Кăвак çĕмрен :: Чăваш уявĕ — Акатуй


— Уху-ху-ху-ху-у!

Кашкăр кĕтĕвĕн пуçлăхĕ, çак сасса çеç кĕтнĕн, йывăррăн ури çине çĕкленчĕ, уласа ячĕ те... Вăйсăррăн çеç сикейрĕ вăл, сывлăшра чухнех ăна иккĕмĕш çĕмрен пырса çапрĕ те çĕре ӳкерчĕ. Укаслу ун сасси тепре илтĕнессе кĕтсе тăчĕ, анчах кашкăр хускалмарĕ те.

Кĕтӳ пуçлăхĕ вилнĕ хыççăн ытти кашкăрсем тарса кайрĕç. Укаслу çавăнтах хыçалтан тапăннă кашкăр çыртнă ачасем патне ыткăнчĕ. Иккĕмĕшĕн суранĕ çукпа пĕрех, анчах пĕрремĕшне кашкăр аллинчен хытах çыртнă иккен: асав шăлĕн йĕрĕнчен юн шарласа юхать. Укаслу ун аллине тутăрĕпе çыхса ячĕ. Вара хайскер, уксах ачана чĕнес тесе, хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Лешĕ çĕрте ларать.

— Мĕи пулчĕ сана? — ыйтрĕ хĕрача. Уксах ача чĕнмерĕ.

— Ма чĕнместĕн тата?

Вара тин асăрхарĕ Укаслу, унăн куçĕ хупă иккен. Вăл тăнран кайнă пекех: сăмах чĕнме те, хускалма та пултараймасть... Ара, мĕн пур çапăçăва вăл ертсе пычĕ. Вăл пулман пулсан...

— Палларăм ăна эпĕ! — терĕ уксахскер майĕпен. — Палларăм. Хăрахкуç! Унран пур сунарçăсем те хăраççĕ. Çавă ĕнтĕ иртнĕ кĕркунне юнашар ялти сунарçа вĕлернĕ. Эпĕ ăна икĕ хӳтчен курнăччĕ, аталăхпа чухне...

Çавăн чухне çеç Укаслу çак ача мĕншĕн хыçалтан тапăнса килекен кашкăрсем еннелле çаврăнманнине ăнланчĕ. Вăл çак кашкăрсенчен чи хăрушши хăшĕ иккенне тӳрех туйса илнĕ иккен. Унăн пĕтĕм чун хавалĕ çак кашкăрпа хире-хирĕç тăрса çапăçма хатĕрленнĕ, мĕншĕн тесен вăл лайăх пĕлнĕ: Хăрахкуçа вĕлермесен, Хăрахкуç хăй вĕсене вĕлерет. Халĕ, Хăрахкуçа вĕлернĕ хыççăн, вăл лĕнчĕрех кайнă та чутах тăнсăр пулман.

Çавăн хыççăн Укаслу çав ачапа питĕ туслашса кайрĕ. Унăн ячĕ Пинерччĕ.

Пинерĕн хăюллăхĕ, тавçăруллăхĕ хĕрачана питĕ тĕлĕнтеретчĕ. Вăл унран хăпа та пĕлмерĕ.

— Ухăпа пеме вĕрент-ха мана та, Пинер, — терĕ пĕррехинче Укаслу.

— Юрĕ, — килĕшрĕ вăл. Хăй питĕ ăста пеме пĕлекенскер, Укаслăва та чăннипех самай лайăх пеме вĕрентрĕ.

Укаслу çав каçхине кашкăрсемпе çапăçнине час-часах аса илетчĕ. Акă, хыçалтан кашкăр тапăнать, пĕр ача ăна хирĕç анкарпа тухать, анчах тĕл çапаймасть.« Мĕнле-ха тĕл çапаймарĕ вăл? — тетчĕ Укаслу. — Анкар çĕмрен мар, ăна алăра тытан, ăçталла çапас тетĕн, унталла çапан». Аптăранă тенĕ пек Укаслу, аслашшĕн анкарне тытса пăхрĕ, çук, тĕл çапма çăмăлах мар иккен. Вара Укаслу Пинерпе калаçса пăхрĕ.

