Кăвак çĕмрен :: Чăваш уявĕ — Акатуй


Уйăхлă та каçĕ, çутă каç

Телейĕме, ăçта çухатрăн?

Авалхи юрăран.

 

Çĕр пуриншĕн те амăшĕ. Пурте çĕртен пуçланнă, çĕртен çуралнă: сывлăшра вĕçекенсем те, шывра ишекенсем те, çĕр çинче çӳрекенсем те, шăвакансем те. Ахальтен мар ĕнтĕ чăвашсем çĕре яланах анне тесе хисеплеççĕ.

Анчах тахçан ĕлĕк-авал çĕр-анне хăй пĕр-пĕчченех пулнă. Ун чухне йывăçсем те ӳсмен, çынсем те утса çӳремен, сывлăшра кайăксем те вĕçмен, шывра пулăсем те ишсе выляман.

Çӳлти турă аялалла пăхмассерен кулянма тытăннă, çĕр çинче пуш-пушă пулни, пурнăç вĕресе тăманни ăна тем тĕрлĕ те шухăшлаттарнă. Вара вăл çӳлтен, хăй керменĕнчен аялалла хăйĕн пĕр шăлне пăрахса панă та çĕре: «Мĕнпур чĕрĕ чуншăн амăшĕ пул. Çак парнеме хăвăн упăшку тесе йышăн, унран йышлă ача-пăча çурат», — тенĕ. Çӳлти турă хăй пуçне çакăн пек ырă шухăш пырса кĕнĕшĕн питĕ савăннă, керменне мĕн пур турăсене пуçтарнă та чаплă уяв туса ирттернĕ.

Çĕр вара чăнах та хĕрĕх чĕрнеллĕ пулнă, ун кăкăрĕ çинче çавăнтан пуçласа пурнăç вĕресе тăма тытăннă: йывăç-курăк шăтса тухнă, тискер кайăксемпе вĕçенкайăксем пурăнма, хурт-кăпшанкăсем вĕçсе çӳреме тытăннă, пулăсем ĕрчесе кăйнă. Пуринчен те кайран çĕр-анне хăй кăкăрĕ çине çынсене йышăннă. Вĕсем те унăн ачисем, вĕсемшĕн те çĕр-аннен кăкăрĕ яланах ыратать.

Çӳлти аслă турă вара çĕр-аннен чи юлашкинчен çуралнă ачисене питĕ юратса пăрахнă, мĕншĕн тесен вĕсем ыттисем пек пулман, вĕсем ăна, ашшĕне, хунă. Çӳлти турă çынсене апат-çимĕç тупма, каярахпа çĕр-анне кăкăрĕ çине вăрлăх акса тырпул туса илме вĕрентнĕ.

Çапла çынсем ака-суха тума вĕреннĕ, çĕр ĕçлесе урпа, ыраш, тулă, вир туса илме пуçланă. Акса пĕтерсен вара вĕсем Çӳлти турă пекех уява пуçтарăннă, акапуçĕ çĕр-аннене качча илнине, хăй вăрлăхне ăна панине чысласа ирттернĕ. Çав уява вĕсем акатуй тесе ят панă.

Акатуйĕшĕн çĕр-анне питĕ савăнать. Çынсем акатуйне мĕн тери лайăх туса ирттереççĕ, çавăн чухлĕ вăйлăрах çĕр-анне кăкăрĕ çинче тырă-пулă пулать, теççĕ.

Кăçал та Килтеш акатуйĕ яланхи пекех хăйне евĕрлĕ вăйăпа пуçланчĕ. Ку вăйĕ — чӳлмек çĕмĕрни.

Сарлака вăйă картине çавра вĕçлĕ патак йăтнă темиçе çын тухаççĕ. Кашнин умне пĕрер чӳлмек пуç хĕрлĕ çавăрса лартаççĕ, вара вылаканнисен куçне тутăрпа çыхаççĕ те вунă-вунпилĕк утăм каялла чакма хушаççĕ.

— Халĕ пуçлама юрать ĕнтĕ, — пĕлтерчĕ вăйпуçĕ вылякансене.

