Юманлăхра çапла пулнă :: 34-мĕш сыпăк


Çак икĕ вăйпитти арçын мĕнлерех этемсем пулнине чухласа илсен Илюкăн вĕсемпе калаçас та, хутшăнас та килмерĕ. «Урăх çĕре куçса ларас пулать, кусемпе пĕрле татах тем курма пулĕ...» — шикленерех шухăшларĕ вăл. Çавăн пиркиех Илюк хăй ăçтан килни çинчен те кала-марĕ, Свердловскран пичче патĕнчен таврăнатăп тесе суйрĕ, анчах тепĕр станцие çитсен вагона халăх пит нумай кĕрсе тулчĕ те, унăн çак куперех юлма тиврĕ. «Калаçмастăп вĕсемпе, ĕçĕ те пĕтрĕ!» — терĕ вара хăйне хăй.

Çапах та Илюк хăй ăçтан килнине пытарса çитереймерĕ. Вагон тăрăх çимелли сутса çӳрекен лоточницăран илнĕ икĕ пĕчĕк кукăльшĕн укçа тӳлеме тăрсан Илюкăн хăй тунă блокночĕ хушшине хĕстернĕ пĕр хут урайне тухса ӳкрĕ. Илюкран малтан çав хута шатра питли пĕшкĕнсе илме ĕлкĕрчĕ те тӳрех уçса пăхрĕ. Ку шăпах Илюка колонирен срокчен кăларни çинчен калакан хут пулнă...

— Ши-и! — шăхăрса илчĕ шатра питли. — А-ав, мĕн иккен! Ав еплерех пиччӳ патĕнчен таврăнатăн эсĕ!..

Илюк çав хута часрах туртса илме аллине тăсрĕ, анчах лешĕ памарĕ, çĕвĕк çамкаллă тусне тыттарчĕ:

— Кур-ха эсĕ, еплерех кайăк вăл! Улталаса пырать-ха тата! Ах, тусăм, савнă тус... Камран пытанатăн? Хамăр çынсем вĕт эпир! — Вăл Илюка хулпуççинчен çапса илчĕ.

— Саккунлă! — терĕ çĕвĕкки вуласа тухнă хута Илюка тавăрса парса. — Кăштах пурнăç академинче пулса куртăн эппин? Аван, питĕ аван ку... Чăнах та, малтанхи хут йывăртарах пек туйăнать унта, анчах кайран хăнăхатăн. Хуть тĕрме, хуть тăван кил — пĕр пекех туйăнать.

— Эп унта тек нихçан та пулмастăп! — терĕ Илюк çирĕппĕн хăй вырăнне ларса.

— Ну, мĕнле калас вĕт! Халь эс çамрăк-ха, унта кая-кая канмалăх вăхăт пур санăн. Пĕр вунă хут та кайса килме пултаратăн! — Çĕвĕклĕ çын саралнă шултра шăлĕсене йĕрсе тăкăскă сасăпа кулса ячĕ.

— Пĕрре те каймастăп! — куçĕсене çутăлтарса тата çирĕпреххĕн татса хучĕ Илюк.

— Ан шăрчăклан, шăллăм!..

Илюк çакăн хыççăн чӳрече еннелле çаврăнса ларчĕ те вĕсемпе нумайччен сăмах хушмасăр пычĕ. Çав тери çилĕ килсе кайрĕ унăн. Çав путсĕрсем ăна чăнах та преступник, пĕтнĕ çын тесе шутлаççĕ иккен, татах тĕрмене лекессипе йĕкĕлтеççĕ. «Ăçтан мурĕнчен сиксе тухаççĕ ман тĕле çакнашкал çĕлен-калтасем? Куçăм ан куртăрччĕ, хăлхам ан илттĕрччĕ! — çав тери тарăхса пычĕ вăл.

Анчах çапах та хăпма пулмарĕ вĕсенчен. Пĕр çĕрелле каймалла пулнипе вĕсем поезд çинчен те Илюкпа пĕрлех анчĕç, чугун çул станцинчен Атăл хĕррине çитиччен те пĕр çич-сакăр километр пĕрлех пычĕç. Çуран утнă чух никам çук çĕрте вăрăсем (кун пирки Илюк ним чухлĕ те иккĕленмерĕ) ун умĕнче ним пытармасăр, намăса пĕлмесĕр темĕн те пĕр лăпăртатса пынипе тӳсме çук йĕрĕнтерсе, кăмăла пăтратса, хăлхана йӳçĕхтерсе çитерчĕç. Çавăн чухнех Илюк вĕсенчен пĕрне Шатри, теприне Чалăшши тесе чĕннине пĕлчĕ. Пăрахут çине ларсан та вара вĕсем тӳрех ĕçсе супса асар та писер шавлама, çынсемпе тавлашма тытăнчĕç, капитан помощникĕ пырса хыттăн асăрхаттарсан тин кăштах лăпланнă пек пулчĕç те йывăр ыйхăпа çывăрса кайрĕç. Вĕсене пĕртте курас килменнипе, вĕсемпе пĕрле пулас килменнипех Илюк палуба çине тухса тăчĕ...

■ Страницăсем: 1 2