— Аталăх калатчĕ, — ăнлантарчĕ Пинер, — анкар тытнă çыннăн куçĕ тĕкĕрçĕнни пекех çивчĕ, алли вăйлă, чĕри паттăр пулмалла, тетчĕ.

Вара вăл хĕрачана анкара епле тытмаллине кăтартрĕ:

— Куратăн-и, Укаслу, — терĕ, — сан çине çӳлтен тапăнаççĕ пулсан, анкара çапла икĕ меслетпе тытма пулать: пуç пӳрне çӳлте, ун чухне пӳрнесен вăйĕ пулни кирлĕ, е кача пӳрне анкар питлĕхĕ çинче, ун чухне алă сулăмĕ вăйлă пулни кирлĕ.

Укаслу ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ:

— Манăн та сан пекех анкар тытма вĕренесчĕ, — терĕ вăл.

— Вĕрентĕп, — сăмах пачĕ Пинер. Ун чухнех вăл Укаслăва кăмăллатчĕ, вăл каланине итлетчĕ. Халĕ Укаслушăн пĕтĕм тĕнчипе те унран лайăх çын çук. Уксахлать пулсассăн та.

Тепĕр ача, леш хайхи, кашкăр туллани... Ун аллине Укаслу хăй тутăрĕпе çыхса янăччĕ. Лайăхскерччĕ. Кайран куштансемпе çыхланса кайрĕ çав...

Арçын ачасемпе пĕрле выртмана çӳрени ним тĕлли-паллисĕр пулмарĕ Укаслушăн. Вăл арçын ачасенчен кая мар хĕç тытма вĕренчĕ. Хурăнташĕсем патĕнче пурăннă чухне йывăр ĕç ĕçлени ӳт-пӳне, алли-урине вăй-хал пачĕ, пиçĕхтерчĕ.

«Эй-тур мĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ ĕнтĕ эпĕ выртмана пăрахнăранпа, — шухăшларĕ Укаслу — кайран вара мана каларĕç: — эсĕ халь пысăк ĕнтĕ, арçын ачасемпе пĕрле çӳреме намăс, терĕç. Ахăртнех, çапла пулмалла та пуль çав. Пӳлĕхçĕ кашнине мĕн кирлине пĕлсе парать — пĕрне арçын тăвать, теприне — хĕрупраç».

Сасартăк вăл аслашшĕн вилес умĕнхи сăмахне аса илчĕ: «Эсĕ те пулин ывăл мар-çке... Кам тавăрĕ пирĕншĕн?.. Кам? Кам? Ылхан çав Хунчар йăхне! Пĕтĕм йăхне! Ылхан! Эй, аслă турă, эй, пурне те куракан Танкăр, эсĕ пурне те илтетĕн, пурне те пĕлетĕн, çитер çав ирсĕр йăх пуçне ман ылхана!»

«Эс те пулин ывăл мар-çке...» — шухăша кайрĕ Укаслу. Аслашшĕн çак сăмахĕсене вăл час-часах аса илет. Ĕлĕкрех, арçын ачасемпе выртмана çӳренĕ чухне, вĕсемпе пĕрле юланутпа ăмăртса чуптарнă чухне вăл çак сăмахсене аса илетчĕ те хăйне арçын ача пекех туятчĕ. Темиçе хутчен те вăл ӳссе çитсен Хунчарсене епле тавăрнине хăй куçĕпе хăй курнăнах пулнăччĕ. Çулсем иртрĕç. Аслашшĕ сăмахне аса илетчĕ те Укаслу хăйне хăй çапла калатчĕ: «Вĕсенчен хăшне те пулин вĕлерсен кайран мĕн тăвăп-ха эпĕ? Ăçта тарса кайăп? Ăçта пурăнăп? Вăрă-хурах пулса-и?» Çапла шухăшласа пăхатчĕ те тавăруçă пулмашкăн хĕрупраçа питĕ йывăррине ăнланса илетчĕ.

Кайран, хурăнташĕ патĕнчен хăй килне пурăнма килсессĕн, пĕр-пĕччен чухне те аслашшĕн сăмахне яланах аса илетчĕ. Каярахпа манăçнă пек те пулнăччĕ, анчах, акă, çав Укапи карчăк килсе кайнăранпа каллех аса илекен пулчĕ. Пинерпе Киремет карти патĕнче тĕл пулнă хыççăн çеç вăл хăйĕнче вăй пур пек туя пуçларĕ, аслашшĕн сăмахне урăхларах ăнланупа аса илме тытăнчĕ.

