Ытла та вăрттăн юрату :: Пĕрремĕш пайĕ
— Пĕтет, мĕншĕн тесен эпĕ ун хыççăн декабристсен арăмĕсем пек таçти шăтăка çитме те хатĕр.
— Декабристсен арăмĕсем пек? — тĕлĕннине пытармарĕ Копфе.
— Мĕншĕн тĕлĕнетĕн?
— Ара, Россия историне аван пĕлетĕн те.
— Шӳтлетĕн, Отто.
— Паллах.
— Мĕншĕн?
— Каласан — çилленĕн.
— Çук.
— Апла итле: декабристсем халăх интересĕшĕн пуçне хунă е тĕрмене лекнĕ. Чăн-чăн патриотсем патне чи паттăр хĕрарăмсем кайнă, вĕсемпе пĕрле асап курнă. Амиров вара мĕнле паттăрла ĕç тунă?
— Сиен кăна. Пĕтĕм пурнăç тăршшĕпех... — терĕ те хĕрарăм уттине чакарчĕ, хăйпе юнашар утакан арçын еннелле çаврăнчĕ. — Çапах та вăл манăн тĕрек. Çут тĕнчере манăн урăх никам та çук.
— Раççей-и? — ыйтрĕ Копфе.
— Чăн калатăн-и çак сăмаха, Отто?
— Чăн пулмасăр!
— Апла эсĕ Российăн чăн ывăлĕ? Çапла вĕт, Отто? Кала, Отто! Мĕншĕн шăп тăратăн? Эпĕ ухмаха тухма пултаратăп.
— Чăн... — ачашшăн аллине хĕрарăмăн хулпуççийĕ çине хучĕ арçын.
— Апла эпĕ ӳкесрен çĕнĕ тĕрек шырама пăрахатăп. Эсĕ манăн чăн тĕрек! — йĕпеннĕ куçне савăнăçлăн йăлтăртаттарса илчĕ Дора пĕтĕм кĕлеткипе антифашистăн сарлака та тĕреклĕ кăкăрĕ çумне çыпçăнса. Вăл пĕрремĕш хут çĕр çинче хăй çирĕппĕн тăнине тата çак самантра уншăн çĕнĕ пурнăç пуçланасса чунĕпе ăнланчĕ.
Вĕçленмен ĕç
НАТО шкулĕнчен вĕренсе тухсан Амирова тӳрех Тăван çĕршывне ячĕç. Вăл Дора çинчен нимĕн те пĕлмерĕ, Мальгинпа та, Чернейкăпа та тĕл пулаймарĕ. Кăмăлсăррăн, чирлĕ чĕрине аллипе тытса тутар Вăтам Ази çĕрĕ çине ура ярса пусрĕ. Уйăха яхăн тусем хушшинчи пансионатра вăрттăн пурăнчĕ, совет çыннисен шухăшĕ-кăмăлне, йăли-йĕркине тимлĕн сăнарĕ, ăнланма тăрăшрĕ.
Чĕри хытăран та хытă ыратма тытăнчĕ те, тутар чăтаймарĕ — хăй Раççейĕн чикки урлă каçас умĕн шутланă ĕмет-шухăшне пурнăçа кĕртме тытăнчĕ. Çĕпĕре тухса тарчĕ, Хĕвеланăçĕнчи хуçисемпе çыхăнма пăрахрĕ.
Çулталăка яхăн пĕр пысăк хулара такси шоферĕ пулса ĕçлерĕ. Отпуск вăхăтĕнче çĕнĕ машина туянчĕ те Чăваш ене тухса вĕçтерчĕ.
Мĕн ачаран юратнă Хусан хулинче темиçе сехетлĕхе чарăнчĕ, палланă вырăнсене тупрĕ, магазинсене; кĕрсе арăмĕпе ачисем валли парнесем шырарĕ.
* * *
Волинăн сывлăхĕ юсанмарĕ. Мускава таврăнсан, эрнене яхăн килте пурăннă хыççăн, Крысин академикпа Нелюбин генерал ăна хула çывăхĕнчи çĕнĕ сывлăх центрне вырнаçтарчĕс. Тухтăрсем пĕтĕм вăйне хурса ветерана сыватма пикенчĕç, анчах хăрушă чир хăйĕн ĕçнех турĕ. Инженер çакна ăнланчĕ-ха, анчах никам умĕнче те вăйсăрланнине систермерĕ-палăртмарĕ, пачах урăхла, шӳтлерĕ, хаçат-кĕнеке вуларĕ, урама тухса çӳрерĕ, чирпе кĕрешрĕ.
