Çавал сарăлсан :: 4. Кам сăнанă? Хĕрпе ларнă чух...
Миронăн çаврака пичĕ хĕрелчĕ. Çапах вăл хăйне алла илчĕ, курайманлăхпа тулнă куçĕпе Павел çине чăр пăхрĕ.
— Эс апла манман-ха, çаплах юнăхса пурăнатăн? — шăл витĕр калаçа пуçларĕ вăл. — Çынсен куçĕ умĕнче намăс кăтартасшăн. Ахалех тăрăшатăн, Павел. Галя сана та, мана та пулмарĕ.
Татах жалобă çыр, вара, тен, санах пулать.
Эп авланнă, — сасартăк персе ячĕ Мирон.
— Апла пулсан татăлтăмăр. Парас-илес çук, — кулса ячĕ Павел. — Эс çак тавлашăва ахалех хĕрпе çыхăнтаратăн. Эп йăнăш çулпа утакансене тӳсме пултараймастăп, — тухса кайрĕ каччă. Ăшра çиленӳ туйăмĕ те, вĕчĕрхенӳ те пулмарĕ.
3
Пĕрремĕш хут шкула кайсан, тепĕр виçĕ кунтанах учительницă Павела хĕрача çумне куçарса лартнăччĕ. Унсăрăн йăрă та шухă ачана епле аташма чарăн. Малтанах вĕсĕм пĕр-пĕринчен ютшăнмастчĕç, анчах ачасем каярахпа кулма тытăнсан, тек вĕсем пĕр партă хушшине тем тусан та лармарĕç.
Павел тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнă çул амăшĕ сасартăк вилсе кайрĕ. Ял çыннисем хирĕç вăрăннипе тĕреç, врачсем пӳрле аппендицит, тесе пĕлтерчĕç. Ашшĕне вăл кăшт кăна ас тăвать: малтанхи кунах вăрçа кайрĕ те Мускав çывăхĕнчи çапăçусенче пуçне хучĕ. Вун ултă çулхи Павел пĕр-пĕчченех тăрса юлчĕ. Хăех килти выльăхсене пăхрĕ, хăех урайне те, кĕпи-йĕмĕсене те çурĕ, колхоза ĕçлеме çӳрерĕ. Шкула пăрахма тиврĕ.
Кĕркунне выльăхсене колхоза пачĕ, хай МТСа тракториста вĕренме тухса кайрĕ. Çуркунне ăна трактор шанса пачĕç, тăван колхозне вăл трактор бригадипе таврăнчĕ.
Пĕр каçхине Павел çĕртме пуссинче культиваци турĕ.
Çуллахи каç — шăпчăк ыйхи. Çунатне анчах уснă анăç тухăçалла шăвăнса пычĕ. Хĕр куçĕ пек кăвак тӳпе çине инçетри-инçетри вăрман сăнĕсем тексĕммĕн ӳкрĕç. Çавал хăви хушшинче шăпчăксем каçăхса кайсах юрларĕç, улăхри шурлăхра икĕ карăш ăмăртмалла авăтрĕç.
Культиваци туса пĕтернĕ Павел Çавал хĕррине анса çăвăнчĕ.
Кăнтăрла çывăрнăран-ши ыйхă килмерĕ. Килне кĕрсе тумланчĕ те тăвалла хăпарчĕ.
Çур çĕр иртнĕ. Ял сехечĕ — хĕрлĕ киккириклĕ автан — ыйхăра. Вăйă карти саланнă. Анчах кĕçĕр... Акă, шкул урамĕнче кулса шавлани илтĕнчĕ.
— Ăсату каçĕ, — шухăшларĕ Павел.
Çулталăк иртрĕ. Ачасем вĕренсе тухнине пĕлтерекен аттестат илчĕç, малалла татах вĕренес тейĕç. Вăл тăрса юлчĕ. Çапах ахаль иртмерĕ çул. Тракторист пулчĕ Павел.
Купăс кĕвви янраса кайрĕ, тахăшĕн уçă сасси юрă пуçларĕ:
Кам сăнанă? Хевел тухнă чух
Тухăç ылтăн хĕмпе çуннине?
