Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
— Хĕр чысне, совет салтакĕн мухтавлă ятне çĕртмĕпĕр, — тупа турĕ юлашкинчен Валя.
10
— Вăрман, вăрман... Çаплах вăрман, — мăкăртатать ман хыçра утакан Варук.
Елисăн хăлхи ай-ай чее вара, пурне те илтет. Вăштах çаврăнчĕ те:
— Тав ту тĕнчене, Варук, — терĕ. — Хăвăн юн вĕресе пырать, питӳ-куçу— анис панулми. Хытса ĕнтĕркесрен кам сыхлать? Вăрман. Вăл хĕл кунĕнче çыншăн хăй çур тăлăп.
— Сиввине тӳсĕттĕм-ха, — çиеле тухать Варук. — Туймастăн-и, кунта шăп тĕпсакайĕнчи пек. Уйра таçти-таçти курăнать. Йăлăхтарчĕç çара йывăçсем. Çил вĕрнипе лараççĕ шавласа: чĕриклетеççĕ, шăт-шат шатлатаççĕ.
— Сана йывăçсем килĕшмеççĕ-и? — тĕпчет Елис. — Ĕненместĕп. Шăтман юман кутĕнче выртакан çуралман мулкач çурине тыттаран эсĕ пире.
— Мĕнле мулкач çури пирки калаçатăн эсĕ, Елис? Ним те ăнланмастăп.
— Тавçăрса илме тăрăш эсĕ.
Варук тек чĕнмест. Шухăшлать пулĕ. Эпĕ те шухăша ертĕм. Мĕне пĕлтерет-ха Елис халапĕ? Варука вăрман шиклентерет. «Хăратăп» теме хăяймарĕ. Елис çакна унăн çур сăмахĕнченех ăнкарчĕ. Чăнах, хăш чух йывăç хыçĕнчи йывăç çын евĕр курăнса каять. Тинкеререх пăхатăн та куратăн: тайлăк йывăç вулли хирĕнсе тăрать. Ирĕксĕрех кулатăн вара. Вăрман кашланине тепĕр чух тăнлатăн та, халăх куçса килнĕн туйăнать.
Каçпулттипе эпир тарăн çырма хĕррине пырса тухрăмăр. Сукмакĕ те çук. Куропаткин юр ашса пырать. Эпир ун хыççăн. Тĕттĕмленчĕ. Уçланка тухрăмăр.
— Ой! — тĕлĕнет Елис. — Пăр çине пăрçа сапрăм та, ахах пĕрчи пек йăлтăртатма тытăнчĕç.
— Сан пăрçа та пур-и? Çĕре сапса пыриччен пар-ха мана, — тилмĕрет Варук.
— Тăс ывăçна. Тен, сан телее тăкăнĕç тӳперен.
— Ман телей — шăтăк ала: шыв ярсан, шыв тытăнса тăраймасть.
Елиспа Варук калаçнине итлеме питĕ юрататăп эпĕ. Иккĕшĕ икĕ тĕрлĕ çын. Елис вăл — тӳпе çеçенхирĕ тăрăх вĕçсе çӳрекен шурă чечек, пĕлĕт катрамĕ çинче урине усса ларать. Чунĕ çунатлă. Варук — çĕр этемĕ. Вăл хĕвеле пăхма çулталăкра пĕрре пуçне каçăртмасть. Пулин. Иккĕшĕ те ытлашши мар вĕсем. Ун пек çынсемсĕр пурăнăç кичем пулĕччĕ.
Нумай чух Варук Елиса ăнланса та çитереймест. Ытарлă калаçушăн ăстăн хуппи уçăлмасть ун. Мĕн пӳрменнине тытса илеймĕн. Çапах та вĕсем пĕр-пĕрне кӳренмеççĕ. Халĕ те Варук Елис сăмахне сĕмленмерĕ. Елисăн чăнах та пăрçа пур тесе ĕненчĕ вăл. Пăрçине памарĕç. Варук тутине тăсрĕ. Хĕр тантăшĕ тӳпери çăлтăрсем пирки юптарнине чухласа илесси асĕнче те çук.
