Ĕненместĕп! Вилмелĕх ватăлман-ха вăл.
— Эх, Талюна. Эпĕ те сан пекех фронтра пулнă. Вăрçă хавшатнă чĕресем, юн тапан сурансем пурăнас кунçула ним хĕрхенӳсĕр татаççĕ, — терĕ сĕтел хушшинче ларакансенчен пĕри.
Эпĕ пӳлĕмрен тухрăм та ĕсĕклесе макăрма тытăнтăм. Çук, усал хыпара ĕненсе те мар, хам вăйсăрришĕн йĕретĕп.
42
Канмалли кун... Пирĕн ял клубĕнче паян колхозниксен чаплă пухăвĕ пулать. Унта Варук юлташăмăн пысăк савăнăçне чыслаççĕ.
Пухăва кайма Вунерккепе иксĕмĕр тухрăмăр. Çил ачисем тӳсме çук ашкăнаççĕ, куç уçма памаççĕ. Вĕсем Хĕл мучи тӳшекне илсе тухнă та пирĕн пуç тăрринче ним шелсĕр лăш-лăш, лăш-лăш силлеççĕ кăна. Çӳлтен тăкăнакан çунатлă вĕтĕ мамăксем латсăр тĕркĕшеççĕ сывлăшра. Пӳрт-çурт, карта-хӳме çуммисене кĕрт купи купалаççĕ. Тăман мыскараçă темерĕн! Вăл кирпĕч çине кирпĕч хунă евĕр юр пĕрчисене купаласа çӳллĕ ту хăпартать. Пире, Вунерккепе иксĕмĕре те, ав, самант шурă тăлăп çĕлесе тăхăнтартрĕ. Çул курăнмасть, ăна шăлса лартнă. Чуххăмăн пусса ашатпăр тарăн юра. Пуплес шутпа тутана уçсанах юр пĕрчисем çăвара чăмаççĕ, чĕлхе çинче ирĕлеççĕ. Çавăнпа та чĕнмесĕр утатпăр. Хĕлĕн хăйĕн йĕрки-йăли. Ăна улăштараймăн.
«Ялта шурă упасем! Пулăшă-ăр!» — илтрĕмĕр хыçра такам кăшкăрнине. Карах çаврăнса пăхрăмăр. Ай-уй! Пирĕн йĕрпе Илпинас ĕрĕхтерет.
— Ах! Пире хăратма-и? Асту сана! Хăв та — шур мулкач! — кулкаласа илчĕ Вунеркке.
Çамрăк хĕр иртсе кайрĕ. Вăл та клуба чупать. Ĕçпе, паллах.
Ялйыш тиркемест çил-тăмана. Пур урамсенчен те ушкăн-ушкăн çын тухать.
Клуб самант халăхпа тулчĕ.
Часах сцена çине хăпартăмăр та Варука уйрăм пукан патăмăр.
— Лар, — терĕмĕр. Çав тери хитре тум тăхăннă Варук. Ун çийĕнче шупка чакăр платье-костюм. Çухави çинче вăрçăра илнĕ медальсем. Çара пуçăн. Çӳçне ĕнсе хыçне чăмакка тусă майланă. Ĕлĕкхипе, хĕр чухнехипе танлаштарсан, кĕлт хухнă. Çавна пулах-тăр ахаль те пысăк куçĕ татах çавракаланнă.
Правлени членĕсем, ялти ятлă çынсем, хăнасем сцена çинчи сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Эпир Вунерккепе юнашар лекрĕмĕр.
Колхоз председателĕ чаплă пухăва уçрĕ те Шупашкартан килнĕ хăнана сăмах пачĕ. Вăл тӳрех аллинчи папкине уçса вулама тытăнчĕ: «СССР Верховнăй Совет Президиумĕн указĕ...» Тăнлакансем пурте пĕлчĕç: Варвара Марковна Хумошована Социализмла Ĕç Геройĕ ятне панă. Эх-и! тăвăл çĕкленчĕ. Ал çупаççĕ, урра кăшкăраççĕ.
— Тата тепĕр хыпар пур! — пĕлтерчĕ хăна. Аран-арăн шăпланчĕ халăх. — Варук — ача амăшĕ-героиня.
Чупса пырса чуптăватăп Варука, аллине чăмăртаса саламлатăп. Эпĕ çеç-и? Ыттисем те çĕкленчĕç сцена çине ял паттăрне çурăмĕнчен çупăрлама. Демьян та юнашарах. Вăл та арăмне ыталать.
