Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
1
Виçĕ хĕрарăм пĕр пасар, теççĕ. Эпĕ ларакан пухура та виçĕ хĕрарăм. Анчах нихăшĕ те çăвар уçасшăн мар. Пурне те чул пек йывăр хуйхă пуснă.
Сĕтел пуçĕнче — бригадир, парти организацийĕн секретарĕ, тепĕр вĕçĕнче — колхоз председателĕ. Вĕсем иккĕшĕ те вăрçа кайнă упăшкисем вырăнĕнче ĕçлеççĕ. Виççĕмĕшĕ, сĕтел умĕнче тăраканни, — эпĕ.
Пухăвĕ пысăк мар. Ĕçĕ вара тĕнчене те шăнăçмасть. Çара илнĕ хĕрсене ыран ирхине ялтан ăсатмалла. Митинг ирттерес пулать. Лавсем тупмалла. Лашисем ерçмеççĕ, колхозра мăй таран ĕç.
Парти организацийĕн секретарĕ çав тери пăшăрханать. Каякансене çул курки тыттарма тивет унăн, пил памалла. Хĕрсем пасара мар, вăрçа каяççĕ. Кирлĕ чух чĕлхе вĕçне сăмах та пымасть.
Акă мĕн пуçа минретет.
Виçĕмкун ирттернĕ пухура чылайччĕ çын. Çывăх тусăм Вунеркке учительница та, кӳршĕри Марук юлташăм та килнĕччĕ. Иккĕшĕ айккинерех туртса илчĕç мана.
— Талюна, — чĕнет Вунеркке, — сана та салтака илнĕ темеççĕ-и?
— Тĕрĕсех-и ку? — хутшăнать калаçăва Марук та.
— Илнĕ, туссем, илнĕ! — пат татса калатăп эпĕ.
Тек калаçмарăмăр та.
Пуçтарăннă çынсене эпĕ яла мĕн сăлтавпа килнине ăнлантарса патăм. Мана Канашри Çарĕç комиссариачĕ янă. Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, ял Советне кĕрекен виçĕ ялтан тăватă хĕре çара илнĕ. Аллисенче вĕсен — повестка. Манăн çак салтак хĕрсене пухса Канаша илсе каймалла.
Çара илнĕ хĕрсемпе ял Советĕнче тĕл пулса калаçрăмăр. Тăваттăн вĕсем: Варук, Елис, Ирина Уртемова тата Валя.
Варук — пирĕн урамрах пурăнать. Колхоз тракторисчĕ.
Платна хĕр Варук. Пĕвĕпе çӳллех те, лутрах та мар. Сарлака пит шăммиллĕ. Куç харшисем çăра. Хăмăр куçĕсем пысăк. Пуçĕнче — тăваткал куçлă шерепеллĕ тутăр. Ăна мăй тавра каялла çавăрса çыхнă. Аялтан çыхнă сарă чечеклĕ тутăр вĕçĕсене янах айĕн кăларнă. Вăрăм сăхман тăхăннăран-ши, лапсăркка курăнать хăй. Нихçан та ăна яка тăхăнса çӳренине асăрхаман. Тирпейсĕртерех вăл. Утнă чух та лăп-лап пускалать. Ĕçре вара ӳркенмест. «Икĕ çыншăн ĕçлет Варук», — тенине тăтăшах илткеленĕ кӳршĕсенчен.
Елис — Турикасра çитĕннĕ хĕр. Сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан, медсестрасен курсне пĕтернĕ. Ниçта та ĕçлеме тытăнайман.
Ирина Уртемова. Ку хĕрпе эпĕ халиччен юмахламан. Тĕл пулман унпа. Вăл юнашар ялсем. Кĕрĕк пиншакĕн çанни вĕçне тавăрнă та — шурă хăнтăр тыттарнăн курăнать. Пуçĕнче мулкач тирĕнчен çĕлетнĕ сăрă çĕлĕк. Хĕсĕкрех куçĕ ун симĕс кĕленче евĕр курăнать.
— Уркка! — чĕнчĕ ăна Варук.