Кĕр! кĕрлерĕ ура айĕнче çĕр. Вăл халиччен илтмен сасăпа улать. Тем тесен те, бомбăсем ӳксе çурăлчĕç. Кунтан чылай аякра пулас. Каллех вăрмана кĕтĕмĕр. Йывăçсем çав тери çӳллĕ. Тӳпене те хура пĕлĕт карса илчĕ. Сӳнчĕç Елис сапнă «ахах перчисем» те. Уйăхĕ ăçта-ши? Çĕр тепĕр енче пурăнакан этемсене çутатать пулĕ ачашшăн.
— Талюна, Талюна! — илтрĕм эпĕ. Валя шăппăн чĕнет иккен мана.
— Мĕн?
— Аташтармарĕ-ши пире ку вăрман. Шав пĕр вырăнта каллĕ-маллĕ кумнăн туйăнать.
— Аташасса аташман, — тетĕп, йĕри-тавра пăхкаласа. Тĕттĕмре йывăçсем яланах пĕрешкел курăнаççĕ, тата вĕсем чуна салхулантараççĕ.
Юрне ашсан-ашсан, çуна çулĕ çине тухрăмăр.
— Хĕр-салтаксем, акă ĕнтĕ çитес çĕре çитрĕмĕр, — пĕлтерчĕ Куропаткин.
Çитрĕмĕр? Кĕтменччĕ. Çавăнпа та пĕри те çăвар уçмарĕ. «Аранах», — тесе каланине те илтместĕп. Ĕшенмен мар-çке хамăр. Виçĕ кун хушшинче машина çинче те кисрентĕмĕр, пуйăспа та кайрăмăр, çуран та пайтах утрăмăр.
Эпĕ те ĕненместĕп-ха çитес çĕре çитнине. Ахăртнех, шӳтлесе илчĕ пулĕ старик. Чăн пулсан, ăçта эппин, окопсем е çĕрпӳртсем? Тата фронт шăп тăрĕ-и? Унта кунĕн-çĕрĕн пăшал сасси...
— Куропаткин юлташ, эсир суятăр-и?
— Ма суяс?
— Эппин, эсир фронта илсе килмерĕр пире.
— Фронта? Кам каларĕ сире... Тĕрĕс мар. Халĕ, хĕрĕм, пур çĕрте те фронт. Чунна ан çухат çеç, тӳрĕ камăллă пул.
Кăшт айккинерех пăрăнтăмăр. Çĕр тĕттĕмĕ, хăйĕн хура чаршавне сирсе, ума пĕр пӳрт кăларса тăратрĕ. Мĕнле пӳрт-ши ку?
Çывхартăмăр шăппăн. Алкум вĕçĕнче Куропаткин таçтан шăпăр туртса кăларчĕ. Хăйĕн кĕреçе сухалĕ шап-шурă.
Эпир черетленсех урасенчен юра шăлатпăр.
— Тасалăр, тасалăр, пикесем, — хавхалантарать Елис. — Ан манăр, тасалăх вăл — хĕр чиперлехĕ.
— Пыл та çу чĕлхӳне, — тав тăватăп Елиса ырă сĕнӳшĕн.
Алăк уçăлчĕ. Кĕвенте евĕр кармашрĕ пирĕн çинелле пӳртри çутă. Кĕпĕрленсе, урасене шак-шак шаккакаласа кĕрсе тăтăмăр. «Тавсъе», — саламларĕç хĕрсем. Кунта пĕртен-пĕр салтак, урăх никам та курăнмасть. Вăл пире сывлăх сунчĕ. Дежурнăй пулас ку. Куропаткина пĕлет-тĕр, тен, çавăнпа ыйтса тĕпчемест. Вĕсем пĕр йышран. Дежурнăй-салтак çийĕнчех телефон трубкине ярса илчĕ те такампа пирĕн çинчен калаçма тытăнчĕ. Те тепĕр вĕçĕнчен çын шӳтленĕрен, хăй кулкалать.
Тăратăп хĕрсем хушшинче. Мана халиччен сисмен туйăм тыткăна илет. Чунăм таçта вĕçме хатĕрленет. Тахçан темĕн тума хатĕрленни юнашарах пек. Аллуна тăс та ярса тыт. Анчах куç курмасть. Мĕн тытмаллине те ăнланмастăп.
