Çавал сарăлсан :: 5. Марье
1
— Ах! — шартах сиксе вăранчĕ Марье. Лачкам тарланă. Чĕре тăвайккирен чупса хăпарнă пек сикет. Ăшра кичем те тунсăх, çав хушăрах темĕнле паллăмарлăх кăварĕ ачашшăн тĕлкĕшет.
Трофим килессе кĕтсе кăшт кăна диван çине выртнăччĕ те — тĕлĕрсе кайнă. Тĕлĕрсе кайнă кăна — тĕлĕкпе аташма тытăннă. Пӳлĕмре çаплах лампă çунать, темĕнле постановкă параççĕ: кĕтесри репродуктортан юрлани, кулни илтĕнет.
Каллех выртрĕ. Тапранас килмест. Шухăш кăна Сергей çинче. Ăна курманни халь миçе çул! Ăçта кайcа çухалчĕ вăл, пĕлмест ăна Марье. Вăл хăраса тарни кăyа паллă.
Марье çемьере чи кĕçĕнни, çавăнпа уншăн ашшĕпе амăшĕ çеç мар, виçĕ пиччĕшĕ те нимĕн те хĕрхенмен. Ялти çынсенчен вĕсен кил-йышĕ хутла пĕлнипе уйрăлса тăнă. Пĕр пиччĕшĕ инженер, Уралти пысăк заводра ĕçлет, тапри — майор, кĕçĕнни — врач йăмăкĕ çеç пиччĕшĕсене хывман. Шкулта вĕреннинчен ытларах арçын ачалпа ашкăнма юрататчĕ. Илеймерĕ вăл аттестат.
Каçсерен Çавалкас урамĕ тăрăх тăлăх фарă çутине ялкăштарса, мотоциклпа хăлхана çурасла çатăртаттарса иртетчĕ хĕрача. Вăл пĕрене купи çине ларнă çамраксен ушкăнĕ патне ыткăнса çитетчĕ те вĕсенчен виçĕ-тăватă утăмра тормоза çихĕрттерсе чарса лартатчĕ. Каччăсем мотоцикл хуçине тытма ыткăнатчĕç. Ăçтан тытан ăна? Мотор тепĕр хут кĕрлесе каять те, Марье кулли янраса илет. Мотоциклăн кайри çутине çеç курса юлма ĕлкĕретĕн вара.
— Вăт ӳсет çивĕтлĕ утаман.
— Качча илекен ырах курас çук. Ку темĕнле арçынна та ташлаттармалла, — калаçатчĕç вăйăри çамрăксем.
Çулла, пĕр канмалли кун, Марье Машавăша хăмла çырли татма кайнăччĕ. Каялла таврăннă чухне лайăх пыракан мотоцикл чăх-чăх! турĕ те чарăнса ларчĕ. Тапратма хăтланса пăхрĕ, тĕртсе те чупрĕ — хусканмарĕ мотор.
Шанăçне çухатнă Марье мотоцикла тĕксе малалла утрĕ. Разьезда çитесчĕ, унта паллакан çынсем патне те лартса хăварма пулать. Епле-ха тата вунă çухрăма яхăн çавăтса тухас?
Пĕр-икĕ çухрăм пек кайсан, ăна мотоциклпа килекен куçлăх тăхăннă каччă хуса çитрĕ. Машинне вăл хăех чарчĕ.
— Ха, тутăрлă мотоциклисткă, — тĕлĕнчĕ вăл. — Малашне автансем те çăмарта тăвĕç, вăкăрсем те сĕт парĕç. Кам çавăттарса ячĕ? Упăшку-и?
Марье, ăшша пиçнĕскер, инкекне пăхмасăрах чăрсăрланчĕ: — Сана мĕн ĕç? Вĕçтер хăвăн çулупа.
— Хаяр мĕн эс.
— Хăяр мар, кишĕр.
— Ха, йĕплеме те пĕлет.
— Йĕпленме мар, çипленме те ăста.
Каччă ахăлтатсах кулса ячĕ. Унăн хулăн сасси вăрман тăрăх янраса кайрĕ.
— Питне кур-ха эс. Кăмака мĕлки пекех хура.
