Юманлăхра çапла пулнă :: 33-мĕш сыпăк
— Шăлна йĕрсе ан тăр, сансăрах пĕлеççĕ мĕн тумаллине! — хыттăн каласа хучĕ ăна воспитательсенчен пĕри.
Юлашкинчен вĕсем Илюк койки патне çитрĕç. Хăйĕн вырăнĕ çинчен утиялпа простыньсене сӳсе илнине, çытарĕпе матрасне хыпашланине Илюк питĕ лăпкăн пăхса тăчĕ, ăна ку нимĕн чухлĕ те пăшăрхантармарĕ. Пурин вырăнĕсене те тĕрĕслеççĕ пулсан унăнне те тĕрĕслемеллех ĕнтĕ. Анчах унран ним усси те çук вĕт-ха! Илюк Куприян Иванчăн сехетне тытман, тытас та çук. Кам вăрланине пĕлес пулсан ăна вăл хăй тем туса тăкнă пулĕччĕ.
Пĕлмен çав Илюк нимĕн те!..
Воспитательсенчен пĕри унăн матрасне икĕ аллипе пĕр харăс пуса-пуса, çытар патĕнчен пуçласа вĕçнеллех хыпашласа çитрĕ те сасартăк пат! чарăнса ыттисем çине пăхрĕ.
— Камăн çĕçĕ пур?
— Мĕн те пулин сисĕнет-им?.. — Пĕри çавăнтах кăранташ шĕвĕртмелли пĕчĕкçеç хуçмалла çĕçĕ кăларса пачĕ. Ку вара Илюк матрасĕн вĕçне çĕвĕ тăрăх чăрт-чăрт тутарчĕ те пĕр аллине шалалла чиксе ячĕ.
Стройри ачасем куçĕсене пĕр мăчлаттармасăр пăхса тăчĕç. Нивушлĕ вара сехет тупăнчĕ?! Ахальтен касмаççĕ пуль çав... Ку таранччен никам матрасне те сӳтсе пăхмарĕç вĕт-ха, эппин, темскер пурах унта!
Кĕçех воспитатель матрас ăшĕнчен кипке таткипе чĕркенĕ пĕчĕк чăмăркка туртса кăларчĕ те ăна вырăн çине хурса салтма тытăнчĕ. Ачасем хăйсем стройра тăни çинчен манса кайсах кĕр-р! утрĕç ун патнелле, тепĕр воспитателĕн вĕсене аллисемпе тĕрте-тĕртех каялла чакарса тăратма тиврĕ.
— Сирĕн ĕç çук кунта!..
Кипке таткине салтсан малтан кăвак хут курăнчĕ, хут ăшĕнчен пĕтĕм колони палланă çап-çутă, хулăн та вăрăм вăчăраллă сехет тухрĕ — ватă мастер Куприян Иванч сехечĕ.
— Ну, пулчĕ те пирĕн ĕç, хамăр мĕн шыранине тупрăмăр, — терĕ сехете туртса кăларнă воспитатель хăй çывăхĕнчех тăракан Мăн Çамка çине пăхса» — А эсĕ: «Пирĕн патра нимĕн те çук, пулма та пултараймасть», — тесе ĕнентерме тăрăшатăн пире...
— Виноват, — салтак пек йăрст! тăсăлса тăчĕ Мишка. — Пирĕн хушăра халĕ те çавнашкал намăса çухатнă вăрăсем пулнине пĕлмен эпĕ!
— Камăн койки пулчĕ-ха ĕнтĕ ку? — ачасем çине пăхса ыйтрĕ воспитатель.
— Манăн! — терĕ те çав самантрах Илюк стройран икĕ утăм малалла тухса тăчĕ. — Койки манăн, анчах эпĕ ку сехете вăрламан, вăл ман матрас ăшне епле майпа лекнине те пĕлместĕп. Хуть те çакăнтах персе пăрахăр мана! — Вăл çав тери хытă пăлханчĕ, анчах хăй пĕртте хăранă пек туйăнмарĕ.
