Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
— Айăп ан ту пире, Олимпиада Осиповна, кок-сагыза эпир çу каçиччен вăрçрăмăр, вăл пире калуш тăхăнтартать иккен. Çитес çул кун пек мар ĕçлĕпĕр. Çапла-и, хĕрарăмсем? — терĕ Марине.
Хĕрарăмсем пĕр харăс «Çапла!» тесе çеç тавăрчĕç.
Атăлкассем хыççăн ытти икĕ колхоз та пусма тавар кайса илчĕç. Унта та çынсем атăлкассенчен кая мар хĕпĕртерĕç. Тутаркасри кок-сагыз бригадин членĕ, туллирех кăна шăмшаклă, тап-таса пит-куçлă Фатима пуху хыççăнах калушне тăхăнчĕ те çынсем умĕнчех ташша ячĕ.
Çынсем сисрĕç-и, сисмерĕç-и, анчах çак кунсенче пуринчĕн ытларах савăнаканни Ашмарина пулчĕ. Вăл та кок-сагызшăн вĕрçĕнĕ калуш илчĕ, ăна темиçе метр пусма та парасшăнччĕ, çапах та вăл ыттисем пекех калушпа пусмашăн мар, çĕнĕ те йывăр ĕç ăнăçлă пулнишĕн савăнчĕ. Вăтанман пулсан, вăл хăй те Фатима пекех ташша янă пулĕччĕ.
Ятман çиелтен пăхсан кок-сагызпа пачах интересленмерĕ темелле; вăл, пур ĕçе те хутшăнчĕ пулин те, хăйне тулă бригадин бригадирне лартнă пек, калаçасса ялан тулă çинчен калаçрĕ. Хăйĕн пӳлĕмне икĕ шкап хушшине пысăк кăна тулă кĕлти вырнаçтарчĕ. Пахчаран вырса илнĕ тулă михĕпе тахçанах «Алга» колхоз кĕлетĕнче ларать ĕнтĕ.
Пĕррехинче Ятман Зейнабпа кĕлете кĕчĕ те михĕ салтса ăна чăх сăмси пек шултра тулă кăтартрĕ. Лешĕ ăна ал çине илсех сăнарĕ.
— Килĕшет-и? — терĕ председатель.
— Ăçтан илсе килнĕ эсир ăна? — ыйтрĕ Зейнаб. — Ку пирĕн тулă мар.
— Пирĕнех, районтан илсе килнĕ, — суйрĕ Ятман. — Кăçал эсĕ акатăн. Анчах ăна халлĕхе ытти тулăпа ан хутăштар, уйрăм участок çине ак.
II
Назиб хăйĕн ялĕнче ĕлĕкренпех чи ĕçчен те чи харсăр çын шутланнă. Чăвашсем ăна çамрăк чухнех харсăр тесе ят панă. Вăл пур çĕре те çитет, пур ĕçе те хутшăнать, пур çĕрте те мала тухать. Ĕлĕк ялти çамрăксем улпут вăрманне пушăт касма Назиб ертсе пынипе каятчĕç. Назибпа нимĕнле лесник те тытаймасть. Акатуйĕнче пĕрремĕш парнене яланах вăл илнĕ. Назиб ытлашши тĕреклĕ те пысăк çын пулман, анчах вăл кĕрешӳре вăйпа мар, ăсталăхпа çĕнтернĕ. Уйрăмăнах Назиб лайăх лашапа çӳресе çынсене тĕлĕнтерме, юланутпа джигитла хăтланма юратнă. Вăл сиккипе пынă хушăрах лаша çинче тепĕр май çаврăнса ларнă, çĕртен çĕлĕк пĕшкĕнсе илнĕ, лашине тем çӳллĕш картасем урлă сиктернĕ. Унăн хăйĕн лаша пулман, вăл Акатуйсене пуянсен çулталăкĕпе шур çăкăр çисе тата сĕт ĕçсе тăракан урхамахĕсемпе тухнă, — вĕсене пуянсем юри Акатуй валли усранă. Хăйĕн ăсталăхне пула Назиб лашапа ăмăртнă чухне чи лайăх рысака суйласа илме пултарнă. Пĕр çулхине çапла вăл арман хуçи Шаккур патне кĕрешсе ăмăртăва ун лашипе тухнă та алли вĕçерĕнсе кайнипе лаши тапраннă-тапранманах çĕре персе аннă. Вăл чылайччен ăнтăхса выртнă, больницăра вара врач ун аяк пĕрчинчен пĕр хуçăк шăмă кăларнă.