— Хуна курасчĕ, тикĕт лакăмĕ. Каччă каллех кулчĕ:
— Çитĕ сана. Атя, машинна пăхар.
— Пăхсан та курăнмĕ.
Каччă хăйĕн мотоциклне тĕревсе тĕкĕлесе, Марьен «ковровецие» илчĕ.
— Эх-ха-хай. Хăв хĕрача, çамах машинуна арçынтан та япăх тытатăн. Таса мар.
— Ун вырăнне асатте кукши таса.
Хĕрĕн сăнă пек чĕлхи йĕкĕте йăлахтарса çитерчĕ пулас, урăх чĕнмерĕ. «Упавшие листья шумят и шумят в саду..:» — тесе юрă пуçларĕ, Мотор патне пĕшкĕнчĕ, тапратмалли ручкăран темиçе хут тапрĕ.
— Ха, бензин пымасть. Свечари хĕлхем упана вĕлермелле.
Шăхăра-шăхăра юрласа карбюратора кăларса илчĕ.
— Ха, кунта эс йĕтем çинчи тусана йăлтах тултарса лартнă. Мотоциклетна илнĕренпе те тасатман пуль.
— Тусанă сутăн илес çук. Ма хĕрхенес?
— Тĕрĕс. Татах тултар. Кĕркуннеччен юрăхсăра кăларатăн.
Каччă шĕвĕртнĕ патак çине чĕркенĕ таса çĕтĕкпе отстойника тасатса бензинпа çурĕ, карбюратора тасатрĕ. Васкасах каялла лартрĕ. Кĕçех мотоциклет кĕрлесе кайрĕ, глушитель трубинчен çăра кăвак тĕтĕм палкаса тухрĕ.
—Пулчĕ. Халь паллашма та юрать. Сергей.
— Марье.
— Ăçтан?
— Çавалкассем тетчĕç ĕлĕк.
— Ха. Юнашарах. Ăçта ĕçлетĕр?
— Лавккара.
— Ха. Эрех хуçинех тĕл пултăм.
— Тăвар хуçи. Пĕр кĕлет выртать. Пырса илĕр.
— Кĕрсе тухăп пĕр-пĕр чух. Сирĕнтен çĕр грам тухать.
— Çур киль та шел мар.
Кайри ларкăч çине хăмла çырли витри çыхса лартнă мотоцикл куçран çухаличченех пăхса тăчĕ Сергей. Марье ăна çаврăнса пăхмасăрах, ӳт-пĕвĕпе туйрĕ, каччăна лайăх калаçманшăн хăйне хăй тарăхрĕ. Пулăшнăшăн хăмла çырлипе хăналамаллаччĕ хăть. Пăшăрханни кăлăхах пулчĕ. Сергей тепĕр куннех Çавалкаса килсе кайрĕ. Çав кунран Марье те кашни вак-тĕвекшĕнех вăрманпромхоз поселокне кайма пикенчĕ. Ырă камăллă каччă (каччăсем пурте ырă кăмăллă) ăна автомашинăпа çӳреме вĕрентрĕ, права илме пулăшрĕ.
Юрату... Нумая пымарĕ вăл. Çурăлма ĕлкĕрчĕ те, сарăлаймасăрах, тăм тивнĕ пек, кăнтăр хĕвелĕпе шанса кайрĕ. Сергее Киров облаçĕнчи пĕр вăрманромхоза куçарчĕç (çапла ят тухрĕ), анчах унтан вăл пĕр хыпар-хăнар та ямарĕ. Те Марьен çие юлни хăратса пăрахрĕ ăна? Пĕтрĕ, путланчĕ юрату. Асран çеç туха пĕлмест.
Павел? Сергей сăнарлă вăл. Паян ăна Марье, кăнтăрла иртсен, колхоз правленийĕ умĕнче курчĕ. Çĕрле унăн сăн-питне тĕплĕн курса юлаймарĕ. Вăл Володьăна пĕрле пуху пуласси çинчен пĕлтерӳ çыпăçтаратчĕ.
