Георгий Васильевич Краснов 1937 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Йĕрхкасси ялĕнче çуралнă. Мăн Явăшри çичĕ çул вĕренмелли шкултан, Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕнчен, Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ университетăн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Советски МТС агрономĕ, «Знамя» колхоз агрономĕ тата председателен çумĕ пулса ĕçленĕ. Тундрăра пăлан ĕрчетекен «Заполярный» совхозăн агрономĕнче, 30-мĕш шахта проходчикĕнче, Коми телерадиокомитетăн Воркутари филиалĕн литсотрудникĕнче тата яваплă редактор çумĕ пулса ĕçленĕ.
Пурĕ 20 ытла кĕнеке тухнă: «Кăмăл туртăмĕ» (1973), «Çамрăклăх пĕрре килет» (1974), «Ӗмер тикĕс килмест» (1979), «Кавар» (2004), «Хĕрлĕ тюльпан» (2007), «Чипер хĕр ача Ксени» (2010) тата ыттисем.
Унăн кĕнекисене вырăсла, белорусла, кăркăсла тата ытти чĕлхелле куçарса кăларнă.
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Get more leads for your chuvash...
Every day, websites like chuvash....
Wanting to amplify your website r...
Your website, chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...