Çакăн хыççăн Назиб Акатуйсене хутшăнман, çапах та ĕçре вара ялти ытти çынсенчен начар ĕçлемен.
Колхоза кĕнĕренпе Назиб вĕçĕмсĕр бригадир пулса ĕçлет, ку ĕçрен вăл пĕрре те пушанса курман. Бригадир пулсан та, вăл хĕлле килте корзинка авма та ĕлкĕрет, ку та сахал, сĕрме купăс калама та вăхăт тупать. Виçĕ ялтан пĕринче туй пулас пулсан, унта чи малтан Назиба чĕнеççĕ.
Халĕ Назиб аллă çулалла çывхарать, ăна ватă теме çук, анчах сухалне ӳстерсе янăран тата пĕвĕ самаях пĕкĕрĕлсе тухнăран нумайăшĕ ăна ват çын вырăнне хураççĕ. Ятман çулĕнчи çамрăксем ун ятне «пичче» сăмахсăр асăнмаççĕ те.
Паян Назиб тул çутăличчен нумай малтан тăчĕ те, урайне пĕр çĕклем хăва кĕртсе пăрахса, корзинка авма ларчĕ. Çĕр корзинкăна çитерес тесе, вăл кăнтăрлаччен ниçта та тухмарĕ, пĕр труках виçĕ корзинка авса лартсан çеç, кăмăллăн кулса, витене лаша кӳлме кайрĕ. Атăлкассинче вăл хĕл каçа миçе корзинка авнине хăй аса илтерчĕ.
— Кунта çирĕм штук, унччен сакăрвуннă илсе килнĕччĕ, — терĕ вăл Сахрун пиччене, лешĕ миçе корзинка авнине пĕлесшĕн пулсан.
— Хăш вăхăтра аватăн эсĕ, Назиб? — тĕлĕнчĕ Сахрун — Бригадир вĕт-ха, сан колхозра та нумай чупас пулать.
— Халь вăхăчĕ пур-ха, çуркунне енне кайсан, корзинка тытасси пулмасть пулĕ вара, — лавне пушатма пикенчĕ Назиб. — Эс çĕртен ирттеретĕн пулĕ ĕнтĕ?
— Çавăнталла çитет, — чуххăмăн çеç каларĕ старик — Эп çуна патĕнче ытларах ĕçлетĕп, алла хăва тытсах кайман.
Лава пушатса пĕтерсен, Сахрун ăна правленине чĕнчĕ.
— Кĕрсе тух. Сана Куçма курасшăнччĕ пулас. Тĕпĕр çур сехетрен, киле таврăннă чухне, Назиб çул çинче Маринене хăваласа çитрĕ, лашине чарса, бригадира лартрĕ те ун килне çитиччен шăл йĕрсе пычĕ.
— Ай, савни, савни, — терĕ вăл. — Пăхатăп та, чунăм савăнать. Эпĕ тахçанах старик пулнă ĕнтĕ, эс çав-çавах ватăлма пĕлместĕн. Çаврăнса пăхман пулсан, палласа та илес çукчĕ, хĕр пырать темелле çеç.
— Качча каяс тетĕп-ха, — çăмăллăн тавăрчĕ Марине, — Тепре туй тăвас тетĕп. Эс сĕрме купăсна хатĕрле унта.
— Качча ан кай ĕнтĕ, Марине, ун пек мана йывăр пулать, — тархасланă пек юмахларĕ Назиб. — Ват кун-çулта чуна ан кĕвĕçтер. Капла, урамра курсан, ĕлĕкхине аса илме кăмăллă. Эрнере пĕрре тĕл пулатăп та сана, чун тата тепĕр çулталăклăха çамрăкланать. Эх, Марине!..
