Кĕпер :: Çăварни хăнисем
Çитĕннĕ йĕкĕте хусаха юлнă çамрăк хĕрарăм патĕнче пурăнни килĕшмест. Трашук Осокина хулана ăсатнă кунах çыаăрма амăш патне çĕрпӳрте кайрĕ. Малтанхи вăхăтра кăнтăрла Çимун килне выльăх пăхма, шыв тултма çӳрекелерĕ. Каярах, Пăлаки патне Ыхраçырминчен ларма хĕр килсен, кăнтăрла та çӳреми пулчĕ.
Выльăх-чĕрлĕхсĕр, картишсер кил-çуртра ĕçсĕр пурăнма кичем. Юр ытларах çăвинччĕ хуть. Вара упа хăйĕн шăтăкĕнчен тухнă пек çĕрпӳртрен чаваланса тухатăн та, кунĕпе юр тасатса, урам варрине çити çул туса йăпанатăн. Юрĕ те ытлашши çумарĕ кăçал. Ирĕксĕрех услапа ерĕн капла. Хĕл варринче тарçа кĕрĕшме те май çук. Ним ĕçсĕр, тĕллевсĕр пурăнакан Трашук хытă тарăха пуçланăччĕ. Çав вăхăтра çырусем килсе йăпатрĕç ăна. Çырусем салтак улахне ертсе кайрĕç, салтаксем ĕç тупса пачĕç: Лешеккине вырăс юлташсем патне кайса çӳреме хушрĕç.
Кĕçех тата Мăрзабай хăй патне чĕнсе илчĕ Трашука. Хуçа шалти пӳлĕмре пĕчченех. Хăй яланхи пекех кăшт хĕрĕнкĕ.
— Ирт кунталла, Трашук, лар юнашар, — терĕ вăл чи малтанах. Унтан йĕкĕте эрех тултарса пачĕ. — Çимун пăсăлнă маиăн, халь унăн тарçă тытма юрамасть. Санăн, Трашук, хăвăн малашлăху пирки шухăшлама вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, — хушса хучĕ кăшт тăрсан. — Пурăн ман патрах. Ывăл вырăнне пулăн. Ман пурлăх çине тарçă куçĕпе ан пăх. Эп вилсен, кунта эсĕ хуçа пулăн, — вĕçлерĕ юлашкинчен.
Каччă чĕринче вара каллех телей ĕмĕчĕ хускалчĕ: «Чăнахах мана киле кĕртесшĕн пуль вăл», — савăнса шухăшларĕ айванскĕр, анчах хуçан асла херне хăй каллех шута илмерĕ.
Çавăнтан пуçласа Трашук çĕнĕрен Мăрзабай патĕнче ĕçлеме тытăнчĕ.
Пĕр-пĕр ĕçе пуçарма е ăна хăй ăссĕн татсă пама хăнăхман-ха Трашук. Кăмăлĕпе те йăраланчăк, иккĕленчĕк çын вăл. Çимун таçта госпитальте выртнă çĕртех ун валли ĕç тупса хунă. Ниме пухса, Пасарлăяла кайса, Тайман Сахарĕн çемйине Чулçырмана куçарма хушать. Лисук инкен пиччĕшĕпе, Селĕп Кирилепе кайса калаçмалла. Çийĕнчех каймаллаччĕ те... каймарĕ-ха. Хăюлăх çитереймерĕ пулас.
Лешеккине пухăва каякан салтаксем Трашука та хăйсемпе пĕрле ертсе кайрĕç. Анчах лешĕ шкул çуртне, халăх çине, кĕмерĕ, çенĕкре ура шăлса юлчĕ. Унтан каялла тухрĕ те Ольăсен хушлăхĕ еннелле çул тытрĕ.
Оля килте пĕчченех, çыру вуласа ларать. Куççульпе шывланнă куçĕ Рамаш малалла мĕн çырнине уйăрса илейми пулнă. Алăк шаклатса хупăнсан, хĕр шартах сикрĕ, унтан Трашука курчĕ те ăна тӳрех мăйран пырса уртăнчĕ.
— Ах, Троша, Троша! Пуçне хурать вĕт мана курмасăрах! — ĕсĕклесе макăрса ячĕ хăй çавăнтах.