Шухăш вĕçне çитеймерĕм, пӳрте хĕр кĕчĕ. Çар тумĕпе вăл. Урам урлă йăпăртлăха чупса каçнăн, шинельне хулпуççи çине уртса янă. Çара пуçах.
— Катя! — терĕ пирĕн Куропаткин.
— Комиссар юлташ! Çитрĕр-и? Салам!
Ак тамаша! Пире ертсе килнĕ Куропаткин — комиссар! Эпир, ăйванскерсем, çакна пĕлмен. Хăйне ытла ахаль салтакла тыткаларĕ те, ăçтан тавçăрăн.
Пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç вĕсем.
Кăн-кан пăхкаласа тăратпăр. Чăн-чăн çывăх туссем пулас. Хисеплеççĕ. Кунта, килтен аякра, вилĕмпе пурнăç вылянă çĕрте, ырă кăмăллă ватă çынсем атте вырăнĕнче вĕсем.
Хĕр шинельне йăрхахран çакрĕ. Ытарайми элккенлĕхĕ пур ун. Чипер, пĕвĕ йăрăс. Çӳçĕ сарă. Ăна пирĕн пек кĕске кастарман. Çивĕтленĕ те пуç тавра кăшăлласа çавăрнă. Куçĕ ăшшăн-ăшшăн йăлтăртатать, йĕтенĕн çеçки яланах чакăр. Гимнастерки сукнаран. Юбки те тĕттĕм кăвак. Атăпа. Ури шăнмасть-ши? Кăçат тăхăнмалла. Çулĕпе манран аслă та, кĕçĕн те мар-тăр. Пĕр сăмахпа каласан — тантăшсем.
— Тĕрĕс-тĕкелех илсе килтĕр-и, майор юлташ? — ыйтать хĕр, пирĕн çине йăл-йăл пăхкаласа.
— Инкексĕр-синкексĕр çитертĕм, — яваплать Куропаткин, — йышăн, ушкăну ӳстĕр. Хĕрĕсем пĕри тепринчен маттур.
Старик пакет тыттарать ăна. Пакетра пирĕн документсем ĕнтĕ.
— Тавтапуç, тăванăм, — тет хĕр. — Тĕрĕссипе каласан, сире ыран ирхине тин кĕтнĕччĕ.
— Хĕр-салтаксене тӳртен уттартăм. Кĕртне ашма тиврĕ те, аптрамасть. Хĕрсем нăйкăшмарĕç. Ку вăрман — хамăн сад пахчи, кашни йывăç ăçта ларнине пĕлетĕп. Тăван кĕтес.
Вĕсем татах тем çинчен калаçрĕç. Итленĕ май çакна ăнлантăм: Куропаткин комиссар питех те кирлĕ ĕçпе таçта пулнă. Пире илме çул май çеç кĕнĕ.
Куропаткин калаçса пĕтерсен, хĕр пирĕн пата çывхарчĕ те, кашнинех чипер çитнĕ ятпа саламласа, алă тытма пуçларĕ.
— Эпĕ сирĕн отделени командирĕ пулатăп, — ăнлантарчĕ вăл. Ятне те, хушаматне те каларĕ. — Екатерина Измайлова, кĕçĕн лейтенант.
Эпир те, алă панă май, хамăр ятсене каласа пытăмăр.
— Пилĕксĕр те чăвашсем, эппин?
— Чăвашсем!
— Ĕçчен, ырă кăмăлă халăх тенине илтнĕ эпĕ чăвашсем çинчен, — тет командир. — Эсир те çав ята пăсмăр. Пĕр чĕлхе тупасса шанатăп.
Ыран, виçмине, ӳлĕм пирĕн мĕн тумалли çинчен каламарĕ. Питĕ пĕлес килетчĕ. Ыйтса сĕмсĕрленсе тăни вырнаçусăр пулĕ çарта.
Хăй хыçĕнчен пыма хушрĕ.
Эпир çĕрпӳрте кĕтĕмĕр. Кунта вырнаçмалла. Каçхи апат çитерчĕç. Вĕри чей ĕçсен, ывăнни те таçта кайса кĕчĕ. Чейĕн те хăйне кура хăвачĕ пур.
