Кăвак çĕмрен :: Кашни çыннăн вилĕмĕ — пĕрре...
Хура вăрман хыçне вут хуракан
Пĕлмен-шим сар хăмăш пуррине?
Пире çуратакан атте-анне
Пĕлмен-шим самана йывăррине?
Эмине юрринчен.
Хăшместĕре паллама та çукчĕ. Тапăра вăл юн юхтарса, хырăмпа шуса çитрĕ. Пичĕ-куçĕ юнпа та пыльчăкпа вараланнă. Сăмси çук, ăна касса, тăпăлтарса илнĕ. Çамки çинче, тимĕрпе хĕртсе, юнлă хĕрес тунă.
Хăйне хупăрласа илнĕ çынсене тĕрте-тĕрте, мĕнпур юлнă вăйне пухса, ури çине тăчĕ те вăл урса кайнăн кăшкăрашма тытăнчĕ:
— Хĕç парăр мана! Хĕç!.. Тавăрмалла манăн! Пуриншĕн те тавăрмалла!
Ăна лăплантарма, мĕн пулса иртнине ыйтса пĕлме тăрăшрĕç. Анчах вăл нимĕн те каласа пама пултараймарĕ, кăшкăрашрĕ çеç:
— Ман вĕсене тавăрмалла!
Укаслăва та, Ишмука та, Атлая та, Тимофей-хусаха та палламарĕ вăл.
— Утсем çине! — юн сура-сура чĕнчĕ. — Ман хыççăн! Утсем çине!
Юлашкинчен хайхи сасартăках лăпланчĕ, тайăлса кайрĕ те хăй çумĕнчи Ишмукпа Атлай алли çине ӳкрĕ. Унăн паллама та çук улшăннă пичĕ çине икĕ тумлам куççулĕ кусса анчĕ.
— Ярăр, — терĕ хăйне тытса тăракансене, унтан çĕр çине ларчĕ те мĕн пулса иртнине каласа пама тытăнчĕ...
Хăшместĕр сăмахне итлесе пĕтернĕ хыççăн тепĕр самантран пĕтĕм çар ут çинчеччĕ.
Мĕн тумаллине никам та çур сăмахпа та каламарĕ. Çапах та пурте çав салтаксене часрах хуса çитес те тавăрас терĕç. Хăшместĕре тапăра хăварасшăнччĕ, анчах вăл юлма килĕшмерĕ, çур витре ытла сивĕ шыв ĕçрĕ те хăй патне çавăтса пынă ута утланчĕ... Юлташĕсем ăна çавăнтах питне çума пулăшрĕç, унтан суранĕсене çыхса ячĕç...
Салтаксене епле те пулин хуса çитес тесе, пĕр канми, çил пек, малалла та малалла васкатрĕ Укаслу хăй çарне:
— Акă вăл! — кăшкăрса ячĕ хăшместĕр сăрт урлă каçсан куç умне тухнă ял çине кăтартса. — Пире улпут çуртĕнче тертлентернĕччĕ!
Вăл утне çиçĕм пек малалла васкатрĕ.
Виççĕр çынлă çар улпут именнине тĕпĕртеттерсе пырса кĕчĕ... Анчах кунта никам та çукчĕ. Пур çĕрте те пуш-пушах. Салтаксем те, асаплантарса вĕлернĕ патька-патша çыннисем те курăнмарĕç.
Таçтан ял çыннисем персе çитрĕç, вĕсем пĕр-пĕрне пӳле-пӳлех салтаксем ĕнерех ялтан тухса кайнине каласа пама тытăнчĕç.
— Ăçталла? — кăшкăрсах ыйтрĕ хăшместĕр.
— Пĕлместпĕр. Пиртен тухăçалла кайрĕç.
— Ман юнташсем ăçта? Асаплантарса вĕлернĕ тусăмсем ăçта?
— Эпир вĕсене тирпейлесе пытартăмăр. Йĕркеллĕ, çын йĕркипе.
