Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 12 пай


тĕплекен Тимонин хĕр ачине Маруçа кăна çырăнтарчĕ. Отрядра иккĕн çеç пулин те:

— Командирĕ эпĕ пулатăп, — терĕ Хысайкина. Красков Лешăна вăл тимурçăсен ертӳçи пулнăшăн питĕ ăмсаннă. Пĕлнĕ вăл: ăна класра никам та командира суйлас çук. Ĕçĕ те пĕрремĕш отрядăн нумай: çырмара çамрăк йăмрасем лартнă, хĕлле хире кăларма килсерен кĕл пухнă, пĕччен пурăнакан карчăксене шыв кӳрсе, вутă çурса пулăшнă. Тата ытти те. Хысайкинăпа Маруç та ĕçе тытăннă. Хулĕсене хĕрлĕ хăюсем çыхнă та Эйпеç карчăк патне пырса кĕнĕ.

— Асанне, витресем пар, шыв ăсса килетпĕр, унтан урай çуса паратпăр!

Кайнă хайхисем шыв ăсма. Маруç пĕр витре ăснă, Света хăйĕн витрине çăла янă.

— Витрӳне йăт, эпĕ командир, — хушнă Маруçа Хысайкина.

Эйпеç карчăк килĕнче те:

— Маруç, урай çу, эпĕ командир, — тенĕ, хăй Лешăна курса мĕн туни çинчен калама тухса чупнă.

Маруç урайне çуррине çунă та çуррине Хысайкина валли хăварнă, тепĕр кунне ăна çапла пĕлтернĕ:

— Эйпеç карчăк патĕнче сан пайна çумасăрах хăвартăм. Паян кай!

— Эпĕ командир-çке.

— Красков та командир, анчах пур ĕçе те ыттисемпе танах тăвать, — парăнман хальхинче Маруç.

Уйăх вĕçĕнче шкул директорĕ патне улттăн пынă. Улттăшĕн патĕнче те Света отрячĕ ĕçленĕ. Тĕрĕсрех, ĕçне Маруç тунă, Хысайкина, командир тесе кашнинчех ĕçрен пăрăнма хăтланнă, е пулăшас вырăнне сиенлесе çеç хăварнă. Витре çăла яни çинчен Эйпеç карчăка нимĕн те шарламан, урайĕн çуррине çума та пыман. Тепĕр карчăкăн нӳхрепĕнчен турăх кăларма пулăшнă вăхăтра Хысайкина турăх кăкшăмне ӳкерсе çĕмĕрсе пăрахнă, Виççĕмĕш килĕнче, пĕччен пурăнакан ватă старик патĕнче, иккĕмĕш отряд кăмака хутса пулăшма шутланă. Кăмакине чăнах та хутнă хĕр ачасем, анчах вутă пуленккисене кăмакана хума тата юшкăсене уçма пĕлмен пирки çурт тулли тĕтĕм кăларса тултарнă. Кил хуçи çав кун пуçне сĕрĕм тивнипе хытă аптăранă, ун патне фельдшер пунктĕнчен медсестра чĕнме тивнĕ.

Ялта хыпар хăвăрт сарăлать. Пулăшу кирлĕ çынсем Леша отрячĕн ачисене хăйсем чĕнме тытăннă, иккĕмĕш отрядри хĕр ачасене вара килĕсене те кĕртми пулнă. Хысайкина сисет, малашне те кун пек ĕçлесен иккĕмĕш отряда салатса яма та пултараççĕ. Маруçа вăл çапла сĕнет:

— Ватăсен килĕсене çӳреме чарăнатпăр. Ун вырăнне лавккари, фермăсен кантурĕсенчи йĕркене сăнама тытăнатпăр. Тĕслĕхрен, лавккара е кантурта никам та чĕлĕм ан турттăр!

Çакăн хыççăн пĕррехинче вĕсем лавккана пырса кĕреççĕ. Лавккинче çынсем нумаях та пулман, виççĕн-тăваттăн çеç, Лавкаçă умĕнче куçĕ вăйсăрланнă карчăк тăнă. Темĕнех туянман вăл, темиçе канфет кăна илнĕ. Тутине пĕлес тесе пĕрне лавккарах тутанса пăхас тенĕ. Канфетне чĕркенĕ хутне салатнă та саппунĕн кĕсйине чикесшĕн пулнă, анчах вăл унта лекеймен, урайне ӳкнĕ. Хысайкинăпа Маруç çакна тӳрех асăрханă.

