Кĕпер :: «Камун эрни»
Çуркуннеренпе Чулçырма тĕс çухатнă ял пек курăнать. Тĕс те, сасă та çухатнă. Сахар пухса чăмăртанă актив Хĕрлĕ Çара кайса пĕтрĕ. Ахтем Макарĕ те кайрĕ ĕнтĕ. Лешеккинче коммунистсен шучĕ чакни питех сисĕнмерĕ, унта партие хĕрарăмсем (Ольăпа Антонина Павловна) çырăнчĕç. Чулçырмара вара Сахарпа Микка иккĕнех.
Тайман Сахарĕ революци ĕçĕнчен отпуск илнĕ пек халĕ. Çул типсенех, ниме туса, вăл Пасарлă ялтан пӳрт куçарчĕ те çавăнтанпах çурт-йĕр çавăрса аппаланать.
Сахар кăна мар, пĕтĕм ял самана ĕçĕнчен отпуск илнĕ тейĕн. Ялти ĕçсене Шатра Микка пĕчченех майлаштарса пырать ерипен, — ăна пулăшакан та, чăрмантаракан та çук. Хушăран Тайман Сахарĕ патне нĕр-пĕр канаш ыйтма пырса каять вăл. Пĕррехинче ял пуçлăхĕ шӳтлесе «кӳренме» пăхрĕ:
— Пирĕн ял кастарнă ăйăр пек тăруках лăпланчĕ, — терĕ вăл. — Хусах ял пек курăнать. Пĕр кутăн çын та Совета пырса вăрçмасть. Революцие хирĕç те, майлă та кăшкăракан çук. Кичем капла.
— Куншăн кулянмăпăр-ха, — тавăрчĕ Сахар. — Кулянас тесен, кулянмалли пур пирĕн. Çынсене парти енне çавăрас енчен эпир Лешеккисенчен кая юлтăмăр. Райком пире пуçран шăлмĕ куншăн.
— Эсĕ революцишĕн çеç кулянатăн, манăн контрреволюцишĕн те кулянма тивет. Ялта нĕр куштан юлмарĕ. Тăхăр куштан пĕр самантра çухалчĕç. Вĕсем пирки халĕ те ним сас-чĕв çук вĕт.
— Тупрăн хуйхă, — кулса ячĕ Сахар. — Пуянсем сана пăрахса кайнипе ял илемĕ çухалчĕ тетĕн-им?
— Хуйхă çав, — терĕ Микка, ĕнснне хыçкаласа. — Хăйсем кайнă та, килйышĕсем юлнă. Çавсем пырса аптратаççĕ мана.
Сахар кулмарĕ урăх, хăй те шухăша кайрĕ.
— Ял пуçлăхне аптратаççĕ пуль çав, — терĕ вăл кăшт шухăшланă хыççăн. — Эп хам, тĕрĕссипе каласан, мансах кайнăччĕ вĕсем çинчен. Манма юрамасть. Мĕн тесен те — ял çыннисем, Чулçырма гражданĕсем. Юрĕ, пăртак ерçсен, хулана кайса, вĕсен шăпине пĕлсе килĕп эпĕ.
— Ху каймасан та пырĕ. Хут çыр, — терĕ Микка. Сахар хут çырса ĕлкĕреймерĕ. Кĕçех яла хулари чăвашсем килсе çитрĕç, вĕсемне пĕрле хулана Сахарăн та каймалла пулчĕ.
Çурт куçарас умĕн Сахар ялта вырăн пăхса çӳрерĕ. Сăрт çинчи кĕлетсен хыçĕнче анкартисем пуçланаççĕ. Анкартисемпе Чулçырма çыранĕ хушшинче вĕтĕ хăвалăх ӳсет. Çавăнта çурт лартма ĕлĕк никам та шухăшламанччĕ. Виçĕмçул Мăрзабай Çимунĕ çул кăтартса пачĕ. Пĕлтĕр кунта тата виç-тăватă кил шăтса ларнă.
Çимунпа юнашарах летчик-Микка куçса ларнă. Каçăр Натали, çамрăк хитре хĕрарăм, Самлей чăвашне хăй çумне вĕренпе кăкарса хучĕ тейĕн. Нихçан путлĕ ĕçлесе курман çăмăлттай тар кăларсах ĕçлекен пулнăччĕ. Халĕ летчикĕ те Хĕрлĕ Çарта ĕнтĕ. Патша çарĕнчен тарса çӳренĕскер, Хĕрлĕ Çартан тарма шухăшламан курăнать.