Çакăн хыççăнах пурте тĕрлĕ çĕре сапаланса кайса пĕтĕм таврана ухтарса тухма сĕнчĕç. Тен, салтаксем инçех кайса ĕлкĕреймен пуль?.. Вĕсем пурте тавăрушăн, салтаксене тытассишĕн çунчĕç.
Укаслу хăй те малтанласа çаплах шухăшларĕ, çарне виçĕ пая уйăрас терĕ. Анчах çавăнтах пуçне çĕнĕ шухăш пырса çапрĕ: çук, юрамасть, салтаксем, тен, çакна кăна кĕтеççĕ пулĕ. Уйрăммăн-уйрăммăн пĕтерсе тухма...
— Çук, эпир вĕсене пурте пĕрле шыратпăр! — тавлашакансен сассине хупласа каларĕ Укаслу.
— Тĕрĕс, полковник! — ырларĕ ку шухăша Тимофей-хусах. — Кун пек чухне хамăр вăя сапалама юрамасть...
Укаслу çарĕ кунĕпĕх тухăçалла васкарĕ, анчах ниçта та майра-патша салтакĕсен йĕрне тупаймарĕ. Çĕр айне анса кайнă пекех пулчĕç вĕсем.
— Эпир капла ахаль те государь-император çарĕнчен ытла аякка татăлса кайрăмăр, — терĕ Укаслăва Тимофей-хусах. — Тен, каялла таврăнмалла мар-ши? Салтаксем пире, илĕртсе, хăйсен тĕп вăйĕсем патне илсе ан тухчăр...
Хĕр-полковник вара, тавăруне пусараймарĕ пулсассăн та, каялла çаврăнма шутларĕ.
Часах утлă çар анăçалла, хăйсем килнĕ еннелле çаврăнчĕ.
Хĕрлĕ юн пек хĕрлĕ хĕвел вăрман хыçĕнчи çутă çамкаллă сăрт тӳпине ларса канчĕ те çывăрма кайрĕ.
Хура кайăк пек сĕм каç анса ларчĕ.
Укаслу хăй çарне вăрман хĕррине тапăра тăма хушрĕ.
Кунĕпе ут çинче пулнă çарçыннисем самаях ĕшеннĕ. Çавăнпа хĕр-полковник темиçе çынна хурала тăратрĕ те ыттисене пурне те канма хушрĕ. Ыран — каллех йывăр çул. Кунĕпе ут çинче пулмалла.
Хурала юлнисен хушшинче Ишмук та пулчĕ. Унпа пĕрле — тепĕр икĕ çамрăк. Маттурскерсем, Ишмук вĕсене лайăх пĕлет, Кĕтне тăрăхĕнчен...
Хуралтисем пĕрле пуçтарăнчĕç те васан хĕрринчи ватă юман айне кăвайт чĕртрĕç, чаппанĕсене курăк çине сарса хучĕç, урасене тутарла хуçлатса ларчĕç, калаçу пуçларĕç.
Малтанласа калаçу салтаксем çинчен пычĕ. Пурте вĕсен тискерлĕхĕнчен тĕлĕнчĕç, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ тусĕсене шеллерĕç. Анчах ку калаçу хурлăхлă. Ишмук вара калаçăва урăх енне пăрас, пĕрле çĕр çĕрлемелли юлташĕсене кăштах уçăлтарас тесе хăй çинчен каласа пама шутларĕ. Анчах хальхинче малтанласа унăн халлапĕсене те илтмен пекех пулчĕç юлташĕсем. Ахăртнех, малтанхи калаçăва манаймарĕç пулас. Çапах та Ишмук хăй ăсталăхне шанчĕ, халлап хыççăн халлап каларĕ.
— Пĕррехинче эпĕ пуян патне тарçа кĕтĕм, — терĕ вăл. — Пĕлетĕр-и, ман хуçа калама çук хытă иккен. Леш хĕлле юр ыйтсан юр памасть текенни пекки. Мана вăл кунне пĕрре кăна çитеретчĕ. Ытти чухне вара эпĕ выçах çӳреттĕм.