— Асанне, урайне çӳпĕлеме юрамасть. Канфет хутне мĕншĕн кĕсйӳне чикместĕн? — тенĕ Хысайкина.

— Кĕсьенех чикрĕм терĕм-çке... Ăçта ӳкрĕ вара вăл?

— Урайне ӳкертĕн. Илсе саппун кĕсйине чик!

— Мĕн терĕн? — тепĕр хут ыйтнă япăхрах илтекен тата япăхрах куракан карчăк.

— Канфет хутне урайĕнчен çĕкле тетĕп. Мĕн, хăлхусем питĕрĕнчĕç-им? — хут татăкне аллипе тĕллесе кăтартнă Хысайкина.

Çав вăхăтра лавккана амăшĕ тăвар туянма янă Улька пырса кĕрет. Карчăкпа Хысайкина тӳрккессĕн калаçнине илтет. Урайнелле аран пĕшкĕннĕ ватă çын патне чупса пырать те вăл хайхи канфет хутне йăпăр-япăр пуçтарса çывăхрах ларакан çӳп-çап витрине перет, карчăкне хулĕнчен çепĕççĕн тытса тăма пулăшать.

Лавккари ытти ватă çынсем Улькана чунтанах тав тунă, Светăпа Маруç еннелле кăмăлсăррăн пăхнă, кӳренчеклĕн мăкăртатнă;

— Кам ирĕк панă вĕсене хĕрлĕ хăю çыхса çӳреме?

— Никам та ирĕк паман, эпир хамăрах çапла йышăнтăмăр, — тенĕ мăнкăмăллăн Хысайкина.

— Миçен вара эсир?

— Иккĕн.

— Иксĕр те ват çынсене çапла асаплантаратăр-и? Пире Красков Леша пулăшать, сирĕнтен ку хăюсене сӳсе илмелле, — теççĕ ватăсем.

— Эпĕ шăпах Красков Леша отрядĕнчен, — тенĕ Улька. — Сирĕн шухăшăра шкулта та пĕлтермелле.

— Пĕлтер çав, пĕлтер! Красков Лешăн ушкăнне чунтан тав тăватпăр эпир. Кусем пире пулăшма мар, пилĕкĕсене кăшт авма та халех ӳркенеççĕ.

Çапла вĕçленет пиллĕкĕмĕш класри тимурçăсен иккĕмĕш отрячĕн историйĕ. Пĕрремĕш отряда Хысайкинăпа Маруçа йышăнма нумайăшĕ хирĕç пулать. Анчах отряд командирĕ малтан вĕсене темиçе ĕç хушса тĕрĕслесе пăхма сĕнет. Хĕр ачасем, иккĕшĕ çеç çӳресе йăлăхнăскерсем, класран уйрăлма юраманнине тинех ăнланаççĕ, Леша панă ĕçсене йĕркеллех пурнăçлаççĕ. Çапах та пĕрремĕш отряда çур çултан тин йышăнаççĕ вĕсене. Иккĕмĕшне тимурçăсен ушкăнĕ тес вырăнне ват çынсене сиенлекен отряд тесе ят пачĕç те тепĕр çур çул кулса пурăнчĕç.

...Шăпах çав Хысайкинăпа вĕсен кӳршинчи Маша калаçса тăраççĕ çак вăхăтра çӳлте. Çав хĕр ачасенчен пулăшу ыйтма пулать, ял хĕрринчи килтен пусма та çĕклесе килме пултараççĕ вĕсем. Анчах Лешăн вĕсем çинчен Света мĕн сӳпĕлтетнине илтнĕ хыççăн нимĕнле пулăшу та ыйтас килмест Хысайкинăран. Маши, аслăрах майĕпе, ытлашши калаçмасть-ха, вăл пĕччен пулнă тăк ăна кăшкăрса чĕнме те юратчĕ. Хысайкина Светин чĕлхи мĕнлине питĕ лайăх пĕлет Леша: вăл силос шăтăкĕнче ларни çинчен ыранах пĕтĕм шкула сас сарăлать. Çу-ук, çакăнтах çĕр каçма тивет пулсан та унашкал хĕр ачаран пулăшу ыйтмĕ вăл. Хăравçă ачах мар-ха вăл, ирччен шăтăкра ларма та, силос хутăшĕ çинче тĕлĕрсе илме те пултарать. Çав симĕс шапа ун кĕлетки çине сиксе ан хăпартăр çеç. Хĕр ачасем кайман-ха, çаплах калаçаççĕ.

Света. Эс, Маша, пĕтĕмпех пĕлес пулса-ан?

Маша. Тата мĕн те пулин пур-и?

