Юманлăхра çапла пулнă :: 34-мĕш сыпăк
Ватă мастер сехечĕшĕн Илюка айăпласси пулмарĕ. Сехете ун патĕнче тупни çинчен колони тăрăх хыпар сарăлсан ăна чăнах та Илюк вăрлама пултарнине никамăн та ĕненес килмерĕ. Куприян Иванч хăй те тӳрех каларĕ:
— Суя! Ивукова эпĕ хамăн ачана пĕлнĕ пекех питĕ лайăх пĕлсе çитрĕм ĕнте — сăпайлă, ăслă ача, ĕçе вĕренсе çын пуласси çинчен çеç шухăшласа пурăнать. Ман япалана вăл ĕмĕрне те тĕкĕнес çук! Вăл вăрланине ĕненместĕп, çук!..
Шкулти вĕренӳ пайĕн заведующийĕ Ирина Никитична Илюка уроксем хыççăн хăйĕн пӳлĕмне чĕнсе кĕртсен çав тери хурлăхлă сасăпа ыйтрĕ:
— Чăнах-и вара ку, Илюша? Нивушлĕ эсех çавăн пек ирсĕр ĕç тума пултартăн-ши? Каласа пар мана ним пытармасăр...
— Хуть те çакăнтах выртса вилем, анчах манра ним айăп та çук, сире чунтан хисеплесе, атте ячĕпе тупа туса калатăп, — терĕ Илюк ун куçĕнчен тӳррĕн пăхса. — Тăхтăр акă, хăвăрах пĕлетĕр...
— Эп ĕненетĕп сана, — пуçĕпе сулса илчĕ Ирина Никитична.
Мустафа хăйсен воспитательне никам çук çĕрте тĕл пулса Мăн Çамка дежурнăй пулнă кун мĕн хăтланни çинчен каласа парсан вара Илюкран кун пирки ыйтса та тăмарĕç. Пĕтĕм айăп Мишка çине тиенчĕ. Малтан вăл шат та пат тунма хăтланчĕ, çухăрчĕ, макăранçи турĕ, хăйне «ним сăлтавсăр, курайманнипе айăпланăшăн» çакăнса вилессипе хăратрĕ, анчах кайран ирĕксĕрех тĕрĕссине каласа памалла пулчĕ унăн, — ăна Мустафа та курнă, тата сехете Илюк матрасĕ ăшне чикнĕ хыççăн вăл хăех хут татки çине «Çиччĕмĕш отделение тепре пырса ухтарăр» тесе çырнă та почта ещĕкне кайса пăрахнă иккен. Ку хута вăл çырнине воспитательсем почерк тăрăх пĕлнĕ. Пĕр эрне пек иртсен ăна урăх колоние ямалла турĕç. Вăл тухса кайнă чух отделенири ачасенчен нихăшĕ те ăна ырă сунакан пулмарĕ. Ытла та пурне те тарăхтарса, йăлăхтарса çитернĕ çав вăл...
Çакăн хыççăн вара Илюк пурнăçĕ йĕркеллех шуса пычĕ. Вăл ĕнтĕ халь тăххăрмĕш класра вĕреннĕ, ачасем ăна хăйсен стена хаçачĕн редакторĕ турĕç, мастерскойĕнче Куприян Иванч ăна колоние çĕнĕрен пыракан ачасене ĕçе вĕренттерме тытăнчĕ — Илюк унăн помощникĕ, хăйне майлă инструктор пулса тăчĕ.
Колоние килнĕренпе икĕ хĕл иртрĕ, каллех çуркунне пулчĕ, пĕтĕм тавралăх çемçе ешĕл тум тăхăнса капăрланчĕ, унтан шăрăх кунсем пуçланчĕç, зонăри нумай клумба çинче хĕрлĕ, сарă, кĕрен, кăвак чечексем çурăлчĕç — ытармалла мар хитре...
