Кĕпер :: Çăварни хăнисем
— Апла пулсан, юлашки краççына аттен «Çиçĕм» лампине ярса çут, Праçник вĕт паян.
Çапла калаçса, ача кĕрĕк тăхăна пуçларĕ.
— Эс ăçта кайма хатĕрленетĕн, Тараска? — ыйтрĕ майра.
— Лаша тăвариччен Кирилл Ивановичпа анкартине кайса килес. Улăм кирлĕ, тулти иӳрте те хутмалла пулать. Хăшĕ-пĕри кăмака çине выртĕç. Кунта иурте шăнăçаймăпăр.
— Ну маттур та иккен эс, Тарас! — кулса ячĕ Оля. — Пĕчĕк кил пуçĕ. Юрĕ. Кăмака çине иксĕмĕр выртăпăр, анкартине те иксĕмĕр кайса килĕпĕр. Эс вырăсла пиччӳ пекех таса калаçатăн. Шкула çӳретĕн-и?
— Тăваттăмĕш класа çӳре пуçланăччĕ те...
— О, сирĕн кунта тăваттăмĕш класс та пур-и? Мĕн, халь хăвах çӳреме пăрахрăн-и?
— Пирĕн учителе Пасар вĕçĕнчи буржуйсем вĕлерчĕç. Большевикчĕ вăл, Михаил Петрович. Унăн мăшăрĕ Елена Федоровна пĕчĕккисене вĕрентет. Пире вĕрентекен çук.
Картишне тухсан та Тарас хăйне хăй хуçа пек тыткаларĕ. Куккăшне часрах пӳрте кĕме хушрĕ.
— Эпир вĕт, кукка, пĕчĕк Укçене те пытартăмăр, — терĕ. — Анне хуйхăрса чĕлхесĕрленнĕччĕ. Халь калаçа пуçларĕ. Кĕр, атту вăл «Çиçĕм» кĕленчнне те çĕмĕрĕ тата.
Трашукпа Яхруш, Спиркăпа Филька, хăйсем хушшинче шавласа, лаша тăвараççĕ. Кириле мучи пӳрте кĕме васкарĕ.
Ирхине аслисем канаш тытрĕç. Мĕнпур пурлăха ултă лавпа тиесе кайма пулать. Мĕн шăнăçайманнине шанчăклă кӳршĕсем патне леçсе хăварас. Пӳрчĕпе вара мĕн тумалла-ши? Сутса ямалла-и е çăва тухиччен çаплипех хăвармалла? Юлашкиичен асли çапла каларĕ:
— Сутма кирлĕ мар. Укçа йӳнелсех пырать. Самана кăшт лăплансан, Сахар киле таврăнсан, пӳртне куçарать вăл. йывăç пӳрте куçарасси ним те мар. Каллех ниме туса килĕпĕр. Халĕ алăкĕпе чӳречисене çапса хăварас. Çынсем çăварни чупма пуçличчен эпĕ Стихван хăта патне кайса килем-ха. Юлнă япаласене çавăн патне хăварăпăр, пӳрте асăрхаса тăтăр. Эс, Лисук, икерчĕ пĕçерсе сăйла хăнасене.
Ватти тухса кайсан, çамрăксем пĕр саманта шăп ларчĕç. Оля вара, ним тума аптранипе, стена çинчи ӳкерчĕксене пăхкалама тытăнчĕ. Çавна кура Тарас арчаран тата пĕр çыхă ӳкерчĕк туртса кăларчĕ.
— Пичче картинкисем кусем, — терĕ вăл. — Патша сăнĕсем те пурччĕ. Эп вĕсене революци пулнă хыççăн çурса тăкрăм, генералсене хăвартăм...
Пурте ӳкерчĕк пăхма пикенчĕç. Тарас пĕрин хыççăн теприне кăтартса ăнлантарса парать: «Акă генералсем: ку Брусилов, ку Иванов, ку Алексеев, ку Сухомлинов...»
— Каледин е Дутов çук-и кунта? Контрăсене усратăн пулсан, сана тӳрех шорник пӳлĕмне хупса лартас пулать, — терĕ Филька.
— Контрăсене хамах çурса тăкрăм, — калаçать Тарас. — Сухомлиновне çурмарăм-ха. Ăна патша хăех тĕрмене лартнă. Акă Кузьма Крючков. Сăнă çине вуникĕ нимĕç тăрăнтарнă вăл. Салтакран таврăннă Алюш пичче ăна та çурса тăкма хушрĕ, суя вăл тет. Эпĕ çурмарăм. Акă пĕр салтак офицера вилĕмрен çăлнă, хăй суранланнă пулин те, командирне ултă çухрăм йăтса пынă. Алюш пичче кăна та çурма хушрĕ, офицера çăлма кирлĕ марччĕ терĕ. Эп çурмарăм. Кăсене вара никам та çурма хушмасть, пурте пăхса савăнаççĕ, юррисене юрлаççĕ.
