Çавал сарăлсан :: 4. Кам сăнанă? Хĕрпе ларнă чух...
1
— Ăçта? Ăçталла каятăн? Тăр тетĕп сана! Чарăн! — кĕрлекен трактор шавне хупласа хурасла кăшкăрчĕ Виссарион Маркович.
Вăл аллине ăнсăртран лекнĕ патакпа кабинăран пырса шаккарĕ. Трактор тапах чарăнчĕ.
Кабинă алăкĕнчен Павел пуçĕ курăнчĕ. Вăл ларторг кăшкăрашнине илтмесĕр çĕре сиксе анчĕ. Виссарион Маркович ăна çаннинчен туртсах аяккалла илсе кайрĕ.
— Ăçта кĕлет патнелле сĕтĕретĕн? Пурне те ирĕке вырнаçтарса лартмалла тетĕп вĕт, — кăшкăрчĕ вăл, тракторист çаплах илтес çук пек.
— Кĕлет çумĕнче витсе лартма çăмăлтарах. Çумăрпа йĕпенмест.
Çу каçиччен мĕн, çĕрет-им вăл? Молотилкине те комбайнсенче тан лартас. Пĕр сăмахпта каласан, халăх курать. Пропагандă! — терĕ парторг.
Вĕсем калаçса тăнă çĕре Володя килсе çитрĕ.
— Так, мĕнле приказ?
— Молотилкăна та ирĕкех ларттарасшăн, — хуравларĕ Павел.
— Так, начальствă мĕн хушать, çавна тăвăпăр, — тикĕс шăлĕсене кăтартрĕ Володя. — Тавлашиччен эс, Виссарион Маркович, мана луччĕ пирус пар-ха. Иртенпех туртман. Аш пĕр эрне апат çимен пек вăркать.
— Мĕн? А-а? — илтеймерĕ парторг.
— Пирус, пирус пар тетĕп, — пӳрнине çăварĕ патне илсе пырса, тутипе паклаттарса кăтартрĕ вăл.
— Ме, турт, — пирус пачкине кăларса пачĕ Виссарион Маркович.
Павел васкасах трактор кабинине кĕрсе ларчĕ. Мотор сасси вăйланчĕ, кĕçек гусеницăсем айĕнчен юр кĕмĕрккисем сириĕнме пуçларĕç. Молотилкине те комйайнсемпе юнашарах пырса лартрĕç.
Ĕçре вăхăт час иртет. Акă хĕвел те анăçа çитсе çулăмланчĕ, унăн чалăшла ӳкекен хĕлхемĕсем хура вăрман тăррине кăварлантарчĕç. Хĕвелпе пĕрлех кăнтăрлахи ăшă та тарчĕ: ура айĕнчи юр кăчăртата пуçларĕ. Бензин отстойникне уçса Павелпа Володя алă çума çеç ĕлкĕрчĕç, вĕсем патне вĕтĕ утăмсемпе Трофим Матвеевич çитсе тăчĕ. Çие вăл хăмăр сăран курткă тăхăннă, хура каракуль çĕлĕкпе. Шурă буркин пичĕсем шыв сирпĕннипе саралнă.
Павел тӳрех РТСрине аса илчĕ.
— Эс, Кадышев, машинăсен çитменлĕхĕсене ытларах тупма тăрăш, — тенĕччĕ ăна ирхине колхоз председателĕ.
Тракторист чăнах та тăрăшрĕ. Унăн куçĕнчен пĕр кăлтăк та хăтăлаймарĕ. Комбайнсен мĕнле деталĕсем çуккине, начаррине каласа пычĕ, Трофим Матвеевич хăй çырчĕ.
— Колхоза тур пăрахса парать тетĕр-и? Е вăл савакан ĕне-и? Пĕтнĕ машинăсене паратăр, хакне виçĕ хут шăйăратăр. Чакарăр хăть çуррине, — йăлăнчĕ вăл машинăсене хаклама уйăрнă комисси членĕсенчен. Трофим Матвеевич кашнинех юрама тăрăшрĕ. Райĕçтăвком председателĕн «Коммунизм ялавĕнче» пичетленнĕ статйине «вăйлă», тесе мухтарĕ терĕ, госбанк управляющин шурă каракуль çĕлĕкне ырларĕ, РТС директорне вăрă столовăйĕнче «Армения» ятлă коньяк атурри çинчен систерчĕ. Павел патне пыра-пыра хăлхинчен пăшалтатрĕ:
— Шыра. Лайăх шыра та тирке.