Уртемова куçĕпе çиçĕм çиçтерчĕ те çиллес сасăпа тавăрчĕ:
— Ира тесе чĕнеççĕ мана. Çĕр сухалакан мар эпĕ — артистка. Çакна пĕл.
Варук ним чĕнме аптраса тăчĕ.
Валя — Валентина Ивановна — çап-çамрăк учительница. Техникум пĕтернĕ хыççăн шкулта икĕ çул та ĕçлеймен. Унпа та калаçма тӳр килмен мана. Ялпа ял хушши инçерех. Тата эпĕ хам та ялта сахал пулнă.
Вальăн тумĕ майралла. Çийĕнче — пальто. Пуçĕнче — çăм çиппинчен çыхнă шĕвĕркке тăрăллă шурă калпак, питĕ килĕшет хăйне. Çӳçĕ — сарă, çивĕт туни вăрăм. Куçĕ шăп та лăп — утмăлтурат чечекĕ. Йăл кулать те, икĕ рет тикĕс шурă шăл курăнать. Сасси çемçĕ.
Пăхатăп та вĕсем çине, чĕре хĕссе илет. Пурте хуйхăллă. Варукăн куçĕсем хĕп-хĕрлĕ. Юхса анан куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса тăрать. Ăнланатăп — ватă амăшне шеллет. Хĕрĕ вăрçа кайсан, амăшĕ мĕнле пурăнĕ хăраххăн? Çакă хурлантарать те ĕнтĕ Варука.
Эпĕ хĕрсен кăмăлĕсене çĕклесшĕн. Çавăнпа сăмаха хĕрӳллĕрех калама тăрăшатăп!
— Эпир, ĕçчен чăваш хĕрĕсем, пурте пит маттур, шиксĕр. Кар тăрар та тăшмана çапса хуçар!..
Чăрр! пăхса илетĕп хĕрсем çине. Çук, нихăшĕн те куçĕсем йăлкăшмаççĕ. Çаплах тунсăхлă. Апла пулсан, сăмахăм витĕмсĕр. Ытлашши сехĕрленнĕ пулĕ. Ку ăçтан килнине те чухлатăп.
Пур пирĕн ялта эвакуаци йĕркипе килнĕ темиçе çемье. Çавсем калаçаççĕ имĕш. Чăнах та ĕнтĕ вĕсем, вăрçă тамăкĕ витĕр тухнăскерсем, нумай курнă тăшман тискерлĕхне.
— Мĕн-ма хĕрсене вăрçа яраççĕ-ши? — тет Варук. Хăйĕн сăмса çунаттисем вылянса илчĕç. Хăрăлтатса калаçать: сасси сивĕ сĕт ĕçсе тытăннă пекех.
Кĕтмен çĕртен çапла ыйтнăран эпĕ çийĕнчех ним те калама ĕлкĕреймерĕм. Вăл татах сăмах хушрĕ:
— Вăрçă вăрçасси хĕрупраç ĕçĕ мар-çке. Эпир — пулас кинсем. Качча каймалла та ача-пăча çуратмалла, вĕсене пăхса ӳстермелле. Хĕрарăмăн ĕмĕртен пыракан шăпи çапла ĕнтĕ.
Варук хăех тупса пачĕ ыйтăвне мĕнле сăмахпа тавăрса каламаллине.
— Сан савни фронтра мар-и вара, Варук? — тетĕп.
Капла ыйтни уншăн кĕтмен çĕртен пулчĕ пулас. Ахаль те пысăк куçĕсем татах чарăлчĕç.
— Ха, тата! — тĕлĕнчĕ вăл. — Хальхи саманара камăн савни килте лартăр? Ун пек çынна савни вырăнне те хурас çук.
— Савнă каччу — фронтра. Апла пулсан, кама качча каясшăн эсĕ?
Чĕнмест хĕр.
— Санăн та, манăн та, унăн та савнă каччисем — вăрçăра, — тетĕп, ассăн сывласа. — Пирĕнсĕр вĕсене йывăр килĕ унта. Каччăмăрсемпе пĕрле юнашар тăрар та тăшмана тĕп тăвар. Вара савнисемпе пĕрле киле таврăнăпăр. Кайран мĕн кĕтни паллă: акă туй та çакă туй... Ача-пăча ӳстерес ырă самантсем те çитĕç.