Вăл, чăнласа хуйхăрнă пекех, пуçне сулкаларĕ. Марине тĕлне çитнине кура, лашине тăратса хăй те çуна çинчен анчĕ.
— Кĕрсе лар, — чĕнчĕ ăна Марине.
— Кĕмелле сан пата, анчах халĕ лашана хапха умĕнче тытасси — терĕ Назиб, ăна алă парса — Калаçманни нумай-ха санпа. Эсĕ кок-сагыз тума питĕ маçтăрланса кайнă, теççĕ...
— Мана мар, сана маçтăрланнă теççĕ-ха унта. Калушсем те илсе тултарнă, тет. Пусма кĕпепе кăна çӳрет тет, — кайма тăнă çĕртен чарăнчĕ Марине.
Калуш тенĕрен вĕсем пĕр-пĕрин урисем çине пăхрĕç — пĕрин уринче те калуш çук, кун сивĕ мар пулин те, иккĕш те хулăн çăматă тăхăнса янă.
— Пĕлетĕн-и мĕн, Марине, — хăйне тытса чараймарĕ Назиб, — ман хĕрсем сан бригадуна ăмăртăва чĕнесси пирки калаçкалаççĕ. Ху мĕнле шутлан эсĕ çавăн пирки?
— Чĕнĕр ара, эпир сӳтсе-явăпăр.
— Чăнах, чăнах, Марине. Укахвипе Зейнаб ăмăртаççĕ курăнать. Эпир санпа, ватă тесе вĕсем çине пăхса тăрăпăр-и? Хамăр та ăмăртар. Калуш илнĕ хыççăн вăй нумай халĕ пирĕн.
— Эп килĕшетĕп, — терĕ Марине. — Анчах чĕнекенни эсĕ пул, эпир йышăнаканнисем пулăпăр. Çавăн пек тусан, хитререх пулассăн туйăнать, Назиб.
— Ай, чее эсĕ, савни! — юратуллăн пӳрнипе хăмсарчĕ ăна Назиб. — Санпа ăмăртма та хăрушă, эс хăяр акăн та кавăн туса илĕн, халлапра упапа мужик тупăшнă пек, мана çулçине парăн, ху çарăкне пуçтарăн.
Марине ăна кулăпа кăна тавăрчĕ, хăй вăрт! çаврăнса килне кĕрсе кайрĕ.
Назиб тĕрĕссине калать, Маринене курни уншăн питех те çывăх çынпа тĕл пулнă пек туйăнать, кашни тĕлпулу ăна хăйне майлă пĕчĕк телей кӳрет. Ку çеç мар, вăл «савни»тесе чĕннинче те чăнлăх пур. Тахçан ĕлĕк, хĕрпе каччă чухне, вĕсем чăннипех те савнисем пулнă. Ялти чаплă каччă Назиб каçсеренех çырма урлă кӳршĕ яла, темиçе каччăна куçран пăхтаракан Марине патне çӳренĕ. Вăл Марине хыçсăн нумай каччă чупнине пĕлнĕ, анчах унран хăраман, мĕншĕн тесен хĕр ăна мĕнле юратнине пĕтĕм чĕрипе туйса тăнă. Çулталăк калаçнă хыççăн вĕсем мăшăрланма шут тытнă. Ашшĕ-амăшĕсем килĕшме мар, хыттăнах вăрçса тăкнă, Маринене ашшĕ, патакпа хăратса, пӳртрен хăваласа кăларнă. Назиб ашшĕпе амăшне куççульпе тархасланă, лешсем ăна итлесшĕн те пулман: юрамасть тутара чăваш хĕрне качча илме — йăла хушмасть, тĕн хушмасть. Хĕрпе каччă вĕсенчен ыйтмасăр тӳрех мулла патне кайнă, анчах леш те вĕсене венчет тума килĕшмен.