Кашни машинине ĕçлеттерсе пăхрĕç. Хаклакан комиссипе Трофим Матвеевич РТС кантурне кайнăччĕ, унтанпа ăна Павел курманччĕ.
— Пĕтертĕр-и? — ыйтрĕ колхоз председателĕ.
— Так точнă! — шухăшламасăрах персе ячĕ аллине çĕтĕкпе шăлакан Володя.
— Сортировкăпа тепĕр сеялкă юлчĕç. Ĕлкĕреймерĕмĕр, — хуравларĕ Павел, председателĕн путса кĕне хура куçĕнчен чăр! пăхса.
— Сортировкă пирки калаçса татăлаймарăмăр. Илмеллех-и ăна, илес çук-и? Пуян кӳршĕсенчен те кивçен ыйтма юрать. Ахаль те чылай укçа тăкрăмăр. Ĕç кунĕ пуçне тенкĕ çуршар валеçесси тухса кайрĕ.
— Техникăпа лайăх усă курсан, хакне кăçалах кăларма пулать, — хуравларĕ Павел.
— Вăл тĕрĕс. Сире эп ятарласах пухса калаçасшăнччĕ... Колхозăн халь пурте пур. Пирĕн çире текех ют кĕпе мар. Çаклатса çурма пăрахас пулать. Ăнлантăр-и? — Володя енне чеен пăхса, куçне хĕссе илчĕ вăл.
— Эпир эртээсра чухне те аракатман, — халарĕ каччă.
— Пĕлтĕрхине мантăн-и? Кĕпер çинчен кăштах сикмерĕн.
— Вăл чепуха. Рулĕ çирĕплетнĕ болт татăлса кайсан тракторсем çеç мар, машинăсем те сирпĕнеççĕ.
— Пĕлтĕр болт татăлнă, кăçал моторĕ пăрахăçа тухать. Трактор та пĕтет вара, — куларах хушса хучĕ колхоз председателĕ. — Комсорг пулсан та, сана шансах пĕтерместеп. Мана иртнĕ çул, апрелĕн пĕрремĕшĕнче, эмтеэс директорĕ патне компресси кирлĕ тесе шăнкăравлаттарать. Кам мурĕ пĕлсе çитерет машинă деталĕсене? Халь манран район кулать. Эртээса кĕмелли çук, кашниех ыйтаççĕ: «Трофим Матвеевич, компресси илме килтĕн-и?» Çилленсе кăтарт-ха вĕсене, мазутлă шăл йĕренсене. Татах çыпăçаççĕ. Тавтапуç, тетĕп вара, мана сирĕн компресси кирлĕ мар, хам арăмăнах компресси лайăх.
Павел кулса ячĕ, Володя варне тытсах ахăлтатрĕ. Çаплах калатăр-и вара?
— Кур-ха эс ăна: кулать тата, — ахăлтатрĕ председатель те. — Сана Павел тăна кĕртсен кăна.
— Чăнласах çапла кăлатăр-и, Трофим Матаеевич? — каллех ыйтать Володя. — Мария Сергеевна пĕлсен çунтарать-ха пĕрре.
— Çунтарма эп çурта мар. Юса, тăна кĕрт эс ăна, Кадышев.
— Эп хам та тăнсăр мар, — тавăрать каччă. — Павăла шан-ха ăна. Паçăр, эсир кантура кайсанах, главнăй инженер çулăхрĕ. Пирĕн пата куç, тет. Эс мĕнле институт пĕтернĕ, тет. Павел вырăнĕнче пулсан, çак колхозра çăрăлатăп-и. Тупса панă та пĕр хăрăк трактор, ăçтан юсаса пĕтертĕр ăна, — кулма пăрахса калаçа пуçларĕ Володя.
