Çавал сарăлсан :: 5. Марье
— Анна, эсĕ-и? Е хреснапай?
— Çук, эп, — хуравларĕ Марье.
Пилĕкĕ таранах хывăннă Павел çăмламас ал шăлли йăтса тĕпелтен тухрĕ.
— Мария Сергеевна?! — тĕлĕнчĕ вăл. — Мĕнле килме пĕлтĕн. Иртсе лар, мĕн алăк патĕнче тăратăн?
— Эп, Павел, сан лата ĕçпе. Кĕç çулла пулать... Мотоцикл юсамалла. Ак тросс. Татăлса кайрĕ. Сыпса параймăн-и? — васкамасăр та та вăтанарах калаçре Марье.
— Эс иртсе лар, — шалти пӳлеме кĕчĕ Павел. Хĕрарăм пальтине хывмасăрах сĕтел çывăхĕнчи таянмалли пукан çине пырса ларчĕ, пӳртри шăплăхран тĕлĕнсе таврапалла тилкерчĕ. Шап-шурă мачча, таса пĕренесем. Сăрланă урайĕ те таса. Кам çуса парать-ши? Хăй мар ĕнтĕ. Хĕрарăмсем е хĕрсем. Арçын вĕсемсĕр пурăнать-и? Анчах кам? Кам алли перĕнет çак урая? Çав алсемех кил хуçине ытамлаççĕ-ши? Тĕпелти сак çеç тирпейсĕр. Унта кĕнекесем купаласа хунă, ун айĕнчех уçса пăрахнă чăматан такам çула хатĕрленес пек кĕтсе выртать. Тумтирĕсене алăк патĕнчи ятарласа тунă вешалкă çине çакнă.
Каччă тумланса тухрĕ.
— Тирлейлĕ сан, Павел, — чăтаймасть Марье. — Арăмӳ пурпа пĕрех. Ман Трофим пулсан...
— Хĕртсурт сĕрсе парать, — шӳтлерĕ каччă. — «Телĕнмелле, — шухăшларĕ. вăл. — Мĕншĕн-ха председатель арăмĕн ун патне килмелле? Тросс, тет. Вĕсен çывăхĕнче Петĕр пур. Ман пата çитме çухрăм ытла утмалла.
Хайхи куç аса килчĕ. Хăйсам патĕнче апат çинĕ чух тĕл пулнă илĕртӳллĕ куç. Хăйне вăтанарах тыткалани мĕн çинчен калать тата?
Павел чӳрече каррисене антарчĕ, Марье çăмăллă сывласа яни унăн шухăшĕсене çирĕплетрĕ. Троса кăнтăрла тимĕрçĕ лаççи патне те йăтса пыма пулать.
— Кӳр-ха аппин... Тросна пăхар.
— Ак, тормоз тросĕ.
Павел ăна алара çавăркаларĕ.
— Сыпма пулать. Электросваркăпа. Тĕрĕссипе ал тормозĕ кирлех те мар, — тинкерчĕ каччă Марьене.
— Ман мотоциклăн ура тормозĕ те тытмасть, — çăлăнăç шыранăн васкасах персе ячĕ Марье. — Сыпатăн-н?!
— Кирлĕ пулсан, ма сыпас мар.
— Апла пулсан, манран çур литр, — кăларса лартрĕ Марье коньяк кĕленчине. — Çĕр улми йăтса панăшăн та ĕçтереймерĕм.
— Кăна эс ахалех илсе килнĕ, — кăмăлсăрланчĕ Павел — Ĕçлекен çыннăн апачĕ мар вăл.
— Халь мĕн ĕçлен? — кулчĕ? Марье. Кулни те хăй кулли мар-ха, анчах хумканни, ютшăнни иртсе пырать.Паян манран ĕçĕр. Эрех ĕçмен, пирус туртман арçын — çурма хĕрарăм, теççĕ.
— Апла эп «полнăй» хĕрарăмах ĕнтĕ, — кулчĕ Павел.
— Халăх сăмахĕ. Мĕн хакпа илнĕ, çав хакнах сутатăп.
— Халăх сăмахĕ тĕрĕс пулакан. Вăл-ку юрĕ... Хăнана килнĕ çынна хăваласа ямаççĕ. Эрех пулсан, апат хатĕрлес пулать. Манăн урçан темех çук, çапах тупкалăпăр, — сăмах вакларĕ Павел. Кухньă сĕтелĕнчен çăмартасем, Володя илсе килнĕ шăрттан юлашкине кăларчĕ.
