Кăвак çĕмрен :: Кашни çыннăн вилĕмĕ — пĕрре...


— Юрĕ, юрĕ, вăратăп. Мана хама та сирĕнсĕр кичем пулать...

Анчах юлташĕсем Ишмукăн ку сăмахĕсене илтмерĕç, вĕсем самантрах ыйха путрĕç.

 

Ишмук кăштах утса çӳрес, терĕ. Ури çине тăчĕ те юман еннелле утрĕ, ун тавра çӳреме тытăнчĕ. Пĕччен хуралта тăма чăнах та аванах мар пек. Вăл, хăйне хăй хавхалантарас тесе, хулен юрлама тытăнчĕ:

 

Ах, тур çырлах,

Ах, тур çырлах, хĕр куртăм.

Кĕл каткинчен тухнă-ши?

Тикĕт лакамĕнчен тухнă-ши?

Ашшĕ-амăш çапла-ши?

Хĕрĕ хăй çавăн пек-ши?..

 

Çук, юрласси те килмерĕ, чĕри тем инкеке сиссе пăчăртанчĕ. Вăл аптăранă енне юлташĕсене вăратас тесе, каялла, вĕсен патнелле çаврăнчĕ. Çав вăхăтра ăна çурăмĕнчен темĕскер хытă япала тăрăнчĕ.

— Ним сас та ан ту! — илтĕнсе кайрĕ çилĕллĕ сасă. — Атту тӳрех яшлаттарса чикетĕп!

«Тăшмансем! — вĕлтлетсе иртрĕ Ишмук пуçĕнче. — Штыкпа! Ăçтан тупăнчĕç-ха?!»

Хурçă штык ун тумтирне шăтарса, ӳтне тиврĕ, сивĕ çĕлен пек.

Хăйне шалкăм çапнă чухнехи пек, Ишмук хускалма хăраса тăчĕ, ăна халь-халь сивĕ хурçă витĕрех чиксе шăтарассăн туйăнчĕ. Штыкран кăна хăратчĕ вăл. Штык тутине туйнă вăл, çавăнпа. Урăх нимĕн те уншăн хăрушă марччĕ. Шăп та лăп халĕ ăна, акă, штыкпа чикме хатĕрленеççĕ. Кăшкăрма çеç мар, хускалма та юрамасть унăн... Куçне сулахаялла пăрчĕ те Ишмук юлташĕсем çывăракан çĕре вăрмантан тăшмансем ушкăнăн-ушкăнăн тухнине курчĕ.

«Юлташсене вăратмалла! — вĕлтлетсе иртрĕ унăн пуçĕнче шухăш. — Халех! Кая юличчен!»

— Ан хускал! — пушăпа çапнă пек янăраса кайрĕ тăшман чашкăрни. Штык вĕçĕ ӳтне шаларах кĕчĕ.

Ишмука вĕри пулса кайрĕ. «Кăшкăрса та ĕлкĕрейместĕп, — шухăшларĕ вăл. — Юлташсене те çăлаймастăп, хам та нимсĕрех пĕтетĕп».

— Ан шавла, вара сывă юлатăн! — илтĕнчĕ хыçалтан. Вăрмантан салтаксем тухрĕç те тухрĕç. Ытла нумайăнах мар вĕсем, анчах çывăракан çынсене самантрах касса тухма пултараççĕ.

Ишмук урисем чулланса ларчĕç. Вăл хăй те пĕтĕмпех чулланма тытăнчĕ пек. Пырĕ типсе çитрĕ, кăшкăрсан та сас тухассăн туйăнмасть.

Вăл сылтăмалла пăхрĕ. Унта та салтаксем.

«Пурне те вĕлерсе тухаççĕ! Никама та хăвармаççĕ! Çывăракансене!.. Эх, вĕсем мана шанса хурала тăратрĕç-çке-ха!»

Вăл çывăракан хуралçăсене куçларĕ. Хăй вĕсене сĕнк! пулма ӳкĕтлерĕ-çке-ха! Тăрнаккаййин сăмахне аса илчĕ: «Çĕнтерӳ кунне пурăнса çитесчĕ. Вилес марччĕ-ха». «Хăравçа ăна тунката та тăшманăн курăнать, паттăра патша та пуканен туйăнать», — хуравланăччĕ Ишмук ăна.