Юрăллă ӳкерчĕксем хушшинче Оля иĕлекеннисем те, пĕлменнисем те пур: «Коробочка», «Златые горы», «Потеряла я колечко», «Умер бедняга», «Тихо стонет синее море». Кунтах Филькăн юратнă юрри: «Ехал с ярмарки ухарь-купец».
Ӳкерчĕксене пăхса тухнă хыççăн Оля салхуланчĕ.
— Генералсем нумай сан, Тараска. Аçупа пиччӳн ӳкерчĕкĕсем çук-им вара? Пур пулсан, ма пире кăтартмастăн?
— Пур, — куçне ялтăртаттарчĕ Тарас. — Аттен ӳкерчĕкĕ аннере, арчара усрать вăл ăна. Пиччен тесен... акă вăл, тульккĕ пĕччен мар вăл кунта. Еликовăн черкесĕпе иккĕшĕ пĕрле ӳкерттернĕччĕ.
Оля вăтанса тăмарĕ, ача аллинчи ӳкерчске ярса тытрĕ те пăха-пăха савăнчĕ. Унтан ӳкерчĕкне тутăрпа чĕркесе хĕвне чикрĕ.
— Юрать-и, Тарас? — ыйтрĕ кайран тин. — Мана кирлĕрех вăл. Упрасса та эп ăна лайăхрах упрăн.
— Ю...юрать, — терĕ аптраса кайнă ача.
— Куратăп-çке, кăшт кăмăлсăрлантăн. Эсĕ те пиччӳшĕн тунсăхланă пуль çав. Юрĕ, пиччӳне курма пирĕн енне час-часрах чупкалăн, — терĕ Оля, Тараса пуçран ачашласа.
Тепĕр кун ирхине тул çутăличченех Тайман Сахарĕн тăлăха юлакан пӳртне кӳршĕри çамрăк арçынсем — фронтовиксем хăнасемпе хуçасене ăсатма пухăнчĕç. Халь тăруках хăюлланнă вĕсем. Тарасăн Алюш пиччĕшĕ кĕнĕ-кĕменех ачана хупăрларĕ:
— Эс, Тарас Захарчă, генералсене çуратăн-и, çурмастăн-и? Çурмасан-, сана Пасар вĕçне ăсатмалла пулать.
Вырăссем умĕнче юри вырăсла калаçрĕ Алюш салтак. Тарасĕ те вырăслах хуравларĕ:
— Çурмастăп. Тăхтас терĕм-ха. Тен, вĕсенчен хăшĕ-пĕри Совет влаçĕ майлă пулĕç. Пирĕн учнтель Брусилов генерала питĕ мухтатчĕ. Чăнах та, ун тумтирĕ те хĕрлĕ.
— Мундирĕ хĕрлĕ пулни ниме те пĕлтермест. Генерал от кавалерии вăл, çавăнпа çеç ăна хĕрлĕ мундир тăхăнтарнă.
— Пурпĕрех çурмастăп. Михаил Петровнч юрататчĕ ăна, — кутăнлансах хуравларĕ халĕ ача.
Оля кулса ячĕ. Пĕр-ик сăмах Тараса мухтаса каларĕ.
— Ку мĕнле майра пулчĕ-ха? — хальхинче чăвашла ыйтрĕ Алюш салтак.
— Пиччен хĕрĕ, — терĕ Тарас. Оля чăвашла калаçнине ăнланчĕ.
— Ага. Эпĕ Рамашăн çураçнă херĕ, — терĕ вăл. Вара Алюш салтак унпа калаçма пикенчĕ.
Ыттисем чăвашлах сӳпĕлтетеççĕ. Кунта та ревком Совет влаçĕ тума килсе çитнĕ иккен. Çавăнпа Пасарлăял чăвашĕсем те паян хăюланнă. Трашук вĕсене фронтовиксен улахĕ пирки, Чулçырмара суйлава епле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ, Кириле мучие Совета суйлани çинчен те асăнчĕ. Вара салтаксем Совет членне сырса илчĕç.
Тул çутăлнă çĕре ултă лав вăрăм урам тăрăх инçе çула тапранче. Лисукăн чĕри икке çурăлас пек шаккать: çурри тăван яла вăркăнать, тепĕр çурри кунта юласшăн çунать. Унăн тăван ачисем çакăнти тăпра айĕнче выртса юлаççĕ вĕт. «Эх, Сахар, Сахар! Ма эс мана кунта илсе килтĕн те пăрахса хăвартăн. Эс ыттисем пек киле таврăннă пулсан, тен, пĕчĕкки те пулин вилмен пулĕччĕ...» — хăй ăшĕнче хурлăхлăн ӳпкелешет тăлăх хĕрарăм.
Тараспа Оля нер лав çине ларнă. Рамаша асăнса калаçмалли вĕсен вăрăм çул тăршшĕпех те иксĕлмĕ.
Иклетнĕ-ши паян Сахарпа Рамаш? Анчах Мăрзабай Çимунĕ çав вăхăтра Трашук çырăвне савăнса вуласа выртать. Тайман Сахарĕн çемйине Чулçырмăна куçарма каятпăр тесе çырать ун çамрăк тусĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...