Çимун кил-çурчĕпе юнашар, ял енче, чылай пысăк пĕр тăваткал лаптăк пур. Çак вырăна пурте тиркенĕ. Чулçырма çыранĕ ытла çӳллĕ те чăнкă кунта. Шыв ăсма тавра çулпа çӳреме тивет. Сахар, вырăн шыраса, çак тĕлте чарăнса тăнăччĕ. Çав вăхăтра ăна такам: «Атте» тесе чĕнчĕ. Çамрăк хĕрарăм сасси. Сахар, тĕлĕнсе, çаврăнса пăхрĕ те тин астурĕ: Каçăр Натали туйĕнче хăйматлăх пулнăччĕ вĕт. Пăх-ха эс ăна, тăван хĕрĕ пекех чĕнет...
— Сан летчик упăшкуна пĕр-ик хутчен эпĕ те курса юлтăм, — терĕ Сахар, сăмах чĕнес майпа. — Мĕнле, летчик тĕкне тăкса çитерчĕ-и?
— Тăктартăм, — кулса ячĕ Натали. — Пĕрне-пĕри питĕ килĕшрĕмĕр. Салтакран таврăнсан, çӳçне тăпăлтарап-ха... Пĕрре трюмашăн тăпăлтарнăччĕ.
Мĕнле «трюмашăн» тăпăлтарнине пĕлсен, çамрăк чухнехи пек каçса кайсах кулчĕ Сахар.
— Халь мĕншĕн тăпăлтарасшăн тата? — ыйтрĕ юлашкинчен.
Каçăр пуçлă, яштака пӳллĕ хитре «хĕрĕ» çине савăнса пăхса тăчĕ «ашше». Натали пек хитре пике Чулçырмара урăх çук, тенĕччĕ вăл туйра. Халĕ те çаплах шухăшларĕ.
— Улталарĕ мана шуйттан летчикĕ, — çĕтĕлчĕ Натали. — Ывăл ачан ятне пăсса хунă. Хветĕр ятлă пултăр терĕм эпĕ. Вăл манран вăрттăн урăхла çыртарнă. Çур çул ачана Хветĕр, Хветĕр тесе сиктереп. Пĕркун Шатра Микка çавна илтрĕ те: «Мĕн аташан, Натали, Хветĕр мар вăл, Лев ятлă», тет. Çĕр çăттăр!.. Сахар каллех кула пуçларĕ.
— Куншăн çӳçне тăпăлтарма мар, упăшкуна чуптăвас пулать, — терĕ вăл. — Ытарайми хитре ят. Вырăс хушшинче питĕ пысăк çын Лев ятлă пулнă. Лев Толстой. Вăл вилсен, пĕтĕм халăх кулянчĕ.
— Вырăса пырать вăл, атте, чăваша çĕвер ячĕ килĕшмест. Хушамачĕ Медведюх пулмасан, ятне питех тиркемĕттĕм. Упа çури арăслан тенĕ пек тухать вĕт-ха, çав хăртать.
«Лев Медведев! Чаплă янăрать. Маншăн хитре, уншăн «çĕвер». Упа кĕтессинчи тĕттĕм чăваш ялне те килсе хускатрĕ вĕт революци. Тĕрлĕ «летчиксем» те ирĕксĕрех яла çĕнĕ сывлăш кĕртеççĕ, хăйсем мĕн хăтлансан та — халăха хирĕçтерсен те, майăн калаçтарсан та — ăна малаллах туртаççĕ. Самана сывлăшĕ ĕнтĕ вăл. Натали те «тăпăлтарап» тет, анчах хăй «çĕвер» ячĕпе килĕше пуçланă ĕнтĕ, кăмăллăн çĕтĕлет. Пĕрĕннĕ тути вăрçнă çĕртех кулма хатĕр», — шухăшларĕ Сахар.
— Вырăса килĕшни чăваша та килĕшĕ, Натали, — терĕ вăл. — Ывăлу ӳссе çитнĕ çĕре Лев тени чăваш хушшинче те хитре пулать. Арăслан пек паттăр, хăюллă пултăр тенĕ пуль Микка. Ан ятла уншăн упăшкуна. Вăл хăй те Хĕрлĕ Çартан чаплă герой пулса таврăнĕ ак.
