Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
Каялла тухсан, Левентее тепĕр пӳлĕмре паçăрах ăшшăн йышăннă хĕрарăм кĕтсе илчĕ .
— Памарĕ-и? — терĕ вăл хута кĕнĕ саспа.
— Памарĕ, — ал сулчĕ Левентей. — Калаçасшăн та мар.
— А вĕт пур унăн шестерня, пур! Пĕлетĕр-и, юлташ, сирĕн ăна кăшт сĕнмеллеччĕ...
Левентей ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ — чăн калать-и вăл? Хĕрарăм кулмасть, чăннине калать. Ав мĕнле йĕрке тунă вĕсем иккĕшĕ кунта — пĕри укçа паракан çыннине тупса парать, тепри взяткине илет. Çак минутра Левентейĕн нумай пулмасть çеç хăйне ырă çын пек туйăннă хĕрарăма алăк çине пĕтĕм вăйпа тĕтсе ярас, унтан, начальник патне каялла кĕрсе, асар-писер харкашу тăвас килсе кайрĕ. Анчах унăн хăйне лăпкăн тытма чăтăм çитрĕ, вăл ним чĕнмесĕр пӳлĕмрен тухрĕ.
Ку учрежденире ĕçлекен паллакан çынран вăл çакна пĕлчĕ: ăна ырă канаш паракан хĕрарăм начальник арăмех иккен. Левентей пекех тарăхнă работник ăна тӳрех обкома кайма сĕнчĕ.
Тепĕр кунне Левентей колхоза шестерняпа таврăнчĕ. Çурхи çанталăкран-и, е ĕçĕ ăнăçлă пулнăран вăл хăйне хаваслă тытрĕ. Унăн пĕр вырăнта ларасси те килмерĕ, яла çитсенех вăл, кунта темиçе эрне пулман пек, кашни кĕтессе пыра-пыра тĕкĕнчĕ.
Пĕчĕк ача евĕр хĕпĕртесе ӳкнĕ Петĕр ĕнтĕ машини патĕнчен хăпа пĕлмест, паян çеç машинăпа çӳреме ирĕк илнĕ пек, ăна тăла татăкĕпе шăлкаласа кăна тăрать.
Ну, председатель, ăçта кайса килес? — тет вăл. — Çул йăлтах пăсăличчен ăçта та пулин каяс килет.
— Турттар тислĕх, — вăл ку ĕçе юратманнине пĕлсе калать Левентей. — Лаша вити патĕнче унта вунă машинăлăх тислĕк купи ларать. Мĕн куç айĕн пăхатăн? Лашапа юрамасть, лашасене халь кантарас пулать.
VIII
Пăчă пӳлĕмре лампа çатăртатса çунать. Лампа йĕри-тавра тин çеç чĕрĕлнĕ пысăк симĕс шăна явкаланса çӳрет. Вăл пĕрре чӳрече патне вĕçсе каять, тепре, хăйĕн вилĕмне шыраса, каллех вут çине пырса çапăнать.
Ятман сăмахне малалла тăсать:
— Электростанци тăвас шухăш вăл çенĕ шухăш мар, ку ыйтăва эпир халăхпа тахçанах сӳтсе явнă, пирĕн виçĕ ялпа йышăннă решени те пур. Хирте авă туса пĕтермен пура та ларать. Çине тăнă пулсан, çав станцие эпир халиччен туса пĕтермеллеччĕ. Халĕ, турбина пур чухне, ĕçе пĕр тăхтамасăрах малалла ямалла. Ман сĕнӳ çакăн пек: виçĕ колхозран строительство бригади тăвас, халăхпа çĕнĕрен калаçса татăлса, çак эрнерех шыв сикки патне пĕве чавма тытăнас. Строительство бригадине ертсе пыма Сахрун юрăхлă çын пулать тесе шутлатăп, — ĕлĕк те пурана ун бригади пуранă. Кирлĕ пулакан хатĕрсене тупассине эпĕ хам çине илетĕп...