Хĕрсем алă çупса ячĕç. Эппин, кăмăлĕсем çаврăнчĕç, çуначĕсем çĕкленчĕç. Хам та хĕпĕртетĕп. Манăн та хамăн сăмахсене чăн тăвас килет.
— Юрĕ, каятпăр! — килĕшет Варук. — Талюна тĕрĕс калать.
— Çынçиен фашистсене тĕп тăвăс мар-так, çĕр çинче пурăнни харам!
Куна Елис каларĕ. Маттур хĕр Елис.
— Паçăрах çапла кирлĕччĕ, — тетĕп.
— Хăрушă-çке. Кайăпăр та вилĕпĕр акă, — сăмах хушрĕ каллех Варук. — Юрать, сан каймалла мар. Эсĕ телейлĕ, Талюна.
— Тавлашмастăп, Варук, — тетĕп. — Эпĕ телейлĕ. Анчах ман телей эсĕ шухăшланă пек мар. Ман телей — эпĕ те вăрçа кайма тивĕçлĕ пулнинче.
— Эсĕ те вăрçа каятăн-и, Талюна? — пĕр харăс ыйтрĕç хĕрсем.
Кĕсъерен повестка кăларса кăтартатăп.
— Пĕрле, эппин! — хĕпĕртеççĕ Варукпа Елис.
— Пĕрле!
— Хамăр ял хĕрĕсем унта та уйрăлас марччĕ.
— Уйрăлмăпăр!
Кун хыççăн пирĕн сăмах килĕшсе пычĕ.
Виçмине вĕсене Канаша илсе каймалла. Халĕ, виçĕ çынлă пухура, мĕнле ăсатмалли çинчен калаçатпăр та.
— Икĕ лав уйăрăпăр, — пĕлтерет колхоз председателĕ. — Тем кӳлмелле? Ни урапа, ни çуна çулĕ çук. Кĕçĕр юр çуса патăрччĕ иçмасса.
Ял Советĕнчен тухрăм.
2
Çанталăк, çанталăк... Мĕн хăтланать хăямат?! Йывăçсем çаралаймарĕç, çулçăсем сарăхса çĕр çине пĕтĕрĕнсе тăкăнма ĕлкĕреймерĕç — шăнтса пăрахрĕ. Çурçĕртен сивĕ çил вĕрчĕ. Юр пĕрчисем вĕçсе анчĕç. Анчах хура тумхахсем витĕнеймерĕç-ха, шурă мамăк саракан хĕлех çитеймерĕ пулас. Çанталăкĕ те этемрен куççулĕ тăкма вĕренчĕ тейĕн. Çил улама чарăнчĕ çеç, хĕвеланăçĕнчен хура пĕлет йăтăнса килчĕ те тытăнчĕ çумăр пĕрĕхме. Çул-йĕр самант пăрлакланчĕ. Ахаль те чун кӳтсе тăрать, ут ĕнтĕ мелсĕррĕн. Ура шăвать. Мĕнле çавăрса çапнине сиссе те юлаймастăн.
Эпĕ хĕл хăвăрт ларнине юрататăп. Ура айĕнче юр нăтăртатнине итлеме мĕне тăрать! Хĕл юрри вăл. Халĕ ав, хăлхана пачах урăх, чуна чĕррĕн кăшлакан юрă пыра-пыра кĕрет. Хĕрсем юрлаççĕ. Юрри — вăйă е улах юрри мар. Салтак юрри! Хĕрсем юрламалла-и çак юрра? Тепĕр тесен, ма юрлаççĕ-ши?
Киле таврăнсан, тӳрех сĕтел хушшине лартăм. Тачка тетраде сарса хурсан, тытăнчеç саспаллисем йĕркесем тăрăх чупма. Хамăн юратнă çыннăм патне çыру çыратăп.
— Талюна, ял херĕсемпе юрласа çӳреме тухсамччĕ, — тилмĕрет анне, ман куçран салхуллăн пăхса. — Юрласан хурлăха тӳсме çăмăлтарах, теççĕ.