— Пĕр ĕçе вĕçлеймерĕм, — терĕ вăл генерала канмалли кун палатăра иккĕшĕ кăна ларнă вăхăтра.
— Сывалсан ĕлкĕрĕн, — тусне хавхалантарса хуравларĕ Нелюбин.
— Тĕрĕс шутлатăн, генерал юлташ, анчах ĕçĕ васкавлă, çавăнпа та санран пулăшу ыйтатăп.
— Итлетĕп.
— Çывăх Хĕвелтухăçĕнче, тĕнчипе паллă портра, ăнсăртран хампа пĕр салара çуралса ӳснĕ улпут ывăлне тĕл пултăм, — пуçларĕ Волин сăмахне генерала Кургатов пурнăçĕ, шухăш-кăмăлĕ, Тăван çĕршыва таврăнас ĕмĕчĕ çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлтерсе.
— Тавтапуç, Андрей Ильич, Сарбаевăна тискеррĕн вĕлернĕ хыççăн пире çак улпут ывăлĕсене шырама тиврĕ, анчах эпир вĕсене тупаймарăмăр, мĕншĕн тесен архиври хутсем тăрăх иккĕшĕ те нимĕçсем патне тыткăна лекнĕ те Германире юлнă. Апла пĕри тупăнчĕ.
— Сарбаевăна вĕлернĕ хыççăн? — пукан çинчен сиксе тăчĕ инженер.
— Çапла. Лăплан, тархасшăн.
— Апла мана пит çăмăллăн хывăх çитерчĕ.
— Çук. Эпир аслине шыратпăр, унăн йĕрĕ Германире çĕтет.
— Шăллĕ каланă тăрăх, Хĕрлĕ Раман Российăра пулма кирлĕ.
— Çаплах каларĕ-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ генерал.
— Шырама ыйтрĕ. Фотокарточкине парса ячĕ. Килте сĕтелĕн аялти хутĕнче выртать, — терĕ те Волин, ывăннăскер, пукан çине ларчĕ, çамки çинчи сивĕ тарне тутăрпа шăлса типĕтрĕ. — Ту çак ĕçе, Иван Михайлович. Эпĕ вĕçлеймен утăма.
— Ку вăл — манăн тивĕç, — тусне лăплантарса вырăн çине вырттарчĕ генерал лешĕ вăйсăррăн сывланине асăрхаса. Вăл юлташĕн кунĕсем кĕскелнине сисрĕ, хăйĕн пăсăк кăмăлне унран пытарас тесе палатăран васкаса тухрĕ, анчах çакăншăн кайран хăйне хьггă ятларĕ — Хĕвеланăç Европăна васкаса командировкăна тухса кайнă пирки Волина тек кураймарĕ, мĕншĕн тесен Андрей Ильич тепĕр икĕ эрнерен çĕре кĕчĕ.
* * *
Чăваш ен! Мĕн тери çывăх иккен тăван тавралăх. Атăл урлă каçсан симĕс вăрмансемпе сарлака уйсем, тăпăл-тăпăл ялсемпе ĕçчен халăх, выльăх кĕтĕвĕсемпе хăмла пахчисем — пурте хăйсен илемĕпе, лăпкăлăхĕпе чирлĕ чуна сиплерĕç, мĕншĕн тесен вĕсем йăлтăркка вĕр çĕнĕ лимузин çинче пысăк çылăхлă çын ларнине, вăл хăй те тăван çĕрĕнчен вăтаннине пĕлмерĕç-ха.