«Турă пулăшĕ-ха, — шухăшларĕ вăл, — Пинерпе иксĕмĕр кунта пĕрле таврăнăпăр та Хунчар йăхне пĕтĕмпех тавăрăпăр».

Юлашки каç ĕнтĕ. Часах вĕсем патька-патша патĕнче пулаççĕ.

Паян вăл Кĕлсулттан кинемейпе те сывпуллашрĕ. Кăшт вăтанарах çапла каларĕ:

— Эпĕ ĕнтĕ сан патна, кинемей, текех килсе çӳреймĕп. Сан ĕнӳ валли хĕл каçмалăх утă пулчĕ, — терĕ. — Усалпа ан асăн, Кĕлсулттан кинемей.

— Ма апла калаçан? — мăкăртатрĕ карчăк. — Ырăпа асăнăп. Эпле эпĕ сана хăçан та пулин усал суннă-и? Çук-иç. Усалпа асăннă пулсан эсĕ те утă çулма килмен пулăттăн. — Карчамас сасси кăшт ăшшăнрах илтĕнчĕ. — Эсĕ, хĕрĕм, манса ан кай мана. Килкелесех тăр. Енчен те пĕччен пурăнма йывăр пулсан, ман пата кил. Пĕрле пурăнăпăр. Эпĕ сана кӳрентермĕп. Эпĕ хӳтĕленине пĕлсен, сана çынсем те кӳрентерме хăрĕç. Ăнлантăн-и?

«Ырă çын-çке çак карчамас, — хăй ăшĕнче шухăшласа илчĕ Укаслу. — Çынсем çурăм хыçĕнче ун çинчен тем те калаçаççĕ.

Тĕрĕссипе вăл маншăн ялти çынсенчен пуринчен те лайăхрах.

Пинера шутламасан ĕнтĕ.

Çак шухăша пуç тавра турĕ те Укаслу пӳртне кĕме шухăшларĕ.

Сасартăк кӳршĕре ура сасси илтĕнчĕ. Укаслу сасă илтĕннĕ еннеле пăхрĕ, анчах никама та кураймарĕ. «Ара, Пинер те килсе çитмелле ĕнтĕ, — шухăшласа илчĕ вăл. — Тем инкек сиксе тухмасан юрĕччĕ тата».

Çав вăхăтра сасартăк ун патне тĕттĕмрен иккĕн сиксе тухрĕç. Ăна тимĕр пек хытă аллисемпе çатăрласа тытрĕç.

— Ах, ярăр! — кăшкăра пуçларĕ хĕр хăйне çав çынсем мĕншĕн çапла çатăрласа тытнине ăнлансах та çитеймесĕр. — Ярăр, тенĕ сире!

Анчах çав тимĕр пек алăсемех ун çăварне темĕнле йĕпе пусма татăкĕ пĕтĕрсе чикрĕç те ăна тăкăрлăкпа юханшыв еннелле сĕтĕрсе кайрĕç.

 

Пинер хăй урхамахне йĕнерлерĕ те, çул çине мĕн кирлине илсе, хуллен ашшĕ анкарти хыçĕпе Турикас еннелле тухрĕ. Учĕ унăн вĕçĕмсĕр малалла васкарĕ, вăл ăна ытлашши сасă ан пултăр тесе, май çитнĕ таран чарса пыма тăрăшрĕ. Турикаса çитес умĕн мăчавар ачи сасартăк хăй еннелле утсем сиккипе килнине илтсех кайрĕ.

«Савантер хыçран хăвалаттармасть пулĕ те?» — шухăш пырса кĕчĕ Пинер пуçне, вара вăл утне сулахайра ӳсекен йăмрасен хӳттинелле пăрчĕ. Кунта ăна никам та кураймасть. Часах иккĕн Турикасран тăкăрлăка сиктерсе тухрĕç. Уйăх çути самаях çутă, çавăнпа Пинер вĕсенчен пĕрин, малта пыраканнин, учĕ çине такама хунине лайăхах курчĕ.