— Анне, мана юрласа çӳренн килĕшмест.
— Кай, кирлĕ мара ан калаç-ха. Халăх шутлă пулмалла, хĕрĕм.
— Ан ятла ĕнтĕ, анне. Манăн вăхăт та çук, çыру çырмалла Ким патне.
— Эх, çырлах. Тен, çынни тахçанах çĕрпе варăннă-тăр. Хут та ямарĕ, адресĕ те çук тетĕн ху. Калаççĕ-иç эвакуирăннăйсем, нинай, сывă юлакансем тупăнĕç-ши теççĕ.
Анне тĕрĕсех калать. Ким çул çинчен пĕр çыру ячĕ те пăч пулчĕ. Ăçта-ши вăл?
Пулаясчĕ самантлăха саркайăк. Çаврăнăттăм тĕнче тавра вĕçсе. Тупăттăмах хам юратнă çынна. Тупăттăм та ун умĕнчи йывăç туратти çине ларса юрă шăрантарăттăм: «Ким, сис чунупа! Ку эпĕ — Талюна!». Тăп тăрĕ вăл чарăнса. Кăнн пăхĕ турат çинчи кайăка. Йăл кулĕ, куçне хĕссе. Ши-и шăхăрĕ, саркайăка илĕртсе. Унтан вăл, пăшалне йăтса, малалла чупĕ, тăшмана пĕтерме çапăçăва кĕрĕ.
Анчах пурнăç юмах мар çав. Çынран саркайăк пулаймасть.
Эх, Ким! Пĕртте асран тухмастăн эсĕ. Сăну-питӳ шав куç умĕнче. Симĕс карттус айĕнчен ăшшăн пăхаççĕ куçусем. Ачаш сассу хăлхара: «...Юратнă арăм Талюна!!!» Пĕртен-пĕр çырăвна та çаплах çырнăччĕ. Мана арăм темелĕх çырăнаймарăмăр. Туй та тăваймарăмăр-çке. «Нимшĕн те ан пăшăрхан. Эпĕ пурпĕрех сан упăшку», — тесе çыртăн. Ĕненетĕп сана, Ким. Çĕнтерӳ хыççăн таврăнăпăрах. Ун чух пуçланма ĕлкĕреймен шеп туй пулĕ.
Çапла. Ким адрессăр. Апла пулин те, эпĕ ун патне кашни çутă кун çыру çыратăп. Çав çырусене виç кĕтеслĕ хуçлатса почтăна леçместĕп. Çырусем пĕтĕмпех хулăн тетрадь страницисенче. Ким сас патăр кăна, тетрачĕпе ярса паратăп. Вулĕ вара. Ман çырусем ăна вăхăчĕпе шухăша путарĕç, тен, култарĕç те. «Эх, айван эсĕ, ман арăм Талюна....» е «Маттур эсĕ, ман арăм Талюна», — тейĕ.
Анне манăн тутлă шухăшсене сирет.
— Хĕрĕм, — чĕнет вăл, — сăра та пулин ĕç-ха. Сăйламалли урăх ним те пулмарĕ.
— Ан чăрман, — лăплантаратăп аннене, — мана ним те кирлĕ мар.
— Типĕллех кăларса яратăп-çке, ара.
Хыпса çунать ватă аннем. Тути-çăварĕ хăпаланса тухнă. Нимле тухтăр юсайман чир ун чĕринче. Кам амăшĕн хăй хĕрне тискер вăрçа ăсатас килтĕр? Тем пулас, тем килес... Кĕт-ха унтан сывă таврăнасса.
— Татах вăраха тăсăлать пулĕ инкек вăрçи. Аçуна та илсе кайĕç-ха, — шăппăн ĕсĕклет анне.
Мĕн каласа йăпатма пĕлем?
Атте ахаль те фронт валли ĕçлет — вăрман касать.
Каллех салтак юрри илтĕнет. Ытла та иленкĕсĕр. Чуна тутăхнă кусарпах хырать. Килĕшмест хĕрсене салтак юрри юрлани. Хĕрсем салтака кайни килĕшет-и? Килĕшмест, паллах. Тепĕр тесен, килĕшмин. Чи кирли — Тăван çĕршыв чĕнни. Тăван çĕршыв хăйне йывăр самантсенче кăна хăйĕн пикисене салтак атти тăхăнтартать. Совет хĕрĕсем тăшман чури пулма çуралман.