— Кам вăрланă-ха эппин?! — ун патнелле пат-пат утса пырса тăрук кăшкăрчĕ Мăн Çамка. — Тен, эп пырса чикнĕ вăл сехете сан патна? Э? Ан тун луччă, эпир питĕ лайăх пĕлетпĕр сана — эсĕ кунта та магазинран пĕр михĕ ылтăн сехет çĕклесе тухма тăнăшăн лекнĕ! Часовщик! — хăрăлтатса кăшкăрма тытăнса кайрĕ вăл. — Хăвна хăв «актив» пек кăтартма хăтланса пурăнатăн — ударник, отличник, яту хĕрлĕ хăма çинче пулнипе сăмсуна каçăртса çӳретĕн, çынсене тиркетĕн, анчах та ху чăн-чăн сволочь, халь акă пĕтĕм отделение намăс курмалла туса хутăн!
— Эп нимĕн те туман, — терĕ Илюк шăлĕсене çыртса.
— Епле туман? Акă, ара, сехетне хăвăн тетрадь хуплашкипех чĕркенĕ-иç? — Вăл койка çинче выртакан кăвак хута ярса тытрĕ. — Санăн мар-им çак? Акă кур, кунта «тетрадь по черчению И. Ивукова» тесе çырнă!
— Вăл тетрадь манăн тахçанах çухалнă, эсир ăна вăрласа карт тунă, картне хам тупса пурин умĕнчех воспитателе патăм.
— А-ав епле иккен! Эс яланах таса, ыттисем кăна айăплă! Ну, ничево, — чышкипе юнаса илчĕ Мăн Çамка, — тепĕр виçĕ çул ĕçлесе тупрăн хăвна валли, питĕ лайăх!
— Чарăн, Лобан, ку вăл санăн ĕç мар! — хыттăн пӳлчĕ ăна воспитатель. — Кама айăпламаллине сансăрах пĕлĕç! — Унтан вăл пурне те команда пачĕ: — Отбой! Халех пурте çывăрма выртăр! Виç минутран пĕр сасă та ан илтĕннĕ пултăр. Астăвăр, килсе тĕрĕслетĕп...
Паллах, çав каçхине Илюк çĕрĕпех çывăраймарĕ. Питĕ хытă пăлханчĕ, ниçта кайса кĕреймерĕ вăл. Ытла та тарăхмалла, тӳсме çук кӳренмелле вĕт-ха!.. Пĕтĕм чунтан йĕркеллĕ пулма, воспитательсене итлесе, чипер вĕренсе, ĕçлесе пурăнма тăрăшнă çĕртех çакăн пек ирсĕр япала сиксе тухрĕ! Кăштах та пулин, пĕр чĕптĕм те пулин айăплă пулсан татахчĕ хуть, атту вĕт нихăш енчен те, нимĕн чухлĕ те айăплă мар-çке вăл! Тытăнаççĕ ĕнтĕ халь сĕтĕрме. Каллех допрос, каллех следстви... Чунĕ кӳтсе çитнипе Илюк утиялпа пуçĕ çинченех витĕнчĕ те çав тери хурланса макăрма тапратрĕ.
«Мĕншĕн эпĕ çакăн пек телейсĕр-ха? — шухăшларĕ хăй. — Мĕншĕн пĕтĕм хурлăх ман çине тиенет? Малашне те кун пекех пулсан эп нихçан та çын пулса çитес çук, ĕмĕрне те ыттисем пек телейлĕ пурнăçпа пурăнса кураймăп...»
Çав вăхăтра тахăшĕ тула тухса кĕчĕ. Çывăхрах çын утнине туйса Илюк тутине çыртса макăрма чарăнчĕ, анчах лешĕ ун тĕлĕнчен малалла иртсе каймарĕ, чĕрне вĕççĕн пусса Илюк койки патне пычĕ те, йăпăр-япăр ун утиял хĕррине çĕклесе юнашар кĕрсе выртрĕ.
— Эпĕ-ха ку, Мустафа...
— Мĕн кирлĕ сана? — тĕлĕнчĕ Илюк.
— Хуллен! Пуç çинчен лайăхрах витĕн, — пăшăлтатрĕ тутар ачи. — Эп сана пĕр сăмах калама килтĕм...