Трофим Матвеевич та ват çерçи. Ăна хывăхпа улталаймăн, Володя сăмаххисене шӳтласе çеç ирттерсе ячĕ:
— Кирлĕ çынна иксĕмĕр çеç мар, Йăван та курать, Раман та хăвалать, Çтаппан та хăй патне туртать. Çапла, комсорг, Павел вăл кивĕрçи те çĕнĕ тăвать.
— Передачăсен коробкине юсама тивет. Электрооборудовани çĕнĕрен кирлĕ, — хутшăнчĕ Павел.
— Маттур эс, Кадышев. Мана паян эс килĕшрĕн. Пĕлетĕн-и, эпир иксĕмĕр колхоз укçине мĕн чухлĕ çăлса хăвартăмăр? Вун сакăр пин. Камисси членĕсем чылай турткаланчĕç, аврăмăр. Тӳрех усă патăн колхоза.
— Эп тĕрĕсне çеç каларăм. Мĕнле деталь кивелнĕ, мĕн çитмест. Вăл усал пулмарĕ пуль, — хĕрелчĕ хăйне мухтанине юратман Павел.
— Юрĕ. Тавтапуç сана, Павел çурăмĕнчен лăпкарĕ председатель. — Ыран лару пухатпăр. Ирхине пуçласшăн. Вунă сехет тĕлне эсир те пырăр, — чĕнчĕ вăл.
Сыв пуллашрĕç.
Кун паян Павелшăн питех те усăллă иртрĕ. Таçта та çитме ĕлкĕрекен пурне те паллакан Володя пулăшнипе вĕсем РТСран шурлăхсем типĕтмелли плугăн рамине хурса тухрĕç. Темиçе тĕрен тупăнчĕ... Плуг тума хăш-пĕр хатĕрсем пур ĕнтĕ. Анчах ыттисене ăçтан тупмалла? Тракторе кивĕскер лекрĕ тата. Унпа ак пĕр эрне иртсе каять. Нивушлĕ çур акине тухиччен плуг туса пĕтерейместпĕр?
2
Часах алăкра хут тĕркисене хул хушшине хĕстернĕ лутра çамрăк курăнчĕ, унтан хучĕсене председатель сĕтелĕ çине пырса хучĕ.
— Мирон, — палласа илчĕ агронома Павел. — Хирпуç ачи. Вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕччĕ. Пачах та улшăнман-мĕн. Çаплах лутака, пичĕ çарăк пек çаврака, çавăнта ăна шкулта «çарăк» тесе витлетчĕç. Питĕнче халь те ĕлĕкхи пекех кук тĕрри. Вăл çуркунне енне тата ытларах тапса тухнă. Алюмини çатма çине кантăр вăрри сарса хунă тейĕн. Симĕс куçĕсем çеç тĕссĕрленсе шала кĕнĕ пек. Куçлăх тăхăнать пулас.
Мирон анса ларнă пăчăр галстукне тӳрлетрĕ, умри пĕчĕк кĕсьерен куçлăх кăларса тăхăнчĕ.
— Ăнлантар пирĕн трактористсене ăçта мĕн акмаллине, — хушрĕ Трофим Матвеевич, хăй вырăнне кайса ларса. — Мĕн ятлă-ха эс? Лар, — ăна пукан шутарса пачĕ вăл.
— Мирон Семенович.
—Ăс пар апла, Мирон Семенович.
Агроном хучĕсене сĕтел çине сарса хума пикенчĕ.
— Улăх пирки калама та кирлĕ мар, — агроном васкаманнипе усă курчĕ колхоз председателĕ. — Вăл паллă. Унта кукурузăпа кантăр çеç ылмашать.
— Каçарăр уш, Трофим Матвеевич. Эп пĕлетĕп-и, эсир-и? Улăха кăçал пĕрчĕллĕ тырăсем акмалла, унсăрăн ротаци пăсăлăть, — сасартăк хучĕ çинчен пуçне çĕклерĕ Мирон.
— Улăха эс тырă акасшăн-и? Урах-и е ӳсĕр эс? Унта кăçал колхазăн чĕрĕк тислĕкне тăкнă, — хĕрӳленчĕ председатель.
