Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 11 пай


— Малаллине эпĕ калам-ха, хăв мĕн тунине ăнлантарма та хăнăхмалла, — терĕ Натали хăйĕн хулăн тетрадьне Эривантан илсе. — Мĕн çăмăллăнах куçа курăнать? Акă мĕн: (n+2)-мĕш диагоналĕн кирек хăш числи те, чи хĕрринчи единицăсене шутламасан, унăн умĕнхи икĕ диагональ: n-мĕш тата (n+1)-мĕш çинче вырнаçнă икĕ число сумми пулать.

— Çитет, Натали. Сисетĕр пуль, пĕрешкел сăмахсемпе калаçма тивет, мĕн тăвас тетĕн — математика чĕлхи, — вăл Улька еннелле çаврăнчĕ. — Ну, итлерĕн-и» Улька? Пĕтĕмпех илтрĕн-и?

— Шанмастăн-им, Эртиван? Мĕншĕн ун чухлĕ ыйтатăн? Санпа пĕрле чухне те, юлташсемпе те эпĕ нихăçан та хăлхана хупса çӳреместĕп. Çавна халĕ те пĕлместĕн-и?

— Пĕле-етĕп, — терĕ Эртиван кăшт кулкаласа. — Çавăнпа паянхи калаçăва сана та явăçтарас килет-ха. Ун пек тума хăвăр ирĕк патăр. Çапла-и?

— Патăмăр, — Улька Эртивана уççăнах кăмăлласа пăхать. — Пирĕн учитель вырăнĕнче эсĕ. Эртиванов тес вырăнне сана эп Паскаль теме те хатĕр. Хăв хирĕçлемесен паллах.

— Эпĕ хирĕç мар, Улька. Хамăн ятăмпа хушаматăма эпĕ пуринчен те ытларах кăмăллатăп. Паскале вара тĕнчипе чаплă математик пулнăшăн хисеплетĕп. Итле, Улька, акă мĕнлерех ыйту паратăп сана. Натали хуравне пĕтĕмлетме тивет санăн. Çапах та малтан кала-ха, числосем мĕнлисем пулаççĕ?

— Геометрире-и?

— Апла калама та юрать.

— Горизонтальлĕ тата вертикальлĕ йĕркесем çинче вырнаçнисем... Диагональлĕ числосем...

— Тĕрĕс, Улька. Тепĕр ыйтăвне хуравласан сан ĕмĕте пурнăçлатăп.

— Паянах-и?

— Мĕншĕн урăх куна хăварас?

— Анчах ăçтан пĕлетĕн ман ĕмĕте?

— Санăн сенкер куçунтан тата... чĕкеç шатриллĕ çавра пит çăмартисенчен.

— Эртиван!

— Лăпкăнрах хуравлама ыйтатăп: (n+2) диагоналĕн числисен сумми мĕнпе танлашать?

— Танлашать... — Улька çӳллĕ тĕмеске çинче шăппăн ларакан Лешăпа Наталие, темĕнле шухăш тытнă Эртивана кăвак куçĕнчен пăхса илчĕ. Йывăр ăнланма тепĕр чухне çак арçын ачасене... Персе яраççĕ те ăнсăртран кĕтмен сăмахсем — ăнланасшăн çӳре вара пуçна ватса! Халĕ, çитменнине, шухăшласа çӳреме те, пуç ватса ларма та вăхăт çук-ха. Çăмăл мар ăна Лешăпа, Наталипе танлашма, анчах танах пымасан та кая нумаях юлма юрамасть. Эртиван пек ачасем Синерĕн кашни урамĕнче çӳремеççĕ. Кашни ялта мар, тен, районĕпе те урăх çук пулĕ унашкалли... — Улькан хĕрлĕ питĕнчен сасартăк юн тарчĕ, сенкер те харсăр куçĕсенче çеç каç еннелле сулăннă хĕвел шевлисем выляса йăлтлатаççĕ. Хĕр ача клевер уйĕнчи таса сывлăша кăкăр туллин сывласа илчĕ те пĕр чарăнмасăр васкаса каласа хучĕ:

— (n+2) диагоналĕн числисен сумми n диагоналĕн числисен суммине (n+1) диагоналĕн числисен сумми çумне хушнипе пĕр тан!

— Тĕрĕс! — Лешăпа Натали алă çупса ячĕç. Улькан питне майĕпен юн таврăнма тытăнчĕ.

Эртиван ăна ытти чухнехинчен урăхларах, паян çеç пĕрремĕш хут курнă евĕрлĕрех пăхрĕ.

— Натали шухăшне вĕçлеме пултартăн! Çавăнпа сана эпĕ паян киле çитичченех ăсатса яратăп. Хирĕçлеместĕн-и?

— Çавăнпа? — Улькан сенкер куçĕнчи хĕвел шевлисем сасартăк сӳнчĕç. — Эртиван...

— Уншăн мар, Улька... Тĕрĕссипе каласан, мĕншĕнне хам та пĕлместĕп... Çапах та ăсатса яратăп. Эсĕ хирĕç-им? Килĕшместĕн-и?

— Килĕшетĕп, — Улькан пичĕ çĕнĕрен юнпа тулчĕ, сенкер куçĕнче те хĕвел шевли çĕнĕрен хаваслăн ялтлатрĕ. — Хăçан каятпăр?

— Халех! — терĕ Эртиван. — Анчах мĕнле çулпа? Тӳрех яла кĕресшĕн мар эпĕ. Малтан çак пахчасем хыçĕнчи сукмакпах ял пуçне анатпăр, унтан тепĕр енне каçса пахчасем хыçĕнчи сукмакпа сирĕн анкарти патне хăпаратпăр. Вара куç курĕ, пахча витĕр кĕресшĕн пулăн-и е урамран? Сан кăмăлу...

— Юрать! Куç курĕ унта... Кайрăмăр! — Улька çак самантра Эртивансăр пуçне таврара никама та асăрхаман пек хăех арçын ача аллинчен çавăрса тытрĕ те сукмак тăрăх ăна анаталла туртрĕ, унтан вĕсем Эртиванпа иккĕшĕ çеç маррине тинех аса илнĕ пек ыйтрĕ: — Капла юрамасть-ха, Эртиван... Эпир кунта тăваттăн-çке... Наталипе Леша...

— Лешăпа Натали хăйсен килĕсене хăйсемех тупаççĕ, текех пĕчĕк ачасем мар, — терĕ Эртиван, унтан вĕсене тĕлĕнсе пăхакан ачасемпе сывпуллашса çапла каласа хăварчĕ: — Чипер юлăр! Килĕрсене çитиччен çултан çĕтсе ан кайăр!

■ Страницăсем: 1 2