Кĕпер :: «Камун эрни»
Вĕсене кура ял çыннисем те хастарлăрах ĕçлеме тытăнчĕç пек.
Çынсем, халь ĕнтĕ пĕр сивлемесĕр, тăрăхламасăр, çак кунсене «камун эрни» терĕç.
Сахар та, Çимун арăмĕ те тырă нумаях акайман. Камун эртелĕ Чулçырмара кăна мар, Лешеккинче те ĕçлесе курчĕ, вырăссене те «камун эрни» пирки калаçтарчĕ.
Хĕрарăмла ташлакан Арланов та юлташĕсенчен юлмарĕ ĕнтĕ, анчах ĕçре Тараспа хĕрарăмсенчен ирттереймерĕ. Кула-кула, Ольăпа Тоня ăна кĕлте çыхма вĕрентрĕç.
Тарас çуркунне куккăшсен эртелĕпе ĕçленĕ хирте камунсем тырă вырнă чух Селĕп Кириле вĕсен пĕрлешӳллĕ ĕçĕнчен тĕлĕнмерĕ.
— Камунсемпе хăратаççĕ халăха. Ним хăрамалли те çук. Чăваш ĕлĕкренех камунла ĕçлеме юратать. Тырă акма эпир яланах, хамăр вĕçсем, эртелпе тухатпăр, арçынсăр хĕрарăмсене арçын тумалли ĕçре пулăшатпăр. Ниме туни те камун ĕçĕ евĕрлĕрех, — терĕ вăл Сахарпа калаçнă чух.
— Чăн каларĕ вĕт хунчăкам! — тĕлĕнчĕ Сахар. — Чăваш, чăнах та, час-часах пĕрлешсе эртелпе ĕçлет. Ниме туни те коммунизмла субботник тунă евĕрлĕ мар-и? — Çапла каларĕ те Сахар канма пухăннă çынсене Куракхăвинчи коммунарсен ĕçĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл унта пĕркун, Трашук амăшне йывăç пӳрте кĕме пулăшас тесе, кĕленче илме кайса килнĕччĕ.
Камун эртелĕ юлашкинчен Лешеккинчен шкул валли çурт куçарса пачĕ. Куншăн пуринчен ытла Антонина Павловнăпа Евграф Архипович савăнчĕç. Кĕркуннерен пĕр шкулта ĕçлеме пуçлаççĕ вĕсем.
Килнĕренпе вунă кун иртнĕ çĕре хулари чăвашсем хулана таврăнма хатĕрлене пусларĕç. Арланова Анук хăйĕн пӳртĕнче пурăнма хушрĕ. «Лаша пăхма пĕлместĕн, ăна Тарас пăхĕ», — терĕ.
Ĕни те пур-ха Анукăн. Ĕне пирки вăл Лисукпа калаçса татăлчĕ.
Çимун та каллех çемйине пăрахса кайма хатĕрленет иккен. Çимун арăмĕ Пăлаки виçĕмçул пĕр эрнене ăсатнă упăшкине кăçал аран кĕтсе илнĕччĕ. Ывăл ачи те ашшĕне кĕтсе илчĕ, анчах «Атте» теме часах вĕренеймерĕ. Çимун хурланчĕ уншăн. Виççĕмĕш кунне пилĕк çулхи Ваççа «Атте!» тенине илтсен, ашшĕ савăнсах кайрĕ. Ывăлĕ сасартăк паян тин çут тĕнчене килсе кĕнĕ пек туйăнчĕ ăна.
Çак самантран пуçласа Çимун чĕри ывăлĕшĕн те, кулянакан арăмĕшĕн те уçăлчĕ.
Пăлаки Çимун улшăннине сисрĕ, анчах темшĕн савăнмарĕ. Упăшки ыран хулана каяс тенĕ кун ача сăнлă хĕрарăм кĕлете кĕрсе макăрчĕ те, питне-куçне чĕрçиттипе типĕтсе, пӳрте кĕчĕ. Çимун ача валли, çĕçĕпе каскаласа, вылямалли пăшал туса ларатчĕ.
— Çимун, итле-ха ман сăмаха, — терĕ Пăлаки. — Хальччен эпĕ сана хирĕçсе те, кĕвĕçсе те пĕр усал сăмах каламанччĕ. Халь те каламăп. Вăрçса-кĕвĕçсе мар, йăлăнса калас теп...