Унтан купăс пĕр çаврăм каласа илчĕ те, юрра ыттисем хутшăнчĕç. Çурхи Çавал пек вăй илнĕ кĕвĕ йăмра çинчи кураксене пăлхатса анкартисене, çуртсен хӳттине саланчĕ.
Йăлтăркка шевлине сапнă чух
Садсем сывлăм тăкса ларнине.
Вĕсем патне каясси килчĕ. Ырă мар. Вăтантарать. Галя та ăсату каçĕнче пулнă-ши? Чим-ха, унăн мар-и çавă шăнкăрав пек уçă сас? Уйăрса ил ĕнтĕ.
Кам сăнанă? Хĕрпе ларнă чух
Вăхăт çил пек чупса иртнине.
«Ларса çитĕ, сыв пуль — тенĕ чух
Уйрăлма пит кичем пулнине.
Çук, сăнаман-ха ăна Павел, анчах чĕре кĕтет вăл тĕл пулăва. Кĕтет. Ав, урасем хăйсемех Гальăсем пурăнакан урамалла утаççĕ. Авă, вĕсен умĕнчи пĕчĕк пĕве. Чим-ха, сак çинче иккĕн. Пĕри шурă тутăрпа. Тепри? Тепри Санька мар-ши? Çула май ларнă пуль.
Павел çыран хĕррине анчĕ, хăва турачĕсенчен тытса ларакансен умнех çывхарчĕ. Çыр хĕррине тухнă шапасем шывалла сике-сике сасă кăларчĕç. Каччă сывлама та пăрахрĕ. Çав самантрах хапха алăкĕ чĕриклетрĕ. Галя: «сыв пул», тесе килне кĕрсе кайрĕ. Тăрса юлаканни малтанах вырăнтан та хускалмарĕ, унтан аллине пуйăс курнă пĕчĕк ача пек сулла пуçларĕ.
Кĕçех сăмса витĕр мăрлатса темĕнле юрă кĕвĕлени илтĕнчĕ, Гальăна ăсатма килнĕ каччă тăвалла утрĕ. Павел та хĕр хăйне курассинчен хăрамасăрах çыран хĕрне тухрĕ, хăйĕн тăшмалĕ хыççăн утрĕ. Вăл камне Павел пысăк пуçĕпе вĕтĕр-вĕтĕр уттинченех палларĕ: Мирун. Хирпуç ачи. Икĕ çул хушши пĕрле вĕреннĕччĕ. Ăна ун чухнех хĕрсем патне çыру çырать, тетчĕç. Чăнах-мĕн. Çырнă çеç мар ав.
Мируна хăваласа çитсен, Павел ăна пиншак çухавинчен ярса тытрĕ. Пĕр самант иккĕшĕ те ним калама аптраса тăчĕç.
— Павел? — сасартăк палласа илчĕ ăна Мирун.
— Сана çакăнта тепре курсан, уруна хуçса яратăн, — хăй çилленнине пытараймарĕ Павел.
— Ой-йой! Эс мĕн, патша вăхăчĕ куртăн-и? Хăвна мĕн... — каласа пĕтереймерĕ Мирун. Янахран вăйлă çапнипе пĕр-икĕ утăм каялла сулăнса кайрĕ те тăсăлса ӳкрĕ. Павел çаврăнса пăхмасăрах каялла утрĕ.
Килне çитсенех вăл Галя патне çыру çырчĕ, ăна чĕрсе тăкрĕ, унтан татах çырса татак чĕрсе тăкрĕ. Çапла пуçланчĕ пĕрремĕш юрату.
Тепĕр икĕ эрнерен ăна МТСри комсомол комитетне чĕнсе илчĕç. Участокри механик Геннадий Иванавич, мăйăхне ӳстерсе янăскер, комитет членĕсене Мирун çырнă çырупа паллаштарчĕ.
— Лайăххăн ĕçлеме те тытăнман, вăл пур, ĕçме те пикеннĕ. Курăр-ха ăна, вăл юлташне çеç мар, унăн ашшĕ-амăшне те хĕнетĕп, тесе çырать иккен. Пĕве кайнă ăс пухайман, — ятларĕ комсорг Павела.