Ун сăмахне илтсессĕнех вылякансем хăйсен вырăнĕнче виçĕ хутчен çаврăнса илчĕç те туйисене çӳлелле çĕклесе чӳлмексем патнелле утрĕç. Кам та кам палăртнă тĕле тĕрĕс утса тухса хăй чӳлмекне çапса çĕмĕрет, çавă çак вăйăра çĕнтерекенни пулать...

Кунтан инçех те мар — тепĕр вăйă карти. Унта кĕрешекенсем пуçтарăннă. Пилĕкĕсене сарлака ал шăллисем çыха-çыха янă паттăрсем упа утамĕсемпе хуллен, васкамасăр кĕрешме палăртнă çĕрелле утса тухаççĕ те ăмăрт ташши ташлама тытăнаççĕ. Ăмăрт — кĕрешӳçĕсен чи юратнă кайăке. Ташă хыççăнах вара паттăрсем пĕр-пĕринпе кĕрешме тытăнаççĕ.

Кĕрешекенсенчен леререх — ухăпа перекенсем, вĕсене чăвашсем тĕкĕрç теççĕ. Вĕсен аллинче ятарласа акатуй валли хатĕрленĕ пысăк ухă. Ку ухха ăна кашни çынах туртса тăсма пултараймасть. Çак ухăпа тĕллесе пеме чăн-чăн паттăр пулмалла.

Тĕкĕрçсем патĕнче халăх нумай. Кунта ачасем те чупкаласа çӳреççĕ, арçынсем танлăн калаçкаласа тăраççĕ, вĕсенчен леререх — хĕрупраçсем, вĕсем кам çĕнтересси пирки тавлашаççĕ.

Çапах та акатуйĕнче халăх пуринчен ытларах утсемпе ăмăртнă çĕре пуçтарăнать. Утсемпе ăмăртасси — чи юратнă вăйă тесесĕн те йăнăш пулмĕ.

У каслу акатуйне килсессĕнех Пинере шырама тытăнчĕ. Вăл акатуй пуçламăшне курасшăн пулчĕ пулĕ тесе, хĕр малтанласа чӳлмек çĕмĕрекенсем патне кайрĕ, анчах каччă унта курăнмарĕ. Вара вăл кĕрешекенсем патне пымасăрах тĕкĕрççем патне васкарĕ. Ара, Пинер ухăран пит ăста пеме пĕлет. Анчах вăл кунта та курăнмарĕ.

«Ăçта кайса кĕнĕ-ха вăл? — пăлхана пуçларĕ Укаслу. — Акатуйĕнчех пулатăп терĕ-çке. Ара, вăл Савантерпе унăн йăхне намăса кăларасшăнччĕ-иç. Тем, Хусанкка парни çинчен те сăмахларĕ».

Укаслу Пинер ăçта кайса кĕнине пĕлеймесĕр тĕкĕрçсем епле ăмăртнине пăхса тăчĕ. Сасартăк вăл хăйĕнчен инçех те мар юланутçăсем пуçтарăннине асăрхарĕ. Вĕсем ăмăртма хатĕрленеççĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри, юр пек шурă ут-урхамахпа, вăл хĕре Пинер пекех туйăнчĕ.

«Кам урхамахĕ пулчĕ-ха вара ку?» — шухăшларĕ хĕр. Вăл çав юланутçи Пинер пуласса асне те илмерĕ. Кăçал акатуйĕнче Савантер пурне те çĕнтерме ĕмĕтленнине килтешсем питĕ лайах пĕлеççĕ. Укаслу Савантер урхамахне курнăччĕ-ха, вăл унăн тимĕр-кăвак. Акă, шăпах та çав урхамахĕ кĕтесрен сиктерсе тухрĕ. Юланутçине хĕр тӳрех палласа илчĕ, Карлай ку. Ăна, лапчăк сăмсинченех пин çын хушшинче те тӳрех уйăрса илме пулать. Епле мăнаçлăн ларса пырать вăл! Ют çын учĕпе мар, хăй урхамахĕпе ăмăртăва хутшăнать тейĕн çав.

«Эх пуян юлашки!» — тесе шухăшласа илчĕ Укаслу. Çав хушăра леш юр пек шурă урхамах çинчи юланутçă такама шыраса ун еннелле çаврăнса пăхрĕ. Ара, ку чăнах та Пинер пулчĕ-çке!

