Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 10 пай


Леша туять, чирленĕ пек юри хăтланнăшăн хăйĕн айăпне ăнланнă Павлов, анчах çавна класра пĕлтерме çăмăл мар ăна. Васкамасăр калаçма та йывăр пулас, çăварĕнчен çăра çакса янă пекех туять пулмалла.

— Тĕрĕс шутлатăн, Илья — каламаллах. Анчах эсĕ ан васка-ха, иксĕмĕр калаçса пĕтериччен, тархасшăн, чăтсам.

— Ман пĕр ыйту пур-ха, Леша. Эсĕ староста, санран нумай килет... Çынсене те ырă тума тăрăшатăн. Эпĕ те çын шутнех кĕретĕп вĕт?

— Кĕретĕн.

— Эпĕ тухтăр умĕнче юри ӳсĕрсе чирлĕ пек кăтартнине шарламасăр чăтаятăн-и?

Леша Павлов-Васкана тимлесе пăхрĕ: ултав мĕнне хальхинче чунтанах чухлать пек туйăнать. Пулăшма ыйтакана пулăшусăр хăварма юрамасть.

— Урăх апла хăтланмастăп тесе сăмах пар. Вара — илтмен эпĕ санăн «чирӳ» çинчен.

— Сăмах паратăп, — Илья çăмăллăн сывласа ячĕ, сăнĕ самантрах улшăнчĕ, çурăмĕ хыçĕнчен шахмат хăми кăларчĕ, Лешăна аялтан çӳлелле йăлăнса пăхрĕ. — Пачах выляма чарăниччен атя пĕрре юлашки хут выляса илетпĕр.

— Вăхăт çук манăн, Илья. Кам сăмах пачĕ халĕ кăна? Эсĕ мар-им? Тепĕр хут кăмака çине улăхса ларас килет-и? Юлашки хут выляма та сĕнместĕп. Разряд пирки кам ялан калаçатчĕ? Ăмăртăва малаллах хатĕрленмелле. Уроксем çинчен те манмалла мар.

Илья Мария Ивановнăпа мĕнле калаçнине пĕлмест Леша, анчах çавăн хыççăн вăл чăнах та пĕр-ик эрне шахматла выляни курăнмарĕ. Унтан каллех Павлов хăйпе пĕрле шахмат хăми, шахмачĕсене кĕсйине чиксе çӳреме тытăнчĕ. Ачасем Павлов çĕрле те шахмат хăмипе ыталанса çывăрать теме пуçларĕç. Çапах та чи тĕлĕнмелли ку мар, Илья васкаса калаçма чарăнни пулчĕ. «Павлов-Васкан» тени те сайрарах та сайрарах илтĕнме тытăнчĕ. Уроксенче те вăл учитель ыйту панă-паманах аллине çĕклеме пăрахрĕ. Шахмачĕ çинчен кăна манаймасть — таçтан паллă шахматистсен вăййисене çырса кăтартнă хулăн кĕнеке тупнă та çавăн тăрăх районти ăмăртăва тăрăшсах хатĕрленет. «Кăçал разряд илмеллех», — тет вăл. Çав хушăрах класс ĕçĕсене те хутшăнать. Микулсене пулăшма та килчĕ. Ӳсĕрмест халĕ. Ку хăй Павловпа пулса иртнĕ тепĕр мыскара. Пĕррехинче унăн хулăн кĕнекине класра тахăшĕ вăрттăн тытса пăхнă та хуплашки çине мĕн çырнинчен тĕлĕнсе куçне чарсах пăрахнă: «Павлов Ильяна... çав шкулти çав класра вĕренекене... «Пионерская правда» хаçатăн шахмат ăмăртăвне хутшăннăшăн...» Тĕп редакторĕ алă пуснă, пичет çапнă... Число лартнă... Ыттисем курма ĕлкĕреймеççĕ, Илья тултан кĕрет. Хăйĕнчен ыйтма лайăх мар, кĕнекине вăрттăн пăхнăшăн хытах çилленме пултарать, çилленсен вăл мĕн калаçнине пушшех ăнланма çук — çутăлтарса ярасран çеç хăтăлма тăрăш. Ачасем çавăнпа почтальонпа калаçса пăхма шутлаççĕ: килнĕ-и Павлов патне Мускавран кĕнеке е çук? «Килчĕ, — тет почтальон, — эпĕ ун патне кĕнеке евĕр посылка пама кайсан амăшĕ ăна вĕри кăмака çине улăхтарса вырттарнăччĕ... Посылка ăçтан килни çинчен пĕлтертĕм те, кăмака çинчен тӳрех урайне сикрĕ». Каярахпа Леша та вăлткаласа пĕлчĕ: тĕрĕс-и е тĕрĕс мар? «Тĕрĕс, — терĕ Илья, — эсĕ тата Мария Ивановна мана шаннăшăн пĕр ырă ĕç тăвас килчĕ. Хаçатра ун чухне шăпах шахмат задачисене шутлас енĕпе ăмăрту пыратчĕ. Улттăшĕнчен виççĕшне тĕрĕс шутланă эпĕ. Янă вара кĕнеке».