Ăна выговор пачĕç. Павел хăй айăплине сĕвĕрсе яма та шутламарĕ. Пулнă — иртнĕ. Чавса çывăк та, çыртма çук.
МТСран тухсанах вăрмана чупса кĕчĕ вал. Çăра курăк ăшне тăсăлса выртрĕ. Кĕсйинчен комсомол билетне туртса кăларса, чылай хушă Ленин портречĕ çине пăхрĕ. Ума вун çичĕ çулхи Володя Ульянов тухрĕ. Хусан университечĕ. Студентсем патша саманине кураймасăр пăлханаççĕ. Пулас çулпуç аллисене хĕрӳллен сулкаласа калаçать. Ăна жандармсем купăрласа илеççĕ те аллине сăнчăрлаççĕ. Çăра мăйăхлă тачка полицейски шăл витĕр сăрхăнтарса:
— Каччă, мĕншĕн пăлханатăр? Сирĕн умра хӳме вĕт, — тет.
— Хӳме те, анчах çĕрнĕскер. Тĕртсенех ишĕлсе анать. Камшăн тăрăшнă çамрăк Ульянов? Халăхшăн, пулас ăру телейĕшĕн. Ленин пулман пулсан, паянхи тăлăх Павел пĕр-пĕр пуян патĕнче тарçăра ĕçлемелле.
Куçа куççуль капланать: «Мĕн тунă пулĕччĕ халь Ульянов манăн вырăнта пулсан?» — çапла шухăшланăччĕ Павел.
Ачалăх, — айванлăх. Сакăр çул иртсе кайрĕ унтанпа Мирун калашле, Галя Павелăн та, Мирунăн та мар. Хĕр чух хĕрĕх те, качча кайсан — пĕрре. Сахал-и этем пурнăçĕнче пысăк шухăшсемпе пысăк ĕмĕтсем? Вĕсенчен нумайăшĕ пурнăçланмасть. Ăша вара çак шухăш-ĕмĕтĕн йĕрĕ кăна юлать.
Çаксене аса илсе утрĕ Павел килнелле.
4
Виссарион Маркович кухньă камаки хыçĕнчи койка çинче çывăрма юратать.
Пухуран таврăнсан, вăл Нинăна вăратма шухăшламарĕ. Сассăр уçса кĕрсе, хуллен хывăнчĕ, тумтирĕсене çакса çутта сӳнтерчĕ.
Каç пулсассăнах тӳпери пĕлĕтсем таткаланса пĕтрĕç. Халь ав картишĕнчи чӳречерен кĕрекен уйăх çути пĕренесене сар çу сĕрет. Пӳртре шăпах. Сехет çеç ывăна пĕлмесĕр шаккать.
Аван иртре пуху. Халăх пĕр-икĕ çул каяллахи мар: ĕçшĕн те çунать, çăварне те шыв сыпса лармасть. Колхозниксем комбайнсемпе молотилкă тата ытти машинăсем илнешĕн савăнсăх калаçрĕç. «Ял ялĕнчен кая юлтăмăр, намăс», — терĕç нумайăшĕсем. Çĕр улми сутасси пирки тата. Çук, Виссарион Маркович ăна кĕтменччĕ. Парти пухăвĕнче Павел малтан пĕр сăмах та шарламарĕ, колхозниксем умĕнче вара хăй çара кайиччен колхоза кивçен панă çĕр улмирен аллă пăтне ахалех, çĕр пăтне государствă хакĕпе пама пулчĕ. Кĕтменччĕ кăна ларторг. Хăшĕсем: «Ытла йӳне ларатăн», — тесе кăшкăркаларĕç. Парăнмарĕ каччă:
— Хамăр колхоза, хамăршăн çаратăп, — тесе хучĕ. Ачи аван пулас, анчах тӳррĕн калама юратать. Ун пеккисене хисеплемест Трофим Матвеевич, хисеплемест. Паянхи канашлура вăл председателе миçе хут хирĕçлерĕ. Пĕлмест-ха вăл Матвеевич характерне. Çĕнĕ çын, ăна никам та ăс парайман ĕнтĕ. Хăех лăпланать акă. Тата Володьăла туслă. Володьăна пĕлме хĕн вара, темле ача вăл. Темшĕн хисеплеççĕ ăна комсомолецсем. Час-часах шӳтленĕшĕн-и? Парти активĕн пухăвĕнче мĕн туса хучĕ вăл...