— Пинер! — ытла хытах мар кăшкăрчĕ те хĕр юланутçăсен еннелле чупсах кайрĕ.

«Ара, ку урхамаха ăçтан тупнă-ха вăл? — чупнă май пуçĕнче шухăш тăмалчĕ унăн. — Кам урхамахĕ-ши вăл? Чим, ара, ку леш Хусанкка утаман парни тени пулмарĕ-иш?»

Укаслу Пинер патнех чупса çмтмерĕ. Вĕсене çынсем хупăрласа илчĕç, шавлани, кăшкăрашни илтĕнчĕ. Кусем ут-урхамах юратакансем ĕнтĕ, вĕсем ăмăртура кам çĕнтерессине халех пĕлме тăрăшаççĕ.

Хĕр вĕсен сассине лайăх илтрĕ.

— Савантер учĕ кăçал та мала тухатех, — терĕ пĕр сухаллă мăнтăр арçын хăй кӳршине. — Хăй урхамахне вăл çăвĕпех çак акатуя хатĕрлерĕ.

— Çĕнтеретех пуль çав. Вăл хăй урхамахĕнчен иртсе каяканăн пуçне çапса шăтарма хатĕр те, — килĕшрĕ унпа кӳрши.

— Анчах темĕскер мана çав мăчавар ачин учĕ те питĕ килĕшет-ха. Ăçтан кăна тупнă-тăр вăл ăна?

— Ăçтан та пулин вăрласа килнĕ пулĕ.

— Ахальтен мар пуль çав юлашки вăхăтра вăл ялта курăнмарĕ.

— Хурахсемпе çыхăнса кайнă, теççĕ, ăна... Таçта çурçĕр енче хурахсем пит йышлăланса кайнă, тет. Теприсем тата çав хурахсен хăйсен патши те тупăннă теççĕ.

— Ун çинчен эпĕ те илтнĕччĕ-ха. Пĕрисем ăна хурахсен патши мар,хресченсен патши теççĕ. Вăл пире, чăвашсене...

Укаслу унăн юлашки сăмахĕсене илтеймерĕ. Халăх сасартăк пĕр еннелле кепĕр-р! турĕ. Хĕр вара часрах унталла васкарĕ те вĕр-çĕнĕ хитре халат тăхăннă Савантере асăрхарĕ.

— Шурă ут-урхамах вăл ăмăртăва хутшăнма пултараймасть! — кăшкăрашрĕ пуян. — Вăл пирĕн ял лаши мар! Мăчавар юлашкине ăна кунтан хусах ямалла!

— Этьсемри, ку вăл — манăн ут! — хирĕç кăшкăрса ячĕ Пинер, урхамахне аллипе ăмринчен ачашласа. — Эпĕ вара, хăвăрах пĕлетĕр, Килтешре çуралса ӳснĕ. Килтешсем мана тăван ялтан хуса яман-вĕт!

— Хурахсемпе çыхланса кайнă вăл! Ку утне таçтан вăрласа килнĕ! — урса кайсах çухăрма тытăнчĕ Савантер.

— Вăрлани иккенне мĕнпе ĕнентерсе паратăн вара? — терĕ ăна хăй тавлашас кăмăллă маррине палăртса каччă. — Вăрланă ут пулсан эппин, атя, ун хуçине туп... Ку — ман ут, çавăнпа эпĕ ăмăртăва хутшăнатăпах.

— Çук, ăмăртăва хутшăнмастăн! — çилленнипе симĕсленсе кайсах çухăрашрĕ Савантер.

— Хуса ярас ăна кунтан! Хуса ярас! — терĕç темиçен Савантер майлисем.

Кусем — ял куштанĕсем, вĕсене Савантер ятарласа, хай майлă пулччăр тесе, ĕçтерсе илсе килнĕ. Анчах Килтеш çамрăкĕсем пĕри те вĕсен майлă пулмарĕç. Вĕсем Пинерĕн чаплă ут тупăннăшăн питĕ савăннă. Вăл Савантер утне кая хăварасса ĕненсе тăраççĕ.