Çапла пĕр ирхиие картишне тухрăм та, тунката çине ларса, хуйхăрма тытăнтăм. Мĕн тумалла? Мĕнле пурăнмалла? Сасартăк автан сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Ку-ку-ре-ку-у-у!
Шăпах çав вăхăтра тата хуçа пӳртрен тухрĕ. Эпĕ ăна куртăм та автана хăвалама тытăнтăм.
— Кăш! — тетĕп. — Мĕн эс маншăн пăлханан? Ман хырăм пĕрре те выçман. Хĕвел те тин çеç тухнă-ха. Эс, ав, апат çиме вăхăт, тесе çухăратăн...
Çакна илтсессĕн хуçа тĕлĕнсех кайрĕ. Ман çине куç айĕн пăхса илчĕ те çав кунран пуçласа вара талăкра виçĕ хутчен çитерме тытăнчĕ.
— Намăс мĕнне пĕлекен хуçа пулнă-ха сан çапах, — терĕ хуралтисенчен пĕри, шăчă пек вăрăмскер, калаçăва хутшăнса.
— Чим, Ишмук, санăн хуçусем пурте çăткăн та усал пулнă текине илтсеччĕ эпĕ, — сăмах хушрĕ тепĕр хуралçă та, лутака та сарлака хулçурăмлăскер. — Эсĕ вĕсене пурне те чике тăршшĕ лартнă теççĕ. Тĕрĕс-и?
— Тĕрĕс, — килĕшрĕ Ишмук.
Ку хуçуна вара çапах та тивмерĕн пуль.
— Çук, тивмерĕм.
— Хăвна талăкра виçĕ хутчен çитерме тытăннăшăн тивмерĕн-и?
— Уншăн çеç мар. Вăл кайран йăлт çука юлчĕ. Ман пекех.
Хуралçăсем кулса ячĕç.
— Пуп патĕнче ĕçлесе курнă-и эсĕ? — пĕлесшĕн пулчĕ тăрнаккаййи.
— Курнă пулмасăр, — хавхалана пуçларĕ Ишмук. Ыйтусем панине юратать вăл. — Акă, итлĕр-ха, этьсемри, каласа кăтартам сире. Пĕр пачăшкă патне тарçа кĕтĕм. Пачăшки вара... сăмахпа каласа кăтартма çук хытă, чее, çитменнине тата вăрттăн чее... Малтанхи кунах вăл мана тин кăна кăмакаран кăларнă çавра çăкăр тыттарчĕ те:
— Çи, — терĕ. — Анчах асту, çăкăра пуçлани ан курăнтăр. «Мĕн тумалла-ха, — шухăша путрăм эпĕ. — Пуçламасăр мĕнле çимелле ку çăкăра». Хайхи шухăш пычĕ-çапрĕ пуçа. Çĕçĕ илтĕм те çăкăра çурмаран касрăм. Çемçине кăларса йăлтах çисе ятăм. Хуппине вара каллех çыпăçтарса лартрăм. Çăкăрне те пуçламан, эпĕ те тутă.
Савăнсах кайрĕ пачăшкă.
— Матушка, — тет, — кур-ха, кур. Пирĕн тарçăн хырăмĕ тутă. Çăкăра пуçламан пулсан та...
— Апла вăл пирĕн патрах юлтăр, — терĕ пуп майри. — Ун пек тарçăпа пурăнма пулать. Çука хăвармасть вăл.
Ман унта пупа çука хăварасси мар-ха, хам тутă пурăнасси.
Престул праçникĕ пуçланчĕ. Чиркӳ хуралçи пуп патне уçă илме килчĕ. Çакна асăрхăрăм эпĕ. Хуралçи чиркӳ чанне çапнă вăхăтра алтарь айне кĕтĕм-лартăм. Кĕтетĕп хайхи мĕн пуласса. Пуп кĕчĕ те, алтарь çине тăрса, кĕлĕ вулама тытăнчĕ;
— Хаспати, каçар пире...
— Çук, нимле каçару та пулмасть, — тетĕп эпĕ алтарь айĕнчен. — Тарçуна выçă усратăн...