Варук тусăма Социализмла Ĕç Геройĕ, ача амăшĕ-героиня ячĕсене панă. Мĕнех, ылтăн çăлтăрлă пулма нихçан та кая мар иккен. Совет çĕршывĕнче хĕрарăм пысăк хисепре. Вăл фронтра çеç мар, мирлĕ саманара та герой ятне çĕнсе илет. Варук... Варук — вун ача амăшĕ! Чунтан хĕпĕртетĕп çывăх тантăшăмшăн. Тивĕçлĕ вăл çакă ырă ята. Чăнах, хăй ĕмĕрĕнче миçе гектар çĕр сухаламан-тăр вăл! Шутласа та кăлараяс çук. Ку çеç-и? Тата миçе çамрăк хĕре, миçе йĕкĕте трактор çӳретме, унпа ĕçлеме вĕрентмерĕ-ши вăл? Хĕрарăм... Ача амăшĕ... Варукпа Демьян ачисене пăхса ытараймастăн, пĕри тепринчен хитре, сывлăхлă. Асли, ман Рубен пекех, Совет Çарĕнче. Паян-ыран тенĕ пек иккĕмĕш ывăлĕ салтака каймалла.
Пухура нумай çын тухса калаçрĕ. Пурте Варука мухтаççĕ. Çакна тивĕçлĕ вăл. Ăшă пиллĕ, çав тери ĕçчен хĕрарăм. Колхоз правлени ăна пăру парнелеме йышăннă.
Уява шкул ачисем те хутшăнмасăр юлмарĕç. Хăйсен художество пултарулăх концертне кăтартрĕç. Варук аппа пек героя тухма пулаççĕ. Концерта Илпинас хĕрĕм ертсе пычĕ.
Юлашкинчен Варукпа Демьян клубрах халăха хăна сĕтелĕ хушшине лартрĕç. Вĕсем чухăн-чахăн мар, сăйламалăх вăй пур. Ĕçрĕмĕр те çирĕмĕр, юрларăмăр, ура хуçса ташларăмăр, тав туса уйрăлтăмăр.
43
Эпĕ çутă тĕнчене килнĕренпе миçе хут хĕвел тӳпене çĕкленсе чуна çунатлантарнă-ши? Темĕн чухлĕ тăрăшсан та шутласа кăлараймăн. Кирлĕ те мар. Анчах пите, питĕ нумай хутчен. Çакна пĕлетĕп: кашни çулах çĕр-аннемĕре хĕллехи ыйхăран вăратнă вăл, питне-куçне çурхи тăрă гор шывĕпе çуса тасатнă, йывăç-курăка ешĕл тум тăхăнтартнă — йăлтах этемшĕн, таса уçă сывлăшпа киленме. Вара сар çу пек çу кунĕсем парнеленĕ. Халăх Тăван çĕршыв хăватне ӳстерме ĕçе кулĕннĕ. Савăнса.
Çапла, пӳрне хуçса шутласан та суса кăлараймăн шурăмпуç миçе хутчен çутăлса килнине. Тĕттĕм çĕр иртнĕ хыççăн кун пуçласа панă хĕвеле мухтатăп эпĕ. Ун хевтипе ӳснĕ, çын пулнă, вĕреннĕ, ĕçленĕ. Пурăнан пурнăçра тем те тӳснĕ. Хуйхă-суйхă та кăшланă мана, Апла пулин те, савăнăçĕ нихăçан та аякка уйрăлман. Хаяр тăшман тапăнса килсен, юратнă Тăван çĕршыва хӳтĕлеме кар тăнă йышра пултăм. Çĕнтертĕмĕр сĕмсĕр вăрă-хураха. Кайран юхăнса юлнă халăх хуçалăхне аталантарас, тĕнчери мире упрас ĕçре çамрăксене, унтан хĕрарăмсене ертсе пытăм. Хамăн ĕçĕме хам хаклама хăю çитереймĕп. Çитменнине çитерĕр, тенĕ ĕлĕк чăвашсем.
Хĕвел тӳпенелле хăпарчĕ. Ах, чеескер-çке вăл: ним систермесĕр ман çамрăклăха вăрларĕ. Пит-куçăм эрешмен каррипе витĕнесшĕн. Тута хĕррисем те палăрнă-палăрми кĕтесленчĕç. Тĕкĕр умĕнче тытăнса тăнă самантра тăнлав çине такам ӳкернĕ шурă çинçе çип пĕрчисене иртетĕп.
Чим! Чарăн! Çитет хыçа юлнисемпе утса. Тухатăп иртнĕ кунсен алăкĕнчен. Тек кĕместĕп унта. Акă, çăрапах питĕретĕп. Паянхи куна таврăнатăп.