Халĕ вĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулсан шăл йĕрсе çеç калаçаççĕ, «савни» тесе çеç йĕкĕлтеççĕ, ун чухне телейсер юратушăн иккĕш те мĕн чухлĕ куççуль юхтарнă пулĕ! Паянхи шăпи те пĕр пек иккен хăйсен: иккĕш те бригадир, иккĕш те кок-сагыз ӳстерес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.
Лашине витене леçнĕ хыççăн Назиб ял тепĕр вĕçне правленине кайрĕ — унăн Ятмана çыру вулаттармалла. Кунта ĕçлеме куçнăранпа (тĕрĕссипе, утă çулнăранпа) Ятман яланах Арифулла çинчен ыйтать, бригадир вара ăна эрнере пĕрре ывăлĕн çĕнĕ çыруне пырса парать.
Ятман та лешĕ хăйĕн кĕсйинче тем шыранине курсанах сисрĕ: Назиб фронтри çĕнĕ хыпарпа килнĕ.
— Ĕнер илтĕм, — терĕ бригадир, ăна уçнă конверт тыттарса. — Вуласа пăх.
Ятман савăнать: халиччен вăл ялти çынсем çырăвĕсене çапла пĕр-пĕрне вулаттарнине нихçан та курман, çыру вăл яланах вăрттăн япала пулнă, ăна хăйĕн ячĕпе илнĕ çын çеç хĕпĕртесе е хурланса вуланă, халĕ авă фронтран килнĕ çырăва çур ял пăхмасăр пĕлет. Хыпар килет тĕк, ку хыпар пĕр çемьене çеç савăнтармасть, пĕр çемьене çеç хурлантармасть, пурин чĕри патне те çитет.
— Миçе çыру вуларăм ĕнтĕ санăнне, — конверта каялла пачĕ Ятман, — кашнинчех санран пĕр япала ыйтас килет. Хăшĕ маттуртарах сиртен — эсĕ-и, Арифулла-и?
— Ывăл маттуртарах пулĕ, — çырăва тирпейлĕ кĕсйине чиксе хучĕ Назиб. — Эпĕ мĕн, çӳретĕп çĕр çинче упаленсе, ывăл ман пек мар, вăл, ăмăрткайăк пек, сывлăшра вĕçет.
— Лайăх çапăçать ывăлу. Анчах эсĕ те начар йышши мар. Санпа Кăтра Михала çеç тавлашма пултарать. Темшĕн эсир мана унпа йĕкĕреш пек туйăнать.
— Михалана çитме инçе, — пуçне сулчĕ Назиб. — Эп ун чĕрне хурине те тăмастăп.
— Ĕлĕк эсĕ таврара пĕр паттăр пулнă теççĕ, Назиб пичче, чăнах-и? — кĕтмен çĕртен ыйту пачĕ Ятман.
— Ара, мĕн асăнмалли пур. Çамрăк чухне Кăтра Михала манпа кĕрешме тухма та хăранă. Эпĕ ун пеккисене пуçхĕрлĕ ывăтнă.
— Халĕ?
— Халĕ вăл мана çапать.
— Мĕнпе?
— Ĕçпе, ара, мĕнпе пултăр!
— Кок-сагызпа та-и? — терĕ Ятман.
— Çу-ук, — сухалне шăлчĕ Назиб. — Кок-сагызпа çаптармастпăр!
— Ăмăртатăр-и-ха эсир?
— Ăмăртатпăр. Маринене куртăм та, санпа договор тăватăп, терĕм.
— Вăл мĕн терĕ?
— Килĕшетĕп, терĕ.
Ятман Назиб патне çывăхах пырса тăчĕ.
— Çакна илтесшĕнччĕ те эпĕ санран, — кăмăллăн каларĕ вăл. — Кок-сагызпа та «Атăл» колхозран юлас марччĕ.
— Хĕрсене лайăхрах хавхалантарсан, юлмастпăр, — шантарчĕ бригадир.
Çав каçах Назиб, агронома шыраса, Турикаса кайрĕ.
— Кала, хĕрĕм, кок-сагыз хирĕнче юр тытмалла-и е кирлĕ те мар-и? — терĕ вăл ун хваттерне пырса кĕнĕ-кĕменех.