Пуп хăраса ӳкрĕ, çапах та, сассине чĕтрете-чĕтрете кĕллине малалла вулать: — Турă, парсам...
— Хăлха чикки памалла сана... Тарçуна выçă усратăн! — тетĕп алтарь айĕнчен.
Пуп хăранипе кăвакарсах кайрĕ, аран-аран кĕлĕ пĕтерчĕ те килнелле чашлаттарчĕ.
Эпĕ те, пытана-пытана, ун хыççăнах персе çитрĕм.
— Матушка, петрĕмĕр, — тет хайхи пуп майрине. — Эпир тарçа çитермесĕр усранине турă пĕлнĕ. Мана хăлха чикки памалла, тет...
— Эх, апла ним тума та çук... Тарçа хамăрпа пĕрлех сĕтел хушшине лартмалла пуль çав, — кулянса кайрĕ пуп майри.
Çакăн хыççăн вара вĕсем мана чиперех çитерме тытăнчĕç.
— Тем, паян санăн хуçусем пурте намăса пĕлекенскерсем пулчĕç, — йĕкĕлтеме пăхрĕ тăрнаккай хуралçă.
— Тĕрлĕрен хуçа пулнă ман, — аптăраса ӳкмерĕ Ишмук. — Акă, итлĕр-ха, малалла мĕн пулчĕ вара. Пачăшкăна эпĕ çапах та каçармарăм. Хама çапла выçă тертлентернĕшĕн чăваш пек, çĕр ĕçлекен пек тавăрма шутларăм.
Пурăнатпăр ĕнтĕ çапла. Пупăн вутти пĕтрĕ.
— Кай вăрмана, турттарса кил вутă-шанкă, — хушать çакскер мана.
Тепĕр кун эпĕ лаша кӳлтĕм те вăрмана тухса кайрăм. Пуп лаши тутă, мăнтăр, ташласа кăна пырать... Вăрмана çитеттĕм ĕнтĕ — мана хирĕç пĕр сутăç лавпа килет. Лаши вара... тирĕ кăна, аран утать.
— Атя, лашасене улăштарар, — тетĕп сутăçа.
— Атя, — килĕшет ку. — Çийĕнчен мĕн чухлĕ укçа паратăн?
— Укçине сан памалла, — тетĕп. — Çĕр тенкĕ. Кур, ман лаша епле маттур.
Килĕшрĕ ку. Улăштартăмăр лашасене. Вăл панă укçана кĕсьене чикрĕм те сутăç лашипе вăрманалла кĕрсе кайрăм. Часах хайхи вутă тиесе каялла килме тухрăм. Шурлăх урлă каçмалла. Ман ырханкка лаша пĕрре, иккĕ ярса пусрĕ те... чакса ларчĕ. Ни малалла, ни каялла... Тарăхтарсах ячĕ çакă мана. Туртса çапрăм хайхи лашана... Пăнкăлт! туса йăванса кайрĕ янавар... Мĕн тумалла халь? Лăшана туртса кăлартăм та тĕм хыçне пытартăм, хӳрине, пуçне касса, лачакана, турта хушшине чиксе хутăм. Вара тӳрех пуп патне чавтартăм.
— Пачăшкă-атте — тетĕп, — лаша шурлăхра путма тытăнчĕ. Хӳрипе хăлхи кăна курăнаççĕ...
Тухса вĕçтерчĕ çил пек ман пуп шурлăхалла. Эпĕ те ун хыççăн ыткăнтăм. Çитрĕмĕр те лашан ик хăлхинчен туртма тытăнтăмăр. Пуçĕ тапса тухрĕ — лаши хăй çук: Хӳринчен ярса тытрăмăр. Каллех инкек: хӳри талпăнса тухрĕ, лаши çук. «Шурлăха анса кайрех иккен, — тет пуп. — Юлтăм лашасăр».
— Тавăртăн апла! — кулса ячĕ тăрнаккай хуралçă.
— Тавăртăм...
— Юмах çапма юратан вара эсĕ, — терĕ тепĕр хуралçи. — Темĕн те шутласа тупатăн.