Унччен кулма-тăрăхлама хатĕр хĕрарăмăн куçĕ сасартăк шывланчĕ.
— Спаççипă сана, атте, ырă сăмахшăн, — терĕ вăл, чĕрçиттипе куçне шăлса. — Микка пирки никамран ырă сăмах илтменччĕ. Пурте летчика киле кĕртнĕшĕн сивлерĕç мана. Тăлăх пуриăçран анчах çыхлантăм çав каскăнпа. Хăвах пĕлен, тăван атте çук, упăшка çухалчĕ, хĕрачана ӳстермелле, вăл çичче пусрĕ ĕнтĕ халь. Тиркесе тăма килмерĕ... Эс халь маншăн тăван атте вырăннех ĕнтĕ. Çынсем камун тесе сивлеççĕ, эпĕ «Атте камун пулсан, камунсенчен хăрамалли çук» тетĕп. Эсир çакăнта пӳрт лартсан, маншăн та лайăх пулĕччĕ...
Çĕнĕ кӳршĕсем пурте кĕçех камунран хăрами пулчĕç. Кашнийĕнех арçын туса пĕтермен ĕç тупăнчĕ. Сахар хăшне кăмака туса, хăшне чӳрече лартса пулăшрĕ.
Пӳрт куçарма кайичченех Сахар тăваткал лаптăка вĕрлĕк тытрĕ. Унтан çыран хĕрринче, тарăн шăтăк алтса, хăма çапса, темле хӳшĕ пекрех япала туса лартрĕ. Ятне чăвашла калама намăс. Çавăнпа вырăсла «нушник» терĕç ăна. Хальччен ялта пулман япала.
Лисукпа Тарас çав вăхăтра çыран аяккине кунĕн-çĕрĕн чаврĕç. Тарас малтанах мĕншĕн чавмаллине тавçăраймарĕ. Тепĕр еннелле те чавма тытăнсан, вăл пушшех тĕлĕнчĕ.
— Мĕн пулать капла, анне, ма тепĕр еннелле чава пуçларăмăр? — ыйтрĕ вăл аптраса.
— Аçу çапла чавма хушрĕ, сичсак пултăр, терĕ.
— Мĕнле çичĕ сак? Ларса канма сак тăватпăр-и?
— Кукăр-макăр çула вырăсла çапла калаççĕ, тет. Сичсак тусан, хăпарма çăмăлтарах пулать.
— А-а, зигзаг! — тавçăрса илчĕ Тарас.
— Эпĕ те çаплах калап-çке, сичсак теп.
Çав кукăр-макăр пусмаллă çула кайран пурте сичсак тесе калакан пулчĕç. Ашшĕ те: «Тарас, сичсакпа кайса, пĕр наччас шыв ăсса кил-ха», тесе калатчĕ. Шыва кайма кунтан виçĕ çул пур: пĕри — Çимунпа Трашук тунă анлă сĕвек çул, вăл çулпа çӳреме инçерех; тепри — Малтикасри çăл патне илсе каякан çул, вăл тата инçерех. Чи çывăххи — сичсак. Çулĕ мĕнле кукăрăлса хуçлансан та, — чăнкăрах çав. Анчах, çывăх тесен, çывăх ĕнтĕ, кăмака кукринченех пуçланать.
Кăмака кукри тесе юптарса каламарăмăр-ха. Çыран хĕрринче Сахар, чăнах та, пĕчĕк кăмака туса лартрĕ, Кăмакин çӳллĕш аршăн та çук, çавах унăн труби те пур. Кăмака тӳпинче чугун лартма йăвасем тунă. Тулта ларакан кăмака тул ăшăтма мар ĕнтĕ, çуллахи вăхăтра апат пĕçерме кирлĕ.
Мулла Анукĕ, çав кăмакана курсан, каçса кайрĕ.
— Сахар пичче, ку вăл сан натуральнăй кăмака пулса тăнă-ха. Яшка пĕçерме те, улма ăшалама та, икерчĕ пĕçерме те пулать унта, — терĕ вăл, хулара вĕреннĕ «культурлă» сăмаха вырăнлă тĕртсе хурса.