— Тытмалла, — хаваслăн каларĕ Липа. — Обязательно тытмалла. Çуркунне кок-сагыз юр кайсанах ӳсме пуçлать. Участокра юр час кайса пĕтсен, сивĕ кунсенче кок-сагыз пĕтсе ларма пултарать. Çавăнпа та, вăл çуркунне ытла ир сивве ан тухтăр тесе хĕлле юр тытса хăвармалла.
— Ăнланатăп. Ыран хамăн взвода хире илсе тухас-ха апла, — киле васкарĕ Назиб.
— Илсе тух, Назиб пичче.
Бригадăри хĕрсем Назиба ниепле те хăйсенпе пĕрле илесшĕн пулмарĕç, вĕсем ăна, шăнса пăсăлатăн тесе, килте юлма тархасларĕç, анчах бригадир вăрçса çеç тăкрĕ.
— Командирсăр ăçта каятăр эсир? Мансăр участока та шыраса тупаймастăр, — терĕ.
III
Çанталăк улшăнсах тăрать: пĕрре асар-писер çилтăман сиксе тухать, мĕнпур пушăрах вырăнсене, лапамсене, çурт-йĕр таврашне юр хӳсе каять, тепре çуркуннехи пек ăшăтса пăрахать. Паян акă тумла та юхма пуçларĕ.
Зейнаб района ирхи сивĕре тухса кайрĕ те, çемçелнĕрен лаша ури путакан пулнă çулпа каялла таврăнчĕ.
«Ку ырлăха мар пулĕ, ниепле те хĕл пулса çитеймест, халь декабрь сиввисем тăмалла, — шухăшларĕ вăл. — Хĕл çуркунне пек тăрсан, çулла çанталăк начар килет теççĕ. Сая каять вара пирĕн ĕç». Çавăнтах вăл хăйĕнчен хăй кулса та илчĕ: ват карчăк пек çут тĕнче вăйĕнчен хăрать. Липа çавăн пек вĕрентет-и вара вĕсене? Йывăрланнă çулпа лашасем çунана аран-аран туртаççĕ. Лавсем йывăр пулчĕç, ку имçама ăна икĕ лавпа мар, виççĕпе турттарса килмелле.
Правленире Зейнаб Ятмана тĕл пулмарĕ, ăна фермăна кайнă терĕç. Ун вырăнне хĕрачана счетоводпа юнашар ларакан Гариф тем тĕрлĕ ыйтусемпе кĕтсе илчĕ.
— Турттарса килтĕн çапах та? — терĕ вăл.
— Килтĕм.
— Ĕнтĕ кăçал вăйлă тырпул çитĕнтеретĕн, чапа тухатăн.
— Тырпул вăл имçам сапнипе кăна пулмасть, — çиллессĕн тавăрчĕ Зейнаб.
— Тата мĕн тумалла?
Хĕрача, ăна илтмен пек пулса, счетоводран Ятман хăçан килесси çинчен ыйтрĕ.
— Килет пулĕ, кăшт тăхта , — терĕ лешĕ. Вара Зейнабăн ирĕксĕрех Гарифпа тата калаçмалла пулчĕ.
Халиччен Зейнаб Гариф усаллипе ыррине, лайăххипе начаррине уясах кайманччĕ, ăна ялан правленире е пухусенче курма хăнăхнăран хăй ĕçлĕ калаçнă чухке унпа ĕçлĕ калаçаканччĕ, шӳт тунă чухне шӳт тăваканччĕ. Анчах кăçал вăл пĕррехинче ун звенине пычĕ те хăрарăмсене çум çумламашкăн вĕрентме тытăнчĕ. Пиçене ăна çиелтен çеç татмалла мар, тымарĕпе туртса кăлармалла, унсăрăн вăл кайран тымарĕнчен тепĕр хут шăтса тухать, тесе ăнлантарать.
— Хăй пиçенрен те хушă, — терĕ такăшĕ. — Тахçанах колхозран çумласа ывăтмалла. Зейнаба пуринчен ытларах Гариф çынсене хăйĕнчен лайăх пĕлекен япалана ăнлантарни тарăхтарчĕ, çакăн хыççăн вара ăна пачах юратми пулчĕ.