Акă автомашина кĕпер урлă каçрĕ те çул урлă утакан хур чĕпписене таптаса малалла ыткăнчĕ. Çырмаран сиксе тухнă ача чĕрĕ юлнă чĕпсене макăра-макăра хăй çумне çупăрлани ăна интереслентермерĕ. Тепĕр çĕрте вăл сурăх кĕтĕвне асăрхаса хăвăртлăха аран-аран чакарма ĕлкĕрчĕ, путек-сурăх умĕнче чарăнчĕ. Лешсем тӳрех пуçĕсене сулхăна, машина айне, чикрĕç. Тутар вĕсене тапса сирпĕтесшĕнччĕ, анчах шăлаварне вараласран хăрарĕ, мĕншĕн тесен кил-йышĕ умне капăр тумтирпе, чаплă машинăпа пырса тăма вăл темиçе çул ĕмĕтленет. Ывăлĕпе хĕрĕ темшĕн ăна Шупашкарта пулассăн туйăнчĕ, тата чи малтан вăл Гюзеле тупма ĕмĕтленчĕ. Çавăнпа та кĕтӳ пăрăнсанах тап-такăр çулпа Шупашкар еннелле çĕмрен пек вирхĕнчĕ, ĕмĕтĕнче вара арăмĕн çамрăк та илемлĕ пит-куçĕ ялкăшса çунчĕ.
Çĕрпĕве çитсен, чĕре сури тăвас шутпа, хула варринелле çул тытрĕ. Сасартăк парк умĕнче вилнĕ çынна юлашки çула ăсатакансен пысăк ушкăне иртнине курчĕ. Пăчă пирки кабина кантăкне уçрĕ, юнашар автомашинăн шоферне хаклă сигарет сĕнчĕ.
— Кама пытараççĕ? Халăх çав тери нумай. Пĕлместĕн-и? — ыйтрĕ вăл çамрăкран.
— Мускавран илсе килнĕ.
— Мускавран?
— Вăл çак таврара çуралса ӳснĕ, çавăнпа вилсен тăван çĕрте пытарма ыйтнă. Амăшĕ, ватăскер, халĕ те пурăнать. Авă тупăк хыççăн ăна икĕ çамрăк хĕрарăм çавăтса пыраççĕ, — аллипе кăтартрĕ çамрăк шофер сигаретăн вĕри кĕлне тутар алли çине тăкса.
— Ай!.. Чим — терĕ те Амиров вĕри кĕл çинчен мансах çамкине аллипе хупларĕ. Ватă карчăка çавăтса пыракансенчен пĕри Гюзель иккенне палласа илчĕ вăл.
Акă хайхи çынсем çул хĕрринчи машинăпа танлашрĕç. Тутар аллине çамки çинчен илмерĕ, мĕншĕн тесен вичкĕн куçĕсем тупăк йăтакан Заилпа кĕрӳшне те асăрхарĕç. Пĕр хушă те тĕлĕннипе, те хăранипе чул муклашки пек хытса ларчĕ. Çын пытаракансем хăй умĕнчен иртсен тин вăл юнашар тăракан çамрăк еннелле тепĕр хут çаврăнчĕ.
— Чаплă çын пулма кирлĕ. Пĕр-пĕр ученăй-и?
— Иртнĕ вăрçă ветеранĕ.
— Апла пысăк çын!
— Кунти вырăс салинчен вăл. Çĕрпӳри техникумра вĕреннĕ чухне питĕ активлă çамрăк пулнă, çавăнпа кунта тантăшĕсем ăна пурте пĕлеççĕ, тата Волинсен таврашне пĕлмен çын та çук. Вăйлă йăх, çавăнпа халăх нумай.
— Ансăр иккен çĕр çинчи çул, — тарăхса мăкăртатрĕ Амиров, унтан хăвăрт машинине хускатрĕ те Шупашкар вырăнне тăван ялне вĕçтерчĕ.
Патăрьел енне çитнĕ çĕре хĕвел анма пуçланăччĕ. Каç сулхăнĕпе тăван ялне тусан мăкăрлантарса пырса кĕчĕ, килне шырарĕ. Куç умĕнче çурт хыççăн çурт вĕлтлетрĕ. Акă ял хĕрринчен виççĕмĕш кил. Кермен пек пысăк хуралтă.
Амиров симĕс курăк çинчи хур-кăвакала хăратса автомашинине чарчĕ, пуçне кантăкран кăларса пĕрене çинче ларакан ватă хĕрарăмран çапла ыйтрĕ:
— Кинемей, кам пурăнать кунта?
— Карягин ывăлĕпе Салмин хĕрĕ, — ответлерĕ лешĕ ватă куçĕсене хĕссе пăхса. — Ринат пулмарăн пулĕ те эсĕ?
— Çавă, — тытăнчăклăн илтĕнчĕ сасă.
— Кая юлса çитрĕн, ачам.