— Ыранччен! — сывпуллашса тухса кайрĕ Катя. Пакет унăн аллинче. Паллашать пулĕ-ха пирĕн документсемпе.
Ман кравать Елиспа Валя хушшинче. Вальăпа юнашар — Варук. Уртемова кĕтессе вырнаçрĕ. Хăйне вăл кăшт уйрăмрах тытнă пек туйăнать. Çаплах тем кăштăртатать.
Эпир выртрăмăр. Утиялĕ йăшăркка, ӳте лексен чăрмалать. Ывăннă хыççăн выртма канлĕ. Çапах та ыйхă килмест.
— Çывăрма ир-ха, — тет Варук, — халĕ шăп улахра авкаланса ташламалли вăхăт.
Елис чĕнмесĕр юлмарĕ:
— Ырă кăлăк чăххи пĕр куçĕпе тырă пĕрчи, тепринпе хурчăка курать.
— Çавăн пек кирлĕ те, — пулчĕ сăмахĕ Варукăн.
— Тĕрĕсех калать Варук. Хĕлле питĕ хăвăрт каç пулать.
11
Сĕтел çинче хаçат выртать. Тăнă-тăман ăна ярса илтĕм. «Красная Звезда» хаçат. Пăхатăп: пĕтĕм материалĕ Сталинград патĕнчи çапăçусем çинчен. Константин Константинович Рокоссовский ертсе пыракан çар питĕ вăйлă пĕçеркке парать фашистсене.
Указ пур. Çарти воинсене орденсем, медальсем панă. Куç список тăрăх шăвать. Палланă çынсен хушамачĕсене шыратăп. «Арланова...» Ара, ку леш аэростат хăпартаканни мар-и? Тупата çав. Ячĕ те ав — Александра. Хĕрсем ăна Саня-Санюк тесе чĕнетчĕç. Ай, маттурскер. Мĕнле награда-ха унăн? «За отвагу» медаль. Тен, манăн куç умĕнче пулса иртнĕ ĕçшĕн панă ăна? Фашист самолечĕ вут хыптарса персе анчĕ. Тен, тата пысăкрах ĕç тунă вăл? Ашшĕ-амăшĕ, ялйыш савăнать ĕнтĕ. Паттăр, телейлĕ хĕр. Хамăн та саламласа çыру çырас ун патне.
— Эх, манăн та медаль илсе курасчĕ! — персе ятăм сасăпах.
Елис та вăраннă-мĕн. Çийĕнчех вăл мана мĕн каламалли тупрĕ.
— Çар пурнăçĕ тин çеç пуçланать-ха, ĕлкĕрĕн. Урпа та утмăл кунтан тин кĕрекене ларать.
Санюкпа пĕрле аэростат хыççăн чупни халĕ те куç умĕнче. Ун чухнехи пекех, кĕçĕр те ку сĕм вăрманти çĕр-пӳртре пĕр çĕр каçма çеç хăвармарĕç-ши пире? Çавăнпа та эпĕ мĕн кăларнине каллех кутамккана чиксе хутăм.
— Талюна, эсĕ çула кайма хатĕрленетĕн пулас? — тет Валя, эпĕ кăштăртатнине асăрхаса.
— Сталинградах илсе каяссăн туйăнать.
— Кунта та Сталинградринчен кая мар, — тет Валя. — Фронт, ав, Воронежран пуçласа Хура тинес патне çитнех тăсăлнă.
— Тепĕр тесен, мĕн тума пире Сталинграда çити тиесе çӳреччĕр, — килĕшетĕп Вальăпа.
— Аплах ан хурла-ха хамăра, — кӳреннĕ пек калать Елис — Çинçе çипрен те çăмха пулать.
— Малашне хамăра хамăр ырласа çеç тăрăпăр.
Пире ирхи апата илсе кайрĕç. Кунта çар çыннисем лăках, эпир хамăр çеç тесеччĕ. Мĕн туса пурăнаççĕ вĕсем? Камсем? Пĕлес килет. Анчах йĕкехӳрелле пăлтăртатса çӳрени çарта килĕшмĕ. Çын тем шухăшлĕ тата.