Николай Андреевич та чаплă каларĕ:
— Хула яла килет, ачашем. Ĕлĕк пире кулаксем хула яла килешшшпе хăрататчĕç, халь эпир савăнатпăр.
Тĕлĕнмелле старик. Володьăпа иккĕшин темĕнле пĕр-пеклĕх пур вĕсен: шӳт тесен, апат ан çитер. Ĕçшĕн çунать мучи. Тепĕр ваттă, утмăлтан иртсен, колхозшăн пĕр утăм та тутараймастăн. Тракторсем патне акă тепĕр çынна хурала тытнăччĕ. Николай Аидреевич вара ĕç кунĕ хушса памасăрах вĕсене те хураллама пулчĕ. Кирек хăçан кайсан та — вăл унта.
Улшăнаççĕ çынсем. Улшăнаççĕ. Савăнмалла çеç вĕсемшĕн, хĕпĕртемелле, анчах Виссарион Маркович пуçĕнче шухăшсем явăнаççĕ те явăнаççĕ. Ăçта пуçламăшĕ, ăçта хĕрри?
Ума Марье тухать. Ытла та пуçтах хĕрарăм вăл.
— Маттур эс, кум, — ырларĕ ăна Марье паян.
— Мĕншĕн? — ыйтрĕ Виссарион Маркович.
— Ăнланмарăн пулать.
— А-а...
Çынсем илтесрен Марье кумăшне библиотекăри пĕчĕх пӳлĕме илсе кĕчĕ.
— Эпĕ санран хамăнне çĕр пăт парса яратăп. Киле вăрлăхлăх та кăшт-кашт çикелемелĕх хăварсан çитет. Нина кума аллă пăт пулать, терĕ. Унта колхозăнне майлаштарăн кăштах, — пăшăлтатрĕ вăл.
— Хальхинче эп каймастăп. Манăн çур аки ирттермелле.
— Ан калаç. Трофама каларăм элĕ. Вăл ĕçе санран лайăх пĕлекенни çук.
Хальхинче эп каймастăп. Мана çитет.
Ах, кулăнлана пуçларăн. Ас ту, — çиçсе илчĕç Марьен куçĕсем. Çынсем пĕлсен парти билечĕпе витĕнсе юлаймăн.
Шухăшсем тăхлан евĕрлех йывăр. Малтанах сухан е çĕр улми сутма Трофим Матаеевич хăй кайрĕ. Кайран çав ĕçе пĕтĕмпех Виссарион Маркович çине тиерĕ. Кăнтăра икĕ хут кайса килчĕ парторг. Йӳнĕрех хакпа сутнă тесе пасар администрацинчен суя справкă илесси темех мар. Колхозран та пухутлах виçсе ларса яраççĕ. Малтан пилĕк пин, кайран пилек пин янтă укçа илсе килсе пачĕ Марьене. Икĕ хутĕнче те хăйĕн çĕр улмине сутма парса ячĕ.
Вăт сана кума. Çавăрса илчĕ йăлтах хăй аллине. Вĕсем патне Светланăна илме каçатăн-и — ĕçкĕ, ахаль каçатăн-и — ĕçкĕ. Упăшки килте çук пулсан, чĕнсе каçать. Малтан ĕçместĕп, тесе кайма та тăратăн, ырă мар. Çемçе кăмăлах пĕтерет. Çынна кӳрентерме хăнăхман.
— Мĕнле шофер эс «прицеп та» кăкараймасан, — ахăрать Марье.