Хĕвел анăçалла сулăнать-и? Чим, чим! Ан васка эс, иртерех-ха. Хăвăн ăшă, çутă шерепӳне ан хĕрхен. Сапаласам хĕрӳллĕрех! Малта çĕнĕ ĕçсем мĕн чухлĕ! Ман Рубен ывăлăма курмалла! Ăна авлантармалла, хĕрĕмĕ качча памалла... Мăнукăмсене утьăкка сиктересчĕ.
Ытахальтен мар çӳрерĕм эпĕ иртнĕ кунсенче. Вакунра хирĕç сак çинче ларса пыракан кинемей тĕкрĕ мана каялла. Илпинас мана «Талюна анне» тесе чĕннĕшĕн кăмăлсăрланса мăкăртатрĕ вăл. Акă ĕнтĕ, хакла ĕнтĕ халь пирĕн пурнăçа.
Купере пĕрле ларса пынă çынсем (çав шутра пире ӳпкелесе мăкăртатнă кинемей те) вакунран анса хăйсен сукмакĕсемпе тĕрлĕ çĕрелле салăнчĕç. Пире, Илпинаспа иксĕмĕре, малалла илсе каякан урхамах вăл — ик çунатлă кайăк — самолет. Эпĕ хĕрринчи пуканне йышăннă, хĕрĕм— шалтине. Вăл çаврака кантăк витĕр тулалла пăхса пырать. Пирвайхи хут вĕçет-çке, уншăн йăлтах кăсăклă. Пăхтăрин. Ман унпа пуплеме халăм çук. Пукан хыçне тайăннăскер, эпĕ куçа хупнă. Пуçран ывăлăм тухмасть. Мĕнле-ши вăл унта, çар госпиталĕнче? Чикĕри застава начальникĕ телеграмма панăранпа темиçе кун та иртрĕ. Суран аптратнипе чирленĕскертен тем те кĕтме пулать. Сасартăк вăл вилчĕ пулсан? Пĕтрĕм, чĕре шари çурăлать. Ума Рубена вырттарнă тупăк шуса тухрĕ пек. Ах, ниçта кайса кĕме пĕлместĕп. Чун тулашать. Пит-куçăм самант пăрçа пек тарпа витĕнет. Сывлăш çитмест. Тăрса утăттăм, анчах самолетра уçăлса çӳреймĕн.
— Талюна анне, пăх-ха чӳречерен, — чĕнет мана хĕрĕм. — Тĕнче мĕнле мереккеллĕ! Эпир хĕвел çывăхĕнчех вĕçетпĕр. Çĕр пичĕ курăнмасть те. Темле юмахри пекех-çке пыратпăр хумсем явăнакан вĕçĕ-хĕррисĕр океан çийĕн. Леререх ав çӳллĕ айсбергсем ишеççĕ.
— Çутçанталăкăн тĕлĕнтермĕшĕсем нумай. Пурне курса та çитереймĕн, — тетĕп.
Хамăн пĕтрĕнекен шухăш кантри хивреленнĕçем хивреленет. Сивĕнчĕ манран ывăлăм. Мĕнпе айăпа кĕтĕм-ши? Ниепле те тăна илейместĕп. Чунтан юратса пурăннă çĕртенех ашшĕ патне тухса кайрĕ. Ăна вăл пачах пĕлмест-çке. Булата асăнкаланисем пулкаланă-ха. Фронтри вĕçевсем пирки килте те, шкулта та, Рубен вĕреннĕ класра та (тĕлпулусенче ĕнтĕ) каласа панă. Летчиксем çинчен шкул ачисем каçса кайса итлетчĕç. Рубена ашшĕ ăмăрткайăкăн туйăнчĕ, ахăртнех. Пĕррехинче Рубен хытах тĕпченĕччĕ.
— Ман атте пур-и? — ыйтрĕ вăл, куçран хăюллăн чăрлаттарса.
— Пур-çке.
— Кам?
— Мантăн-и вара? Каланăччĕ-çке: сан аçу фронтра пĕрле вĕçнĕ летчик — Булат Костин.
Кăна вăл питĕ лайăх пĕлет. Кукамăшĕ çителĕклех сĕрленĕ. Ывăл ман сăмаха итлесшĕн.
— Мĕншĕн атте пирĕнпе пурăнмасть? Ман юлташăн, Рубенăн (Варук ывăлĕ ĕнтĕ) ашшĕ, Демьян пичче, пĕрлех пурăнать, ав.