.Столовăйĕнчен тухсан, Измайлова командир пире штаба каймалли çинчен пĕлтерчĕ.
Штаб. Кĕрсе тăтăмăр. Пӳлĕмĕ пысăках мар, анчах хăтлă. Стена çинче — Ленин портречĕ.
Сĕтел тавра кĕпĕрленнĕ çар çыннисем темшен питĕ шавлаççĕ. Вĕсем хушшинче паллакан çынна асăрхатăп, Вăл — Куропаткин комиссар. Сухалне хырнă, урăх тум тăхăннă та вуçех ватă курăнмасть. Лараканни начальник ĕнтĕ.
Сăнатăп та, вĕсен пурин те тумĕсем çинче летчик иккенне пĕлтерекен паллăсем пур.
Сывлăх сунтăмăр. Тăпах чарăнчĕç. Чăрлаттарса пăхреç хĕрсем çине.
Часах пире калаçтарма тытăнчĕç, кашнинпе уйрăмшарăн пуплеççĕ.
Кам мĕн тума пултарнипе кăсăкланаççĕ.
— Эпĕ медицина техникумне пĕтернĕ тата аэроклубран вĕренсе тухнă, — тетĕп.
— Медик та, летчик та! Питĕ лайăх, — мухтаççĕ. — Санăн пĕлӳ, Татьяна Итемри, çав тери кирлĕ. Шута илес. Халлĕхе — аэродромра...
Ыттисемпе мĕн калаçни хăлхана кĕмест. Аэродром терĕç. Самолет çинех ларатăп-тăр. Тепĕр пӳлĕме тухрăмăр.
— Варук, саламлатăп сана! — хăпартланать Елис. — Вĕсем калани хăлхана кĕчĕ-и?
— Ăçта унта, — йынăшать вăл. — Вырăсла калаçаççĕ те ăнланса юлаймарăм.
— Сана, Варук, такăнма пĕлмен, тарламан, сĕлĕ парса сĕлĕ çимен, киреметрен хăраман хаклă япала параççĕ.
— Эй, тĕнче! Тем каласа тăкрăн. Мĕн-ши ĕнтĕ вăл?
— Курăн ак часах.
Эпир вĕсен калаçăвĕнчен кулса ятăмăр.
Уртемовăпа Елиса илсе те кайрĕç. Ăçта? Эпĕ пĕлмесĕрех юлтăм.
— Талюна, мĕн параççĕ-ши мана?
— Елис ахаль çеç пуплерĕ-тĕр, — лăплантаратăп Варука.
— Хĕрачи вăл нихăçан та суймасть-ха. Ун пек йăла çук ун, анчах вăл хăй сăмахĕпе çынна шухăша ярать.
Тек нимĕн те калаймарăм ăна. Измайлова командир тухрĕ. Пирĕн аэродрома каймалла.
Мĕнех? Шинель тăхăннă, пиçиххисене туртса çыхнă, çурăм хыçĕнче — пăшал. Капла çеç юрамасть-мĕн. Тумтирсене улăштарттарчĕç. Дубленка, кĕрĕк пиншак, тăхăнтăмăр. Ăна ялтилле çĕлетмен. Шинель пекех вăрăм та çурăк кутлă. Çухави пысăк, тăратсан, касса вĕрекен çил те ĕнсене тивеймĕ. Сивĕ шыраса тупаймастех, ара, çĕрмамăк хурса çĕлетнĕ брюки тăхăнтартрĕç. Пилĕкре çав-çавах чĕн пиçиххи. Йĕлтĕр сыртăмăр. Вара, кĕрĕк аркисене пилĕк хушшине хĕстерсе тапранса кайрăмăр. Малта — Измайлова командир. Çил пек вĕçтерет вăл. Аллинчи мăшăр туйи вăй вылять.
Ун хыçĕнче — эпĕ, кайра — Варукпа Валя. Мĕн чухлĕ чупрăмăр-ши? Тен, виçĕ километр, тен, тăваттă? Уя тухсан, йĕри-тавра пăхрăм та, чун сӳлетсе илчĕ. Кăнтăрпа хĕвеланăç енче, çулăм хыпнăн, пĕлĕт йĕпкĕн хĕрлĕ чаршавпа караннă. Сывлăшра тискер сасă улать, шăмми-шаккине тылă хушшине хурса хĕстереççĕ тейĕн. Сăр сăрлать ура айĕнчи çĕр те. Ăна сивчир тытса хутлатать. Çук, вăл та мар, ку та мар. Ăшпиççи вăл фронт. Кăшт чарăнса тăтăмăр, сывлăш çавăрмалла.