«Илсе пăх-ха ху çине, — терĕ ларăва ертсе пыракан Левентей хăй ăшĕнче. — Халĕ япаласем тупасси вăл вăрçăчченхи мар. Акă эпир шестерня та иккĕ кайса аран-аран илсе кйлтĕмер, ăна та обком урлă çеç. Станци тунă çĕрте унта пин тĕрлĕ япала кирлĕ пулать, хамăрăн пирĕн хатĕрлени нимĕн те çук. Тата япалисене те кам укçипе илмелле-ха ăна? Шутласа пăхнă-и эс «Алга» колхозăн кассинче миçе тенкĕ укçа пуррине? Пĕлетĕп эпĕ, кам çине тиенет пĕтĕм йыварлăх ку станцине тунă чухне, йываçĕ пирĕн, укçи пирĕн, çыннисем пирĕн, машина каллех пирĕн. Вĕсен ялĕсем пĕве чавма хутшăнаççĕ пулать-те ĕнтĕ, кайран вара станцине виçĕ ялпа пĕрле турăмăр, теççĕ. Çук, явăçмастăп эпĕ ку ĕçе, акă вăрçă пĕтсен: эпир хамăр валли уйрăм станци туса лартатпăр».
Çапла шутларĕ Левентей, анчах хăйĕн шухăшне тӳрех каласа памарĕ, тата кам та пулин калаçасса кĕтрĕ.
— Кунта ĕç «Атăл» колхозран нумай кйлĕт, эпир мĕн? Эпир вăйсăр, — терĕ Катрам Иванĕ, Левентей çине пуç сĕлтсе. Ыттисем те Левентей сăмахне итлесе пăхасчĕ терĕç.
— Электростанцие туса пĕтерсе ĕçе ярасси лайăх япала, ун пирки сăмах та çук, — çăмăллăн пуçларĕ Левентей. — Анчах пирĕн карчăксем каланă пек пулса тухать: кукăль пĕçерĕттĕмччĕ, çăнăхпа кĕрпе çук! Халлĕхе пирĕн хирте шыв сикки патĕнче туса пĕтермен пура çеç ларать-ха, ăна витме никам та хăма хатĕрлемен. Вăрçă вăхăчĕ, юлташсем...
Левентей нихçан та сăмаха пĕрерĕн-пĕрерĕн пуçтаркаласа, иккĕленсе, терĕс калатăп-ши тесе ыйтуллăн пăхкаласа каламасть, яланах хăй мĕн шутланине калать, çавăнпа та пурте витĕмлĕ çыпçăнса пырать. Халĕ те вăл, хăш-пĕрисем килĕшмесĕр пуçĕсене сулнине асăрхарĕ пулин те, хĕрӳллĕнех ĕнентерме тăчĕ.
— Чи малтан укçа пирки шутласа пăхăр. Пирĕн пурсăмăрăн та укçа хутаççи çӳхелсе юлнă. Пулсан, Куçма пиччен укçа пулĕ, тетĕп эпĕ. Станцине ăна пилĕк-ултă пинпе туса лартаймастăн, кашни колхозăн вуншар пин памалла пулать. Унтан ĕç вăйне илсе пăхăр. Ятман: «Çынсем чылайăшĕ пушах», тет. Тутаркасра пушă пулсан анчах, пирĕн çынсем пĕр кун та канса лараймаççĕ. Пĕр ĕçе пĕтерсен, халĕ çавăнтах тепĕр ĕç тупăнать. Акă çураки тумалла, унтан çум çумласси пуçланагь, тырă вырма тухмалла пулать. Пирĕн ял Совечĕн чугун çул транспорчĕ валли вутă хатĕрлеме кăна çĕнĕрен çирĕм çын ямалла. Торф кăларма Шупашкара пилĕк çын ăсатмалла. Ăçтан тупăпăр-ха эпир ĕç вăйĕ? Сахрун пиччене ăна виçĕ пая пайламалла мар: вăл эртелте те ĕçлет, колхозра та мĕнпур платник ĕçĕсене туса тăрать, тата кунта та ăнах чикесшĕн. Çук, эпĕ ăна электростанци тунă çĕре пама пултараймастăп.
