Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Эрех пар-ха! — терĕ сиввĕн арăмне.
Ачине сăпкана майлаштарса вырттарчĕ те Лукарье черккене эрех тултарчĕ:
— Çырткалама мĕн парас?
Михха тата ытларах тарăхрĕ. Халиччен Лукарье пĕр сăмахсăрах мĕн кирлине чухлама тăрăшнине аса илчĕ вăл. Халь, акă, арăмĕ те унран пăрăнасшăн.
— Мана çырткалама мĕн кирлине вара эсĕ ху чухламастăн-и?
— Çук, чухламастăп. Çамрăкрах чухне те сана мĕн кирлине чухлаймастăм. Ватăла киле пушшех те чухлайми пултăм, — ӳпкеленĕн хуравларĕ Лукарье.
— Çитет! Пĕтĕмпех йăлăхтарчĕ! — Михха эрех тултарса пĕр сывламасăр çăтрĕ. Ăшчикне пĕçертнĕрен мĕн пулин çыртас тесе, яшка-çăкăр тыткалакан пӳлĕме кĕчĕ.
— Каçхи апат хатĕрччĕ. Çиес тесен, антарса паратăп, ― астутарчĕ Лукарье.
Кунашкал сĕнни паçăртарах пулнă пулсан, Михха хаваспа арăмĕпе çынпа калаçса кайĕччĕ. Халĕ çăвар тулли çăкăр чăмласа:
— Кирлĕ мар! — терĕ.
— Кирек мĕн ту, хăвăн ирĕк...
Михха ятлаçса кайма та хатĕрччĕ, Касмуххапа Платун тата ытти уполномоченнăйсем пырса кĕни чарчĕ.
— Килтĕр иккен, сăрнайсем! — тăруках вĕсем çине тапăнчĕ Михха.
— Михаил Петрович, пире ятлама тивĕç. Çапах та ытлашши хумханма кирлĕ мар. Ан тив, халăх ним йышăнмасăрах саланчĕ пултăр. Ыран каллех пухăпăр.
— Ыран пухатăр иккен! — Касмуххана пӳлчĕ Михха. — Паян мĕн пулса иртнине ăнлантăр-и эсир! Мĕншĕн тулетĕп эпĕ сире?
— Пурне те ăнланатпăр, Михаил Петрович. Паян, чăн та, аван мар килсе тухрĕ. Çав кĕлмĕç ĕçе пăсма пултарĕ тесе кам шухăшланă? Анчах каллех калатăп: утрав пур-пĕрех сан пулать! Çавна шантарма килтĕмĕр те ĕнтĕ эпир.
Хăйĕн çыннисем парăнса калаçни, уншăн тем тума та хатĕрри Михха кăмăлне кăштах çемçетрĕ. Вăл пухура Микулана пишсем патне ярас тесе кăщкăрнисене аса илчĕ те, йăлтах ĕç çинчен шухăшлама тытăнса:
— Акă мĕн, Петĕр пичче, ― терĕ, ― хамăр патăрта пуху тума ĕлкĕрĕпĕр-ха. Ыран ирех, пишсем патне кайса, Вахлайпа унăн тус-йышĕсене астутарасчĕ. Пирĕн пухура мĕн пулса иртни пишсен хăлхине пырса кĕресрен хăрушă.
— Ку тĕрĕс, Михаил Петрович, — Касмуххапа ыттисем те килĕшрĕç, — ыран ирех унта кайăпăр.
— Вăт, калаçса татăлтăмăр. Халь кăштах сыпкаласан та пырĕ. Лукарье, ĕçме-çиме хатĕрле-ха!
Лукарье, упăшки хушнине тусан, хăнасене сăра тултарса пама пуçларĕ.
Шăп кĕтнĕ вăхăтра Трифун Огуречниковпа Мошкова илсе кĕчĕ.
— Халлĕхе ман сирĕнпе ĕç пĕтнĕ. Кирлĕ пулсан чĕнтерĕп. Чĕнтермесен, ыранах пишсем патне вĕçтерĕр. Ун-тан каллех ман патна килетĕр. Вара хамăр пухăва мĕнле ирттермелли çинчен сӳтсе явăпăр! — тесе кăларса ячĕ Михха Касмуххасене ним шутламан пек.
Хăйсем çеç юлсан, Михха Огуречниковпа Мошкова сĕтел хушшине лартрĕ. Пĕрер черкке эрех ĕçтерсен:
— Григорий Петрович, паян эпĕ нихçан курман намăса куртăм. Тата камран-ха? Эсĕ аван пĕлекен Çтаппан ывăлĕнчен! — терĕ.