— Мĕнле сăмах тата?
— Эс нимĕн те ан хăра, Илья. Сана нимĕн те тумаççĕ...
— Ăçтан пĕлетĕн?
— Эп пĕтĕмпех каласа паратăп...
— Мĕн каласа паратăн, кама? — ăнланмарĕ Илюк.
— Сехете паян сан матрас ăшне Лобан чиксе хучĕ, — хăвăрт-хăвăрт пăшăлтатрĕ Мустафа. — Мана вăл ним пĕлми çывăрать тесе шутларĕ пулмалла, малтан ман тĕлпе темиçе хут та каллĕ-маллĕ иртсе çӳрерĕ, анчах эпĕ пĕтĕмпех курса выртрăм. Вăл сан матрас вĕçне çăтăр-çатăр çурнине те, кĕсйинчен темскер кăларса шалалла чиксе хунине те, çĕлесе лартнине те... Унтан вăл сĕтел хушшине ларса темскер çырчĕ те пĕр вăхăт тухса çӳрерĕ. Çав хушăра эп сан койка патне чупса килсе хыпашласа пăхрăм та пĕтĕмпех ăнлантăм. Унтан каллех хам вырăн çине выртса çывăрнă пек турăм... Лобан ăна нимĕн те пĕлмест. Манăн ыран санчаçе каймалла, çавăн чух хамăрăн воспитателе тĕл пулатăп та пĕтĕмпех каласа паратăп... Анчах эп каланине никама та ан шарла эсĕ. Мăн Çамка пĕлсен мана тем туса хума пултарать, хăратăп эпĕ унран, ытла та усал вăл. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм. Тавтапуç сана, Мустафа...
— Ну, халь, эппин, чипер лăпланса çывăр. Атту эс макăраттăнччĕ вĕт-ха, эп çавна сиссе килтĕм сан патна.
Тутар ачи епле кушакла шăппăн пынă, çавăн пекех ним сассăр тăрса кайрĕ. Ку таранччен Илюк ун çине питех те çаврăнса пăхманччĕ, хутшăнсах та кайманччĕ унпа. Пĕвĕпе пĕчĕккĕ, имшерккерех пирки пысăкраххисем ăна час-часах кӳрентеретчĕç, пĕррехинче Мăн Çамка ăна вăйпах хăй вырăнне урай çутарчĕ, тепринче унăн килтен ярса панă посылкинчен пур тутлăрах çимĕçе те кăларса илсе ахăра-ахăрах пурне те валеçсе пачĕ, Мустафа ăна хирĕç пĕр сăмах та калама пултараймарĕ... Анчах ачи питĕ лайăхскер иккен. Малашне унпа туслă пулать ĕнтĕ Илюк, ăна кӳрентерме те памасть!
Мустафа пырса кайнă хыççăн Илюк кăмăлĕ тӳрех улшăнчĕ, пăлханни иртрĕ, ăш-чикки вăркама чарăнчĕ, анчах вăл пурпĕрех çывăрса каяймарĕ. Ăна Мăн Çамкан ирсĕрлĕхĕ, вăл çав тери намăссăр пулни калама та çук тарăхтарчĕ.
«Ăçтан пулма пĕлеççĕ çавăн пек путсĕрсем? — шухăшларĕ вăл. — Кăшкăрать вĕт-ха тата, манах вараласа путарса лартасшăн. Анчах мĕн тунă-ха эп ăна? Нивушлĕ çав ирсĕр карт колодине тупса воспитателе панăшăнах çак таранччен кураймасăр пурăнать вăл мана?..»
Çавăнтах вăл судра Маланипе Артист хăйне епле усаллăн тапăннине, темĕн тĕрлĕ суйса лапра ăшне таптаса лартма тăрăшнине аса илчĕ.
«Вăрăсен йĕрки çапла иккен, кам хăйсенчен уйрăлса тӳрĕ çул çине тухма пикенет, ăна вĕсем пур майпа та пĕтерсе хума тăрăшаççĕ. Анчах халь тин мана никам та тĕрĕс çул çинчен пăрса яраймĕ! Нихçан та пулаймĕ ун пекки!..»
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...