— Хăвăн кăмăлу, — йăл-йăл кулчĕ Ишмук, — ĕненен-тĕк ĕнен, ĕнемесен — ан ĕнен. Çапах мĕн пулнине йăлтах итлесе пĕтер-ха ак. Пачăшкă ман çĕнĕ лаша илес терĕ. Ăйăр. Ташласа кăна тăраканни. Ялта мар, хулана кайса илес терĕ. Мана мĕн... хуçа мĕн хушать, çавна тумалла. Кайрăм хуçапа пĕрле. Анчах кайнă кунах хулана çитеймерĕмĕр, хваттере кĕмелле пулчĕ.
Ирхине хайхи вăрантăм та курах кайрăм: пачăшкăпа юнашар пăру выртать.
— Пачăшкă, пачăшкă, — тетĕп, — итле-ха, çĕрле пăрланă мар-и эсĕ?
Вăранчĕ пуп. Пĕрре ман çине, тепре пăру çине пăхать.
— Мĕн лăпăртатан? — чашкăрать. — Этем епле пăрлатăр!
— Этем те пăрлама пултарать, — тетĕп. — Ун пеккине çеç мар курнă эпĕ. Хуçана калам-ха, пăруне хамăрпа пĕрле илетпĕр.
— Хуп çăварна! — хăраса тархаслама тытăнчĕ пуп. — Ан шавла!
— Ма? — тĕлĕнсе ыйтатăп эпĕ. — Сан пăрăву, ним хăрамалли те çук.
— Ан кăшкăр-ха! — тархаслать пуп: — Çынсем илтсен мĕн калĕç? Кулса вилĕç!
— Чăнах та, — килĕшрĕм хайхине, — аван мар ку япала. Эпĕ — ухмах, архерее каласа кăтартас тенĕччĕ.
— Тархасшăн никама та ан кала. Ĕçрен хуса кăларĕç атту.
— Кăларĕçин! Мана мĕнех!
— Укçа паратăп! Çĕр тенкĕ! — терĕ те хайхискер ман кĕсьене хăй енчĕкне чиксе хучĕ. Итлекенсем кулса ячĕç.
— Тупнă та вара эс хăв валли хуçа, — терĕ лутаки.
— Мĕнех, ара, пуп-тăк — пуп ĕнтĕ, — ăнлантарма тытăнчĕ Ишмук, — ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть.
Чылайччен кулчĕç, унтан лăпланчĕç. Сăмах пине çитрĕ пулмалла. Кашни хăйĕн чунне мĕн ыраттарать, çавăн пирки шухăшлама тытăнчĕç.
— Хăçан пĕтĕ-ши ку вăрçă? — терĕ сасартăк тăрнаккай хуралçă. — Иăлăхтарса çитерчĕ ĕнтĕ.
— Вăрçă хăçан пĕтессине патька-патша кăна пĕлет, — хуравларĕ Ишмук.
— Çĕнтерӳ кунне пурăнса çитесчĕ. Вилес марччĕ-ха.
— Кун пек калаçма тытăнсан вилесси те инçе мар — ăс вĕрентнĕн каларĕ Ишмук. — Эс, тусăм, вилĕм пирки ан шухăшла.
— Вăрçа кĕнĕ чухне те-и?
— Ун чухне те çав.
— Апла калан та çав... Вăрçăра камăн та пулин вилмеллех вĕт-ха. Вилме çырни эп пулсассăн?
— Эс, ачамкка, темĕскер, пит хăравçă пулас, — калаçăва хутшăнчĕ виççĕмĕш хуралçă.
— Хăрама кирлĕ мар, — терĕ Ишмук. — Халăх каларăшне пĕлетĕр пуль: хăравçа ăна тунката та тăшманăн туйăнать, паттăра патша та пуканен туйăнать...
— Эс хăв кăштах та пулин хăратăн-и? — ыйтрĕ тăрнаккаййи. — Е нимрен те шикленместĕн-и?
