Юманлăхра çапла пулнă :: 33-мĕш сыпăк
...Уйăх хыççăн уйăх иртрĕ, унтан çулталăк та çитрĕ, иккĕмĕш пуçланчĕ, Илюк колонири чи йĕркеллĕ воспитанниксенчен пĕри пулчĕ. Ирхине шкулта вĕренет, каçхине мастерскойĕнче ĕçлет, пушă вăхăт пулсан клуба çӳрет, библиотекăран илнĕ кĕнекесене вулать.
Ирина Никитична унăн яланхи шефĕ пекех пулчĕ, ăна сăнасах пурăнчĕ, кашни тĕл пулмассеренех ыйтса пĕлчĕ:
— Ну, Илюша, пурнăç кустăрми мĕнлерех çаврăнать? Чиперех-и? Сывлăху епле?
— Тавтапуç, Ирина Никитична, пур енчен те лайăх-ха, — терĕ ăна хирĕç Илюк тулли кăмăлпа.
Паллах ĕнтĕ, колонири пурнăç пур чух та пĕр пек тикĕс пымарĕ, тепĕр чух ЧП — «чрезвычайнăй происшествисем» те пулчĕç, вара колони пĕр-икĕ кун хушши лăпланаймарĕ, хускатса янă пыл хурчĕн вĕлли пек сĕрлерĕ.
Воспитательсем питĕ тимлĕ асăрхаса тăчĕç пулин те, хăш-пĕр ачасем унта та кунта пытанса картла вылярĕç, апатпа пĕрле паракан тутлă япаласене — компотсене, кĕселсене, кукăль таткисене, хăшĕсем тата килтен ярса панă посылкăсене те выля-выля ячĕç, хушăран урари çĕнĕ пушмаксем те хута кайрĕç. Çакна сиссен воспитательсем картсене утă капанĕнче йĕп шыранă пек шырарĕç, анчах тупма питĕ хĕн пулчĕ. Пĕр колодине тупса пурин умĕнчех çунтарса ярсан та темиçе кунтан каллех выляни сисĕнчĕ. Таçтан хут тупаççĕ те пĕр наччасра çĕнĕ колода тăваççĕ!
Пĕррехинче Илюкăн шкулта чертежсем тумалли хулăн хутлă тетрачĕ çухалчĕ. Питĕ шел пулчĕ ăна — тетрадьри пĕр-ик листи çине çеç ӳкернĕччĕ, ыттисем тап-тасипехчĕ.
— Карт тума вăрланă ĕнтĕ, урăх ним тума та кирлĕ пулас çук вăл, — шухăшларĕ Илюк. Малтанах питĕ хытă тарăхса вăл кун çинчен воспитателе каласа парасшăн пулчĕ, анчах шарламарĕ. «Хамах йĕрлесе тупатăп... Тытатăпах ку ирсĕре! — терĕ вăл. — Никам та мар, çав Мăн Çамка хăтланнă пулĕ-ха...»
Пĕр ик-виçĕ кун хушши ним тĕлли-палли те пулмарĕ. Унтан ăна дежурнăй пулма черет çитрĕ те, вăл общежитире пĕчченех юлчĕ. Пурте мастерскойне тухса кайнă хыççăн урайне кипке таткисенчен тунă йĕпе мунчалапа шăлма тытăнсан вăл стена çумĕнчи пĕр койка айĕнчи, урай хăми вĕçĕнчен темле хут татки курăнса тăнине асăрхарĕ. Туртса кăларчĕ те — карт иккен! Шăпах унăн черчени тетрадĕнчен тунăскер!.. Урай хăми вĕçĕ кăштах çĕкленет иккен те, колодăна çавăн айне пытарса хунă.
Илюк картсене пĕрерĕн-пĕрерĕн тенĕ пек кăларса илсе кĕсйине чикрĕ те койка çине пăхрĕ.
— Чим-ха, кам çывăрать-ха кунта пирĕн?..