Салтак юрри юрлакан хĕрсем пирĕн тĕлелле çывхараççĕ. Юрă сăмахĕсене те аванах уйăратăп.
...Вĕçтерсе яр шурă тутăрна,
Юрласа яр чуна йăпатма...
Юрă темшĕн татăлчĕ. Путех, кӳршĕсем чĕнсе кĕртрĕç хăналама? Чĕнсен кĕрсе тухмасăр иртмеççех. Ăçтан кăмăл тумасăр хăварăн ял çыннисене. Манăн анне те хыпăнса ӳкрĕ.
— Талюна, хĕрĕм, пуçтаркала, — тет. — Хĕрсене эпир те илсе кĕрĕпĕр.
Тытăнчĕ вăл тăпăртатма, каллĕ-маллĕ кумать кăна. Сĕтел çине тем те лартрĕ: тăварланă купăста, хăяр, панулми, чăмăрла пĕçернĕ паранкă, пĕр кăкшăм сăра.
Урамра купăс нăйлатни, çынсем шавлани илтĕнсе кайрĕ. Эппин, хĕрсем тухрĕç те куршĕсем патĕнчен. Вăрах тытăнса тăмарĕç, кăмăл туни паха.
Анне хапха умне тухрĕ. Калинкке уçă. Хирĕç тухмалла ĕнтĕ манăн, унсăрăн аван мар. Алкум вĕçне çитсен, хĕрсем юрласа ячĕç:
Тавай тарăн шыва кĕрер-и,
Сывлăша çавăрса тухар-и,
Тавай вăрçă хирне каяр-и,
Тăшмана пĕтерсе килер-и...
Пӳрт алăкне уçатăп.
— Кĕрĕр, кĕрĕр!
Пӳрт тулли халăх пухăнчĕ. Анне çынсене сăйлама пикенчĕ. Анчах хĕрарăмсем лара-тăра пĕлмеççĕ. Пуринчен ытла Ирина Уртемова — Уркка — туйри пек саркаланать. Хăй хĕрĕнкĕ. Салтака каян йĕкĕт евĕр хулпуççи урлă тĕрленĕ алшăллисем çакса янă. Шеремет хĕрĕ, тутăр вĕçтерсе юрлать.
Анне чăлана тухса кĕчĕ.
— Хĕрсем, шăпланăр-ха, — терĕ вăл. Сасси хăйĕн чĕт-ренсе тухать. — Сире пил парасшăн.
Пурте шăпланчĕç. Анне мана Варукпа Уркка хушшине тăратрĕ, вара кашнине алшăлли тыттара-тыттара çапла каларĕ:
— Çак парнене хăвăр туйăрта мана каялла тавăрса памалла пултăр.
Ку ĕнтĕ салтакран чипер, тĕрĕс-тĕкел, сывлăхлă çав-рăнса килме ырă суннине пĕлтерет.
3
Елиспа Валя калаçса ларма килчĕç. Вальăпа эпир пĕр-пĕрне питĕ сахал пĕлетпĕр-ха. Çывăхрах паллашмалла. Хăюсăртарах иккен эпир виçсĕмĕр те. Тӳрех калаçмалли ним тупаймарăмăр. Вăтанатпăр-ши?
Анне пире хĕрлĕ питлĕ панулмисем парса тухрĕ те кăмака хыçĕнчи ăшă вырăн çине канма кĕрсе выртрĕ.
Ĕç тупăннăшăн хаваслантăмăр.
Вунеркке килчĕ. Уроксем пĕтнĕ эппин, шкул ачисене киле янă.
— Панулми тутлă пултăр, — терĕ вăл кĕнĕ-кĕмен, сывлăх сунса.
— Чăмламасăрах анать, — сăмах хушрĕ Елис. — Чĕлхе çинче сахăр пек ирĕлет.
— Тĕпелелле ирт! Ман çума килсе лар, — чĕнетĕп Вунерккене.