Каярахпа, макăрса чунне кантарнă хыççăн, çырăвне вăл сасăпа çĕнĕрен вулама пуçларĕ. Акă мĕнле хыпарсем ыраттарнă иккен хĕр чунне:
«...Шепелев юлташа пытартăмăр. Вăл, мĕскĕн, патша тĕрминче ӳпкине çĕртсе янă. Çур енне вилсе кайрĕ. Маншăн атте пекех çывăх та хаклă çынччĕ. Ун вырăнне сулахай эсера Прозоровские Совнарком пуçлăхĕ турĕç. Ку Шепелев пек мар, йăлт урăх çын. Уншăн машина çӳретес килмерĕ. Хăй те мана чарса тăмарĕ. Эпĕ халĕ Хĕрлĕ гварди отрядĕнче. Уесĕпе кулак пăлхавĕсене пусарса çӳретпĕр. Пирĕн командир, Маркелов юлташ, лайăх çын. Рабочи. Вăрçă вăхăтĕнче прапорщик пулнă. Ыран каллех ĕçе тухса каятпăр. Инçе каймалла. Шурă Атăл пуçĕнче, таçта сĕм вăрмансем, варринче, икĕ пысăк ял пур. Пĕри Çĕлĕм ятлă, тепри йĕрныкша — хула пек пысăк та пуян ял. Йĕрныкша пуянĕсемпе офицерсем, Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклесе, Çĕлĕм чухăнĕсене пырса тапăннă. Çав пăлхава пусарма тухса каятпар...
Эсĕ, Оля, ман пирки ан пăшăрхан. Çăварниие пыма ерçеймерĕм. Халь çăва тухасса кĕтмелле пулать ĕнтĕ. Кĕт мана çимĕке. Пирĕн праçник вăл, туй кунĕ. Унччен тăшмансене çĕнтеретпĕрех...»
— Эх, Рамаш, Рамаш! — ассăн сывласа илчĕ хĕр, вулама чарăнса. — Кĕт мана тет. Çимĕкчен кĕтме хушать. Тата вунпилĕк эрне ытла! Эпир çимĕкне те кĕтсе йлĕпĕр. Эс кĕтсе илейĕн-и?! Пĕрмай хăрушлăхра, çапăçура. Эх, Рамаш, Рамаш. Ма эс пĕлтĕр кунта килсе çапăнтăн? Ним хуйхăсăр пурăннă пулăттăм. Çимĕкчен пуçна хумасан та, ку еннелле çул тытайăн-ши? Ав Илюша та пурăнмарĕ килте, Трашук. Сирĕн салтакăрпа ерсе, Рамаш пекех, революци тума кайрĕ. Хăçан туса пĕтерĕç-ши çавыа? Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.
Кăшт шăпланса ларчĕ те йăл кулма тăрăшрĕ Оля.
— Çитет пуль мана хӳхлеме, Трашук? Каçар, хĕрарăм йăли-юрри çапла вăл. Пĕр-пĕр савăкрах хыпар каласа йăпат-ха, эппин мана. Пирĕн йĕкĕтсем фронтовиксемпе пĕрле пухăва кайрĕç. Эс каймарăн-им?
Хурланчăк хĕре йăпатас кăмăлпа унччен калайманнине тин каларĕ вара Трашук. Мăрзабай Çимунĕн, хайхи «культурăллă салтакăн» хыпарĕсене каласа пачĕ, кĕсйинчен çыру кăларса Ольăна кăтартрĕ. Темĕскер хăйĕнне шухăшлакан салху хĕр салтак хутне, йăлашăн кăна тенĕ пек, тытса çавăркаласа пăхрĕ, унтан сасартăк чĕрĕлнĕ куçпа тинкерсе вулама пуçларĕ.
— Ой, Трашук! Рамашăн ашшĕне асăнать вăл. Ма малтанах каламарăн? Семен Тимофеич Пасарлăяла кайса вĕсен çемйине кунта куçарма хушать. Рамаш хăйĕн тăванĕсĕм пирки те маннă, ют çынсем астутараççĕ. Атя, ниме пухса, кайса килер. Кунти тăванĕсемпе калаçрăн-и?