Койки Хаким Мустафаров ятлă тутар ачин иккен. Пĕррехинче колонире «Путевка в жизнь» кино кăтартнă хыççăн ăна пурте Мустафа тесе чĕнме пуçларĕç. Нивушлĕ çав пĕчĕк шĕпĕн çакăн пек хăтланма пултарать? Илюк шухăша кайнă пек пулчĕ те — асаилчĕ: Мустафа юлашки вăхăтра общежитире пурăнмасть, вăл тем пирки икĕ эрне санчаçра выртать ĕнтĕ, çавăнпа та ун пирки шутлани усăсăр. Юнашар койки камăн тата? Мишка Лобанăн! Эппин — вăл, тем тесен те вăлах тунă! Хăйĕн тетрачĕ çухалсанах ун çине шутланăччĕ çав Илюк...
Кун чиперех иртрĕ, Илюк никама та нимĕн те шарламарĕ, анчах каçхине, çывăрма выртас умĕн воепитатель тĕрĕслеме пырса пурне те строя тăратсан, дежурствăран тухнă май вăл çапла рапорт пачĕ:
— Иртнĕ талăк хушшинче нимĕнле происшестви те пулман. Анчах паян кăнтăрла, урай шăлнă чух, эпĕ ак çакна тупрăм...
Çав самантрах вăл шăлавар кĕсйисенчен вылямалли карт колоди кăларчĕ те ăна пĕтĕм строй умĕнче воспитателе тыттарчĕ.
Стройри ачасем пурте юпасем пек хытса тăчĕç. Хăшĕсем хаш та хаш сывласа илчĕç... Колонири никам çырман «саккунсем» тăрăх шутласан Илюк халĕ калама çук пысăк преступлени турĕ — вăл чи вăрттăн япалана «хуçасене» тупса пачĕ! Çакă вăл пурне те хирĕç пыни, пурне те сутни пулать, куншăн ăна чи пысăк наказани пама тивĕç!..
Воспитатель тухса кайсанах Илюк çине пиллĕкĕн-улттăн пĕр харăс сиксе ӳкрĕç:
— Сутăнчăк, йĕксĕк! Йытă пыйти!
— Начальниксен ура тупанне çулама тытăнтăн пулать? Актив пулма тăрăшатăн?
— Юлташсене сутса срок чакарттарас тетĕн-и? Асту, ĕмĕрлĕхех кунта выртса юлмалла ан пултăр!
Шавлакансем патне Мишка Мăн Çамка ерипен утса пырса тăчĕ. Вăл ыттисене пĕррех ик еннелле сирчĕ те койка çинче ларакан Илюка сасартăк мĕн пур вăйпа çупса ячĕ. Ку çав тери кĕтмен çĕртен пулнипе тата питĕ хытă ыратса кайнипе Илюк пит çăмартине ярса тытрĕ, анчах çав çăхăтра Мишка ăна тепĕр енчен чанлаттарчĕ.
— Анчăк! Калта! Вĕрентем эп сана!..
Вăл пит-куçне хăрушла пăркаласа, шăлĕсене йĕрсе татах çапма аллине çĕклерĕ. Анчах ĕлкĕреймерĕ, Илюк вăшт кăна сиксе тăрса пĕшкĕнчĕ те Мăн Çамкана хырăмĕнчен пуçĕпе тĕртрĕ, çав хушăрах ик аллипе ун пĕççисенчен ярса тытса çӳлелле çĕклерĕ те хăйĕн пуçĕ урлă ывăтса ячĕ. Ăнсăртран пырса тапăнакана çавăн пек тумаллине Илюксене хăйсен шкулĕнчи военрук вĕрентнĕччĕ. Тинех кирлĕ пулчĕ вăл вĕрентни!
Мишка вара Илюк койки урлă вĕçсе кайса хăйĕн мăн çамкипе урайне тăрăнчĕ. Йынăшса ячĕ, сиксе тăма хăтланчĕ, анчах Илюк ун çине хăпарса выртса аллисене каялла пăрса лартрĕ те тăма памарĕ.
— Яр, йытă! — хăрăлтатса илчĕ Мăн Çамка.
— Тек çапăçмастăн-и? Кала, çулăхмастăн-и? — ыйтрĕ Илюк.