Хулари чăвашсем Чулçырмана пырса çитнĕ çĕре Сахар пӳртпе кĕлет хушшинче сарай туса çитернĕччĕ. Тата пӳртре те кăмака купаласа лартнăччĕ. Виçĕ «комиссарпа» пĕр учитель Сахар ĕçне пĕр-пĕр авторитетлă комисси пек тĕрĕслерĕç. Кил-çуртне тиркемерĕç, анчах мухтама та васкамарĕç.
— Эс, Захар Матвеевич, хăвăн йăвуна чăвашла та мар, вырăсла та мар çавăратăн. Пушкăртла теме те май килмест, — терĕ Çимун.
— Нимĕçле! — кирлĕ сăмах тупнăшăн савăнса кăшкăрчĕ Анук. — Тата пӳрт тавра çеçкеллĕ тĕмĕсем лартсан, шăпах нимĕçле пулать. Эп нимĕç колонийĕсенче пулса курнă. Çавсен — хуралтă тăтăш, килкартинче çуллахи пĕчĕк кăмака пур, юнашарах — анкарти.
— Сахар пиччен анкартийĕ гонашар та мар, килкартинчех, — сăмах хушрĕ Трашук та.
Чăнах та, Сахар çакăнтах, пӳртрен пĕр çирĕм-вăтăр утăмра, йĕтем туса хатĕрленĕ.
Пӳрт тăррипе пӳртри кăмака уйрăмах калаçтарчĕç «комиссие». Пӳрт витме хăма çук, шăвăç пирки, саманине кура, калаçма та кирлĕ мар. Çавах улăм витмен Сахар. Çавра кӳлĕре ӳсекен хăмăшран вĕтĕ кĕлте çыхса витнĕ, çиелтен тăм шăлнă.
— Кун пек виткич тинчере урăх çук, — терĕ Арланов, çынран юлас мар тесе.
Анука тулти кăмакана курнă хыççăн пӳртри кăмака пушшех савăнтарчĕ:
— Çав кирпĕчренех купаланă вĕт кăмакине, — терĕ вăл, хавасланса, — анчах кăмака аяккисем яп-яка та тип-тикĕс, шăратса тунă пек. Тайман Сахарĕ ăста шорник тенине илтнĕччĕ эп, вăл ăстаран ăста кăмакаçă та иккен тата.
— Мĕн кăна тума пĕлместĕн-ши эс, Захар Матвеевич? — терĕ «комисси» пуçлăхĕ Çимун. — Шорник, атăç, платник, столяр, кăмакаçă... тата мĕн калас?
— Тата музыкант! — тере те Арланов, стена çумĕнче çакăнса тăракан тăмрана ярса тытрĕ, пĕли-пĕлми тĕнкĕлтеттерсе илчĕ.
— Çынсем канмалла тапак туртаççĕ, эп тăмра калап. Тараса ташлама вĕрентеп. Рамаш пек герой пуласшăн, хăй ун пек ташлаймасть, — терĕ Сахар, шăпăрт тăракан ачана вăтантарса. Хăй çавăнтах тăмрине, Арланов аллинчен илсе, кăшт ĕнеркелерĕ те сасартăк ташă кĕвви янратса ячĕ.
— Эх, Тимĕркке пичче каларăшле, замана! Арçынсăр пурăнма пултарап, ташă кĕвви илтсен, ташламасăр тӳсейместĕп, — терĕ те Анук, çавăнтах арçын пек тапăртатса ташлама тытăнчĕ. Арланов пăхрĕ-пăхрĕ те хĕрарăм пек якăштатма пуçларĕ.
— Çынсем ĕçлеççĕ, камунсем ташлаççĕ, — сивлесе мăкăртатрĕ пӳрт аяккипе анкартине хăпаракан хĕрарăм.
Тепĕр икĕ кунтан камунсем ташласа кăна мар, ĕçлесе те халăха тĕлĕнтерчĕç. Хуларан кнлнисем çумне тата лешеккисем килсе хутшăнчĕç — Ольăпа Антонина Павловна. Сахар хăй валли те, Анук валли те тырă акса хăварнăччĕ. Ун чух ĕçлессе хирте Тарас ытларах куккăшсемпе пĕрле ĕçлерĕ. Халь, тырă вырнă чух, Тарас ĕçленипе çырлахайман. Камунсен эртелĕнче вунă çын, виçĕ лаша. Эрне хушшинче вĕсем, савăк юрласа, хастар ĕçлесе, акнă тырра вырса илме те, авăн çапма та ĕлкĕрчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...