Трашук хирĕç тем ăнланмаллах мар мăкăртатрĕ. Çав вăхăтра Спиркăпа Филька шавлăн килсе кĕчĕç. Илюша кайнăранпа Спирка «Чугунов гвардийĕнче» асли пулса юлнă. Ĕлĕкрех Трашук пек чĕмсĕр те йăвашскер, халь хăйне хăй хăюллă тыткалать. Пухура пулнă иккен вĕсем. Филька кĕнĕ-кĕменех сăмах пуçларĕ, Мулла Анукĕн паттăр хăтланчăкĕсем пирки сывлăш çавăраймасăр пакăлтатрĕ.
Оля йĕкĕтсене хăех пухăва кайма хушнăччĕ, халь ун пирки маннă тейĕн, Филькăн сăмахне хăлхана чикмерĕ, хăйĕн сăмахне хускатрĕ.
— Чим-ха, Филимон, итле-ха, Спиридон, — йĕкĕтсене яланхи пек мар чĕнсе тĕлĕнтерчĕ вăл, — итлĕр-ха, ачасем. Рамашпа унăн ашшĕ таçта-таçта революци туса çӳреççĕ. Пиртен аллă-утмăл çухрăмра çеç вĕсен çемйи тарăхса пурăнать. Атьăр-ха, чăвашсемпе вырăссем, хутăш ниме туса Рамаш çемйине хамăр яла куçарар.
Филька çавăнтах пуху пирки манса кайрĕ.
— Чăнах та! Хĕрлĕ гвардисем икĕ революционер çемйине пулăшма тивĕç. Эпĕ пуринчен малтан ниме гвардине çырăнатăп.
— Ан кăшкăраш-ха, лашасăр герой. Сан пек пехотăран нимешĕн ним усси те çук, — сивĕтме пăхрĕ ăна Спирка.
— Сан ĕç мар. Тен, ташласа, пуçхĕрлĕ тăрса, хам валли лаша тупăп. Ан итле ăна, Оля, пĕр лав пур тесе шутла. Сан лаша пур. Спиркăн хăла кĕсри пур. Ман лаша пулать. Эс, Троша, миçе лаша тăратма пултаратăн?
Ĕçе тĕплĕ тума юратакан Спирка асăрхаттарчĕ:
— Лавсем çитерĕпĕр-ха. Анчах ăçта, кам патне илсе килĕпĕр Рамаш çемйине? Малтан пĕр-пĕр хваттер тупас пулать.
— Лисук инкен тăванĕсем пур ялта. Çавсемпе паянах калаçăп. Эпĕ те хам валли лаша тупăп, тăванĕсем пĕр-ик лашапа пырĕç, — терĕ Трашук.
— Мĕнле çынсем вĕсем? Чухăнсем-и е кулаксем мар-и? — ыйтрĕ Илюша пекех кулаксене «юратми пулнă» Филька.
— Мĕнле калас... Лисук инкен пиччĕшĕ, Кирилл Иванович, Селĕп Кириле теççĕ ăна...
— Чим-ха! — пӳлчĕ Трашука Филька. — Ана паян Совета суйларĕç вĕт. Питĕ лайăх. Совет членĕ ертсе кайĕ ниме гвардине.
Оля çатăлти Филькăна тин юратса пăрахнă пек, хăй ниçта кайса кĕрейми ăшталанма пуçларĕ. Вĕсем Рамаша хăйне çăлма кайма хатĕрленнĕ пек туйăнчĕ ăна.
Пасарлăялăн Чăваш вĕçĕнче те кăçал хĕлле арçын йышĕ тăрук хутшăнчĕ. Чĕрĕ юлнă салтаксем киле таврăнчĕç. Анчах вĕсем Чулçырмари пек улаха пухăнса лармаççĕ. Упа пек кашни хăйĕн шăтăкне — тăм пӳрте — хĕл каçма кĕрсе выртнă тейĕн. Хушăран кăна, икĕ кӳршĕ хĕрарăм пĕрле мунча хутсан, вĕсен упăшкисем пĕр-пĕринпе калаçма хăрамаççĕ.
— Эс Ленин çинчен илтнĕ-и? — ыйтать пĕри.
— Илтнĕ. Вăл пулман пулсан, эпир паян пĕрле мунча кĕреймĕттĕмĕр, ача, — тет тепри, тата хăюллăраххи.
— Леш, пире вăрçа хăвалакан Керенскийĕ, ăçта кайса кĕнĕ вара?