Илюк халь час-часах кил çинчен, амăшĕ çинчен шухăшларĕ, хушăран ăна темшĕн кӳршĕ хĕр ачи, шкулта вĕреннĕ чух унăн çывăх тусĕ пулнă Натали, аса килчĕ. Амăшĕ патне вăл кашни уйăхрах пĕрер-икшер çыру ярса тăчĕ, хăйĕн пурнăçĕ ăнса пыни çинчен пĕлтерчĕ, лăплантарчĕ. Хăй вăл çак икĕ çул хушшинче чылай ӳсрĕ, унăн хулпуççийĕсем те сарăлчĕç, хулĕсем те тĕрекленчĕç, сăмси айĕнче хура мамăк пек усси палăрса тăракан пулчĕ, сасси те улшăнса хулăнланчĕ — ачана арçын сăнĕ кĕрсе пычĕ.
Пĕрмай киле часрах таврăнас ĕмĕтпе вăл пĕчĕк табель-календарь тăрăх кунта пурăнса ирттермелли уйăхсене, кунсене шутласа пыма тытăнчĕ. Часах акă каллех кĕркунне çитет, кайран хĕл иртет те çулла пулать, унтан вара... Шутласан — нумай та мар ĕнтĕ.
Юлашки вăхăтра вăл ирĕклĕ çын пекех пурăнчĕ, Куприян Иванч Илюкпа унăн хальхи чи çывăх тусне, Мустафана, хăйпе пĕрле темиçе хутчен те хулана илсе кайрĕ, — унта вĕсем мастерской валли кирлĕ хатĕр-хĕтĕр илчĕç. Пĕррехинче, Май уявĕ умĕн, стена хаçачĕ валли тĕрлĕ сăрăсем туянма пĕчченех ячĕç, укçа та шанса пачĕç. Çакă вара Илюка питĕ савăнтарчĕ — эппин, ăна текех вăрă тесе шутламаççĕ, йĕркеллĕ çын вырăннех хураççĕ!..
Çав Май уявĕ умĕнхи кунсенчех унăн тата тепĕр пысăк савăнăç пулчĕ. Вăл килтен амăшĕнчен çыру илчĕ. Ку нимех те мар пек-ха, — амăшĕ ун патне тăтăшах çырнă, хăйĕн пурнăçĕ çинчен те, ялти çĕнĕ хыпарсем çинчен те пĕлтерсе тăнă. Анчах хальхинче амăшĕн çырăвĕ ăшĕнчен тата тепĕр çыру тухрĕ — пĕчĕк кăна илемлĕ сенкер конверт. Ун çине питĕ хитре чечек — шурă лантăш ӳкерсе хунă, айне «инçетри тусăма» тесе çырнă...
Çак конверта алла илсен Илюкăн пичĕ-куçĕ вут пек пĕçерсе кайрĕ. Мĕне пĕлтерет ку? Камран пулма пултарать кун пек çыру? Çакна тавçăрса илес тесе Илюк вăрахчен конверта уçмасăр унăн-кунăн çавăркаласа пăхса тăчĕ. Чăнах та, кам яма пултарнă-ха ăна? Кам манман Илюка, кам ăна хăйĕн «инçетри тусĕ» тесе шутлама пултарать?.. Арçын çырас пулсан — чечексем ӳкерсе аппаланас çук, куна, тем тесен те, пĕр-пĕр хĕр ача тăрăшсах ӳкерсе ларнă. Анчах мĕнле хĕр ача? Кам алли ку, камăн почеркĕ? Питĕ палланă, нумай хутчен курнă пек туйăнать!
— Натали... — пăшăлтатса илчĕ те Илюк чылай тăрсан хитре конверта ерипен, тирпейлĕн уçма тытăнчĕ.
Вăл йăнăшман. Ун патне ку çырăва Натали, унăн шкулта вĕреннĕ чухнехи çывăх тусĕ пулнă ырă хĕр ача, янă иккен. Анчах хăй нимĕн те çырман, сăвă çеç чиксе янă. Ак мĕнле сăвă:
Вăштăр-вăштăр лантăш хумханать,
Нӳрĕ лăм ӳкнишĕн савăнать.
Хĕвелпе сарать вăл çеçкине,
Сывлăмпа çăвать шур чечекне,
— Тасалса çутал эс, шурă лантăшăм!