Ишмук сасартăк пур вăйне пухрĕ те, хăйне мĕн пуласси пирки шухăшламасăр, кăшкăрса ячĕ:

— Хахайт! Этьсемри! Хахайт! Тăрăр! Тăшман...

Юлашки сăмахне каласа пĕтереймерĕ вăл, юнпа пĕвенсе çĕре ӳкрĕ. Тăшман штыкĕ ăна витĕрех шăтарса тухрĕ... Çапах та чĕри тапми пуличчен «тăшмансем» сăмаха йăлтах калайманшăн хăйне хăй ӳпкелеме ĕлкĕрчĕ вăл...

Çывăракансем ун сассине илтрĕç. Самантрах пурте сиксе тăчĕç те хĕçĕсене ярса тытрĕç.

Çĕмрен çумăрĕ тăшман çине тăкăнчĕ. «Утăрья!» тени илтĕнсе кайрĕ. Укаслу çарĕ çичĕ юта хирĕç ыткăнчĕ.

 

Пăкачавçăсен çухатăвĕ пысăк пулмарĕ. Анчах Укаслăва пуринчен ытла Ишмук вилни кулянтарчĕ. Эх, мĕн тери шел ăна, ывăнми калаçма пултаракан ырă кăмăллă шӳт ăстине! Вăл хăй вилĕмĕпе пĕтĕм çара пĕтесрен çăлса хăварнине хĕр-полковник лайăх ăнланчĕ.

Хăйĕн тусĕ çапла кĕтмен çĕртен çĕре кĕмелле пулнишĕн Аçтăрхан та питĕ хурланчĕ. Малтанласа, вăрманта пурăннă чухне, вăл Ишмука шансах та пĕтерменччĕ, ăна çичĕ ют вăслатса янă çын пуль тесе те шутланăччĕ. Кайран вара вĕсем иккĕшĕ те çав тери туслашса кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ, акă, Аçтăрхан унсăрах тăрса юлчĕ.

Салтаксене пурне те вĕлерсе пĕтерчĕç. Пĕртен-пĕр салтакĕ çеç, тӳрех аллине çĕклесе, сывă юлчĕ. Укаслу вара ăна патька-патша патне илсе каяс терĕ, ăна Аçтăрхан аллине пачĕ.

 

Пĕр тарăн вар урлă каçнă чухне хыçалта сасартăк шавлани, унтан такам тискеррĕн ахлатни илтĕнсе кайрĕ. «Мĕн пулчĕ?» — тесе, Укаслу утне каялла çавăрчĕ.

Вар тĕпĕнче темиçе çын пер-пĕрне тĕрткелеççĕ. Укаслу, Тимофей -казакпа пĕрле, вĕсем патне çиçĕм пек сиктерсе çитрĕ.

— Хăшместер тыткăнри салтак пуçне касрĕ! — такам кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ.

Çерем çинче пуçне каснă салтак выртать. Ун çумĕнче, — юнлă хĕçне силлесе, хăшместĕр тăрать.

— Мĕскер туса хутăн эсĕ?! — вăрçма тăчĕ Укаслу. Хăшместĕр нимĕн те хуравламарĕ, пĕшкĕнче те хĕçне курăк çине сăтăрса тасатма тытăнчĕ.

— Тарма хăтланчĕ, — пуçне çӳлелле çĕклеме хăранăн, хăшместĕр вырăнне хуравларĕ Аçтăрхан.

Укаслу ăна та вăрçма хатĕрччĕ, çав вăхăтрах Тимофей-хусах ăна аллинчен тытрĕ:

— Ним те ан кала, — терĕ вăл шăппăн. — Вăл хăйшĕн тавăрнă...

«Кăралсăр çынна вĕлерни тавăрни пулать-и вара?» — тесшĕнччĕ Укаслу, анчах хăшместĕрпе Аçтăрхан çине тепре пăхса илчĕ те нимĕн те шарламарĕ. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр чĕлхеллĕ пулни паллахчĕ...

Çуталса килет. Хăйĕн пиншер çĕмренне çĕр çинелле тăкса, хĕвел пĕлĕтелле çĕкленет. Вăл çынсене, пĕтĕм чĕрĕ чуна пĕр-пĕрне юратма, туслă пулма чĕнет.

■ Страницăсем: 1 2