— Шуйттан пĕлет. Хĕрарăмла тумланса тарнă, теççĕ. Иккĕнех чух икĕ салтак хăйсен шухăшĕсене пĕр-пĕринчен пытармаççĕ.
— Тĕлĕнмелле ĕçсем, ача. Пиртен вăтăр-хĕрĕх çухрăмра — Çĕнĕ самана, Совет влаçĕ. Кунта пирĕн кам влаçĕ пулчĕ вара? Патша влаçĕ тахçанах çук. Утаман влаçне пĕтернĕ, теççĕ.
— Купцасемпе пуянсен влаçĕ.
— Кунта та большевиксем пурччĕ, теççĕ.
— Пулнă та, купцасем пĕтернĕ вĕсене. Пĕри çĕç, Клемейкин ятли, тарса хăтăлнă.
Дутова Оренбургран сирпĕтнĕренпе икĕ уйăх иртнĕ пулин те, Пасарлăяла, чăнах та, Совет влаçĕ çитеймен-ха. Ялти власть лавккаçăсемпе куштансен, ял старостипе чиркӳ старости аллинче.
Çакăнта пурăнать ĕнтĕ Тайман Сахарĕн çемйи, тĕрĕссипе каласан, çемье хӳрешки. Çулла Стерлитамака тухса кайнă чух Рамаш килте ултă чĕрĕ чун хăварчĕ. Халĕ кунта амаçури амăшĕпе Рамашăн вунпĕр çулхи шăллĕ Тарас çеç пурăнаççĕ. Ыттисем ăçта?
Малтан, кĕр еннелле, Лисукăн икĕ пĕчĕк ывăл ачи темле усал чирпе умлă-хыçлă вилсе кайрĕç. Кĕркунне тепĕр инкек килсе çапрĕ ĕлĕк самаях пурăнакан шорник çемйине. Уйăхра пĕрре Тарас пĕчĕк урапапа Пасар вĕçĕнчен пĕр иăт çăвăх тата сахăр, краççын турттарса килетчĕ. Анчах пĕррехинче вăл пушă урапапа таврăнчĕ. Яланах кăмăллă калаçакан Гурьянов хальхинче пачах урăх çын пек калаçрĕ унпа.
— Ак сире! Кукиш ĕмсе пурăнăр малашне, — усал ача пек, пысăк пӳрнине икĕ пӳрне хушшине туса кăтартрĕ Тараса шурă сухаллă, мăнаçлă çын. — Пиччӳне тав тăвăр уншăн.
Урăх ним те каламарĕ ашшĕн кумĕ, Тарас çапах та ăнланчĕ, пушă ураиине каялла тавăрса шалтăртаттарчĕ. «Пичче те, атте пек, большевик пулса кайнă ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл. Ун ашшĕ те, пиччĕшĕ те Тараспа большевиксем пирки калаçман. Анчах шкул ачисенчен ним те пытараймăн. Чăн вăрттăн хыпарсене те таçтан пĕлеççĕ вĕсем.
Çавăн хыççăн Тарасăн аккăшĕ Верук пасара килнĕ Якаль чăвашĕсемпе Темен куккăшĕсем патне хĕл каçа ларма кайрĕ. Халĕ ĕнтĕ килте виççĕнех юлчĕç: Тарасăн кăкăр ĕмекен пĕчĕк йăмăкĕ пур-ха. Çапла виççĕн выçăллă-тутăллă хĕле кĕнĕччĕ вĕсем, раштавсем иртсен, Лисукăн чăн пĕчĕк ачи те шăпланчĕ.
Пĕчĕк йăмăкне пытарнă чух Тарас пирвайхи хут мăн çын пек хытă ĕсĕклесе макăрчĕ. Иăмăкне шелленипе çеç мар, амăшне шеллесе макăрчĕ вăл. Чăнах та, юлашки ачи вилнĕ хыççăн Лисука çынсем паллайми пулчĕç. Макăрмасть, çынпа калаçмасть, пĕр вырăнта тăнă çĕртех чунсăр юпа пек хытса каять. Сăнпа сарăхса-хуралса ларчĕ. Икĕ ывăл ачине пытарнă хыççăн нумай хӳхлесе макăрчĕ вăл, халь макăрмасть. Çавă шалтах тĕлĕнтерсе хурлантарать вăхăтсăр çитĕне пуçланă ачана.