— Тислек тăкни аван, — нимĕн пулман пекех хушса хучĕ агроном. — Унта шăпах çĕр гактар çурхи тулă, çĕр гектар сĕлĕ акмалла.
— Каçар, ачам. Халлĕхе колхозра эп председатель, эс мар. Унта кукурузă та кантăр пулать. Эс луччĕ ытти уйсем çинчен каласа пар.
— Ыттисем пирки паллă: кашнинчех улшăну пулать, — хирĕçлеме чарăнчĕ агроном. Кĕсйинчен авторучкă кăларса, пусу çаврăнăш картти патне пычĕ.
Павел хусканмасăр агроном сăмахĕсене тăнла пуçларĕ. Вăл тавлашăва хутшăнасшăнччĕ, анчах щарламарĕ. Килнĕ-килмен сăмсуна кирлĕ мар çĕре чикетĕн, тесе калассăн туйăнчĕ ăна. Тата çавна ăнланчĕ Павел: Трофим Матвеевич хăй шутланине тăвать. Тĕрĕс-и вăл, тĕрĕс мар-и, çын сĕнĕвне шута илмест.
— Парти пире ытларах кукурузă ӳстерме хушать.
Район кăçал унăн лаптăкне тата икĕ пин гектар ӳстерме йышăнчĕ. Сирĕн çĕр çитмен пирки ăна иккĕмĕш уйри çĕртме пуссине акма тивет. Сире тата хушса çĕр гектар паратпăр.
— Ку вăт парти линииĕ, — хушса хучĕ Трофим Матвеевич.
— Эп сирĕн колхоз юлашки икĕ çул хушшинче мĕнле тыр-пул акса тунине тĕплĕн пăхса тухрăм, — çине тăрсах калаçрĕ агроном.
Павел агроном пысăк йăнăшсем тунине самантранах сисрĕ. Колхоз уйрăмлăхне Мирон начах та шута илмен. Уйрăм лаптăксенче пусу çаврăнăшне пăхăнма кирлĕ мар. Айлăмсене, чăнкă тавайккин çыранĕсемпе шырланĕсене мĕнпе çирĕплетмелле? Кунта пусу çаврăнăшне пăсса яланлăхах нумай çул люцернă е клевер акмалла. Вĕсен тымарĕсем тăпрана лайăх çирĕплетсе çĕр мамăкне юхтарма памаççĕ. Çакна Мирон пачах шута илмест. Тата мĕншĕн çаплипех планлас ĕçе район хутшăнать? Колхоза хăйне ирĕк панă-çке.
Чăтаймарĕ Павел, ыйтмасăрах калаçма пикенчĕ.
—Çĕртме пуссине кукуруза акни ман шухăшпа вырăнсăр. Ыраш акмалла пуличчен вăл пиçсе çитеймест. Шыв кăна. Шыва аксах тумалла-ши? Унта белок тĕлĕшпе пуян пăрçа е викă акмалла, е ир пулакан çĕр улми лартмалла. Вĕсен усси пур. Кукурузă лаптăкне пысăклатма палăртнă пулсан, ăна тĕп çĕрсем уйăрса памалла. Мирон Семенович тунă :пусу çаврăнăшĕ район атланĕ çеç, вăл колхоз интересĕпе çыхăнман.
Агроном вартах ун енне çаврăнчĕ. Вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Мирон ăна палласа илчĕ. Сăнра темле йĕрĕнчĕклĕрех кулă çуралчĕ.
— Мирон Семенович тунă пусу çаврăнăшĕнче йăнăшсем нумай. Мĕншĕн-ха ыттисенчен ытларах сĕлĕ акмалла? Колхозниксене сĕлĕ валеçсе парасшăн-и? Пирĕн енче ĕлĕкренпех çурхи тулă ăнса пулать, — терĕ Павел çирĕппĕн.
Унăн сăмахĕсем механизаторсене хумхантарсах ячĕç.
— Кукуруза тесе ытти тыр-пулă çине çаврăнса пăхми пултăмăр, — сиксе тăчĕ Элекçи. — Пĕтĕм тислĕке кукурузă умне тăкатпăр. Тулă та халь тулă мар, ама çури ачи.