Света. Пулмасăр! Петрова Улькала Эртиванов вĕренпе çыхнă пекех уйрăлмасăр çӳреççĕ. Хăйсем валли улах сукмак тупнă вĕсем. Çав сукмакпа Улькасен пахчи хыçнелле таптарчĕç паян та. Çак вăхăтра шăпах пĕр-пĕр йывăç айĕнче Улька Эртиванов чĕркуççийĕ çинче авкаланса ларать пулĕ-ха. Е хăйĕн чĕркуççийĕ çине Эртиванова хăпартса лартнă. Вăл хĕр ачаран темĕн те кĕтме пулать: Эртиванова мăйĕнчен хăех ыталама та, тутинчен хăех чуптума та пултарать.

Маша (ассăн сывланă пек туйăнчĕ). Хăюллă хĕр ача! Манăн, Света, мĕнле хăюлланас-ши?

Света. Чăнласах çапла пуласшăн-и эсĕ?

Маша. Хăюллă пулни мар, ытлашши именни чăрмантарать пире, хĕр ачасене. Эртиванпа эпĕ те юнашар ларса курнă... Мĕн тери таса çырать вăл! «Нарспие» пĕтĕмпе пăхмасăр пĕлет. Математикăпа та сĕре вăйлă. Тĕрĕсех-и вăл саккăрмĕш класс задачисене те халех çăмăллăн шутлать тени? Темĕнле кружок та йĕркеленĕ теççĕ сирĕн класра, çапла-и?

Света. Йĕркелерĕмĕр. Паскаль виçкĕтеслĕхĕ... Ара, пĕлместĕн-и, кĕтӳçĕн çăвĕпе пушă вăхăт мĕн чухлĕ? Вăт, вĕренет Эртиванов çăвĕпе сăвăсем, «Нарспи» поэма… Улька кĕтӳç мĕнне те пĕлмест, пĕлет пулсан ыйткаласа çӳрекене хăйне чуптума ирĕк парĕ-ши? Мĕн уншăн, çумĕнче арçын ача пултăр!

Маша. Света, сана пĕр ыйту парас-и?

Света. Пар.

Маша. Эсĕ пĕрре те пулин Эртивана куçĕнчен пăхса курнă-и?

Света. Курман...

Маша. Апла пулсан унăн куçĕ тӳпе пек кăвак тĕслине те пĕлместĕн?

Света. Пĕлместĕп, пĕлессĕм те килмест! Тӳпе пек кăвак мар, хăть хĕвел пек çутă пултăр — мана мĕн? Паскаль виçкĕтеслĕхне асăнтăмăр... Кружокне Леша Красков йĕркелеме сĕнчĕ. Пĕлетĕн-и, кам чăн малтан унăн сĕнĕвĕпе килĕшрĕ? Натали! Ара, иккĕшĕ те класра чи вăйлă математиксем шутланаççĕ-çке. Çук, Маша, Паскаль виçкĕтеслĕхĕ интереслентермест вĕсене, пĕр-пĕринпе пĕрле нумайрах вăхăт ирттересси çеç кăсăклантарать. Пĕлетĕн-и, Улькапа Эртиванов çак самантри пахча хыçĕнчи йывăç айĕнче ыталанса лараççĕ пулсан кусем иккĕшĕ мĕн хăтланаççĕ?

Леша сăмах çĕнĕрен Натали çине куçнине илтсен текех чăтса лараймарĕ, минтер пек çемçе кукурус хутăшĕ çинчен яштах! сиксе тăчĕ. Симĕс шапа вăл çапла кĕтмен çĕртен тăнăран шикленсе аяккалла сикрĕ те чармак куçĕсемпе ăна тата тимлесерех сăнама тытăнчĕ. Хысайкина çаплах хăйĕн юмахне тăсать.

Света. Хам вăрттăн пăхса тăтăм вĕсем Микулсен пахчи витĕр унти клевер уйне мĕнле тухнине! Леши Натали сумкине çĕклесе пырать...

Маша. Чим-ха, эсĕ Наталипе пĕр парта хушшинче ларатăп теттĕн вĕт? Сахал мар задача унăн тетрадĕнчен çырса илнĕ теттĕн. Халĕ мĕн пулчĕ? Мĕнле кушак чупса каçрĕ сирĕн хушăран?

Света. Нимĕнле кушак та чупса каçман! Текех унпа пĕр парта хушшинче те лармастăп! Тепĕр тесен, ухмахла ыйтусем, тархасшăн, ан пар-ха мана. Итле малтан! Маша. Атя киле, каç пулать.