— Савантер тĕрĕс мар калать! — кăшкăрса ячĕç çамрăксем.

— Пинер те хăй учĕпе ăмăртăва хутшăнма пултарать.

Тавлашакансем патне туйи çине таянса ватă шурсухал тухрĕ. Ăна курсан пурте шăпланчĕç. Савантер те пулин ватă çын умĕнче кăшкăрашма хăяймарĕ.

— Ачамсем, — терĕ старик, шăппăн туйи çине таянса, — тавлашмалли сăлтавĕ çукрах кунта. Чăн ĕнтĕ, эпир паян Пинер утне пĕрремĕш хут куртăмăр. Анчах куншăн эпир ăна ниепле те вăрă тесех айăплама пултараймастпăр. Тен, вăл ăна сутăн илнĕ пулĕ. Тен, ăна ку урхамахне пĕр-пĕр тусĕ парнеленĕ пулĕ. Тепĕр тесен Савантер те хăй урхамахне мĕн пĕчĕкрен хăй пăхса ӳстермен, ăна вăл виçĕмçул Пушкăртран илсе килнĕ. Эпир ăна ку утна ăçтан тупрăн тесе каламанччĕ-çке-ха, — шурсухал кăшт канса тăчĕ, пурин çине те тимлĕн пăхса çаврăнчĕ те, сăмахне малалла тăсрĕ: — Кам ăмăртăва хутшăнас тет, çавă хутшăнтăр. Никама та чару пулма пултараймасть. Асаттесен-аттесен йăлине пăсар мар, этьсемри.

Савантер пĕрре хĕрелсе, тепре симĕсленсе кайрĕ, анчах пурте хисеплекен шурсухала хирĕçлеме хăяймарĕ. Вăл ертсе килнĕ куштансем çын хыçĕнчен ун çине пăха-пăха илчĕç, пĕр-пĕр паллă парасса кĕтрĕç, анчах Савантер пуçне çĕрелле пĕкме тытăннине курсан вара алă сулчĕç те кашни хăй ĕçĕпе кайма васкарĕç.

Ял çыннисем çапла Пинер хутне кĕни Укаслăва питĕ савăнтарчĕ. Хĕр Пинер ут-урхамахне юратсах пăрахрĕ, вăл паян ăмăртăва хутшăнса Савантере намăса хăварасса Укаслу чунтанах ĕненчĕ.

Акă, сарлака уя ăмăртăва хутшăнма шутлакан юланутçăсем пурте тухрĕç. Вĕсем учĕсем çинче çуралнă пекех лараççĕ, тавраналла мăнаçлăн пăхаççĕ, сиккипе кайма паллă парасса кĕтеççĕ. Ун чухне вара утна мĕнле тытмаллине пĕл. Утна ирĕк пар: ку чăн-чăн ăмăрту иккенне, мала тухма тăрăшмалла иккенне вăл ăнланса илтĕр. Авал пуян чăвашсем ятарласа акатуй валли утсем тытнă, вĕсене мĕн пĕчĕкрен умĕнче ют лаша чупнине чăтмалла мар вĕрентнĕ тет. Тен, Савантер те хăй утне çапла вĕрентнĕ пулĕ, ун пек пулсан Пинере питĕ йывăр килет-ха, шухăш вĕлтлетсе илчĕ хĕр пуçĕнче.

— Путсĕр Савантер, çав кирлĕ-ха сана! Халăха улталаймарăн! — хăй тĕллĕн пăшăлтатса илчĕ Укаслу, вара вăл епле сип-симĕсленсе кайнине курас тесе, пуян тăнă вырăналла пăхрĕ. Анчах Савантер унта çукчĕ.

«Намăсран хăраса килнех пăрахса каяс темерĕ пуль те, — шухăшласа илчĕ хĕр. — Çук, пулма пултараймасть, капла часах парăнакан çын мар вăл.»

Укаслу пуян курăнмасть-и тесе унăн-кунăн пăхкаларĕ те асăрхах кайрĕ. Савантер унран сылтăмарах кайса тăнă та сулахай алсăр çынна хăлхинчен тем пăшăлтатса калать. Акă, лешĕ кулса ячĕ, унпа килĕшсе пуçне сулчĕ те халăх хушшинче çухалчĕ.