Çимун, каскалама пăрахса, хăлхине тăратрĕ, арăмĕ çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ.
«Нюра пирки кăна сивĕнтĕм пуль арăмран. Сивĕнтĕм мар, малтанах унăн ăшшипе ăшăиасшăн пулмарăм, ахăр. Пит ырă чун вĕт Пăлаки, ман юратнă ывăлăн амăшĕ. Хăй халĕ те ача чунлă», — вĕркерĕç шухăшсем ун пуçĕнче; унăн арăмне ачашлас килсе кайрĕ.
Упăшкинчен сăмах илтес тесе, сăмахлама чарăннăччĕ Пăлаки. Çимунăн хальхи туйăмĕсене сисеймерĕ вăл. Упăшки сăмах чĕиессе те кĕтсе илеймерĕ. Каларĕ вара калас тенĕ сăмахне:
— Эс майра хĕрне юратнине эп. тахçантанпах пĕлетĕп. Халь хулара пĕрле пурăнатăр пуль ĕнтĕ. Пурăнăрах. Эп сан кăмăлна хальччен çавăрайманнине халь тин çавăраймăп. Анчах, тархасшăн, хулара майрупа хамăр ял çыннисене курăнса ан çӳрĕр. Ялта сăмах ан сарăлтăрччĕ. Аçта кайса кĕрес ĕнтĕ ман? Ывăл пур вĕт, ăна ӳстерсе çын тăвас пулать. Пĕчĕк ача, ашшĕ пур çĕртех, çынран илтсе, пĕчĕк чĕлхипе «Атте çук» тесе каламалла ан пултăрччĕ...
— Ахалех калаçан, Пăлаки. Нимле майра хĕрĕ те çук тĕнчере, — терĕ Çимун хурлăхлă сасăпа.
Пăлаки урăх сăмах чĕнмерĕ, сĕтел çине кукăр тура, майра турй, кăларса хучĕ. «Нюра тури, сан кĕсйӳнте тупрăм», — тесе каласшăнччĕ, çавна та калаймарĕ хăй.
Çимун ăнланчĕ вара, пуçне чиксе ларчĕ-ларчĕ те çаплах хурлăхлăн:
— Тĕрĕс, — терĕ. — Нюра тури вăл. Çавах ман сăмах та тĕрĕс. Нюра çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Асăнмалăх çак тури кăна юлнă. Вăл та Нюра вилнĕ кун Анук пуçĕ çинче пулнипе çес юлнă...
Те Пăлакипе çывăхрах пулас тесе, те хальччен никампа калаçмасăр пĕччен кăна йывăр хуйхă тӳснĕрен Çимун чарăнмасăр калаçрĕ. Мĕскĕн юратăвăн историне йĕркипе каласа пачĕ, Нюра ăна ăсатма Куçминккана пынине те асăнчĕ. Нюра вăрманта Пăлакипе Ваççана шеллесе мĕн каланине асăнсан, Пăлаки тӳсеймерĕ, шăппăн куççуль юхтарчĕ.
— Нюра çук ĕнтĕ, — терĕ Çимун юлашкинчен, — пытарма кĕлеткине те тупайман юлташсем. Суранланнă Пăликана пульăсем айĕнчен сĕтĕрсе кăларнă вăхтра шăп çав тĕлте снаряд çурăлнă. Иккĕшĕ те нихçан тĕнчере пулман пек пĕтнĕ, çухалнă...
Çимун сасартăк калаçма чарăнчĕ те, пӳртрен тухса, Чулçырма çыранĕпе Кивçурт еннелле пуçне чиксе утрĕ. Пăлаки вăл киле таврăничченех ĕсĕклесе макăрчĕ. Пĕчĕк Ваççа туса пĕтермен пăшалпа йăпанатчĕ, анчах амăш макăрнине курсан, ăна çепĕç чĕлхипе йăпатма пăхрĕ:
— Ан макăр, анне! Атте килчĕ, атте татах килет, тетте илсе килет, — терĕ.
Амăшĕ куççуль витĕр кулма тăрăшрĕ, анчах кулаймарĕ, татах хытăрах макăрса ячĕ.