Тарас хальтерех кăна чухлакан пулнăччĕ: ун амăшĕ — амаçури иккен.« Тăван. анне ырă чун, амаçури усал чун», тенине илтнĕ вăл. Ун амăшĕ, амаçури пулин те, питĕ ырă чун. Вăл нихçан та Тараса вăрçмасть, кӳпкемест, хăех ăна урама тухса ачасемпе выляма хистет. Ашшĕ вăрçа кайнă, пиччĕшĕ пурăнма Пасар вĕçне куçнă хыççăн Тараса амăшĕпе тата варлăрах пулма çырусем пулăшрĕç. Ача ашшĕн çырăвĕсене вуласа парать, амăшĕ хушнипе çыру çырать.
Тĕлĕнмелле сăмахсем çыртарать ăна амăшĕ. Хăй кăшт хĕремесленсе пуçне пăрать те: «Çыр. Эй, савнă чунăм, çутă уйăхăм, хĕрлĕ хĕвелĕм... çыртăн-и?» — тет. Тарас пуçне çĕклемесĕр амăшĕн сăмахĕсене пĕр улăштармасăр çырать. Куçран куçа пăхма иккĕшĕ те вăтанаççĕ вĕсем çыру çырнă чух. Малтан Тараса çак сăмахсем кулăшла пек туйăнатчĕç. Каярах вăл пурнăç тути-масине туя пуçларĕ, «ăшăтмасть-ха пире хĕрлĕ хĕвел», — тесе шухăшлакан пулчĕ.
Çакăн пек çырусем вĕсем ĕлĕкрех çыратчĕç. Кĕркуннеренпе ашшĕнчен çыру килми пулчĕ. Рамашран та хыпар çук.
Халĕ Тарас час-часах килте пĕчченех юлать. Никампа калаçми пулнă амăшĕ таçта кайса çухалать те киле час таврăнмасть. Пĕррехинче Тарас амăшĕ хăш еннелле кайса çӳренине вăрттăн йĕрлерĕ. Пасар вĕçĕнчи масара, ачисен тăпри çине çӳрет иккен вăл, мĕскĕн. Ача каллех хурланчĕ, киле таврăнсан, амăшне кĕтсе, макăрса та илчĕ.
Çăварни эрни те иртсе пырать ĕнтĕ. Паян та Тарас амăшне кĕтсе кĕнеке вуласа ларать. Пӳрт сивĕннине сиссен, вăл пысăк çунашкапа тимиçе хут кайса, анкартинчен улăм турттарса килчĕ, хăех кăмака хутса ячĕ. Улăмпа вут хутнă чух пӳртрен ниçта та тухса çӳреме юрамасть, пĕрмаях улăм çыххи туса кăмакана чиксе лармалла. Хушăран турчăкапа пăтратса илмелле. Часах Тарас виçĕ çунашка улăм çунтарса пĕтерчĕ те кăмака юшкине хупрĕ, хăй уйăх çутипе кĕнеке вулама чӳрече янаххи çине пырса тĕрĕнчĕ. Кĕçех амăшĕ те таврăнчĕ.
Ачана савăнтарса, Лисук паян пирвайхи хут ĕлĕкхи пек лăпкă сасăпа сăмах чĕнчĕ:
— Эс юшкăна хупрăн та-и, Тарас? Сĕрĕмлĕ хупмарăн-и?
— Улăм кĕлĕнчен мĕн сĕрĕмĕ пултăр, — мăн çын пекех хуравларĕ Тарас.
— Ма хăйă çутмастăн? Уйăх çутипе вуласа куçна пăсăн.
— Краççын сахал. Тен, çăварнине хăнасем килĕç.
— Пирĕн пата кам килтĕр ĕнтĕ, Тарас! Якалĕнчи аçу хурăнташĕсем килмĕç — унта акку хăнара. Чулçырмара унăн çывăх хурăнташ çук.
— Трашук пичче хурăнташ мар-и?
— Трашук пиччӳ килĕччĕ те — тарçăра пурăнать вăл. Тарçă хăнана çӳремест.
— Анне, мана мăн куккасем хăнана килессĕн туйăнать. эпĕ куккана иртнĕ каç тĕлĕкре куртăм, — терĕ Тарас темĕскер ĕмĕтленнĕ сасăпа.