— Тата темĕскер шухăшласа кăлармарĕç пуль те, — кулянма тытăнчĕ Укаслу. — Хунчарсенчен вĕсенчен темĕскер те кĕтме пулать.

Çав вăхăтра ăмăрту ирттерекенĕн сасси илтĕнсе кайрĕ, вăл пурне те хатĕрленсе тăма хушрĕ.

Укаслу та вара, пурин çинчен те манса, утсем епле йĕркеленсе тăнине сăнама тытăнчĕ.

Акă ăмăрту пуçлама пурте хатĕр ĕнтĕ.

Укаслу Пинер çине пăхрĕ. Каччă самаях пăлханать пулмалла, ыттисем пек йĕнерĕ çинче тăп лармасть, чĕлпĕрне турткалать, йĕри-тавралла пăхкалать.

— Лăплан! Лăплан часрах! — хăй тĕллĕн пăшăлтатрĕ хĕр, каччă ăна илтме пултарать пек.

Параппан сасси илтĕнсе кайрĕ.

Утсем харăссăн малалла хускалчĕç. Тимĕр-кăвак ут тӳрех мала тухрĕ. Эх, хитре те чупать-çке вăл! Çĕмрен пек вĕçсе пырать.

Пинерĕн темĕскер ăнмарĕ-ха. Унăн утне тем килĕшмерĕ, вăл хыçалти урисем çине çĕкленчĕ те хыттăн кĕçенсе ячĕ.

— Эх! — тесе кăшкăрса ячĕç темиçен, — эх, Пинер урхамахĕ кутăнлашма тытăнчĕ!

Вĕсем паçăр кăна Пинер хутне кĕчĕç те халĕ вара ун учĕ çапла мыскара кăтартни хайхисене тĕлĕнтерсех ячĕ.

Çав хушăра ытти утсем самаях инçете кайма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ.

— Ку тем мар-ха, акă вăл пуринчен те иртсе кайĕ-ха, — ĕнентерме тытăнать ыттисене пĕр кăвак сухаллă арçын. — Хăшпĕр утсемпе кун пекки пулкалать çав...

Пинер утне мăйĕнчен ыталаса илчĕ те ăна лăплантарма тăрăшрĕ:

— Аряс, аряс! Шурут, аряс, аряс!

— Чĕлпĕрне вĕçерт! Чĕлпĕрне вĕçерт! — ăс пама тытăнчĕç ăна хăшпĕрисем. — Вăл чĕлпĕрне вĕçертмесĕр чупма тытăнмасть пулĕ...

Пинер вĕсĕм каланине итлерĕ пулас, сасартăк шурă ут такам кустарса янă кустăрма пек вырăнĕнчен хускалса кайрĕ.

— Кайрĕ! Кайрĕ! — хаваслăн кăшкăрса ячĕç курма пынисем. — Часрах, часрах! — хавхалантарма тытăнчĕç ăна. — Аряс, аряс!..

Этем тени хăйне евĕрлĕ чун-çке. Вăл яланах кама ăнăçмасть, çавна шеллеме тытăнать. Чăнах та, пурте Пинер учĕшĕн çунма тытăнчĕç.

Акă чăнах та юр пек шурă ут ыттисене хуса çитме тытăнчĕ, тата тепĕртакран хăшпĕрисенчен иртсе кайрĕ ĕнтĕ...

— Часрах! Часрах! Ăна татах та хавхалантарас пек кăшкăрашаççĕ ачасем.

Укаслу хăй хусканăвĕпе Пинер утне чăрмантарасран хăранă пек сывлама та хăраса тăчĕ. Вăл куçĕпе пĕрре шурă ут çине, тепре тимĕр-кăвак çине пăхрĕ. Акă ĕнтĕ Пинер учĕ тимĕр-кăвака хуса çитсе пырать... Эх, хуса çитеймерĕ çав. Лешĕ тата хытăрах чупа пуçларĕ, шурă ута хыçаларах та хыçаларах хăварса пычĕ. Çав самантра иккĕшĕ те сăрт хыçĕнче курма пынисен куçĕ умĕнчен çухалчĕç.