Вăл сăмахне вĕçлемерĕ, электростанцине тăвассине хирĕç-и вăл, майлă-и — ăна каламарĕ. Анчах çынсем ăна унсăрăнах лайăх ăнланчĕç. Левентей Ятман çине куç хыврĕ те ыттисене хăйсен шухăшĕсене калама сĕнчĕ.
— Куçма пичче, сан шутпа мĕнле? — терĕ вăл аллинчи хаçачĕ çине пăхкаласа ларакан Куçма Иванча.
— Ак паянхи хаçатра Сталин юлташ патне янă пĕр телеграммăна пичетленĕ, — хаçатне сарчĕ Куçма. — Уралта пысăк домна кăмаки туса пĕтернĕ, çавăн çинчен рабочисем Сталин юлташа рапорт параççĕ. Тĕлĕнмелле пек: вăрçă пырать, унта домна кăмаки тăваççĕ. Эпĕ ĕнтĕ, хам эртел председателĕ пулнă май, Шупашкара час-часах çӳретĕп. Унта пур çĕрте те строительство пырать. Пурăнмалли çурт тăваççĕ, шкул тăваççĕ, Атăл леш енче ав Шупашкар валли пысăк электростанци тăваççĕ. Левентей «вăрçă» тет. Çук, пирĕн вăрçă вăхăчĕ тесе электростанци тăвас шухăшран сивĕнмелле мар.
— Халлĕхе унта нимле электростанци те çук-ха, пура çеç, — терĕ Левентей.
— Тума пуçланă япала электростанци ĕнтĕ вăл. «Сельэлектро» представителĕ ав эсир хăвăр пурăра хăçан туса пĕтеретĕр тесе ыйтмасть вĕт-ха, тума пуçланă станцине хăçан туçа çитеретĕр тесе тĕпчет. Шупашкарта та, Мускавра та вăл пирĕн тума пуçланă электростанци шугланса тăрать.
— Эс миçе пин тенкĕ укçа паратăн, çавна кала! — парăнмарĕ Левентей.
— Вăл ĕнтĕ манран кăна килмест, — лăпкăн тавăрчĕ Куçма. — Эртел членĕсенчен килет. Ман шутпа, пĕр вунă пин пама пулать.
— Сахалтарах, — терĕ Левентей, ăшĕнче вара «Охо, пуян эсир, вунă пин пĕчĕк укçа мар-ха вăл» тесе шутларĕ.
— Çитет. Эпир вунă пин, эсир виçĕ колхоз тепĕр аллă пин, ак хайхи пуçтарăнать те!
Левентей ыттисене те тухса калаçма чĕнчĕ. Çук, пĕри те сăмах илмерĕ-ха, çынна калама мар, ыйтăва хăйсем валли те татса парайман пек, пурте тарăн шухăша кайса лараççĕ.
— Тек калаçакан çук-и? — ыйтрĕ Левентей, пренине чарса лартасси пирки систернĕ евĕр. Кăмака патĕнчен Кăтра Михалан çинçерех сасси илтĕнчĕ:
— Ан васка-ха, Леонтий Петрович, малтан пăртак шутлас пулать.
— Эс ытла вăрах шухăшлакан марччĕ-çке...
— Ку ыйтăвĕ çаван пек, унсăрăн юрамасть...
Левентей старик сăмах илет пулĕ тенĕччĕ, анчах лешĕ çĕкленмерĕ-ха, çав-çавах пуçне пĕксе, сухал вĕçне пĕтĕркелесе ларчĕ. «Сельэлектро» представителĕ хăйĕн умне строительство планне сарса хучĕ, унтан васкамасăр калама пуçларĕ.