— Тивместĕп...
— Эс тивнинчен хăрамастăп-ха эпĕ, анчах санпа, усалпа, çыхланас килмест манăн!
Мишка çамкинчен юн тухнă иккен, çавна курсан тем ытлашши ан пултăр тесе Илюк ăна тек тытса выртмарĕ. Анчах лешĕ çамкине шăлса илнĕ хыççăн ал тупанĕ çинче юн асăрхасан хӳрине алăк хушшине хĕстерсе лартнă качака сассипе кăшкăрса ячĕ:
— А-а!.. Эс мана вĕлересшĕн пултăн-и?..
Çав самантрах чышкине çĕклесе Илюк çине ыткăнчĕ. Илюк каллех пăрăнма ĕлкĕрчĕ, аяккалла сиксе илчĕ. Мăн Çамка койка пуçĕнче тăракан хыçсăр пукана çавăрса тытрĕ.
— Вĕлере-еп!..
— Ивуков, тухса тар! — хăраса кăшкăрса ячĕ тахăшĕ. Анчах Илюк тарма шутламарĕ те. Халĕ, Мишкăран кая мар тарăхса кайнăскер, вăл шăм-шакĕнчи мĕнпур шăнăрне хытарса ăна хирĕç сикрĕ те иккĕ куç хупса иличченех хăйĕн тăшманне темле майпа çĕре персе антарчĕ, лешĕн аллинчи пукан кĕтеселле вăркăнчĕ. Хальхинче Мишка çурăмĕ çине ӳкрĕ, Илюк ун аллисене урай çумне пăталанă пек тытса лартрĕ.
— Ну, тата кирлĕ-и? Ирсĕр! Тата çыхланатăн-и? — шăлĕсене шатăртаттарса ыйтрĕ Илюк. Вăл çак тăсланкă та хаяр Мăн Çамкана урайне çавăрса çапма пултарнинчен халĕ пурте тĕлĕнчĕç.
— Тăхта... тăхта эп сана! Кун пеккине мар кăтартăп-ха! — Куçне тискеррĕн çавăркаласа пăхрĕ ун çине Мăн Çамка. — Куççулĕ вырăнне юнпа макăрăн-ха!..
— Ну, апла пулсан эп сана ирчченех урайĕнчен тăратмастăп, выртах шăлна йĕрсе! — терĕ Илюк.
Çав вăхăтра вĕсем кĕрешнине пăхса тăракан ытти воспитанниксем сасартăк, такам чулпа пенинчен хăранă çерçисем вĕçсе тарнă пек, тĕрлĕ çĕрелле тапса сикрĕç.
— Ку мĕнле камит тата?! — илтĕнчĕ алăк патĕнче воспитатель сасси. Тахăшĕ ун патне чупса кайса систерме ĕлкĕрнĕ пулмалла ĕнтĕ.
Мăн Çамка çине утланса ларнă Илюк хăйне çалпе вĕрсе хăпартнă пекех сиксе тăчĕ, часрах кĕпи-йĕмне тирпейлеме тытăнчĕ, ун хыççăн лешĕ те йăраланса, пĕтĕм шăм-шакĕ ыратнă пек хуçкаланса ура çине тăчĕ.
— Эсир, мĕн, ухмаха ернĕ-и? — вĕсем патнелле пычĕ воспитатель.
— Вăл мана çапса пăрахма тытăнчĕ, — терĕ Мăн Çамка Илюк еннелле ал сулса. — Пăхăр-ха акă, çамкана çапса шăтарчĕ...
— Мĕнле çапрĕ вара ун пекех?
— Ав табуреткăпа...
— Тĕрĕс-и, Ивуков?
— Суять! Вăл хăй хĕнеме тапратрĕ мана...
— Мĕншĕн?
— Пĕлместĕп. Эп сире карт тупса панăшăн пулмалла.
— Эп мар, эс малтан çапрăн! — кăшкăрчĕ Мăн Çамка.
— Мĕнле намăс мар сана, эп ĕмĕрне те санпа çыхланма шутламан!.. — сассине хăпартрĕ Илюк та.