— Тавах, — тет те хăй Елис енне çаврăнать: — Куратăп-ха, каçса кайсах чаплаттаратăр. Анчах вăррине çăтса ан ярăр, мана парăр.
— Панулми лекмĕ, вăррине те пулин çиес тетне?! — кулать Елис.
Ахăлтатса ямасăр тӳсеймерĕмĕр. Ахаль каламаççĕ çав, хĕрупраç тени кукăр тымара курсан та кулать тесе. Эпĕ хамăн панулмине çĕçĕпе çурмаран касрăм та Вунерккене патăм.
— Ӳлĕмрен вăхăтра çит. Телей пайланă чух тусусемпе пĕрле лар, — шӳтлем пекки тăватăп хам та. Вунеркке кунĕ çын. Тилмĕртсе тăмарĕ, панулмине илчĕ. Çиме пуçличчен вăррисене çĕçĕпе чакаласа сĕтел çине кăларчĕ вăл..
— Тăраниччен çийĕр те выçиччен ан манăр,— сăмах тăвать Елис.
— Кӳрĕр, кӳрĕр вăррисене, — тет Вунеркке. Эпĕ ăна малтанах шӳтлет пуль терĕм. Çук иккен, вăл чăнласах пухать панулми вăррисене.
— Ма кирлĕ сана? — пĕлесшĕн Валя.
— Эх, эсир те çав, тавçăрса илейместĕр, — кӳреннĕ пек калать Вунеркке. — Кăçал та хĕл питĕ сивĕ пулать теççĕ ваттисем. Ун пек чух улмуççисем хăрса пĕтессе кĕтсех тăр. Эпир ачасемпе шкул пахчинче питомник тăватпăр. Эсир килнĕ çĕре пĕчĕк сад пахчи ешерĕ. Çамрăк улмуççисем хĕрлĕ питлĕ панулми йăтса ларĕç.
— Вунеркке юлташ, çавăнчченех усрасшăн-и эсĕ пире вăрçăра? — тет Елис. — Вăрçă часах пĕтет.
— Вăрçă часах пĕтĕ-и, çук-и... Паллах, пирĕн ăна паян-ыранах пĕтерес килет, — шухăшлăн калать учительница. — Анчах эсĕ, Елис, хĕрĕ чиперскер. Сана пĕр-пĕр яш салтак юратса пăрахĕ те качча илсе кайĕ. Чухлатăп-çке, ялта сан куç хывни çук. Эсир упăшкупа килсе çитиччен пайтах вăхăт иртĕ. Ун чух садра хĕрлĕ панулмисем хĕвел çутинче хĕмленĕç.
Вунеркке сăмаххи пирĕн кăмăла уçсах ячĕ. Ихĕлтетсе ларатпăр.
— Каччă тенĕрен, сире пĕр мыскара каласа парам-ха, — терĕ Валя. — Пирĕн кӳршĕсен кинĕ фронтри мăшăрĕнчен сăнӳкерчĕк илнĕ. Иккĕн тăраççĕ вĕсем. Юлташĕ çав тери тилмĕрсе пăхать куçран. Тути кăшт уçă. Халь-халь хăлха патне пырса вăрттăн тĕм пăшăлтатассăн туйăнать! Тӳсеймерĕм çыру ямасăр. «...Мĕн каласшăн эсĕ мана?» — тесе çыртăм.
— Хирĕç çырчĕ-и? — пĕлесшĕн хыпаланать Елис.
— Çырчĕ çав. «Кĕт мана. Пĕр мана çеç. Тĕл пулсан, чуна пĕтĕмпех уçса парăп. Санăн Тиняков Моисей», — тет.
— Ай-ай! — тĕлĕнет Елис. Куçĕсем хăйĕн йăлтăртатаççĕ. Çамрăк-ха вăл ытла.
— Кĕтетĕн-и?
— Чим-чим, — пӳлчĕ Вальăна Вунеркке. — Сан савни пур-иç, илтсен, кĕттерĕ вăл ют çынна.
— Валя, эсĕ савниллĕ-и? — çăварне карсах пăрахрĕ Елис.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...