Света. Каятпăр — каласа пĕтерем... Чим-ха, мĕнпе вĕçлерĕм-ха эпĕ?

Маша. «Леша Натали сумкине çĕклесе пырать...»

Света. Аха! Клевер ăшнелле кĕчĕç те, Леша хĕр ача сумкипе çырлахмарĕ, Наталие хăйне тытса йăтрĕ те — вăйлă шуйттан! — шалтан шала кĕрет. Арçын ача ытамĕнче сăпкари пек ярăнса пырать Паскаль виçкĕтеслĕхне юратакан! Халĕ вĕсем мĕн тăваççĕ тесе шутлатăн клевер уйĕнче? Тĕлĕнмелле улах çĕрте пĕр-пĕрне ыталаса лараççĕ, е ыталаса выртаççĕ. Шутла-ха хăвах, сана никам та кансĕрлемест, никам та курмасть, месерле кайăк пек аллусене сарса выртнă та эсĕ тӳпери çăлтăрсене çеç куратăн. Юнашарта савнă çынну аллуна чăмăртаса выртнине туятăн...

Маша. Ай-яй, питĕ ăмсанмалла калатăн, Света! Света, Мĕн пур ăмсанмалли? Амăшĕсен вĕлтĕрен татса пымалла та çара çĕртен ӳт хăмпăланиччен çунтармалла. Атте мана ун пек хăтлансан е ял тавра вун виçĕ хут чуптарса çаврăнтарать, е витере ĕнепе пĕрле çывăратса çĕр каçтарать!

Хĕр ачасем вăхăтлăха шăпланчĕç: е пĕр-пĕрне чĕнмесĕр темĕншĕн шăппăн тăраççĕ, е иккĕшĕ çеç пулсан та пăшăлтатса çеç калаçаççĕ. Леша çӳлте Хысайкина еплерех суйса тăнине итленĕ май, пĕрре хĕрелчĕ, тепре шуралчĕ, пĕрре тарăхрĕ, тепре лăпланчĕ. Пĕтĕм вăйĕпе: «Маша, ан ĕнен ăна, кĕвĕç чуна! Эпĕ клевер уйĕнче выртмастăп, сирĕнпе юнашарах силос шăтăкĕнче Света мĕнле суйса кăтартнине итлесе ларатăп!» — тесе кăшкăрас килчĕ. Анчах ĕненĕç-ши хĕр ачасем вăл шăтăкран çапла çухăрнине? Çук пулĕ... Шуйттан сассине илтрĕмĕр тесе ял еннелле çил пек вĕçтерĕç. Кайран усал хыпар ялĕпе сарăлĕ: «Красков Лешăн сасси силос шăтăкĕнчен илтĕнет!.. Куншăн савăнмалли çук — тĕрлĕ тĕшмĕше ĕненекенсем темĕн те шутлама пултараççĕ... Силос шăтăкĕнчех чăтса лармалла! Анчах Хысайкинăна та Улькапа Эртиван, Наталипе хăй пирки çавăн чухлĕ суйтарма юрамасть. Мĕнле чармалла-ши? Леша куçĕ сасартăк çĕнĕрен çаплах ăна сăнакан симĕс шапа çине ӳкрĕ, пуçĕнче темĕн хушăра чăрсăр шухăш çуралчĕ. «Тинех тупрăм, — терĕ вăл хăйне хăй кăшкăрнă пекех. — Çавăн чухлĕ култармастăп!» Арçын ача тепĕр самантран симĕс шапа еннелле ыткăнчĕ, ăна урисенчен ярса тытрĕ те çӳлелле, хĕр ачасен сассисем илтĕннĕ еннелле ывăтрĕ.

Çари! çухăрса ячĕ Хысайкина Света темиçе çеккунтранах.

— Маша! Пуç çине çӳлтен темĕн ӳкрĕ! Йăшăлтатать! Тархасшăн, хыпашласа пăх-ха, мĕн унта? Питĕ сивĕскер...

Çари! çухăрса ячĕ Маша та тепĕр самантран:

— Пуçу çине, Света, шапа ӳкнĕ! Урисемпе çӳçӳнтен çакланнă та ниçтан та уйрăлаймасть.

— Шапа çумăрĕ çăвать-им? Хăш пĕлĕт çинчен ӳкрĕ? — йĕрсе яма хатĕр Хысайкина Света хытăрах йăлăнма тытăнчĕ. — Маша, тархасшăн, хăтар. Лайăхрах пăх-ха, шапа мар пулĕ, туйăнчĕ çеç пуль сана?