Марье йĕпе юра чăмăккаласа ывăтрĕ те йăмра хыçне пытанчĕ. Чăмăркка тĕл лекмерĕ. Володьăна тивес вырăнне Павела пырса çапăнчĕ. Икĕ каччă ăна хирĕç пере пуçларĕç, чăмăрккасем час-часах йăмра вуллине пырса çапăнчĕç. Хăюланнă хĕрарăм вĕсем умне чупса пырсах юр ывăçларĕ те каччăсене пичĕсенчен сапма пикенчĕ. Володя пăрахса тарчĕ, Павел хусканмарĕ те. Питне çеç аллипе хупларĕ. Тепре сапма тăрсан, пĕшкĕнчĕ те, Марьене пилекĕнчен çулса илсе, çӳлелле çĕклерĕ.
— Юр ăшне! Юр ăшне ывăт! — илтĕнче çав вăхăтра упăшки сасси. Трофим Матвеевич Марье ашкăннине крыльцаранах пăхса тăнă пулас. Вăл вĕсем патне ахалтатса чупса пычĕ те, Марье питне юрпа çуса, каялла çенĕке тарса кĕчĕ. Арăмĕ ун хыççăн чупрĕ, правление кĕрсех упăшкине юрпа сапса тухрĕ.
Шухăша алăкран шаккани татрĕ. Марье чуссăнки тăхăнса çенĕке тухрĕ.
— Трофим-и?
— Уç.
Пӳрте кĕчĕç. Пӳлĕме нӳрĕк те уçă сывлăш шăрши сарăлчĕ.
— Пуху халь тин пĕтрĕ-и?
— Пĕр çур сехет каялла. Станцăпа вакунсем пирки калаçрăм. Ыранах тупса пама шантараççĕ. Бригадирсене ирех: çынсене хăвалама хушрăм.
— Кама яратăн? ? Хамах каяс тетĕп.
Марье чĕри кăртлатрĕ, анчах сăнĕ пачах та улшăнмарĕ. Упăшки çине кӳренчĕклĕ куçсемпе тинкерчĕ.
— Çур аки ирттерес чух ху сĕтĕрĕнсе çӳретĕн-и? Тем усал-тĕсел пулса ан тухтăр... Ав, Виссар кум ахалех. Кайса килет. Шанăç та ытларах. Парторг.
— Унăн та трактористсем. Куç кирлĕ.
— Тупнă бригадир. Вăл трактор юсама пĕлекенскер-и? Е ăна улăштарма çын тулаймастăн? Павел та целинара бригадирта ĕçленĕ. Вăхăтлăха ларт çавна.
— Пĕлмен çынна ăçтан шанан? — чăр тинкерчĕ Трофим Матвеевич Марье çине.
— Мана мĕн. Эп саншăн лайăх пултăр тесе çеç... Упăшки аллине çунă вăхăтра Марье ăшаланă чăкăт, чăмăрла пĕçернĕ виçĕ çăмарта пырса лартрĕ, сăмавар чĕртсе ячĕ.
— Ĕçетĕн-и?
— Çук.
— Апла васкарах çи. Сивĕнсе каять ак.
— Çиме çийĕн-ха. Пирĕн çĕр улми миçе пăт пулать?
— Хамăрăн-и? — пĕлменçи пулчĕ Марье.
— Кӳршĕсен мар ĕнтĕ.
— Пĕр çĕр çирĕм пулĕ. Виçмен.
— Шел.
— Мĕн тата?
— Пĕлмен эп. Пухура колхоза аллă пăт сутатăп терĕм.
— Колхоза-и? Пăтне сакăр тенкĕпе-и? Пĕр кило та памастăп. Ĕнене çитерсе ярам пĕрех хут.
Председатель апат çиме пăрахсах арăмĕ çине шăтарасла куç айĕн тăкрĕ. Çамки çине картсем пухăнчĕç. Пĕлет упăшкине Марье, унашкал пăхнă чух унпа тавлашни усăсăр. Çавăнпа кăмăлне çемçетрĕ. Уçăпа уçăлман алăка çĕмерсе кĕме вăй кирлĕ.
— Эс хуçа, сана курăнать.