— Чарăнăр! — урипе тапса илчĕ воспитатель. — Эсир иксĕр те ытлашши вĕриленсе кайнă курăнать-ха, сирĕн температурăна кăштах чакармалла пулать. Халех тумланăр та — атьăр ман хыççăн! Тӳрех изолятора! Штрафнойне! Унта сывлăш самаях уçă, сирĕншĕн усăллă пулĕ.
Çапла вара Илюк пĕрререн-пĕрре изоляторта пулса курчĕ, анчах ку та хăйĕн айăпĕпе мар. Тепĕр кунне вĕсене иккĕшне те колони начальникĕ патне илсе кайрĕç, ыйтрĕç, тĕпчерĕç. Илюксен отделенинчи ытти ачасемпе те калаçрĕç те Илюка нимĕн те тумарĕç, çакăн пек çапăçăва хутшăнса кайма юраманни çинчен çеç асăрхаттарчĕç, анчах Мăн Çамкан штрафной изоляторта пилĕк талăк ларса тухмалла пулчĕ.
...Вăхăт шурĕ, каллех хĕл ларчĕ, Илюксен çиччĕмĕш отделенинчи çапăçу тахçанах манăç пулчĕ, ун çинчен никам та асаилмерĕ ĕнтĕ. Анчах хăш-пĕрисем ăна манман иккен, вĕсем ун çинчен астуса «активри» Илюка май килсессĕнех питĕ хытă тавăрма ĕмĕтленнĕ.
Илюк слесарь ĕçне чăннипех юратса пăрахрĕ. Пĕрре тытăннăскер, ăна тĕплĕрех пĕлекен пулас тесе, вăл яланах хăйсене вĕрентекен ватă мастер Куприян Иванч çывăхнерех пулма тăрăшрĕ, пĕр-пĕр япала тунă чух мĕн те пулин ăнмасан тӳрех ун патне пыра-пыра ыйтса пĕлчĕ, кашни
япаланах епле пулсан та лайăхрах, хитререх тăвасшăн пулчĕ. Çакăншăн мастер ăна юрататчĕ, ыттисем хăйсене тума панисене пăсса пăрахсан е ĕç хатĕрĕсене юрăхсăра кăларсан çавăнтах Илюк çине тĕллесе кăтартатчĕ:
— Эсир Ивуковран тĕслĕх илĕр! Пăхăр-ха, епле хитре ĕçлет вăл, унăн нихçан та пĕр нимĕн те пăсăлмасть. Курăр акă, колонирен вăл сахалтан та виççĕмĕш разрядри слесарь пулса тухса каять! Ĕмĕрлĕх специальность пулать унăн! А эсир мĕн? Ирĕке тухсан каллех нимле ĕç пĕлмен çынсем пулас тетĕр-и?..
Илюка хăйне те час-часах калатчĕ вăл:
— Тăрăш, ывăлăм, лайăхрах тăрăш! Аçу вăрçăра вилнĕ тетĕн, санăн никам çине те шанмалли çук, эппин, çавăнпа та ĕçе тĕплĕрех вĕренес пулать. Асту эсĕ, лайăх ĕçлени укçа парать çеç мар, вăл этемĕн чунне тасатать, кăмăлне çĕклет, çынсем умĕнче те хисеплĕ тăвать.
Хăй тăлăххăн ӳснипе мĕн пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхнĕ, тĕрлĕ хуçасем патĕнче тарçă вырăнĕнче пулса хăшкăлнă, темĕн тĕрлĕ нуша курнă, икĕ вăрçă витĕр тухнăскер, Куприян Иванч колоние лекнĕ ачасене пурне те чунтанах ĕçе вĕрентсе çын тума тăрăшать. Чи чăрсăррисем те итлеççĕ вара ăна, ачасемшĕн вăл тăван аслашшĕ пекех туйăнать, вĕсем ăна чĕнессе те ятпа мар, асатте тесе чĕнеççĕ. Пуринпе те кăмăллă калаçать вăл, тумалли ĕç çинчен пĕтĕмпех ăнлантарса çитериччен нихçан та уй-рăлса каймасть, кирлех пулсассăн хаярланса хăтăрса та илет, анчах вăл ятланăшăн никам та кӳренмест.