— Миçе çухрăмра вĕресе тăрать çав тамăк хуранĕ? — ыйтать Варук, хăйса.
— Аякрах мар, пĕр çĕр çухрăмра.
Алăри туясем каллех вылянма пуçларĕç. Шăваççĕ йĕлтĕрсем. Ярăнма тухнă пекех, пĕрре çырманалла вăркăнатпăр, тепре тăвайккинелле мекеçленетпĕр. Пирĕн çул вăрман çумĕпе пырать.
Инçех те мар салтаксем курăнчĕç. Эпир те вĕсем патне çитсе чарăнтăмăр.
— Катя-çке! Хăйĕн хĕр-тантăшĕсене ертсе килчĕ!
— Салам!
— Салам! — кăшкăраççĕ вĕсем.
— Сире улăштарма килтĕмĕр, — тет Измайлова. Командир пире хăй тавра пухрĕ. Акă мĕн-мĕн пĕлтĕмĕр унран. Ку — çĕнĕ аэродром. Ун капашне çак салтаксем суйласа илсе, виçсе хатĕрленĕ, ăна халĕ юртан тасатмалла. Малашне пирĕн çак аэродрома йĕркеллĕ тытса тăмалла, мĕншĕн тесен салтаксем фронта каяççĕ, вĕсен вырăнне эпир юлатпăр.
Юртай тасатса тăнисĕр пуçне, вĕçсе килекĕн самолетсене йышăнмалла, вĕсене аэродромран ăсатса ямалла.
Куçпа виçетĕп аэродромлăх суйласа илнĕ хире. Пĕчĕк лаптăк мар, таçтанах сарăлса выртать. Çĕр çын ĕçлесен те, юрне вунă кунта тасатса пĕтерес çук.
Кĕреçе пачĕç. Мăкăрăлса тăракан пĕр пысăк кĕрт купи патне пытăмăр. Трактор пытарса лартнă-мĕн кунта. Чаватпăр. Чăнах-мĕн: трактор тухрĕ.
Варук трактора курсан хĕпĕртесе ӳкрĕ, тăван пиччĕшĕпе тĕл пулчĕ тейĕн. Эх, шăлать, тасатать, çынпа калаçнă пек тем мăкăртатать унпа.
— Сан трактор ку. Чиперех-и вăл, тĕрĕсле! — хушать Варука Измайлова.
Çакна çеç кĕтнĕ тейĕн Варук. Тута хĕрри хăлхи таран сарăлчĕ. Самантрах кабинăна кĕрсе ларчĕ. Тем турткалать, тĕккелет. Чылайччен тăрмашнă хыççăн мотор кĕр! кĕрлесе кайрĕ.
— Ĕçлет, командир юлташ! — пĕлтерчĕ Варук.
Катя Измайлова йăл-йăл кулкалать.
Трактор кĕрт ăшĕнчен йăраланса тухрĕ.
Командир та кабинăна Варукпа юнашар кĕрсе ларчĕ. Ăна çул кăтартса пырать, ахăртнех.
Трактор аэродром варрипе, юр пусарса, леш вĕçнелле кайрĕ.
Вальăпа иксĕмĕр салтаксемпе юнашар тăрса ĕçлеме тытăнтăмăр.
Çак вăхăтра аэродромăн вăрман енчи вĕçĕнче татах салтаксем курăнчĕç. Вĕсем связистсем, техник-механиксем иккен. Грузовикпа тем турттараççĕ. Мĕн-ши? Ыйтрăм салтаксенчен, вĕсем пĕлмĕше хываççĕ.
Каçкӳлĕм аэродром юртан тасалчĕ. Сарлака çул! Асфальт сарнăн якалчĕ вăл. Трактор каллĕ-маллĕ çӳресе такăрлатрĕ ăна.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...