— Тӳрех шыварманĕ тĕлнелле тухар! — кăшкăрса каларĕ малта пыраканни хăй юлташне.

«Мĕн пулса иртет-ха кунта? — тĕлĕнсе шухăшларĕ каччă. — Пĕр-пăр хĕре вăрласа каяççĕ пулать-и?».

Вăл ут çине çавăрса çапни çын пулнине асăрхама ĕлкĕрчĕ. Мĕскĕнĕн пуçĕ Пинер енчеччĕ, унăн çӳçĕ вара элем пек сапаланса кайнă. Каччă чĕри сасартăк тем усала сиссе сиксе тапма тытăнчĕ. Ырра-и, усала-и ку — вăл ăна пĕлеймерĕ-ха. Усал çынсем иртсе кайсанах Пинер, хăйне хăй те ăнлансах пĕтереймесĕр, часрах утне Укаслу çурчĕ еннелле васкатрĕ.

Кунта тĕлĕнмелле шăплăх тăрать.

Пинер утне çурт умĕнче хăварчĕ те, вĕрлĕк хапха урлă сиксе каçса, часрах пӳрт алăкне уçма тăчĕ. Алăк уçăлмарĕ, ăна шалтан питĕрнĕ. Каччă шаккаса пăхрĕ, анчах ăна никам та сас паракан пулмарĕ. Вăл вара алăка пур вăйĕпе пырса тĕкрĕ те хыттăн кăшкăрса ячĕ:

— Укаслу!

Ăна хирĕç никам та чĕнекен пулмарĕ.

Пинер халь ĕнтĕ хăиĕн чĕри сиксе тапма тытăнни ахаль пулманнине ăнланса илчĕ: тем тесен те леш усалсем Укаслăва вăрласа каякансем пулчĕç пулмалла. Çапла шухăшларĕ те вăл учĕ патне чупса тухрĕ. Пĕшкĕнсе пăхрĕ те ку тухья иккенне асăрхарĕ. Пинер ăна тӳрех палласа илчĕ: ку — Укаслу тухьи.

Халь ĕнтĕ нимĕн иккĕленсе тăмалли те çук, кунта мĕнле тискер ĕç пулса иртни паллă. Пинер вара учĕ патне чупса пычĕ те ăна сиксе утланчĕ. Çилхăван ут çăвăнтах Савантерĕн нумаях пулмасть татса кайнă çывăхри шыварманĕ патнелле тапса сикрĕ.

Пинер инкеке лекнĕ Укаслăва çăлас тенисĕр пуçне урăх нимĕн те шухăшлама пĕлеймерĕ. Хĕре кам вăрласа кайни те, мĕншĕн шыварманĕ еннелле илсе кайни те ăна халĕ пĕрре те интереслентермерĕ.

 

Хăйĕн ашшĕ Укаслăва Шыврине парне пама шухăшланине Шăхаль кĕçĕр каçпа кăна пĕлчĕ. Нимĕн тума аптранипе вара вăл тӳрех Карлай тусĕ патне чупса кайрĕ.

— Пирĕн ăна епле пулсан та çăлмаллах! — хĕрӳленсе ăнлантарма тытăнчĕ вăл тусне. — Вăл çапла вилес-тĕк эпĕ те çĕр çинче текех пурăнассăм çук!

— Пит çăлассу килсен, атя, кай, çăл! — ик аллине ик еннелле ярса нимĕн пулман пекех каларĕ Карлай. Вăл çапла хăш-пĕр чухне ухмахланма юратать вара.

— Эп пĕччен çăлаймастăп ăна, — хурлăхлăн каларĕ Шăхаль. — Карлай, пулăшсам мана Укаслăва çăлма.

— Хе, меншĕн ман ку ĕçе хутшăнмалла. Кайран сан аçу вара Укаслу вырăнне мана хама пĕве кутне пăрахтăр тесе-и? Çук, ку ĕçре эпĕ сана пулăшма пултараймастăп, — каллех ик аллине ик еннелле сарчĕ Карлай.

Вăл хальхинче чăнласах та хăй ку ĕçе хутшăнасшăн маррине каларĕ пек.

— Эс çапла паян ик аллуна ик еннелле сарса тăма пултараймастăн! — сасартăк кăшкăрса ячĕ Шăхаль. — Ăнлантăн-и? Паян, тен, ман пĕтĕм пурнăç улшăнма пултарать пулĕ. Укаслу вилсессĕн эпĕ те унпа пĕрле çĕре кĕретĕп!