Ирĕн-каçăн чунăм савăнать,
Инçетри туса эп асăнап.
........эпĕ илтĕм ыр хыпар,
Çавăнпа чĕре ман салху мар.
Чун пекех кĕтетĕп,.......тантăшăм!
Илюк малтанах сăвăри хăш-пĕр сăмахсем вырăнне пăнчăсем лартса тухнине те асăрхамарĕ. Сиктерсе хăварнă сăмахсемсĕр те ку сăвă питĕ ăнланмалла-çке-ха: «Ирĕн-каçăн чунăм савăнать, инçетри туса эп асăнап...», «Чун пекех кĕтетĕп, тантăшăм»... Епле ырă, хаклă, чĕре патне пыракан ытарайми сăмахсем!.. Эппин, Илюк пурнăçĕнче тем те пĕр пулса иртнĕ пулин те, вăл тĕрмере ларать пулсан та Натали унран йĕрĕнмест, тиркесе тăмасть. Ăна асăнать. Ахальтен чиксе яман ĕнтĕ вăл çак сăвва Илюк амăшĕн çырăвĕпе пĕрле. Эх, Натали, ырă чунлă, çут чĕреллĕ Натали!..
Питĕ хаваслантарса ячĕ Илюка çак кĕтмен çĕртен çитсе ӳкнĕ çыру. Ан тив, Натали хăйĕнчен нимĕн те çырман пултăр, анчах та çак сăвва вăл хăй суйласа илнĕ-çке, хăй шухăшне вăл ятарласа поэт сăмахĕсемпе каласа панă!
Çакăн хыççăн Илюкăн чун-чĕри тата ытларах тасалнă пек туйăнчĕ. Никам курман чух çырăва вăл вуншар хут кăлара-кăлара вуларĕ, вара Натали çырса янă сăвва сисмесĕрех вĕренсе çитрĕ те ăна хăй ăшĕнче каласа çӳрерĕ:
— Ирĕн-каçăн чунăм савăнать, Инçетри туса эп асăнап...
Тепĕр икĕ кунтанах, черетлĕ дежурствăра пулнă чух, Илюк çĕрĕпе çывăрмасăр Натали патне питĕ вăрăм çыру çырчĕ. Малтан хăйне манманшăн, çырăвĕпе савăнтарнăшăн тав турĕ, унтан хăйĕн малашнехи çутă ĕмĕчĕсем çинчен каласа пачĕ. «Çын пулатăпах эпĕ, тусăм Натали, ĕнен мана!»
Ик эрнерен Наталирен ответ килчĕ. Питĕ ăшă, кăмăллă çыру...
Çапла кунсем, эрнесем шуса иртрĕç...
Пĕррехинче, вырсарникун каçалапа, вуласа тухнă кĕнекесене улăштарма клубалла пынă чух, Илюка Ирина Никитична тĕл пулса чарса тăратрĕ.
— Мĕнле пурăнатăн, Илюша? — яланхи пекех йăвашшăн ыйтрĕ вăл. — Кăмăлсем мĕнле? Сывлăху? Килтен çырусем илкелетĕн-и?
— Тавтапуç, Ирина Никитична, аванах пурăнатăп, кăмăлăм пирки те ӳпкелешместĕп, анне тăтăшах çырать, чиперех пурăнатăп тет...
— Санăн ăна курас килекен пулса çитрĕ пулĕ-ха?
— Ой, ан та калăр, Ирина Никитична. Аннепе пĕрре курса калаçнăшăн тем панă пулăттăм!..
— Ну, кăмăлна ан хуç ĕнтĕ халь тин, санăн киле каясси нумай юлмарĕ, аннӳне часах куратăн, иксĕр те телейлĕ пулатăр! — Темшĕн-çке учительница ун çине пăхса йăл та йăл кулса илчĕ.
— Э-э, — ним пытармасăрах ал сулчĕ Илюк, — кĕтмелĕх пур-ха, тата вун икĕ уйăх çурă пурăнмалла унччен!