Вăхăт çав тери час иртмерĕ.

Сасартăк темĕскерле туйăм Укаслăва хыçалалла çаврăнтарса пăхтарчĕ. Хĕр леш хайхи хăрах алăллă çынна асăрхарĕ, вăл хăй умĕнчи кӳсе арçынна çине тăрсах тем ăнлантарать. Лешĕ унпа килĕшмест пулмалла. Хăрах алăлли кĕсйинчен пĕчĕк хутаç кăларчĕ те кӳсе арçынна кăтартрĕ, лешĕ вара унпа килĕшсе пуçне сулчĕ...

Малалла мĕн пулнине Укаслу курса ĕлкĕрĕймерĕ.

— Таврăнаççĕ! — кăшкăрса ячĕ пĕри.

— Таврăнăççĕ! Таврăнаççĕ — шавлама тытăнчĕç пурте. Тусан çĕкленсе явăнать, сиккипе килекен юланутсене уйăрса илме кансĕрлет.

— Кам малта? Кам малта? — кăшкăра-кăшкăра ыйтать пĕр старик çинçе сассипе.

— Тимĕр-кăвакĕ малта! — терĕ ăна пĕри.

Чăнах та тимĕр-кăвак ут малта пырать. Укаслу çакна курчĕ те хуйха ӳкрĕ. «Эх, Пинерĕн ĕçĕ ăнмарĕ! — терĕ вăл. — Мĕн тумалла-ха ĕнтĕ?»

— Шурă учĕ мала тухать! — кăшкăрса ячĕ сасартăк пĕри савăнăçлăн.

— Чăнах та мала тухать!

— Часрах, часрах, Пинер!

Акă хайхи юр пек шурă ут тимĕр-кăвака кая хăварма тытăнчĕ, хытăрах та хытăрах чупать вăл...

Акă чупса çитмелли вырăн. Пурте харăссăн кăшкăрса ячĕç:

— Пинер çĕнтерчĕ! Пинер мала тухрĕ!

— Эх, ун учĕ çилхăван пекех чупрĕ!

— Мухтав Пинере!..

Пурте мала тухнă юланутçа хупăрласа илчĕç. Укаслу темле тăрăшсан та Пинер патне çывăха та пыраймарĕ. Çĕнтерӳçе саламлама тухнă шурсухалсем те çынсем кăштах саланасса кĕтсе тăчĕç, Пинер патне пыраймарĕç...

Çав вăхăтра Укаслăва хыçалтан темиçен пырса чышăнчĕç. Хĕр çаврăнса пăхрĕ те паçăр асăрханă кӳсе арçынпа хăрах алăллине курчĕ. Вĕсем Савантер патне чупса пычĕç. Хăрах алăлли кӳсе çине кăтартса пуяна тем каларĕ, лешĕ унпа килĕшсе пуçне сулчĕ, вара виççĕшĕ те, çынсене тĕрткелесе, çĕнтерӳçĕ патнелле сĕкĕнсе кĕме тытăнчĕç.

— Килтешсем! — мĕн вăйĕ çитнĕ таран кăшкăрса ячĕ сасартăк Савантер. — Килтешсем, ан савăнăр-ха! Ан савăнăр! Намăс килсе хупларĕ пирĕн яла! Хăрушă намăс.

Унăн усал сăмахĕсене илтсессĕн савăнса кăшкăрашакансем тӳрех шăпланчĕç. Пурте тĕлĕнсе Савантер енне çаврăнчĕç, вăл тата мĕн каласса кĕтрĕç.

Савантер урăх нимĕн те чĕнмерĕ, çынсене тĕрткелесе çĕнтерӳçĕ патнелле пычĕ. Кӳсепе хăрах алăлли унран юлмарĕç. Çынсем, вĕсене çул парса, пăрăна-пăрăна тăчĕç.

— Килтешсем, эсир мана итлемерĕр те халĕ пĕтĕм яла намăспа витрĕр! — кăшкăрса ячĕ пуян, Пинер умне тухса. — Эпĕ сире ку урхамах вăрланăскер терĕм. Акă, хуçи тупăнчĕ. — Вăл кӳсе арçынна аллинчен тытса хăй умне туртса кăларчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4