— Ха, эсĕ çĕре кĕрес терĕн пулсан вара эпĕ сана та чарса тăмастăп, — паçăрхи пекех калаçрĕ Карлай, вара хуллен путмар çине кайса ларчĕ.

Ыйтнипе кăна нимĕн те ĕç тухманнине хальхинче вара Шăхаль питĕ лайăх ăнланчĕ.

— Ак çакă пулăшаймасть-и мана? — терĕ вара вăл, кĕсйинчен туп-тулли укçа тултарнă пĕчĕк енчĕк туртса кăларса. — Ак епле янăраççĕ унти теттесем! Таçта çитиех илтĕнеççĕ. — Савантер ачи енчĕкне пĕрре-иккĕ çӳлелле ывăта-ывăта илчĕ.

Карлай куçĕ хайхи вут пек çунма тытăнчĕ. Вăл ури çине сиксе тăчĕ те укçа енчĕкĕнчен куçне пăраймасăр:

— Юрĕ, сана юратнипе кăна ку ĕçе хутшăнатăп ĕнтĕ, мĕн тесессĕн те эпир санпа чи çывăх туссем, — терĕ.

— Тĕрĕс. Эппин ку сана кирлĕ ĕçре пулăшаканĕ пултăр, тыт, акă! — терĕ те Шăхаль тусĕ тенĕскере укçа енчĕкне ывăтса пачĕ.

Карлай самантрах урăх çын пулса тăчĕ. Вăл укçа енчĕкне ик аллипе çатăрласа тытрĕ те часрах хĕвĕнчи кĕсйине чиксе хучĕ.

— Чи малтан пирĕн икĕ маттур ут-урхамах йĕнерлес пулать, — терĕ вăл çавăнтах. — Унтан халех шухăшла: Укаслăва çăлнă хыççăн эпир ăçта тарса кайма пултаратпăр. Пĕр вăхăта сирĕн унпа никам курман-илтмен çĕрте пытанса пурăнмалла пулать. Паллах, халĕ ĕнтĕ вăл сан арăму çеç мар, уру тупанне те çуллама хатĕр пулать. Чĕр вилĕмрен çăлакан çынна та юратмасассăн вара...

 

Пинер урхамахне çӳллĕ хăва тĕммисем хушшине хăварчĕ те, йăпшăнса, çырма хĕрринелле кайрĕ. Вăл шăп та лăп Савантер çыннисем çĕнĕ пĕве пĕвелесе лартнă çĕре пырса тухрĕ.

Арман патĕнче — пилĕк-ултă çын.

Пинер вĕсен патне çывăхах шуса пычĕ те уйăх çутинче курах кайрĕ: çыран хĕрринче çыхса пăрахнă хĕр выртать. Ахăртнех, вăл тăнран кайнă пулас, хускалмасть те.

«Мĕн тума шухăшлаççĕ-ха унпа! — ним ăнлансах та пĕтереймерĕ Пинер. — Вăрласа кайнă тесессĕн — каччи-тĕрĕшĕ курăнмасть. Чим, мĕн калаçнине итлесе пăхам-ха».

Пĕве енчен калаçни илтĕнчĕ:

— Ку ĕçе часрах пĕтермелле! Хĕвелпе пĕрле армана хута ярас! Шыври те хăйĕн пулас арăмне кĕтсе халтан кайрĕ пуль...

Пинер Савантер сассине уйăрса илчĕ. Сасартăк вăл ун сăмахĕсен пĕлтерĕшне ăнланса илчĕ. Апла, Укаслу каччи Шыври иккен! Ăна шыва путарса вĕлерме хатĕрленеççĕ! Мăчавар ачин чĕри ыратса кайрĕ, вăл чутах ахлатса илмерĕ, юрать-ха хăйне вăхăтра тытса чарма ĕлкĕрчĕ. Савнине çăлас тесессĕн — унăн чăтăмлă пулма пĕлмелле.

Пинер арман патнерех хырăмпа шуса пычĕ те пилĕкĕ хушшине хĕстернĕ анкарне сылтăм аллине тытрĕ, тискерсем çине кĕтмен çĕртен тапăнмалли самант кĕтме тытăнчĕ.