— Хăш чух вăхăт питĕ хăвăрт иртет, Илюша... Сиссе те юлаймастăн вăл мĕнле иртсе кайнине. Çулталăк та пĕр уйăх çеç пек туйăнать.
— Анчах тепĕр чухне пĕр эрне те çулталăкран вăрăм пулать, Ирина Никитична...
— Тĕрĕс, ун пек те пулать. Пурăнма пĕлмесен... Калăпăр, çыннăн ирĕке тухасси тепĕр эрне çеç юлнă, анчах та вăл çав вăхăтра тата мĕн те пулин туса хурать те...
— Сăмахран, мастерăнне сехет вăрлать-и? — кулса илчĕ Илюк.
— Сехет-и, мĕн-и унта — пурĕ пĕр. Анчах пурăнма пĕлсен вара — хăш чух çулталăк та эрнерен кĕскерех пулать. Çапла-и?
— Вăл тĕрĕс, ăна пĕлетпĕр эпир, Ирина Никитична...
Çак калаçăвăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнă, анчах Илюк çавна нимĕн чухлĕ те сисмерĕ, ку вăл уншăн ахаль калаçу пек çеç пулчĕ. Мĕнех вара? Ирина Никитична хăйĕн вĕренекенĕсем еплерех пурăннипе яланах интересленет, вĕсене пур чухне те хавхалантарать, кăмăлĕсене çĕклет. Халĕ те вăл тĕрĕс каларĕ — Илюкăн срокĕ чăнах та ытлашши нумаях юлман ĕнтĕ, виçĕ пайран иккĕшне пурăнса ирттернĕ, часах вĕçĕ курăнма пуçлать, унтан вăл амăшĕ патне таврăнать те, вĕсем иккĕшĕ калама çук телейлĕ пулаççĕ, яланлăхах, ĕмĕрлĕхех!
Анчах Ирина Никитична урăххи çинчен систернĕ-мĕн...
Ик-виç кунтанах колонире питĕ вăрттăн хыпар сарăлчĕ: «Часах пирĕн пата облаçри суд коллегийĕ килсе хăшпĕрисене срокчен ирĕке кăлармалла тет...»
Çакна илтсен Илюк тӳрех хăй вырсарникун каçхине Ирина Никитичнăпа калаçнине асаилчĕ. Ара, çавăн пирки вăлтса каларĕ пулĕ-çке вăл! «Часах аннӳне куратăн...» Кунта килекен суд камăн-камăн ĕçĕсене пăхса тухассине пĕлетех ĕнтĕ вăл, мĕншĕн тесен унăн упăшки — колони начальникĕ, хăй — шкулти завуч... Вĕсем хăйсем суйласа палăртаççĕ вĕт-ха колонирен срокчен кăлармалли ачасене, хăйсем ыйтаççĕ вĕсене кăларма! Кам пĕлет, тен, вĕсем унăн ĕçне те пăхса тухмалла тунă?.. Илюк колоние килнĕренпех тăрăшса вĕренет, ир-тĕнмест, мастерскойĕнче те аван ĕçлесе пырать... Мĕншĕн пăхса тухма пултараймаççĕ-ха унăн ĕçне? Пур енчен илсен те пултараççĕ!
Çак шухăш Илюк пуçне пăта пек кĕрсе ларчĕ те пĕр канăç та памарĕ вара, апат та анми пулчĕ, çывăрма выртсан та ыйхи килмерĕ. Кăшт тĕлĕрсе кайсанах ăна тăван килĕ, амăшĕ, кӳршĕ хĕрĕ Натали курăнчĕ, унпа вĕсем е шкулта пĕр парта хушшинче лараççĕ пек, е колхоз садĕнче хăйсем лартнă çырла йывăççисене пăхса çӳреççĕ, е каçхине урамра пулаççĕ... Çакăн пек телейлĕ тĕлĕксем курнă вăхăтра тăрук вăранса хăй пĕртте килте мар, колонирех пулнине тавçăрса илсен тахçанчченех кӳренсе выртрĕ вăл.