— Мăн кукку та юлашки вăхăтра манчĕ пире, килми пулчĕ. Халь килсен те сăйлаймастпăр. Çăнăх та пӳлме тĕпĕнче çеç. Сутăн илме ăçтан укçа çитерĕпĕр? Пĕр пăчĕ çирĕм тенкĕрен иртсе кайрĕ. Аçу та, пиччӳ те пăрахрĕç пире. Укçа та ямаççĕ, çыру та çырмаççĕ. Пĕртен-пĕр ĕнене сутмалла пулчĕ. Ене укçи пĕтсен, выçă вилес пулать-и ĕнтĕ? — йĕрес пек хурланса мăкăртатрĕ амăшĕ.
Халĕ пушшех лăпланчĕ Тарас: «Калаçать-ха, макăрма та хатĕр». Лăпланчĕ те каллех вулама пикенчĕ. Анчах кĕçĕр вуласси иулмарĕ иккен. Каçранах шăпланнă урамра сасартăк сасăсем илтĕнчĕç. Тарас чӳрече кĕленчине вĕрсе ăшăтрĕ те уртăнса урамалла пăхрĕ. Уйăх çутинче шурă юрпа витĕннĕ урам лайăх курăнать. Темиçе лав çывхарса килет. Акă малти тӳрех Тарассен хапхи еннелле пăрăнчĕ. Çуна çинчен тăлăп тăхăннă çын йăраланса анчĕ, талăпне хывса пăрахрĕ те йĕри-тавра пăхкаласа тăчĕ. Ытти çунасем çинчен те çынсем сике-сике анчĕç. Пĕри вырăсла кăшкăрса калаçрĕ: «Çитрĕмĕр-и, çук-и? Ялĕн тăршшĕ вунă çухрăм ытла пулĕ. Яла çитсе кĕнĕренпе пĕр сехет иртрĕ ĕнтĕ. Мĕн пулсан та, урăх ниçта та каймастăп, лашана çакăнта урамрах тăварап». Ыттисем кула пуçларĕç. Малтан çуна çийчен анни чăвашлах калаçать: «Çитессе çитрĕмĕр. Килкартине. кĕреймĕн кунта. Пысăк хапхи уçăлмасть пуль вĕсен, юр пусса кайнă». Тепри те чăвашла сас пачĕ: «Юрне хамăрах хырса тасатăпăр. Хуçисем çывăрнă пуль. Чӳречерен пырса шакка-ха, Кириле мучи».
Тĕлĕнсе пăхса тăракан ача тинех палласа илчĕ.
— Анне, мăн куккасем килсе çитрĕç! — тесе кăшкăрчĕте вăл çарамасах тула чупса тухрĕ. Мĕскĕн хĕрарăм малтан ĕненмерĕ, кайран, пиччĕшĕн селĕп сассине уйăрса илсен, макăрса ячĕ...
Çарамас чупса тухнă ачана хăнасем пӳрте хăваласа кĕртме тăрăшрĕç. «Чим-ха, Тарас, эпĕ те санпа пĕрле пӳрте кĕрем, арçынсем айкашчăр кунта», — илтĕнчĕ майра сасси. Çавăнтах Тараса пĕр тăлăп пырса ыталарĕ те, пĕчĕк ачана йăтнă пек йăтса, пӳрт алăкĕ еннелле утрĕ.
— Эсĕ пысăк иккен, Тараска. Пĕвӳпе Рамаша хăваласа çите пуçланă, — терĕ майра, пӳрте кĕрсен. Ача вара тӳрех тавçăрса илчĕ: Оля ку. Ун çинчен Рамаш хăйĕн юлташĕпе калаçнине илтнĕччĕ Тарас.
Тулти пӳртре тăлăп хывса шалти пӳрте кĕрсен, Оля Лисук инкене сывлăх сунчĕ. Ыталаса та илесшĕнччĕ вăл ăна — хăяймарĕ.
— Анне, ма эс лампа кĕленчине тăхăнтармастăн? Халь краççын ан шелле ĕнтĕ, хăнасем килчĕç вĕт, — терĕ пĕчĕк хуçа.
— Шеллесе мар, ыльăм, алă чĕтренипе лампа кĕленчине ӳкерсе çĕмĕртĕм, — терĕ амăшĕ, айăпа кĕнĕ пĕчĕк ача пек. Хытă пăлханнипе такăна-такăна калаçрĕ вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...