— Мĕншĕн?
— Арăмна виçĕмçул пытартăмăр. Ачусем хулара.
— Пытартăр? — кабинăран тухрĕ Амиров.
— Çапла. Виçĕмçул Маруçпа сывпуллашрăмăр. Халĕ манăн черет.
— Ытла ир.
— Мĕн тăвас тетĕн. Шăпи çапла. Ачасене ура çине тăратрăмăр. Эсĕ ху таçта пултăн ĕнтĕ?
— Çĕпĕрте, кинемей. Кăтарт мана, тархасшăн, Маруç вил тăприне, — тесе вăл ватă хĕрарăма автомашинăна лартрĕ те каçхи масар çине вĕçтерчĕ.
Тепĕр çур сехетрен, карчăка ял вĕçне антарса хăварнă хыççăн, таркăна тĕрлĕ шухăш минретрĕ. Вăл пĕр тарларĕ, пĕр чĕтрерĕ. Тапхăр-тапхăр хăйне ятларĕ, унтан каллех вĕри тарпа витĕнсе газ педалĕ çине хыттăн пусрĕ. Пуçĕ кашласа кĕрлерĕ, чĕри çаврăнса тапрĕ, ыратрĕ. Канашран иртсен вăл кăкăрĕ пĕçертсе ыратнине туйрĕ те автомашинине çул хĕррине тăратса акаци тĕмĕсем хушшине тăсăлса выртрĕ.
«Карягин! Тунката ывăлĕ тетчĕç ăна ĕлĕк! — тарăхса шатăртаттарчĕ шăлĕсене тутар сылтăм енне çаврăнса выртса. — Халĕ вара ман çĕре тытса илнĕ. Гюзель! Ылханнă хĕрĕм! Çывăх Хĕвелтухăçĕнче манпа калаçмарĕ. Волина пытарать. Мана кам пытарĕ? Кам? Юргансен? Чернейко? Дора? Çук вĕсем тек!»
Кăшт лăплансан вăл автомашинăна кĕрсе ларчĕ те ывăлне тупас ĕмĕтпе Шупашкар еннелле чуптарчĕ, анчах Çĕрпӳ патĕнче куç умне каллех Волина пытарни, хура тум тăхăннă Гюзель тухса тăчĕ.
Волина техникум умне илсе çитернĕ çĕре халăх нумай пухăнчĕ. Ватăсемпе çамрăксем, çывăхри ялсенчен ĕçпе килнĕ çынсем, техникумсемпе шкулсенче вĕренекенсем — пурте авалхи урамра пуçĕсене салху усса кăвак çӳçлĕ ветеранăн, пулас агрономăн тата тăвансен хурлăхлă сăмахĕсене итлерĕç.
Митинг хыççăн пĕлĕш-хурăнташĕсем, ĕçтăвкомра ĕçлекенсем, студентсем автобуссемпе ытти машинăсем çине ларса тупăк хыççăн сала еннелле çул тытрĕç...
Каçару пулмарĕ
Мускав çулĕ çинчен пăрăнса пĕчĕк ката хĕррине канма выртнă Амиров пăрахут сассипе вăранчĕ. Йĕп-йĕпе тарланăскер кабина алăкне уçса ячĕ.
Тутар хăпăл-хапăл тумланчĕ те йĕпе курăк çине тухса тăчĕ, пĕшкĕнсе сывлăм пуçтарчĕ, кĕпçе татрĕ. Курăк хырăма çырлахтармарĕ, хытăрах выçтарчĕ кăна.
Сасартăк тӳпере çăхан вĕçни курăнчĕ.
— Çăхан! Мĕн тăвать вăл кунта? — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ тутар ката çине тинкерсе пăхса.
— Масар! Тĕттĕмре асăрхаман, — терĕ те вăл хыттăн юханшыв еннелле çаврăнчĕ. Атăл леш енче шурăмпуç çуталать, шыв тăрăх пăрахут ишет, хыçра — масар! — Ăнмарĕ манăн пурнăç, — вăрçса илчĕ те Амиров тутарла шикленсе каялла çаврăнчĕ. Имшеррĕн çуталакан тавралăхра ун умне хĕрессен пысăк речĕ тухса тăчĕ, вăрă-хураха анкă-минкĕлетсе шыв хĕрринелле чакарчĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
I noticed that your chuvash...
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...