Çак Куприян Иванчăн пĕр питĕ хаклă япала — хулăн та вăрăм вăчăраллă кĕмĕл сехет пур. Ăна Куприян Иванча граждан вăрçи вăхăтĕнче Польша фронтĕнче паттăррăн çапăçнăшăн полк командирĕ парнеленĕ иккен. Сехетне вăл кăкри умĕнче, жилетка кĕсйинче, чиксе çӳрет, вăчăри вара яланах курăнать. Куприян Иванч ăна хăй вĕрентекен ачасене час-часах уçса кăтартать, сехет хуппин шал енне «Лихому разведчику Красной Армии К.И. Лаптеву» тесе çырнă. Ачасем ыйтнипе хăйне çав сехете мĕншĕн пани çинчен çирĕм-вăтăр хут та каласа кăтартнă пуль. Унăн калавне Илюк та пĕрре кăна мар илтнĕ. Ытти пур ача пекех, вăрçă çинчен каласа панисене итлеме вăл та питĕ юратать...
Анчах пĕррехинче сасартăк питĕ тĕлĕнмелле хыпар сарăлчĕ:
— Куприян Иванча çаратнă!
— Ватă мастерăн сехетне вăрланă!..
Чип-чиперех уяр çанталăкра аслатисĕр-мĕнсĕр аçа çапнă пекех пулчĕ ку хыпар. Пĕринчен теприне, пӳлĕмрен пӳлĕме, çуртран çурта çиçĕм пек сарăлчĕ вăл. Нумайăшĕн ĕненес те килмерĕ: кам кун пекех кӳрентерме пултарнă-ха старике?.. Куприян Иванч хăй каланă тăрăх, кăнтăрлаччен ун сехечĕ хăй çумĕнчех пулнă, апат çиме те вăл сехет çине пăхса тухса кайнă, анчах кайран...
Çук, хăй ниçта та çухатма пултарайман ăна, зонăран тухман, анчах ĕçрен килнĕ чух, проходной будкăра, унти пысăк сехете курсан хăйĕнне тĕрĕслесе пăхма шут тытнă та жилет кĕсйи пуш-пушах пулнине асăрханă... Пурне те лайăх астунă старик, анчах кăнтăрлахи апатран тав-рăнсан питĕ ăшă пулнипе пĕр хушă жилетне хывса çакса ĕçленине пачах манса кайнă.
Ватă мастерăн чаплă сехечĕ çухални пысăк ЧП пулнă, вăл хыпар çур сехетренех колони начальникĕ патне çитнĕ, лешĕ тӳрех: «Зонăри пĕтĕм çĕре кĕреçесемпе чавса тухмалла пулсан та старик сехетне тупатпăрах!» — тесе каланă пулать.
Чăнах та питĕ хытă шырарĕç вара, пĕтĕм колоние ура çине тăратрĕç çав кĕмĕл сехетшĕн. Тĕпчемен çын та, шыраман вырăн та хăвармарĕç. Юлашкинчен сехете тупрĕç-тупрĕçех, анчах вăл питĕ тискерле пулса тухрĕ...
Сехет çухалнă кун, шăпах иккĕмĕш сменăра, мастерскойĕнче Илюксен отделенийĕ ĕçленĕччĕ, çавăнпа та воспитательсемпе командирсем чăн малтан вĕсенчен ыйтса тĕпчерĕç. Анчах хуравсем пурин те пĕр майлă пулчĕç; нимĕн те курман, асăрхаман, пĕлместĕп... Мишка Мăн Çамкаран ыйтма тытăнсан вăл кăшкăрмах тапратрĕ:
— Мĕн шуйттанĕ тума кирлĕ мана сехет? Ăна эпĕ колонире кама та пулин сутас пур-и? Ан та çулăхăр пирĕн çума, старик ăна хăех ăçта та пулин тăкса хăварнă ĕнтĕ! Кам пĕлет, тен, уборнăя кайсан кăларса ӳкернĕ!..