— Кадышев юлташ, эсир кукуруза хирĕç кайнăшăн — парти умĕнче ответлă. Колхоз икĕ çул хушшинче сĕт суса илессине икĕ хут, аш илессине çиче хут ӳстернине курмастăн-ха. Мĕнпе ӳстертĕмĕр? Кукурузăна, — сăмах пуçарчĕ Прыгунов, Павел еннелле тинкере. «Эп сана хисеплетĕп, анчах хăвна хушман пулсан, хушша хуппа ан кĕр» — тенĕн туйăнчĕç икĕ хура çĕмĕрт куç.
— Трофим Матвеевич, эсир тĕрĕс ăнланмарăр, — чăтаймарĕ Павел. — Эп кукурузăна çĕртме луссине акассине хирĕç. Ĕнесене çулса çитерме викăпа сĕлĕ хутăшĕ аксан та кукурузăран тухăçлăрах.
— Кам вара эс, ытлашши нумай пĕлекенскер? — çиллелсе кайрĕ Мирон. — Йăнăшмастăп пулсан, эсир тракторист пулмалла. Анчах нумай пĕлекен çын пекех критиклесшĕн. Эс мана агрономипе ан вĕрент, эп институт пĕтернĕ, — сĕтел çинчи хучĕсене пуха пуçларĕ вăл.
— Институт тесе пуçна ытлашши каçăртмасан та юрать, — сасартăк касса татрĕ Володя. — Агроном, агроном... Тракторист та халь агроном. Мана çулталăкра эс пĕрре килсе каркаланса кăтартни чăпăркка аври тĕшне те тăмасть. Хут агрономĕ эс, çĕртен уйрăлса кайнăскер. Халиччен плуг аври тытнă-и?
— Çитĕ сире, — чаранçи пулчĕ Трофим Матвеевич. Тавлашу татах хĕрсе кайрĕ. Бригадирсам хутшăнчĕç.
— Мĕншĕн пирĕн икĕ хуçа? Мĕншĕн эпир Сухви ачисем пек пурăнатпăр? — сиксе тăчĕ Санька.
«Сухви ачисем» тенĕрен, нумайăшĕсĕм кулса ячĕç. Сухви — сакăр вуннăсене çывхаракан карчăк. Хăй ĕмĕрĕнче пĕрре йĕкĕреш ачасем çуратнă та, икĕ ывăлĕ те килте мар, хуласенче пурăнаççĕ. Тахçанах çемьеллĕ, ача-пăчаллă пулнă. Карчăка çеç никам та пăхмасть. Пĕр ывăлĕ теприне: «Эсĕ каярах çуралнă, аннене санăн пăхмалла», тепри: «эс каярах çуралнă, санăн пăхмалла» теççĕ. Нихăшĕ те хăй патне илсе каймаççĕ, иккĕшĕнчен те амашĕ алимент илет, хăй пӳртне хутса ăшăтайманнипе ют çын патĕнче пурăнать.
— Кăна тата мĕнле ăнланмалла? — ыйтрĕ председатель.
— Тракторсене эп бригадăсем тăрăх çирĕплетсе пама ыйтатăп. Пĕр хуçа пултăр. Трактор бригадине пĕтермелле, — янрарĕ Санька.
Паян вăл савăнăçлă, тути çинче кулă çиçет.
— Ку тата мĕнле анархи? — хутшăнчĕ ку таранччен калаçмасăр ларнă Виссарион Маркович. Вăл паян канашлăва пухăннăранпах кĕтесри пукан çинче шарламасăр ларчĕ. Сылтăм аллипе час-часах сулахай кăкăрне сăтăрчĕ. Трактористсем тавлашни те ăна интереслентермерĕ пулас, кукшаланнă пуçĕ лăнк та лăнк усăна-усăна анчĕ.
«Мухмăрла», — шухăшларĕ Павел.
— Тен, кашни бригадира тата автомашинă çирĕплетсе памалла? Унашкал пулсан правлени те кирлĕ мар, — терĕ парторг.
— Тĕрес, Виcсарион Маркович, — килĕшрĕ председатель.