«Прицеп» вăл шоферсен чĕлхипе çĕр аллă грамм. Вăл та ăс-тăна улăштарма çителĕклĕ. Ĕçсен хăравçи та — хăюллă, çемçе кăмăлли татах çемĕçет. Киле килсен арă-мĕн пĕр сăмах та пулин каласчĕ. Чĕнмест. Марье кумĕш патĕнче пулнă вĕт. Куми вĕсене нихăçан та усал туман. Иккĕшĕ те пĕр шухăшлă мар-и? Иккĕшне те укçа кирлĕ, пар кăна, ăçтан тата мĕнле тупнине ыйтсах тăмаççĕ.
Ирхине пуç ыратать. Виссарион Маркович ĕçе кайма тухнă çĕре яланхи пекех Марье урамри çăлран шыв ăсать. Каллех куларах чĕнсе илет:
— Мĕнпе чирленĕ, çавăнпа сывалаççĕ. «Прицеп» кăкар.
Пуç вырана ларать, алсем чĕтреме пăрахаççĕ. Шăршă кĕресрен пĕр-ике шăл ыхра çиетĕн. Каллех сывă. Юлашки уйăхра кашни кунах çавнашкал. Тата шуйттан пасарĕ е заготскот. Сутма е выльăх пама пынă çынсене пăру-и, сысна-и, ĕне-и — илетĕн те колхоз ячĕпе паратăн. Кăшт хаклăрах тӳлетĕн те, е приемщик ытларах çырса парать — каллех çур литр. Уншăн халь пĕтĕм тĕнчери ĕç эрехпе тытăнса тăнăн туйăнать.
Халь мĕн тăвас? Самантлăха Виссарион Маркович хăйне сĕрекене лекнĕ пулă пек туять. Кам хăтарĕ унран? Нина, Нинах пĕтерчĕ. Мĕншĕн унăн шарламалла пулман! Мĕншĕн чарас мар?
Епле йăнăшрĕ вăл ăна качча илсе.
Шухăшсем пĕр вунă çул каяраххине куç умне кăлараççĕ.
Нина. Хăйлашка хĕрача. Урăх районтан килнĕскер. Аппăшĕ патĕнче тăлăххăн ӳснĕ. Вăл грузчикра ĕçлетчĕ. Çав пукане мĕнле йăвантарнă-ши кĕрешсене? Малтан шофер сăнасах та кайман. Грузчиксем хĕлле фуфайкă, ваткăлла брюки тата çăматă тăхăннăскерсем, пурте пĕрешкел курăнатчĕç. Уйăрса ил вĕсене. Пĕчĕк те хытанка пулнăран çеç-и, Виссар ирхине ĕçе кайнă чух та, сменă улшăнсан та Нинăна кабинăра илсе çӳретчĕ. Ытти тантăшсем: ларт та ларт теме тытăнсан: «Эсир ахаль те самăр», — тесе хуратчĕ.
Хĕр кабинăна ларсанах алă ĕçĕ тума пуçăнатчĕ. Те пур уншăн шофер, те çук? Пас тытнă йывăçсем те, çул урлă каçса каякан пăшисем те ăна пачах та кăсăклантармаççĕ, тейĕн.
— Ĕçпех вилетĕн. Вăрманалла пăхса пырасчĕ пĕрех хут.
— Пире тум нумай кирлĕ. Сирĕн пĕр çĕлĕк — пирĕн вунă тутăр, сире виçĕ кĕпе — пире çиччĕпе те сахал, — кулса илетчĕ Нина. Анчах кăмăллă сăнра кулă мĕнле хăвăрт çуралнă çавнашкалах хăвăрт çухалатчĕ.
Пĕррехинче..
Кăвак çут килнĕччĕ ĕнтĕ. Машин баллонĕ çурăлса кайрĕ. Улăштармалли çук. Гаражах утма тиврĕ.
Виссар пĕве хĕррине çăвăнма анчĕ. Пĕве пуçĕнче пĕчĕк пӳрт. Ăшă гаражсем тăвиччен кунта автомашанăсем валли шыв ăшăтатчĕç. Халĕ мĕскер-ши унта?
Чӳрече икĕ еннелле уçăлса кайнă. Çӳхе чĕнтĕр те çилпе, те пӳртрен тухакан ăшăпа кăшт кăна хумханать. Ун витĕр темле чечек çеçкисем палăраççĕ.