— Пирĕн сан аçупа утнă çул мĕншĕн юпленнине каласан та, эсĕ халь анланаймăн, — терĕм, — ӳс. Каччă çулне çит. Суйласа илнĕ хĕре юрат, вара тĕпĕ-йĕрĕпех каласа ăнлантарăп.
Пĕртен-пĕр хут Рубен ашшĕпе тĕл пулнă. Яла, пирĕн пата, килсе кайнă лешĕ. Эпĕ ун чухне партин аслă шкулĕн юлашки курсĕнче вĕреннĕ, çавăнпа та мана Булатпа тĕл пулма тивмен. Вĕсем иккĕшĕ йĕлтĕрпе те ярăнса çӳренĕ имĕш. Мĕнле шухăш çавăтса килнĕ-ши ăна? Мĕн паянчченех тавçăраймастăп. Путех, хăйĕн тăван ачине курас килни чунне шĕкĕ пек кăшланă-тăр. Разъездра, Кимпа иксĕмĕр ума пырса тухсан, Булат йĕкĕлтенĕ куçĕпе мана, йывăр хĕрарăма, тĕллесе: «Кам ку ача ашшĕ?» — тесе мăшкăлларĕ. Паллах, вăл чĕптĕм те иккĕленмен ача ашшĕ хăй иккенне. Мана хур тăвасшăн пакăлтатрĕ пулĕ. Çилли ай-яй... Миçе çул чĕнмесĕр пурăнма хал çитерчĕ. Тен, пачах урăхла? Тен, вăл мана хĕрхеннĕ, юратнă çынпа (Кимпа ĕнтĕ) пурăнма чăрмантарасшăн пулман?.. Ах, айван та-çке эпĕ. Тин мĕн тума вĕçне-хĕрне шырас? Халь чунăма ывăлăм лăскать. Мĕн тума-ха ун вуннăмĕш класра, хĕллехи каникул вăхăтĕнче, сасартăк ашшĕ патне кайма кăмăл тупăнчĕ? Чармарăмăр. Текех пĕчĕккĕ мар, выртан каска мăкланать, çӳрекенни — якалать терĕмĕр. Уçăлтăрин ыйăхĕ. «Çитрĕм», «Интернатра вĕренетĕп», «Çара кайрăм» — пĕр е ик сăмахпа хăйĕн çинчен пĕлтеркелерĕ. Çапла, ку пĕлтерӳ кăна, анчах çыру мар. Эпĕ хыпсах çунтăм. Мана картманни-çке ку. Апла пулин те, ăна çулăхмарăм, тĕпчеме, шыраттарма шутламарăм. Ку вăл ăна намăса ярĕччĕ. Шав кĕтрĕм. Темшĕн çак пăтăрмах ырăпа пĕтессĕн туйăнмастчĕ. Амăшĕн чĕри сисетех-мĕн. Акă инкек: пăх та тăр. Вăл аманнă, гаспитальте выртать.
Шухăшсен тимĕр хыпкăчĕнчен хăтăлаймасăр асаплăнатăп. Унччен те пулмарĕ, пуçри анра-сухрана уçă сывлăш хумĕ хурăн шăпăрĕпе шăлчĕ те тухрĕ. Тепĕр йĕр çине кăларса тăратрĕ. Калăпăр: Рубен хамăр килтен салтака кайнă пулсан, вăл тĕрĕс-тĕкелех çӳрĕччĕ-и? Чикĕ урлă каçма ăнтăлакан тăшмана тытса чармĕ-и? Пĕлетĕп: вăл тӳрĕ кăмăллă йĕкĕт, чăнчăн комсомолец.
— Талюна анне, — ман енне пуçне пăрчĕ Илпинас. Уçнă çăварĕ хупăнчĕ. Сасартăк ман çӳç хушшинче мăйракаллă нăрă тĕркĕшнине курнăн тĕмсĕлсе пăхрĕ. Çав тискер кайăка шăлса ывăтасла аллине тăсрĕ. Тытаймарĕ, ахăртнех. Вара çав тери тĕлĕннĕ сасăпа çалла каласа хучĕ:
— Эх, чак... Килте асăрхаманччĕ-çке, халĕ акă пĕр пайăрка çӳçĕ кăвакарнă. Çул çинче улшăнтăн. Мĕн пулчĕ?
Шăп та шай çак самантра самолет кустăрмисем, çĕре чăп! чуптунăн, ачашшăн кăлт! перĕнсе илчĕç. Самолет каллех çĕкленчĕ, тепĕр самантран вара аэродром тăрăх кăлтăртатрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...