— Пытарма кирлĕ мар, — терĕ вăл, — сирĕн станци пысăк пулать. Пирĕн план тăрăх, вăл çитес вăхăтра пилĕк-ултă колхоза электроэнерги памалла. Малтанлăха станци виçĕ колхоза энерги паракан пулать. Ăна тума акă мĕн-мĕн кирлĕ...
Кунта вара вăл, хăйĕн аллинчи хучĕ çине пăхса, нумай япаласен ячĕсене тата вĕсем мĕн чухлĕ тăнине шутласа кайрĕ. Чăнах та, ку список вăрăм ĕнтĕ, анчах çынсем унтан хăрамарĕç, мĕншĕн тесен асăннă япаласен ытларахăш пайĕ «Сельэлектрон» хăйĕнех пур.
— Паян эпĕ сирĕн решенийĕре пĕлсе каясшăн, — Левентей çине пăхрĕ представитель. — Станцине тума килĕшмесен, эпир турбинăна урăх колхоза паратпăр. Ман шутпа, «Атăл» колхоз председателĕ ним сăлтавсăрах иккĕленет. Ушкăнпа тусан, сирĕн вăй çитетех. Электричество уссине сире ăнлантарма та кирлĕ мар, эсир ăна хăвăрах лайăх пĕлетĕр...
— Пирĕн станци çулталăкĕпех ĕçлекенни пулать-и е çав Сăнарсенни пек çуркуннепе кĕркунне çеç çутă парать-и? — терĕ Левентей.
— Эсир çулталăкĕпех çутăпа ларатăр, — ăнлантарчĕ лешĕ. — Шыв сикки сирĕн вăйлă, çулла та типмест тата ăна хальхинчен нумай вăйлăлатма пулать. Тата энерги çутнă çĕре çеç каймасть, сире вăл хуçалăхра темĕн чухлĕ усă кӳрет.
— Тата тепĕр ыйту, — ура çине тăчĕ Левентей. — Икĕ ял хушшинчи кӳлĕ патĕнче гидростанци тума пулать-и? Унта та шыв вайлă юхать.
— Пулать. Анчах вăл эпир халь тума ĕмĕтленекен станци чухлĕ энерги параймасть.
— Çапах та, май пур тетĕр апла пулсан?
— Пур.
— Вăрçă пĕтсен, эпир çавăнта станци таватпăр, — тахçан çуралнă шухăша пĕлтернĕ пек каласа хучĕ Левентей.
— Пĕччен тăватăн-и? — тĕртсе илчĕ ăна Ятман.
— Промартельпе пĕрле.
— Ну, вăл пĕччен туниех пулать.
— Пире пысăк станци кирлĕ мар, ăна Тутаркаспа Турикас туччăр.
Кăна илтнĕ хыççăн хĕрсе кайнă Ятман чăтаймарĕ, тепĕр хут сăмах илчĕ.
— Мана паян Петров сăмахĕсем питĕ тĕлĕнтереççĕ, — терĕ вăл, Левентей çине витĕр пăхса, — Петров çак ларура хăйне пĕрре те малта пыракан колхоз председателĕ пек тытмасть, эпĕ сирĕнпе çыхланмастăп, тесе мухтанать. Пирĕншĕн питĕ пысăк ыйту тухса тăчĕ тăватпăр-и станцие е вăрçă пĕтиччен тăхтатпăр-и? Ку ыйтăва татăклăн виçĕ колхозри пухусем татса парĕç, анчах кунта руководительсем калаçса татăлни питĕ хаклă. Эпир калаçса татăлсан колхозниксем пирĕнпе килĕшесси пирки эпĕ нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп. — Вăл сывлăш çа-вăрма кăшт чарăнса тăчĕ, тарланă çамкине алтутрипе шăлса илчĕ. — Мĕн те пулин тума тытăнсан, Петров вăрçă çине йăвантарнине эпир пĕрремĕш хут çеç илтместпĕр. Электростанци тăвасси вăл, Петров юлташ, ĕçе мĕнле пикеннинчен килет. Халăхпа тытăнсан, тăватпăр, ан хăра. Сан сăмаху хыççăн кайсан, вăрçă вăхăтĕнче пирĕн нимскер те тумалла мар, паянхн кунпа çеç пурăнмалла. Çук, ун пек мар, юлташсем, пирĕн кăшт малалла та пăхмалла, колхозсен пуласлăхĕ çинчен те шухăшламалла.