Павел хĕллехи пек хутса тултарнă пӳлĕмрен уçăлма тухрĕ. Çурхи сывлăш тӳрех чуна тыткăнларĕ. Çил вăйланнă, тӳпене талкăмлă пĕлĕтсем сырса илнĕ. Çавах çурт хӳттинче юр ирĕлет.
Çуркунне çитет. Сивĕ хĕл кунĕсем кĕрекерен тухса çӳп шăтăкнелле йăпшăнаççĕ. Кунсерен тенĕ пекех шурă катан пирпе витĕннĕ тӳпе кĕленчеленсе кăвакарать, хĕвел хуранĕ ялкăшсах çунать. Инçет аяккалла тарнă çемĕн тарать, куçпа виçейми анлăланать. Кураксем йăмрă тăрринчи кивĕ йăвисем те çуркунне çитнине туяççĕ. Хуçисене кĕтсе вĕсем ирĕлекен юрпа çăвăнса тасалаççĕ. Сăмсисем хуралнă çерçисем шыва кĕреççĕ. Çунаттисемпе çапнипе тĕк вĕçет. Такам минтер пичĕ силлет тейĕн.
Савăнать тракторист чĕри. Шухăше унăн текех ялта мар, хирте.
Каялла кĕнĕ çĕре Виссарион Маркович калаçатчĕ.
— Матвеич, укçа кирлĕ тетпĕр. Тен, кăçал тепре çĕр улмине каймалла мар-и?
— Пĕр ик çĕр центнер пек хамăртан ытлашши пур-ши? Кам пĕлет, тен, вăрлăхлăх çĕрнĕ? Пусăра-çке. Запассăр ларма хăрушă.
— Колхозниксенчен вырăнти хакпа пухас. Председателĕн питĕнче кулă палăрчĕ, куçĕсем типшĕн ялкăшрĕç.
— Ку дельнă шухăш. Хамăрăн ик çĕрне ăсатсан, колхозниксенчен тăват çĕр пухсан... Василий Иванович каллех тустарать ĕнтĕ. Рабочи клас ĕнси çинче пурăнатăр тесе ятлать. Эй, тепĕр тесен, упаран хăрасан сунара тухас мар. Эс, Виссарион Маркович, техничкăна чĕн-ха. Кунта килмен бригадирсем патне чуптар, кĕçĕрех пуху пухас.
Павел, улшăнса кайнă председателе курсан, çапла шухăшларĕ:
— Вăт сутăç... Чăн-чăн купец.
— Канашлу хупăнче. Кайма пултаратăр. Эс, Мирон Семенович, эс, Кадышев, юлăр-ха. Тавлашура тĕрĕслĕх çуралать теççĕ.
Трактористсем салансан татах тавлашу хĕрсе кайрĕ. Е пĕрре Павелпа колхоз председателĕ, тепре Павелпа Мирон пĕр-пĕрне хирĕçлерĕç. Йăлтах мар пулин те, иккĕшĕ те Павел шухăшне шута илмесĕр тăма пултараймарĕç. Каччă хăйĕн шухăшне витĕмлĕ тĕслĕхсемпе хӳтĕлерĕ.
— Эс апрономие ăçтан пĕлетĕн? — тĕлĕнчĕ колхоз председателĕ.
Çĕр çинче ӳснĕ. Вĕренетĕп тата.
Техникумра-и?
— Çук, институтра.
— Вăн епле. Пĕр сăмахпа каласан, эп хам тавлашма юрататăп. Анчах усси пултăр. Уссăр тавлашни — ĕçе япăхтарни. Вĕренни аван, анчах кирек камшăн та пурнăç аслă шкул. Мана Павел сĕлĕ усăсăр пулни çинчен ĕнентерчĕ тетĕр-и? Çук, пурнăç ĕнентерчĕ эп çавăнпа унпа килĕшеп. Сан, Мирон Семенович, хăвăн пуçу пулмалла. Атту Вильямс та Вильямс. Вильямс та турă мар. Анкартинчи катемлин çеç хăйĕн пуçĕ çук. Çавăнпа унран çерçисемпе кураксем кана хăраççĕ. Эсир тавлашăрах, ман урăх вăхăт çук, — тухса утрĕ председатель.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...