— Нумай илсе килтĕн-и имçам? — терĕ Гариф, ыйăх килнĕ чухнехи пек анасласа, хăй, Зейнаб каланине çырас пек, аллине кăранташ тытрĕ.
— Пире нумай паманччĕ, анчах эпĕ ытларах ыйтрăм та, икĕ хут ӳстерсе пачĕç.
— Мĕнле апла?
— Хăш-пĕр колхозсем илмеççĕ, — çавăнпа.
— Уншăн укçине те ытларах тӳлемелле вĕт-ха, Зейнаб. Эсĕ ăна пĕлетни?
— Çавăнпа кĕтĕм те. Ятман вăрçмасть-ши, терĕм, — ун пӳлĕмнелле пăхрĕ Зейнаб.
— Паллах, вăрçать. Колхозăн ахаль те укçа çук, — терĕ Гариф.
— Пире ялан панă, çав планпа илмелле, ытлашши пĕр килограмм та кирлĕ мар. Имçама центнерĕ-центнерĕпе турттарма вăл йӳнĕ япала мар, ачам, çавăн çинчен шухăшламалла пулнă. Халĕ ĕç урăхла пулса тухма пултарать: имщамшăн укçине ху тӳлетĕн.
— Эп ăна хамшăн илмен вĕт-ха? — чăннипех хăраса ӳкрĕ Зейнаб.
— Пурпĕрех. Колхоз саншăн тӳлесе лармасть. Эс пĕр лав ытлашши илсе кил, тепри илсе килтĕр, пирĕн колхоз миллионер-им? Укçа халь илнĕ вăрманшăн тӳлеме те çитмест.
— Апла пулсан, эпĕ ку имçама каялла леçетĕп.
— Иккĕшĕнчен пĕри ĕнтĕ, е укçине ху тӳлетĕн, е каялла леçетĕн.
— Шăп çав вăхăтра алăк уçăлчĕ те, правление Ятман кĕрсе тăчĕ.
— А-а, Зейнаб таврăннă, тулли лавпа-и е пушăллах-и? — терĕ вăл, хăйĕн пӳлĕмне иртсе.
— Кĕр, кĕр, каласа кăтарт.
— Мĕн каламалли, мана Гариф йăлтах хăратса пĕтерчĕ, — ун хыççăн утрĕ Зейнаб, çавăнтах председателе тин çеç пулса иртнĕ калаçу çинчен пĕлтерчĕ. Ятман, алăк уçă тăнине курса, вырăнĕнчен хускалмасăрах Гарифран кăшкăрса ыйтрĕ:
— Чăнах каларăн-им эсĕ ăна, Гариф? Лешĕ председатель пӳлĕмне кĕчĕ.
— Чăнах пулмасăр. Суперфосфатшăн тӳлеме укçа ăçта пирĕн?
— Эс колхоз укçине шутларăн-им? — терĕ Ятман.
— Шутламан та пĕлетĕп. Планпа илнĕшĕн тӳлеме пулать, вăл, маттурланса, икĕ хут нумайрах илсе килнĕ çке-ха?
— Гариф, — тăсарах каларĕ Ятман, — эс пирĕн счетовод та, правлени членĕ те мар, мĕншĕн хутшăнатăн кирлĕ-кирлĕ мар çĕре? Ку ыйтăва правлени татса парать. Килнĕ-тĕк, лар мăштах, çынсене пăтраштарнă ан пул.
— Зейнаб, ан хăра, имçамна каялла леçместĕн, панă япалана илес пулать.
Гариф сисрĕ, кунта тавлашнипе ĕç тухмасть, вăл сăмаха часрах çемçетсе яма тăрăшрĕ.
— Ара, эпĕ ăна шӳт туса каларăм! Мĕн эсир мана пикенсех вăрçатăр?
— Шӳт туса, — йĕкĕлтерĕ Зейнаб.
— Имçам уссине хăвăр кăна ăнланатăр тетре?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...