— Пирĕн пуласлăх тăшмана çĕнтернинчен килет, Тогаев юлташ, — терĕ Левентей.
— Тĕрĕс. Анчах эпир тăшмана аркатса тăкатпăр ĕнтĕ, çавăнпа та, пĕтĕм вăя фронта пулăшма панипе пĕрлех, ыранхи кун çинчен те шутлатпăр. Ав мĕн чухлĕ хулапа яла тăшманран ирĕке кăларчĕç. Эсĕ мĕн çавсене юсама вăрçă пĕтессе кĕтсе тăраççĕ тетĕн-и? Çук, унта халех хĕрӳ ĕç пуçланнă, халех заводсене юсаççĕ, шкулсем, пурăнмалли çуртсем тăваççĕ. Эпир кунта тума пуçланă станцие те туса çитересшĕн мар...
Кăтра Михала та çавнах каларĕ:
— Кая юлсан, каю шăтать, тенĕ ваттисем. Пуçланă ĕçе нихçан та кая хăварма юрамасть. Колхозсем кăшт юхăнчĕç ĕнтĕ, пирĕн колхоз та халь ĕлĕкхи мар, çапах та, халăхпа тытăнсан, вăй çитеретпĕр пулĕ, тетĕп эпĕ. Килĕшмелле пулĕ, Леонтий Петрович, уйрăмăн ăшталаниччен виçĕ ялпа тăвар, расхучĕ те пĕрле, усси те пĕрле тенĕ пек...
Левентей урăх хирĕç те, майлă та шарламарĕ. «Сельэлектро» представителĕ тухса каяс умĕн алă тытнă чухне «Çак кунсенче пуçлатпăр апла, Петров юлташ?» тесе ыйтсан та, «Те пуçламалла, те пуçламалла мар» — тесе çеç хучĕ.
— Вăл килĕшмесен, икĕ ялпа та тăватпăр, — терĕ Ятман представителе. — Турбинăна никама та ан парăр.
— Эсир часрах пуху туса ирттерĕр, инженер килнĕ çĕре пирĕн решени пултăр, — асăрхаттарчĕ лешĕ.
— Пуху ыранах пухатпăр.
— Тата çакна ăнлантарарах парăр, — Левентей çине кăтартрĕ представитель.
— Халăх килĕшсен, вăл та килĕшет. Эпир халăха ытларах агитацилетпĕр.
— Ку та тĕрĕс.
Вăхăт чылая кайнине кура, пухăннă çынсем килĕсене васкарĕç.
Часах правленинче лампа та сӳнчĕ, урамра унта та кунта чĕлĕм тивертме çутнă шăрпăк çутисем курăна-курăна кайрĕç. Пăртак тăрсан вĕсем те çухалчĕç. Урам çурхи тĕттĕм каç чатăрне тата хытăрах туртса пĕркенсе, шăпах пулчĕ.
IX
Çырма хĕрринче иртенпех пуртă сасси илтĕнет. Малтан пĕр-ик пуртă кăна пăртак ылмашăнарах шаккатчĕç, унтан вĕсен çумне ыттисем хутшăнчĕç. Ĕçлекенсен телейне, каçхине çума пуçланă çумăр та чарăнчĕ, ирхи апат тĕлне хĕвел пăхрĕ. Платниксем вара пиншакĕсене хывсах пикенсе ĕçлерĕç.
— Пуртă тытманни нумай пулатчĕ-ха, тавах ырă çынсене ĕç тупса панăшăн, — терĕ Кăтра Михала, хыр пĕрени çине утланса ларса. — Эх, пĕрени сухăрлă, час çĕрмест ĕнтĕ ку! Пĕр тусан, тĕреклĕ тăвар-ха. Тĕплĕ тунă ĕç икĕ ĕмĕр пурăнать теççĕ.