— Михаил Петрович, йĕркипе каласа парăр-ха, мĕн пулса иртнĕ кунта? Сирĕн çырăвна илсе вуласан, эпĕ хă-раса ӳкрĕм. Тӳрех килме васкарăм.
— Вăхăтра килнĕшĕн тавтапуç, Григорий Петрович, парăмра юлмăп... — терĕ те Михха пухура мĕн пулса иртнине тĕплĕн пĕлтерчĕ. Юлашкинчен: — Иртнĕ çура энĕшкассисем хуралçă пӳртне çĕмĕрме тапăннине астăватăн-и? Уншăн эсĕ çынсене пăлхавçăсем тесе айăпларăн. Тĕрĕссипе, ун чухне ниепле пăлхав та пулманччĕ. Паян вăт, чăн та, пăлхав пуçланчĕ. Ку пăлхава пуçаракана Çĕпĕре, катăргăна ăсатас пулать. Ăнлантăн-и? — тесе вĕçлерĕ сăмахне.
Огуречников Михха шухăшне аван ăнланчĕ. Микула ытла та хăюллăн тухса калаçни ун чĕрине те хускатрĕ. «Микулана пăлхавçă тесе айăплама нимех те мар. Вăл каланисем çумне патшана çиллентерекен пĕр-икĕ сăмах çеç хушса хумалла. Анчах ку хама хам саламатпа ăшаласа илнĕ пекех пулĕ. Ĕнер çеç вĕт-ха начальниксем патне ман участокра пурте лăпкă, патша тытăмне хирĕç калама хăтланакансем çук тесе пĕлтертĕм. Темиçе кун каярах станувуй хуласенче рабочисен революцилле-марксистла кружокĕсем аталанни çинчен астутарчĕ пулсан та, эпĕ тĕттĕм чăвашсем хушшинче революцилле идейăсем сарăлас çук тесе ĕнентерме тăрăшрăм. Кун хыççăн Микулана пăлхавçă тесе айăпласан, çӳлтисем тем калĕç! Çук, кунпала килĕшме юрамасть. Мĕнле те пулин урăхла сăлтав тупмалла», ― шухăша кайрĕ уретник.
Огуречников ытла та нумайччен чĕмсĕрленсе ларни Миххана вĕчĕрхентере пуçларĕ.
— Григорий Петрович, ма нимĕн те шарламастăн? Мĕн тумаллине каласа патăм вĕт!
— Илтрĕм, Михаил Петрович... Анчах эсир шухăшланă пек тума пултараймастăп...
— Мĕнле пултараймастăн? — çилленсе кайрĕ Михха.
— Çаплах, Михаил Петрович... Кăмăл пулсан та тăваймастăп... — Тепĕр хут çирĕплетрĕ Огуречников.
Михха пĕççине çапса илчĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Ну, Григорий Петрович, санран куна илтессе кĕтменччĕ!
— Кирек мĕн тусан та, пăлхавçă тесе айăплама пултараймастăп.
— Мĕншĕн? Е чĕрчĕлĕхсене тупаймасран хăратăн-и? Эпĕ сана вуншар тупса пама пултаратăп!
— Пĕлетĕп, Михаил Петрович, унашкал этемсем кирек хăçан та тупăнĕç. Анчах, Çтаппан ывăлне Çĕпĕре ярасах тесен, урăх сăлтав тупас пулать.
— Юрĕ, урăх сăлтав тупса пар эппин... Çавăншăн чĕнсе килнĕ те сана! — лăпланарах каларĕ те Михха каллех сĕтел хушшине ларчĕ.
Огуречников татах шухăша кайрĕ. Кунта провокацилле ĕç тумасăр хăтăлма май çуккине пĕлчĕ вăл. Ĕçĕ шанăçлă пултăр тесен, мĕн шутласа кăлармалла? Вара вăл Михха çурт-йĕрĕпе юнашар кил хушшинче мунча ларнине, вут-кăвар тухсан кӳршĕ киле тивсе илме пултарасса аса илчĕ.
— Михаил Петрович, — юлашкинчен сăмах чĕнчĕ Огуречников, — сирĕн мунча вырăнта мар...
Михха ăнланса илеймен пирки тепĕр хут вĕчĕрхенчĕ.
— Ман мунча ăçта ларни мĕн тума кирлĕ пулчĕ тата? Эпĕ санран ун çинчен ыйтмарăм вĕт?
— Эпĕ шăп сирĕн ыйту пирки калаçатăп та... Хăвăрах ăнланмалла, мунчана вут тивертме пултараççĕ. Вут-кăвар кӳршĕ киле хыпса илĕ... Ку вăхăтра халăх урать. Вут тивертекене ним шеллемесĕр вут-кăвар çине тытса пăрахма пултарать. Куна тума ытлашши йывăрах та мар. Хăвна парăннă çынсене çеç тупмалла...