— Павел аллă пăт ахалех пачĕ. Мана аллă пăт та сутмасан, çынсем мĕн калĕç?
Марье шарламарĕ. Апат çисе тухсанах, вăл упăшкине пырса ыталарĕ.
— Сухална мĕншĕн хырмастăн?
— Хĕрсем куçăхтарасран хăратăп.
— Начарланнă эс. Каçал каллех курорта каймалла. Василий Иванович путевкă тупса парать. Ĕç тесе хăвна та хĕрхенместĕн. Халăх тавтапуçĕ сана сывлăх тавăрса параймĕ.
— Çулла каймалла та пулĕ. Пуç час-часах ыратакан пулчĕ.
— Кайма укçа кирлĕ.
— Эп илекенни çитмест-и?
— Алра нумаях мар. Ыттисем кассăра.
— Пуррине илесси тем мар.
Сӳнтерчĕç. Марье упăшки çумне йăпшăнчĕ, ыталарĕ:
— Мĕскер эс паян кушак пек ачашланан? — тĕленчĕ Трофим Матвеевич.
2
«Çавал» колхоза виçе ял кĕрет: Тури Çавалкаспа Анатри Çавалкас тата Çавалкас. Ял чиккисем ăçта пулнине халь пĕлме те хĕн. Вĕсене пĕр-пĕр пĕчĕк çырма е çул çинче ӳсекен сысна курăке тапса тухнă тăкăрлăк çеç палăртса тăрать. Колхоз пĕрлешнĕренпе ял ячĕсĕне калакан та сахал. Пурте Çавалкас теççĕ.
Тури Çавалкас çӳлте. Анаткас Муталка тăрăхĕнче. Çавалкас — Çавалăн икĕ енăпе ларса тухнă. Кунта колхозăн центрĕ. Клуб, правлени çурчĕ, тыр кĕлечĕсем, кăпăр-капăр ял хуçалăх машинисем лартмалли сарай, автомашинăсен гаражĕ.
Правлени хыçĕнче çăтăр-çатăр йывăçсемпе хупăрланнă пысăках мар сад ăшĕнче вулав çурчĕ. Çакăнта ĕçлет Марье.
Çак садра, Прыгунов киличчен, районти уполномоченнăйсем, çăра курăк ăшĕнче тăсăлса выртса, пĕр-пĕринпе шахматла е шашкăлла вылянă. Василий Иванович ĕçлеме пуçăннăранпа вĕсем килменпе пĕрех, анчăх иртни халăх асĕнчен тухмасть.
...Ирех правление çитнĕ Трофим Матвеевич чӳречерен складсем патнелле тинкерчĕ. Унта халăх хĕвĕшет. Умранах тулли михĕсем тиенĕ лавсем иртеççĕ. Лаша урисем кăчăрланса ларнă юра сирпĕтсе туртаççĕ, шуса кайнипе малти урисем çине кукленеççĕ. Тахăшĕ лашине чăм шыва ӳкернĕ, йĕнерчĕк тĕлĕнчен пăс тухать.
— Çывăраççĕ бригадирсем. Таканлама та наряд памалла — шухăшларĕ председатель.
Машинăсен сарайĕ патне çитерехпе автомашинă кивĕ юпа шăтакне кĕрсе ларчĕ. Кузовра ларакан кодкозниксем вăшт-вашт кăна сиксе анчĕç, Трофим Матвеевич хăлхине «харăс! харăс!» — тесе кăшкăрни çитсе кĕчĕ. Машинă тĕмиçе хут кайлă-майлă сулăнчĕ, çăра тĕтĕм кăларчĕ. Татах харăслатса тĕкрĕç, кăлараймарĕç. Шофер кĕреçе йăтса пычĕ.
Тараса патĕнче хул пуççи урлă сăран сумкă çакнă Виссарион Маркович айлашать. Пĕрре вăл тараса пуканесене купалать, тепре илет, хутне чĕркуççи çине хурса çырсан, кăранташне хăлха хыçне хĕстерет. Унтах галифе тăхăннă Санька. Вăл, аллисемие сулкаласа, такама тем кăшкăрать, михĕсене çĕре е тараса çине илсе хума пулăшать.