— Кӳр, хам хатĕрлетĕп, — сиксе тăчĕ Марье. Вăл йăпăр-япăр пальтине хывса çакрĕ, тутăрне салтрĕ, пĕр платйĕ вĕççĕнех тăрса юлчĕ. Павĕл ирĕксĕре унăн стайлă илемлĕ кĕлеткине тинкерчĕ. Чи малтанах пилĕкĕ тĕлнех анакан ал хурси пысăкăш хулăн çивĕч куçа курăнчĕ, ăна шап-шурă капрон лентăпа вĕçленĕ. Платйин арки сарлакарах пулин те, пилĕкĕ çăт-çăт. Кĕске çăматă кунчи çийĕн илемлĕ ура хырăмĕ курăнать.
— Павел, — терĕ Марье. — Сан пата никам та килмелле мар-и?
— Çук-çке, — тавăрчĕ каччă.
— Çапах, çенĕке çаклатсан аван пулмĕ-и? Атту килен-кĕрен тем шутлĕ.
«Юрĕ-и, питĕретĕн вĕт», — ыйтрĕç унăн куçĕсем. «Çаклатсан тата ытларах шутлама сăлтав пулать», — Шухăшларĕ Павел, çапах та тухса çаклатрĕ.
Марье вучах умĕнче вăр-вар. Кăвайт çатăртатса çунать, çатма та чашкăрма пуçларĕ. Юрать-ха, ырă кăмăллă хĕреснамăшĕ пур. Атту çын куç умĕнче намăс та курăн. Вăл çу, кĕрле килсе панă.
— Павел, турелккесем хатĕрле, — хушрĕ Марье. — Шăрттанне хăвах касса хур.
Сĕтел хушшине ларчĕç. Малтанхи куркана сăмахсăр, пĕр-пĕрин куçĕнчен пăхса шаккарĕç.
Эрех ăша çурса анса кайрĕ. Павел çывлăшне аран çавăрса ячĕ. Ĕçме хăнăхнă çын пек, çăкăр татăкĕ шăршларĕ, питне-куçне пĕркелентерчĕ. Марье чей сыпнă пек, çӳçенмесĕрех, сыпкăмăн-сыпкăмăн ĕçрĕ, Павел сасартăках хырăмĕ хытă выçса кайнине туйрĕ. Кăнтăрла Петĕрсем патне каçса кăшт-кашт çырткаланăранпа ăша хĕлхем те яманччĕ. Вăл ăшаланă çăмартана васкасах çиме пикĕнчĕ.
«Шеремете, апат пĕçерсе паракан та çук», — шухăшларĕ Марье.
Татах сыпрĕç.
— Кичем, Павел. Тĕлĕнмелле салху. Трофим Шупашкара тухса кайрĕ. Пĕчченех эп килте. Никампа калаçса ăш-чике пусарма çук.
— Эс ху савăнăç хуçи. Санăн пĕр пӳрт кĕнеке. Эп пырса пăтратаймарăм-ха. Тен, мана юрăхлисем, кирлисем, тупăнĕç, — хуравларĕ Павел хĕрарăм-мĕн каласшăн пулнине туйман пек.
— Пыр, — савăнчĕ Марье. — Шыра. Тракторсем çинчен справочниксем те пур. Володя илкелесе каять.
— Ĕçсем пур-ха. Пушансан санăн библиотекунтан та тухма пĕлмĕп.
— Тем пекчĕ, — çиçрĕ Марье. Хальхинче эрехне хăех тултарчĕ, пĕрремĕш хут тав туса çĕклерĕ:
— Улах ĕçкишĕн, Павел, — черккине арçынла, шалтах ӳпĕнтерчĕ Марье. Пĕр хушă пуçне аллисемпе тĕревлесе ларчĕ, унтан Павел çине чылай вăхăт хушши сăмах чĕнмесĕр тĕмсĕлсе пăхрĕ.
— Çапла пултăр эппин.
Марье çаплах каччă çине пăхрĕ.
— Юрататăп, Павел, — сасартăк сăмах хушрĕ вăл. — Сана юрататăп.
Каларĕ те çапла, темĕнле йывăр япалана хăй çинчен илсе пăрахнăн çăмăллăн сывласа ячĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...