— Ĕненмесен хăв тытса пăхма пултаратăн!

— Хăратăп эпĕ те. Тур пул, хăтар çав тискертен. Ахаль тумастăп, кĕçĕрех хамăн чи чипер брошкăна парнелетĕп!

— Халех, Света... Ак патак! Çавăнпа хирсе уйăратăп. Тӳрĕ тăр!

— Асăрхан, Маша... Çухави тĕлĕнчен кĕпе айнелле, çурăм хыçнелле кĕртсе ан ярах ăна. Вара пĕтрĕм, трусик хывса туртса кăларма тивет.

— Пулчĕ! — кăшкăрса ячĕ Маша. — Куратăн-и, мĕн пысăкăш шапа!

— Хăтăлтăмăр! Атя ял хапхи патнелле чупатпăр! Киле çитсе ӳкиччен те лăпланаяс çук эпĕ, Маша! — çӳлте хĕр ачасем ахлатса чупни пăртак илтĕнсе тăчĕ, унтан тавра каллех шăпланчĕ.

Леша кукурус хутăшĕ çинех ларчĕ. Çӳлте, таса тӳпере, унăн пуçĕ тăрринчех темиçе çăлтăр йăлтлатма тытăнчĕ. Амăшĕ фермăран таврăнчĕ-ши? Таврăнчĕ пулсан ывăлĕ килте халĕ те çуккине курсан хытах пăшăрханма пуçлать вăл. Мĕнле тухмалла ку шăтăкран? Амăшĕн уншăн кулянма юрамасть. Натали тата килне чиперех çитрĕ-ши? Мĕн тăвать-ши вăл çак вăхăтра? Аса илет-ши ăна? Е клевер уйĕ урлă чупса каçсанах ăна манчĕ-ши? Мĕншĕн вăл паян каçхине, Микулсен пахчи хыçĕнче иккĕшĕ çеç юлсан, хăйне çавăн пек тытрĕ? Ăна Красков хушаматлă арçын ача пачах интереслентермест пулмалла. Нивушлĕ Паскаль виçкĕтеслĕхĕ Наталишĕн Синерĕн пĕр урамĕнче пурăнакан чăваш ачинчен хаклăрах? Нивушлĕ Эртиванов, унран виçĕ хут аслăрах пулнăран тата ытти нумай-нумай сăлтавсене пула пурнăç пулăмĕсене питĕ лайăх пĕлекенскер, çав сап-сарă çӳçлĕ, хуп-хура куçлă, сас паллисемпе числосене шăрçа евĕр илемлетсе çыракан, унпа пĕрле иккĕмĕш çул пĕрле «пиллĕксемпе» çеç вĕренекен хĕр ача пирки йăнăшнă?

Çакăн пек шухăшсемпе пилĕк метртан та тарăнрах силос шăтăкĕнче пăтранса ларакан Леша сасартăк çӳлте пĕр арçын калаçса утнине илтех кайрĕ:

— Çынсен ĕнисем кашни каç хăйсемех киле таврăнаççĕ. Эсĕ пĕр витре ытла сĕт сутаратăп тесе тĕттĕмленичченех хăвна шыраттаратăн-и? Мана çапла асаплантарса ырă курас тетĕн-и? Юлашки хут ыйтатăп: пăрах çак юрăхсăр йăлана! Кашкăр Карачăмĕ, финагент, эсĕ сĕт мĕн чухлĕ антарнине çав-çавах пĕлет. Сан сĕтӳнтен мĕн чухлĕ çу тухнине унтан ниепле те пытарса хăвараймастăн. Атя, ут килелле!

Ара, ку вĕсен кӳрши, ăна детекторлă радиоприемник пуçтарма пулăшнă Семен Андреевич-çке! Ĕнипе калаçать! — унăн сасси аяккалла кайса пынине сасартăк ăнланчĕ те Леша силос шăтăкĕнчен улшăна пуçланă сасăпа кăшкăрса ячĕ:

— Семен Андрейч! Семен Андрейч! Тăхтăр-ха! Таврăнăр-ха!

Илтрĕ-ши? Илтнĕ! Леша çӳлте ура сассисем илтрĕ, унтан Семен Андрейч хăех ыйтрĕ:

— Леша! Хăш шăтăкне анса кайрăн эсĕ? Тепре кăшкăр-ха, лайăх уйăрса илейместĕп!

Леша çăмăллăн сывласа ячĕ, вăйсăртараххăн кăшкăрчĕ:

— Кунта эпĕ, Семен Андрейч!

■ Страницăсем: 1 2