Вăл аллине сурчĕ те, пурттине майласа тытса, ĕçлеме тытăнчĕ.
— Пурине туса çитерĕпĕр, турбинине хăçан илсе килеççĕ-ха? — терĕ ун çывăхĕнче тепĕр кĕреше чутлакан Сахрун.
— Илсе килеççĕ, Сахрун, ун пирки калаçса татăлнă. Шупашкартан турттарса килеççĕ, — терĕ Кăтра Михала. — Ытла кĕркуннене кăна ан хăварччăр ĕнтĕ, эп ав мĕн çинчен шутлатăп.
— Иртнĕ кĕркунне тумалла пулнă çак ĕçе, уй-хир ĕçĕнчен пушансан.
— Çапла кирлĕ пулнă та çав, пире кăнтăрла иртсен кăна ăс кĕрет-çке, Сахрун.
— Вăл юрĕ-ха, кирлĕ пулсан, сивĕре те ĕçлĕпĕр. Ĕçĕмĕр харама ан кайтăр.
— Мĕншĕн харама кайтăр-ха ку ĕç? — ыйтрĕ Кăтра Михала.
— Туса çитереймĕпĕр.
— Ун пирки иккĕленсе тăрар мар-ха.
— Вара хулари пекех çутă пулĕ-ши?
— Çавăн пек пулмасăр. Пӳрт çуталса çеç ларать вара сан. Ывăлу, таврăнсан, тĕлĕнсе кайĕ. Вот, ку япала, вот, кăна эп ăнланатăп, тейĕ.
Юнашарах хĕрарăмсем электростанцин шыв сиккийĕ валли çĕр алтаççĕ. Хуларан ялне инженер килнĕ, вăл ăçта мĕн тумаллине кăтартса çӳрет, хăй патĕнчи çынсене тем çинчен ăнлантара-ăнлантара парать.
— Много-ли копать еще? — кăшкăрать ăна иртсе кайнă чух Укахви.
— Чăвашла ыйт, вăл чаваш вĕт, — тет пĕр хĕрачи.
— Чăвашах-и? Эй, инженер юлташ, тата чавмалла-и-ха?
Леш вĕсем патне пырать те, аллинчи чертежĕ çине пăхса, каласа хурать:
— Кунта тарăнăш виçĕ метр çурă пулмалла. Виçсе пăхăр-ха, мĕн чухлĕ.
Хĕрарăмсем ун аллинчи хутланакан тимĕр виçепе виçсе пăхаççĕ.
— Виççĕ. Çитет пулĕ? Унсăрăн сирĕн кустăрми чăтаймĕ!
— Чăтать. Тата пăртак чавăр. Ак çакăнтипе танлаштарăр.
Вăл Людмила тăракан вырăна тĕллесе кăтартать. Электростанци тунă çĕре халăх пухăннăçемĕн пухăнса пырать. Улăх тăрăх хĕрсем килеççĕ, сăртран ансăр сукмакпа шкул ачисем ушкăнпа анаççĕ, çывăхри урамсенчен тухман çын пĕрре те юлман. Колхозри ытти ĕçе çӳремен карчăксемпе стариксем те кĕреçе йăтса тухнă. Ĕçĕ кунта пурне те çитет — пĕрене хăпартмалла, кирпĕч йăтмалла, çĕр чавмалла, чавса кăларнă тăпрана пĕве патне ывăтмалла. Кашниех ĕçлет, мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Çырма хĕрри, кăткă йăви пек, халăхпа хĕвĕшсе тăрать. Пĕтĕм халăх çапла хавхаланса ĕçленине нумайранпа курман Тутаркас.
— Людмила, — чĕнет Ятман, — эс маттур хĕрача, хĕрсенчен пĕр бригада ту та, ав, çавăнта инженер патне кай. Унта тепĕр шăтăк чавмалла.
Людмила ун çине пăхсанах вăл чăтаймасăр кулсах ярать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...