— Мĕншĕн никама та пĕлтермерĕн? — ыйтрĕ Леша. Вăл Илья шахматла выляма чарăннă тесе шутланă, Павлов вара килтен ниçта тухмасăр хаçат задачисемпе тăрмашнă.

— Амăртăва хутшăнса разряд иличчен никама та каламастăп, — терĕ Илья. — Эсĕ те ан шарла, Леша.

— Юрать.

...Эртиван та шахматла лайăх вылять иккен. Вĕсем курăк çине тăсăлса выртса «çапăçнă» вăхăтра Литюк аппа çĕнĕ кăмака хутса ячĕ. Малтан вуттине нумай хумарĕ — тӳрех вăйлăн çунтарма юрамасть. Мăрьерен тĕтĕм тухса тӳпере сарăлнине сăнаса пурте: «Ур-ра!»— кăшкăрса ячĕç.

Ара, савăнма сăлтавĕ пур: кăмака тунă çĕрте кашнин тупи пур-çке. Пурхил мучи сĕннĕ пек кăмакана пĕрре самаях вăйлăн çунтарса пăхрĕç — йĕркеллех вăл, хытă хĕрет, тĕтĕмĕ пӳрте кăмака анинчен те, юшкăпа хăрăм шăтăкĕсем тĕлĕнчен те тухмасть.

— Микул ӳссе çитсе çĕнĕ çурт лартиччен чиперех ларать ку кăмака, — терĕ Пурхил мучи чĕлĕмне кăмăллăн паклаттарса.

Улькапа Натали пахчаран пысăк тирĕкпе паранкă çĕклесе килчĕç, вĕсене кĕл ăшĕнчен кăларса тасатма Эртиван (шахмат вăййинче ăна Илья çĕнтерчĕ) пулăшрĕ. Ачасем пӳртрен çĕклесе тухнă сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Сĕтел çинех кашăксем тухса выртрĕç, кăмака тунă ятпа Улька чĕрес тулли çĕклесе килнĕ турăха тепĕр тирĕке пушатрĕ.

Епле тутлă иккен ĕçленĕ хыççăн уçă сывлăшра çĕр улми çиме! Литюк аппапа Пурхил мучи малтан çуллахи лаçра пăртак иккĕшех калаçса ларчĕç, унтан вĕсем те ачасем патне тухрĕç. Пурхил мучи те лайăх кăмакашăн хĕпĕртенĕ, Литюк аппа кăмăлласа хăналанăран пичĕ хĕрелнĕ...

Апатланнă хыççăн хĕр ачасем сĕтел тасатса çунă хушăра ыттисем Лешăн детекторлă радиоприемникне черетленсе тата тĕлĕнсе итлерĕç. Пĕрлешсе пысăк ĕç туни ачасене пĕр-пĕринпе малтанхинчен те хытăрах çывăхлатрĕ.

Вăхăт сисĕнмесĕрех шăвать.

— Манăн киле каймалла, анне кĕтсе ывăнсах çитрĕ пулĕ, — терĕ Натали, пахчара та, кил картинче те Улькапа танах тăрмашнăскер.

■ Страницăсем: 1 2