Фермă енчен трактор кĕрлеттерсе тухрĕ. Ун хыçне икĕ урапа кăкарнă. Вăл тараса патĕнче чарăнчĕ. Трактор кĕрлевĕпе тулнă тавралăх сасартăк шăпланчĕ, моторне чарнă тракторист гусеницă çине тухса тăчĕ.
Председатель Кадышева палласа илчĕ.
«Маттур! Пуринчен те ир çитрĕ. Каччă пек мар, ирех тăнă. Çур сехет килтен çитме, çур сехет тапратма. Халь ултă сехет. Апат пĕçерсе çиеймен ĕнтĕ. Эй, хусах пурнăçĕ! Хам пурăнса курнă. Ырламаллиех çук. Хăçан-ха вăл тракторне юсаса пĕтерĕ? Е ăна юсасшăн та мар-и? Виссарион Марковича каламалла. Çимуна сахалтарах пăлахан пертертĕр вăл»,— шухăшлать Трофим Матвеевич.
Кĕрсе ларнă автомашинăна кăларчĕç, вăл та тараса патне пырса тăчĕ.
Халăх хĕвĕшĕвĕ Трофим Матвеевича тыткăнларĕ, ăшра темĕнле мăн кăмăллăх çуратрĕ. Пĕтĕм колхоз, мĕн чухлĕ çын пĕр этеме пăхăнать, вăл хушнине тăвать, чунне парса пурнăçлать. Паянхи Çавалкас ĕлĕкхи мар. Халăхпа ĕçлеме пĕлмелле. Ĕç кунĕ пушă пултăр çеç, колхозник вăрмана ĕçлеме каять, унта май çук пулсан, район центрĕнчи завода. Тĕрлĕ артельсемпе промкомбината та çын кирлĕ. Хваттер нуши касмасть, ĕçрен тухсан килнех утаççĕ. Çавăнпа Çавалкассене ĕçлеме те хаваслансах илеççĕ. Çĕклеймерĕ никам та колхоза. Трофим Матвеевич çеç ăна алла илчĕ. Çавăнпах пуль Прыгунов «коммерцине» районтисем те кури куçа курми тăваççĕ. Василий Иванович ятлакалать ĕнтĕ. Ăçтан пурне те курса ĕлкĕртĕр тата секретарь? Колхоза хăлах енлĕ аталантаратăн тесе вăрçать вăл. Колхоз хăй хуçа, унăн хăйĕн демократийĕ: мĕн тупăшлăрах, усăллăрах — çавна туса илмелле те. Пĕлет хăй хакне Трофим Матвеевич. Çавăнпа никамран хăрамасть.
Председатель шухăшне алăк сасси татрĕ. Пӳрте утса мар, вĕçнĕ пек кĕчĕ Марье. Упăшкине пĕр уйăх курманла пырсă çулăхрĕ, пукан çине вăйпах лартрĕ.
— Мĕн эс ирех автан пек савăнăçлă?
— Эс ху кам пек? Кайрăн та тухса, манăн пĕчченех çĕр улми суйласа тултар..
— Пĕтертĕн-и?
— Тара тытрăм. Халь пĕтереççĕ те пуль.
— Ку вара ытлашши. Хам та пулăшма пыраттăм.
— Сана шансан... Библиотекăна уçиччен илсе килсе пăрахасчĕ. Çырмаран автомашинă хăпараймасть, пăрлă, тен, трактор яратăн?
— Вăн, кайса кала Кадышева. Çĕр улми тиеччен ахалех ларать.
Марье çĕкленчĕ, упăшки çине ăшă-ăшă куçпа пăхса илчĕ:
— Тришка, колхоза пĕр çирĕм пăтне çеç сутар-ха кăçал «Москвич» илесчĕ.
— Сана валли машинă çуккă-и? Эс пуп майри мар машинăпа чупма.
— Эс ĕмĕрех председательте ĕçлетĕп тетĕн-и? Пурри пăсмасть.
— Пулатăп-и, пулмастăп-и... — çăмкине пĕрсе куç айен пăхма тытăнчĕ упăшки.