— Мĕнле калас, — аптăранă пек пулчĕ Ишмук, — хама мухтас — каппайчăк тейĕç. Хама хурлас та килмест. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ пăхма кăтик этем, анчах çапăçăва кĕрсен вара арăслан пек урса каятăп. Мана хĕç те, пуля та, тупă йĕтри те хăратмасть. Пĕртен-пĕр штыкран çеç шикленетĕп эпĕ. Хăш-пĕр чухне çапла тăшман штыкĕ ӳте шăтарса кĕме пултарасси пирки шухăшлатăп та... шалтăрах халтан каятăп. Вăт, мĕн калассине каларăм. Халь ĕнтĕ хăвăр тӳре пулăр: хăравçă-и, çук-и эпĕ...
— Кашни çыннăн хăй мыскари, — ывăннăн сăмах хушрĕ лутака хуралçă.
Каллех шăпланчĕç. Кăвайт хуллен сӳнсе пычĕ. Часах çутăлмалла ĕнтĕ. Ишмук юлташĕсене пăхса çаврăнчĕ. Иккĕшĕ те, юлашки вăйне пухса, тĕлĕрсе каяс марччĕ тесе тăрăшаççĕ. Уйрăмах лешĕ, тăрнаккаййи, аптăранă, унăн пуçĕ тăнк! çĕрелле усăнать.
— Этьсемри! — чĕнчĕ Ишмук.
— Мĕн? — шарт сиксе вăранчĕ тăрнаккаййи, ури çине сиксе тăчĕ. — Тăшмансем-и?!
— Мĕнле тăшмансем! — кулса ячĕ Ишмук. — Кунта çĕр çухрăмра та пĕр тăшман çук.
— Тĕлĕрсе илмелле те çав кăштах! — çăварне кара-кара каларĕ тăрнаккаййи.
— Чăнах та, сĕнк пулса илĕр эсир, — килĕшрĕ унпа Ишмук. — Иксĕр те. Эпĕ хураллăп.
— Çук, хуралта çывăрма юрамасть, — килĕшмерĕ лутаки.
— Эсир нумай мар, кăшт çеç тĕлĕрсе илĕр, — тăван пиччĕш пек, чунтан шеллесе, ырăпа курса, каларĕ вĕсене Ишмук. — Вăй пухмалăх. Эпĕ сире часах вăратăп.
Ишмук хăй аптрамасть, ун пек-кун пеке хăй ĕмĕрĕнче пайтах курнă ĕнтĕ вăл. Мĕн каласси пур, пурнăçĕ çăмăл пулман унăн. Чĕлхи кăна çаптарать, чылай чухне хăй ĕмĕрĕ пирки шутласа çунса тухать те çав вăл... Анчах ăна никама кăтартмасть. Хăнăхнă ĕнтĕ вăл хăй хуйхине сăмах купи айне тума. Пĕчĕклех тăлăха юлчĕ, çынсем патĕнче тертленсе пурăнчĕ. Тарçă вăл çын ури айĕнчи çӳп. Кам таптас тет, таптать, кам кулас тет, кулать унран. Чечек пек хуçа хĕрĕ пурччĕ. Ухмах! Куç курми тармалла пулнă та çав унăн хуçа хĕрĕнчен! Анчах чĕрене хушаймастăн. Хăй камне манса кайсах, юратăвĕ çинчен каларĕ каччă. Çуркуннеччĕ ун чухне, шăпчăксем юрлатчĕç... «Çапкаланчăк! Çĕтĕк-çурăк!» — çак сăмахсем пырса çапрĕç ун пуçне çав каçхине. Чечек пек хĕр çĕлен пек тăшман пулса тăчĕ... Çук ĕнтĕ унтанпа канăç Ишмук чĕринче...
— Канса илĕр, канса илĕр! — сĕнчĕ Ишмук юлташĕсене. — Таврара лăпкă халь. Ним шухăшламалли те çук.
— Кăштах тесен... юрать пуль, — терĕ тăрнаккаййи, çывăрас килнипе хупăнакан куçне ал тупанĕпе сăтăркаласа. — Анчах асту, Ишмук, чĕрĕмлĕх çеç хупса илер. Тӳрех вăрат, — килĕшрĕ унпа лутаки те.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...