Виссар чӳрече каррине сирчĕ. Умрах сĕтел. Икĕ койкă. Пĕр койки пушах, тилтерлĕн пуçтарса хунă. Тепри...
Каччă куçĕсем хĕре асăрхарĕç. Нина месерле выртнă. Утиялĕ ури вĕçне пухăннă. Шап-шурă çӳхе простынĕ пилĕкĕ таранах уçăлнă. Вăл сылтăм урине хускатрĕ те пĕрене çумне карнă чечеклĕ çитсăна перĕнчĕ. Хĕр ассăн сывларĕ, тути çинчи ăшă кулă çухалчĕ, аллисемпте теме сиссе кăкăрне хупларĕ. Унтан вĕсем кĕçех вăйсăррăн пилĕк тăрăх шуса анчĕç. Сылтăм урипе простьне сирсе пăрахрĕ. Виссар, хĕр кĕлеткине курнипе, сывлама та чарăнчĕ. Чĕре кăна хăвăрт-хăвăрт тапать.
Каçхине, хĕрачана ĕçрен лартса таврăннă чух, шофер ун çине ăшă куçсемпе пăхрĕ.
— Нина, эс миçере?
— Ма кирлĕ вăл сана?
— Ахаль.
— Ахаль пулсан... вунсаккăр тултартăм.
— Эп сана вун улттăра тесе.
— Ватăлтăм, — кулса илчĕ хĕр.
Хăрах аллипе каччă Нинăна çупăрласа илчĕ. Хăйпашка мар мĕн вăл, тулли ӳтлĕ.
— Чар, — хушрĕ хĕр. — Урăх сан кабинуна ĕмĕрне те лармастăп.
Разьезда çитичченех вĕсен сăмахĕ çыхăнмарĕ. Хальхинче яланхилле алă ĕçне тумарĕ...
...Туйĕ шавлах пулмарĕ. Пĕрле ĕçлекен шоферсем, юлташĕсемне тантăшĕсем пухăнчĕç. Нинăн шатра питлĕ аппăшĕ килчĕ. Вĕсем пĕр парта выртнă пулсан та, никам та пĕр тăвансам тесе калас çук.
— Телейлĕ эс, кĕрӳ. Ылтăн алă пирĕн Нинăн. Вăл пĕчăккĕ пулсан та, икĕ çыншăн ĕçлет, — терĕ пĕр виçĕ хутчен аккăшĕ.
Чăнах та, хĕрача пурнăç çынни пулчĕ. Хваттерте пурăннă чухнех ĕне илчĕç, çулсеренех сыснасемпе сурăхсем хутшăнчĕç. Ĕçе кайса килме те ĕлкĕрет, выльăхне те пăхать. Вăрман аслă: вутăшăн укçа тӳлемен, утă — çулма çеç ан ӳркен. Пур ĕçе те Нина пуçарса паратчĕ. Те тăлăххăн ӳснĕрен — вăлах пӳрт лартма хистерĕ. Пурнăç юсансах пыччĕ, Нина ăна кура, сăвăр пек, мен алла кĕнине йăлтах килелле тултма туçларĕ...
Ăнланать Виссар Маркович: яланах капла тăсăлса пыраймĕ. Ял çине сăмах тухма пултарать.
Колхозниксем колкоза патшалăх хакĕпе çĕр улми сутаççĕ, Марье хăйĕнне хаклă хаша сутма çĕр пăт парса ярать. Неушлĕ ун пирки Трофим Матвеевич пĕлмест? Пĕлмест пулсан, Марье хăй пуç тĕлĕшшĕн хăтланать-ши? Е чеелĕх-ши ку? Инкек çитсен, тӳс вара Виссарион Марковичан! Ыттисем айккинчен пăхса тăрĕç.
Каллех çул кăнтăралла выртать. Марье каласан — пулатех. Ун пирки иккĕленмелли çук. Ан тив, юлашки пултăр ĕнтĕ ку çул, тек вăл ун пек ĕçпе ура та ярса пусмĕ. Колхозра та пуçĕпех ĕçлеме пăрахĕ. Кайĕ каллех вăрманпромхоза...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...