Арăмĕ ăна аван пĕлсе çитнĕ. Мĕншĕн хирĕçес? Марье çавăнпа та тек калаçса тăмарĕ, мĕнле кĕнĕ, çавăн пекех вĕçсе тухса кайрĕ. Каларĕ пулсан, Марье тăватех. Улăшкине мар, шуйттана улталать те, хăйĕнне тăватех.
«Укçа ытларах илнĕçемĕн выçлăхланать. Çĕр çывăрмасть çĕр тенкĕшĕн. Çĕркаç ав каштах каларăм, хам тариччен Виссарион Марковича кайса каланă. Лешĕ тата, шкул ачипе пĕрех, Марьене итлет. Хирĕçтарсе яр-ха арăмна, виçĕ кун сана сăмах чĕнмест, хăй шутланинчен пăрăнмасть. Куркаланă ĕнтĕ. Мĕн тăвать пурлăхпа? Кама валли? Хĕрхенекенĕнне хĕрлĕ йытă çиет, тенешкел, сая каять ахалех», — шухăшлать председатель, трактор патне чупакан Марье хыççăн пăхса.
Сĕтел çинчи телефон шăнкăртатрĕ, Трофим Матвеевич трубкăна çĕклерĕ.
— «Çавал» колхоз итлет. Алло. Сывах, Василий Иванович, Салам. Тавтпуç. Ăçган шăнкравлатăр? Хир-пуçĕнчен алла. Мĕнле калас, вăрлăх çитет пуль тесеттĕм. Халь çурхи тулăпа люцĕрнă вăрри илме тивет. Пусу çаврăнăшĕ йăлтах пăсăлчĕ. Кăçал сăрт айлăмĕсене пĕтĕмпех люцернă акасшăн. Пуху ирттертемĕр. Халăх ĕçшĕн çунать. Ята ярас çук. Ан щикленĕр. Çапла, илсе килтĕмĕр. Хаклă, Василий Иванович, хаклă. Колхозан чĕрĕк тупăшĕ тухса кайрĕ. Çакаççĕ мана кăçал колхозниксем. Укçин виçĕ пусĕ те ахаль килмест, ĕç кунĕпе парассине чакарма юрамасть. Коммерци? Çук, Василий Иванович, нимĕнле услам шухăшĕ те çук. Фермăсем? Ăнланатăп. Кĕтĕр тепрер çул. Вăй илер. Вăйлă çумăр çумасан, Çавал та сарăлмасть.
Председатель калаçса пĕтернĕ хыççăн чăмăлсăрланчĕ. Райком секретарĕ ăна «Çавал» колхозпа кана интересленнĕн туйăнать. Юрать килмерĕ-ха, вара çĕр улмне ăсатасси те пулмастчĕ пулĕ. Ытлашшине государствăна сутăр, тетчĕ: йӳнĕ хакпа ухмах суттăр. Кунта кăнтăр халăхĕсем килсе пан улмине килоне çирĕм пилĕк тенкĕпе сутаççĕ пулсан, пирĕн мĕншĕн çĕр улмне вĕсем пек сутас мар? Çăкăр-тăвар пире-хирĕç. Çапла вăл. Фермăсем пирки те секретарь асĕнчен кăлармасть. Мĕн тумалла вăл фермăсемпе тупăш памаççĕ пулсан? Усрать колхоз тăхăрвунă ама. Çитет. Çăвăрласанах — çурисене колхозниксем. Пăхăр, ӳстерĕр, колхоз шучĕпе государтвăна парăр. Укçи — хăвăра, ячĕ — колхоза. Колхоза иртсе пырасси телефон тытса шăнкăравласси мар. Ил-ха эс гектар пуçне утмăл центнер аш. Пӳсĕр тухĕ. Прыгунов илет. Ырлаççĕ хаçатсем Трофим Матвевича. Вăтăр пинсенчен районта чи хастарри, чи пултарулли. Тăрăшман мар, тăрăшнă. Вăй хунине парти манакан мар-ха. Депутата суйларĕç. Кăм пĕлет, тен, пĕр-пĕр кун Трофим Матвеевича ылтăн Çăлтăр парас текен указ та тухĕ?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...