Ăна пĕртен-пĕр ыйту асаплантарчĕ: унăн ĕçне çĕнĕрен пăхса тухма параççĕ-ши, çук-ши? Темиçе хутчен те вăл ним çине пăхмасăрах кун пирки Ирина Никитичнăран ыйтса пĕлме шутларĕ. Пырас та тӳрех ыйтас:
«Эсир пĕтĕмпех пĕлетĕр! Тархасшăн, ан асаплантарăр, каласа парăр тĕрĕссипе, текех тӳссе пурăнма вăйăм юлмарĕ манăн...»
Темшĕн-çке çакăн пек тума хăюлăхĕ çитеймерĕ унăн. Ирина Никитична хăй вара ун çинчен урăх пĕрре те сăмах хускатмарĕ, çавăнпа та Илюк иккĕленме те пуçларĕ:
«Ахаль, шӳтлĕ калаçу кăна пулчĕ пуль ку... Никам та килмест, нимĕнле ĕçсене те пăхса тухма шутламасть. Тӳсес пулать ĕнтĕ приговорти срок çитиччен!»
Анчах та вăл йăнăшнă. Эрне те иртмерĕ — облаçри судран пычĕç те колонири пуçлăхсем хатĕрлесе хунă ĕçсене пăхса тухса ултă воспитаннике срокĕсем çитичченех килĕсене яма йышăнчĕç. Питĕ хăвăрт тата пĕртте малтанхи пек пулмарĕ ку суд. Ачасене халь айăпламарĕç, вĕсем тунă преступленисем çинчен сăмах майăн каланă пек çеç асăнса илчĕç, унтан ырлама, мухтама тытăнчĕç, малашне вĕсем тĕрĕс пурнăçпа пурăнасса, тӳрĕ кăмăллă, таса чунлă граждансем пуласса шанма май пурри çинчен каларĕç. Колони начальникĕ каланă хыççăн воспитательсене сăмах пачĕç, юлашкинчен Ирина Никитична завуч ку ачасем шкулта мĕнле тăрăшса вĕренни çинчен пĕлтерчĕ.
Ыттисен ĕçĕсене пăхса тухнă чух та Илюк питĕ хытă пăлханчĕ, сăмах хăй çинчен пуçлансан вара ун айĕнчи пукан çине кăвар хунă пекех ларчĕ. Урăхла пулма та пултараймасть çав! Облаçри судран килнисем халь унăн шăпине татса панă вĕт-ха: паянтан пуçласа Илюкăн ирĕклĕ çын пулса киле таврăнмалла-и е тата тепĕр çулталăк — вун икĕ уйăх, виç çĕр утмăл пилĕк кун! — çакăнтах тунсăхласа пурăнмалла?!
— Икĕ çул хушшинче колонири йĕркесене пĕртте пăсманнине, шкулта лайăх вĕреннине, хăй тăрăшнипе квалификациллĕ рабочи пулса тăнине шута илсе колонирен пĕр çулталăк малтан кăлармалла тăвас...
Хăй пирки çапла çырнине вуласа парсан Илюкăн тӳрех куççулĕ тухса кайрĕ. Анчах та ку унăн хурланнипе мар, ниçта кайса кĕрейми савăннипе пулчĕ.
Ирĕке кăлармалла тунисене çав кунах пĕтĕм колонири воспитанниксен стройĕ умĕнче саламларĕç, малашне йĕркеллĕ пурăнма, телейлĕ çынсем пулма сунчĕç, вĕсем хăйсем те хаваслăн туха-туха каларĕç, ирĕке кăларнăшăн тав туса ӳлĕмрен чи примерлă çынсем пулма сăмах пачĕç. Унтан вĕсене кирлĕ хутсем, укçа пачĕç те каçалапа çывăхри станцие машинăпах леçсе поезд çине лартсах ячĕç. Илюксăр пуçне çав телейлĕ ачасем хушшинче Мустафа та пурччĕ, вăл та килне ватă кукамăшĕ патне таврăннă...