...Тăлăх пурнăçра касăлса пĕтнĕ чунне куççулĕпе çуса сиплерĕ пуль çĕркаç Пăлаки. Паян ирхине вăл хулари чăвашсене ăсатнă чух савăк сăнлă курăнчĕ.
Хулари чăвашсемпе пĕрле хулана Сахар хăй те каять иккен. Унта чĕнтерессе кĕтсех пурăнатчĕ-ха Сахар. Анчах хăй мĕн пирки шухăшланине халь Лисука каламарĕ, Тараспа вара унран вăрттăн калаçрĕ, çул майăн Оля патне те кĕрсе тухас терĕ. Хулана каякансемпе пĕрле Тарасна Арланов та Лешеккине çити ларса кайрĕç.
Икĕ лав анаталла хăвăрт кустарса анчĕ, Чулçырма урлă çӳлти кĕперпе каçса, куçран çухалчĕ.
«Ашшĕне» ăсатма Натали те килнĕччĕ.
— Акă камун эрни иртсе те кайрĕ, — терĕ вăл куляннă пек. — Савăк эрне пулчĕ. Емĕр асăнмалăх.
— Камун эрни иртмест вăл. Камун ĕмĕрĕ пуçланчĕ ĕнтĕ, — терĕ Сахара ăсатма килнĕ Шатра Микка.
— Емĕрĕ те çак эрне пек пултăрччĕ çав, — кăшт пăшăрханчăк кăмăлпа сăмах хушрĕ Лисук.
Сахар киле таврăнас çуккине снсрĕ пуль вăл...
— Ара, вăл хамăртан килет-ха, — терĕ самана тутине сисе пуçланă Пăлаки.
— Тĕрĕс. Хамăртан çеç килет, — хулăн сасăпа çирĕплетрĕ Шатра Микка.
Сăрт айккинче анаталла пăхса тăракан çынсем тăруках шăпланчĕç те пĕрерĕн-пĕрерĕн тĕрлĕ еннелле саланчĕç.
Наталипе Пăлаки пĕрле тăвалла утрĕç.
— Пирĕн касра аттерен урăх арçын çук. Вăл вăрçа ан кайтăрччĕ тата, — терĕ Натали.
— Кайсан та ним тăваймăн, — сас пачĕ Пăлаки те. — Хĕрарăмсен хăйсен пĕрлешсе эртелпе ĕçлеме вĕренес пулать ĕнтĕ. Пĕрлешӳллĕ ĕç тухăçлăрах. Малашне хамăрах, кирлĕ пулсан, камун эрни тăвăпăр.
Натали те çак шухăшпа килĕшрĕ пулас. Самлейле «Ий-я!» терĕ çеç вăл Пăлакипе уйрăлнă чух.
Хулара çав вăхăтра чăнахах «камун эрни» пуçланнă. Уком, пĕр енчен, уесри коммунистсене Хĕрлĕ Çара хăйсен ирĕкĕпе кайма чĕннĕ, тепĕр енчен, вăл рабочисем хушшинче парти йышне ӳстерес ĕçе вăйлăлатнă.
Сахара хулана урăх ĕçпе чĕннĕ пулнă-мĕн. Анчах вăл, уесри парторганизаци мĕн пирки пăшăрханнине пĕлсен, фронта хăй ирĕкĕпе кайма пуринчен малтан çырăнчĕ.
Уком секретарĕ Сахарпа уйрăм калаçнă чух ăна ӳкĕтлесе пăхрĕ.
— Сан çулхисене чĕнместпĕр, анчах ху çине тăрса каясах тесен, чарма пултараймастпăр. Çырăниччен малтан лайăхрах шухăшласа пăх, — терĕ.
— Революцишĕн çапăçса вилме пӳрнĕ пулсан, пĕлтĕрех вилмеллеччĕ ман, — терĕ Сахар. — Халь, ывăл çул çитмесĕрех икĕ çул хăй ирĕкĕпе çапăçнă вăхăтра, ман, çул иртнĕ тесе, килте-ларас-и? Çамрăксем хăйсен телейĕшĕн çапăçнă чух ашшĕсене тылра ларни килĕшмест. Ывăлсен телейшĕн çеç пурăнатпăр ĕнтĕ халь. Ывăлран каярах вилес марччĕ.
Секретарь урăх сăмах каламарĕ, Сахар аллине хыттăн чăмăртарĕ çеç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...