Михха ăнланчĕ. Куçĕсем тискер кайăк савăнăçĕпе выляма тытăнчĕç.
— Сан шухăш, Григорий Петрович, чăн та, килĕшӳллĕ...
Çакна итлесе ларакан Лукарьен сехри хăпрĕ. Ан тив, Микула хăй вăхăтĕнче ăна намăслантарнă пултăр. Вăл тахçанах манăçнă. Халĕ Микула ун чĕринче хĕрачин ашшĕ пек пурăнать. Ним тума аптранипе Лукарье тутисене юн кăларас пек çыртса ларчĕ.
* * *
Çтаппансен килйышĕ ним шухăшсăр çывăрать. Вĕсен канлĕ ыйхине урамра çил-тăвăл улани те, кĕрпе пек вĕтĕ юр кантăка чаштăртаттарни те хускатаймарĕ. Тем вăхăтран çенĕк алăкне шаккани илтĕнсе кайрĕ. Ку сасăпа пуринчен малтан Анук вăранчĕ те тăна кĕреймесĕр пĕр самант итлесе выртрĕ. Алăка каллех шаккарĕç. «Ку вăхăтра кам килме пултарчĕ-ши? Никамах та килмелле мар пекчĕ-çке?» — тесе шухăшларĕ те упăшкине вăратма шут тытрĕ. Анчах Микула ытла та тутлă çывăрать.
Çтаппан та вăранса сасă пачĕ:
— Кин, лампа çут-ха. Хам тухса пăхам.
Анук йăпăр-япăр лампа çутрĕ. Çтаппан çенĕк алăкне тухса уçрĕ те каялла таврăнчĕ. Ун хыçĕнчен пӳрте кĕрĕк тумланяă, пит-куçне шаль тутрипе хупланă хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Çтаппанпа Анук камне тăруках палласа илеймен пирки ням чĕнме аптрарĕç.
— Унта пирĕн мунчана вут тивертсе ячĕç те, халь юнашар килсене те хыпса илчĕ. Сирĕн Микулана вут тивертекенĕ тесе айăплаççĕ... Куна уретник шухăшласа кăларчĕ. Унпа пĕрле стражник тата нумай арçынсем Микулана вут çине тытса пăрахма килеççĕ!
Ĕнтĕ хĕрарăм камне палласа илсен, Çтаппан пĕр-икĕ сăмах та пулин ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Лешĕ шухăшне хăвăрт вĕçлерĕ те тухса кайрĕ.
— Микула!.. — чĕтревлĕн чĕнчĕ Анук.
— Пĕтĕмпех илтрĕм!
Микула вырăн çинчен васкаса тăчĕ. Пĕр шухăшласан ĕненес те килмест. Халиччен килсе кĕмен çын ахальтен çӳременнине ăнланса:
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ачасем... Кунта темĕн ырă мар пулнах. Микула, эсĕ тумланса хатĕрлен-ха. Эпĕ тухса пăхкалам! — терĕ те Çтаппан сăхман тăхăнса тухса кайрĕ.
Арăмĕ васкатрĕ пулсан та, Микула ирĕксĕртен çеç тумланчĕ. Ăна халь те тĕлĕкри пекех туйăнчĕ. Анчах ашшĕ кĕçех таврăнчĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Лукарье тĕрĕсех каланă. Унта, чăн та, вут-кăвар ялкăшать. Пирĕн еннелле арçынсем юна-юна кăшкăрашса чупаççĕ!
— Килччĕрех. Эпир вĕсене ăнлантарса çавăрăпăр!
— Тепĕр чухне çавăрма та пулĕччĕ. Халь çавăраймăн. Унта пире итлесе тăракан пулас çук! Харпăр хăй упранакана пӳлĕхçĕ те упранă, теççĕ. Халлĕхе пытанма тивет!
— Вĕсем мĕн курĕç? — ачипе арăмĕ çине пăхса каларĕ Микула.
Çтаппан ывăлĕ çуйланнине ăнланчĕ.
— Ан хăра... Ванюкпа кине мана вĕлерсен кăна тивме пултарĕç!
— Юрĕ эппин, атте... Кирлĕ пулсан, эпĕ инçех çӳремĕп, — килĕшрĕ те Микула пӳртрен тухса кайрĕ.
Тулта ăна çил-тавăл çавăрса илчĕ. Инçех те мар тискеррĕн кăшкăрашнă сасăсем выçă кашкăрсен кĕтĕвĕ уласа çывхарнăн илтĕнеççĕ. Çав вăхăтрах чиркӳ чанĕ сасси, вут-кăвара сӳнтерме чĕнсе, янăрама тытăнчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...