Çапла вĕçленчĕ Илюкăн колонири пурнăçĕ. Поезд тапранса кайсан вăл вагон чӳречи умĕнче тăрса чылайччен колони еннелле пăхса пычĕ. Ăна унти тирпейлĕ çурт-йĕрсем, шавлă пурнăç, хăйне нумай ырă тунă Ирина Никитична, Куприян Иванч аса килчĕç. Вĕсене вăл тек нихçан та курас çук ĕнтĕ, анчах манма та пултарас çук...
Ирхине Илюкпа пĕрле пыракан ачасем пĕрин хыççăн тепри ана-ана юлчĕç — вĕсем ку енчисем пулнă. Чăн юлашкинчен пĕр пысăках мар станцинче Мустафа анчĕ. Илюкпа вĕсем питĕ ăшшăн, тăвансем пекех сыв пуллашрĕç, ӳлĕмрен çырусем çырса тăма пĕр-пĕрне килти адресĕсене пачĕç.
— Ан ман, Мустафа! Çы-ыр!.. — кăшкăрчĕ Илюк поезд тапраннă хыççăн чӳрече витĕр аллипе сулса.
— Сывă пу-ул! Телейлĕ çи-ит! — ыр сунчĕ ăна тутар ачи.
Унпа сыв пуллашнипе вара Илюк колонирен пĕтĕмпех уйрăлса çитрĕ. Шел те пулчĕ пăртак...
...Çав станцире Илюксен вагонĕ пушансах юлчĕ, пассажирсем пурте тенĕ пекех тухса пĕтрĕç. Анчах ларасса иккĕн çеç ларчĕç — вăтăр-вăтăр пиллĕксене çитнĕ икĕ арçын: пĕри хура та лутрарах, шатра питлĕ, хĕсĕкрех куçлăскер, тепри вăрăм та сарă, çамкин сылтăм енче пысăк çĕвĕ пур. Иккĕшĕ те кивĕрех тумсемпе, кутамккасемпе.
Вагон коридорĕ тăрăх унталла-кунталла пăхса утса пынă май вĕсем Илюк ларакан купе пушах пулнине курчĕç те тӳрех унталла пăрăнса кĕчĕç.
— Никам та çук-и кунта? — ыйтрĕ çӳлли.
— Эп анчах, — терĕ Илюк.
— Шикарно! — Шатра питли кутамккине çӳлти сентре çинелле ывăтрĕ те, сак çине ӳкнĕ пекех ларчĕ..
— Кун пек экспреспа эпĕ тĕнче хĕррине çитиех кайма хатĕр, — терĕ çĕвĕк çамкалли. Унтан тăрук Илюк еннелле çаврăнса ыйтрĕ: — Инçе каятăн-и капла, пацан?
Илюк хăйĕн мĕнле станцине çитмеллине каларĕ.
— О, пирĕн пекех, эппин! Попутчик! Ху ăçтисем вара эс?
Илюк каллех тĕрĕссине каласа пачĕ.
— Ха, земляк иккен, хамăр ял! Питĕ аван, кайма веççолăрах пулать пире. Анчах ăçтан килетĕн-ха эсĕ кун пек? Эпир хамăр, сăмахран каласан, курортран таврăнатпăр...
Илюк кăна хирĕç тăруках ним калама аптрарĕ. Çыннисем ăна пĕрре пăхсанах кăмăла каймарĕç, хăй çав тери курайман Артистпа Матроса асаилтерчĕç. Хăйсене ытла та ирĕклĕ тыткалаççĕ, калаçнисем те килĕшӳсĕр, темле йĕрĕнмелле. Вырнаçса ларнă-ларманах вĕсем çур литр ĕçрĕç те, вара тата ытларах паллă пулчĕ — иккĕшĕ те ырă çынсем мар. Каярахпа шатра питли хăех каласа пачĕ: — Колонирен таврăнатпăр эпир, шăллăм. Халь ĕнтĕ хамăра валли телейлĕ пурнăç шырас тетпĕр. Моряксен юрринчи пек: паян кунта, ыран лере. Ирĕкри кайăк нихçан та пĕр вырăнта лармасть, яланах вĕçет вăл...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...