Тĕпченинчен ним усси те пулмарĕ. Ачасем çывăракан пӳлĕмсене ухтарсан та нимĕн те тупăнмарĕ. Тепĕр ирхине Куприян Иванч ĕçе те тухмарĕ — старик хăйĕн çав тери юратнă хаклă япали çухалнăшăн хуйхăрса чирлесех ӳкнĕ пулмалла ĕнтĕ. Пĕр кун иртрĕ, иккĕ...
— Шырăр, тупăр! — хистерĕç воспитательсем.
— Шутласа пăхăр-ха, кама кӳрентернĕ эсир?! Ватă салтакăн боевой наградине вăрларăр вĕт, уншăн сире пурсăра та ĕмĕрлĕхех намăс пулать! Епле пулсан та тупса старике тавăрса памалла вăл япалана!
Сехет çав-çавах тупăнмарĕ. Куприян Иванч чирлесе выртрĕ.
— Вунçичĕ çул ĕçлерĕм çак колонире, темиçе çĕр ачана та слесаре вĕрентсе кăлартăм, мана пурте яланах тав тунă уншăн. Ку тарана çитсе манăнне никам пĕр пирус вăрламанччĕ, анчах юлашкинчен авă мĕн туса хучĕç... — ӳпкелешрĕ тет вăл начальник ун патне больницăна пырсан. Кун çинчен ачасене воспитатель каласа пачĕ.
Çак кунсенче те Илюк калама та çук салху, кĕрхи пĕлĕт тĕслĕ пулса çӳрерĕ. Куприян Иванчăн çакнашкал инкек пулни ăна питĕ кӳрентерчĕ. Шкулта уроксенче ларнă чух та, мастерскойра ĕçленĕ вăхăтра та, каçхине çывăрма выртсан та ватă мастер унăн пуçĕнчен тухма пĕлмерĕ...
«Кам-ши, мĕнле йытă хăтланчĕ-ши куна? Хăшин ирсĕр алли çĕкленчĕ-ши çавăн пек хисеплĕ япалана вăрлама? Эх, пĕлесчĕ те... тытса çунтарасчĕ пĕрре, ĕмĕр асăнса пурăнмалла пултăр!..»
Сехет çухалнă хыççăн виççĕмĕш кунĕнче, ушкăнĕпех кинона кайса килнĕ хыççăн, каçхи тĕрĕслӳ вăхăтĕнче Илюксем пурăнакан пӳлĕме виçĕ воспитатель пырса кĕчĕç те ачасене строя тăратса вĕсем умĕнчех тепĕр хут ухтарма тытăнчĕç — тумбочкăсене уçса пăхрĕç, çытарсене, матрассене ӳппĕн-питтĕн çавăрса хыпашларĕç, урай хăмисене унтан та кунтан тыта-тыта пăхрĕç — хăйпăнса тăмаççĕ-и? Хушăк-çурăксем çук-и?
Вăл кун дежурнăй пулнă Мишка Мăн Çамка çав воспитательсем таврашĕнчех явăнса çӳрерĕ, хăй те вĕсене пулăшанçи пулчĕ. Çав хушăрах хăй пĕрмай кăмăлсăр пулнă пек мăкăртатрĕ:
— Кăлăхах шыратăр! Нимĕн те çук пирĕн патра... Пулма та пултараймасть. Вăрланă япалана кам ухмахĕ хăй килĕнче тытса усратăр? Ун пек тăмсай вăрăсем тĕнчере çук.
Воспитательсем пĕр койка патĕнчен тепĕр койка патне куçса пычĕç. Санчаçран таврăннă хыççăн вăй илсех çитеймен Мустафа кинона та кайман, койка çинчех выртать-мĕн те, ăна тăратса ун вырăнне те тĕрĕслерĕç. Унтан Мишка Лобан койки патне пычĕç.
— Лайăхрах шырăр, тавăрса силлĕр, тен, сирĕн телее, сасартăк ылтăн купи сиксе тухĕ! — тутине чалăштарса йĕрĕнчĕклĕн кулса илчĕ Мишка.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...