— Пĕр-иккĕшĕ те пулин ун патĕнчен пăрăнччăрахччĕ! — кĕлĕ каланă пек хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ вăл. — Пĕр-иккĕшĕ те пулин армана кĕччĕрччĕ! Эх, самантлăха çеç ăна пĕччен хăварасчĕ вĕсен!

— Вăл тăна кĕме тытăнчĕ! — илтех кайрĕ Пинер усалсенчен пĕрин сассине. — Атьăр, халех ăна пĕве варрине илсе каяр. Савантер, ĕçе тытăнма вăхăт.

Сарлака хул-çурăмлă кĕреш пек этем хĕре ыталаса илчĕ те пĕве еннелле кайма тăчĕ.

«Эх, — терĕ Пинер. — Халех тапăнмалла пулать ĕнтĕ! Юрĕ, юн тăкăнтăрах эппин!»

Вăл вырăнĕнчен сиксе тăма хатĕрччĕ, çав вăхăтра тепри калаçни илтĕнсе кайрĕ:

— Чим-ха, кĕлĕ вуламан вĕт эпир. Кĕлĕ вуличчен пĕве çине кĕме юрамасть. Ăна кунтах хăварăр, — терĕ те вăл пуяна: — Савантер, йăлана пăсма юрамасть...

— Апла пулсан атьăр часрах кĕлĕ вулăр, — хушрĕ пуян. Атьăр, ăна сыхлама хурал хăварар.

— Хурал мĕн тума кирлĕ? — тĕлĕнчĕ лешĕ. — Ку нта хăйăпа шырасан та урăх никама та тупаяс çук.

— Пурпĕрех хурал кирпĕ, — хăйĕннех печĕ Савантер. — Тем пулас пур. Акă, эс юл кунта, — хушрĕ вăл тăрнаккай тарçине. — Асту, хĕре çухатсан пуçна касăп.

Тăрнаккай тарçăсăр пуçне пурте кĕлтума пĕве çине кĕчĕç те арман мĕлки хыçĕнче çухалчĕç.

«Пӳлĕхçĕ ман майлă пулчĕ иккен, — тесе шухăшларĕ хăй ăшĕнче Пинер. — Укаслăва çăлас тесе Пӳлĕхçĕ те тăрăшать иккен».

Каччă хуллен Укаслу выртакан çĕрелле шуса пыма тытăнчĕ. Вăл ун хуралçине систермесĕр тапăнса анкар аврипе çапса ӳкерме шухăшларĕ. Савнине учĕ патне çитиччен йăтса кайса кăна ĕлкĕресчĕ, унта вара ăна никам та хуса çитес çук.

Анчах çав самантра Пинер кĕтмен-шухăшламан ĕç пулса иртрĕ. Сасартăк арман енчен хуралçă çине такам арăслан пек сиксе ӳкрĕ те ăна çапса ӳкерчĕ, унтан хĕре ыталаса илсе, тĕмсем хыçне кĕрсе кайса çухалчĕ, ахăртнех хĕре çăлаканĕ пĕччен пулман пулас, ăна юлташĕ кĕтсе тăнă ĕнтĕ.

«Камсем пулчĕç-ши кусем?» — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ Пинер пуçĕнче. Вара вăл вĕсене хăваласа çитсе Укаслăва çăлнăшăн тав тума шутларĕ. Шăп та лăп çав вăхăтра пуçне тепĕр шухăш пырса çапрĕ: «Тен, кусем те ырă çынсем мар пуль...»

Пинер учĕ патне чупса пычĕ те тӳрех сиксе утланчĕ. Маттур урхамаха саламат кирлĕ мар, вăл хуçи шухăшне ăнланнăн сиккипе каякан юланутсем хыççăн ыткăнчĕ.

Каччă утне хăваларĕ те хăваларĕ. Хусанкка утамана хăйне çакăн пек маттур урхамах парнеленĕшĕн чун-чĕринчен тав турĕ...

 

Укаслу сасартăк тăна кĕчĕ. Ăна вилĕмрен çăлнă çынсен учĕсем ун чухне аслă хирпе çурçĕрелле сиктерсе пыратчĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4