Хĕн-хур айĕнче :: Кĕр сăри


Пирĕн пуçа пусан йывăр кун-çул

Çиçĕм çиçсе ярсан çеç манăçать...

 

Чакка Юксарпа юрланă юрра

Итлерĕç çынсем сас-чӳсĕр ларсах.

Ырларĕç ăна... ыйтнине кура,

Туссем ку юрра янратрĕç татах.

 

Ĕçкĕ кĕреки — сарлака сĕтел

Ларать йăтăнса апат-сăрапа.

Хĕрарăм кĕтесĕ — сар саклă тĕпел

Сĕрлет те янрать хавас юрăпа.

Сĕтел патĕнчех кĕслеçĕ Юксар —

Тĕнкĕлтеттерет кивĕ кĕслине;

Ӳсĕр хăнасем мăшăрпа, вăр-вар

Тăраççĕ, ташлаççĕ ĕçкĕ ташшине.

Маттур Ухвине, инкĕш-пиччĕшсем —

Пăхаççĕ хĕрсех çак шавлă йыша,

Хаяр сăрине ĕçтерсе вĕсем

Хăйсем те яраççĕ юрра е ташша.

Ак çак самантрах чыслă стариксем,

Сĕтел хушшинче сарăлса ларсах,

Ним шав çук пекех, йĕркеллĕн, пĕртем

Юмах-халапа çапаççĕ çаплах.

Сăмах тапранать çитменлĕх çинчен,

Çук пурнăç пирки нумай хресченсен

Кĕр сăри тума та май çукки çинчен.

Итлеççĕ тăтăш Чакка сăмахне...

Кунтах ак ик-виçĕ ютă ял хăни.

Чуна хускатать вĕсем калани.

 

1-мĕш хăна

Ай-яй, тăвансем... Халь сирĕн аван.

Ав пирĕн енче — çĕршыв хĕсĕнет.

Улпут таврашсем килчĕç çăваран.

Чи лайăх çĕре-çке касрĕç, эсремет!

 

Чакка

Кунта та халь пур ун пек выç сысна.

Кольцов вăл... Чĕррĕн çиет тет çынна...

 

2-мĕш хăна

Кашни эрнере ун хресченĕсем

Тăват кун ĕçлеççĕ улпутшăн анчах.

Виç кунне аран илеççĕ хăйсем...

Васкавлă ĕç чух — эрне уншăнах.

Ĕçле, вил, — сана пĕр пус та памасть!

Ĕçрен пăрăнсан — чунна кăларать.

Тата, мăшкăлла, çав улпут ялан

Çамрăксене хăй мăшăрлантарать.

Илемлĕ хĕре, качча парайсан,

Малтанхи каçсем унпа хăй çыврать.

 

Ют ял хăнисен сăмахне илтсĕн,

Мĕнпур пек халăх кайрĕ тĕлĕнсе:

— Ай, тур çырлахах!.. Ав ăçта хĕн-хур!..

— Ун пек пурнăçран мĕн кĕтмелли пур?!

— Апла пирĕнтен хĕнтерех вĕсен!..

— Асап!..— илтĕнчĕç сассем пур енчен.

 

1-мĕш хăна

Хĕнни ĕнтĕ пур... Анчах вырăссем,

Хăйсен улпучĕ хушнипе-и, тем...

Чăваш çыннине савмаççĕ вара.

Ватса тĕшĕртеççĕ уй-хирти тырра...

Çав улпут ялне пырса та ан кĕр, —

Вятти, çамрăкки витлет темтепĕр...

Урам хушшинчех картлаççĕ çулна,

Чипер çинченех переççĕ чулпа...

— Улпучĕ хушать пуль... ахаль ма вĕсем

Пире тивмелле?! — теççĕ ват çынсем.

 

Чакка

Паллах, хĕтĕртет кунта çав улпут.

Вырăс хресченĕ — вăл пирĕн тăван...

Улпучĕн хăйĕн пулĕ темле шут:

Сиресшĕн пулĕ чăваша кунтан.

Вара хăй çĕрне сармашкăн аван...

Тевенеш

Начар ку, начар... Хĕсеççĕ хытах.

Вăтăр çул ĕлĕк çакна шутламан.

Вăрманччĕ тавра, — пĕтет вăл часах.

Ую та ак юлмĕ, каплах çаратсан!

Амачкĕн, Кольцов, ав, ырă çĕре

Туртса илчĕç те — хĕсрĕç уй-хире...

Хыт хирĕçрĕмĕр ун чух вĕсемпе.

Ик-виçĕ çĕр çын, сенĕксем йăтса,

Тухсаттăмăр кар! мĕнпур уйĕпе.

Малтан — ятăмăр вĕсене хуса.

Анчах та кайран килчĕç салтакпа.

Хăратрĕç... çĕре илчĕç çак майпа.

Суда кайрăмăр Сĕве хулине, —

Унти уесри çарпуçĕ патне.

Анчах та çарпуç вăл хăй те улпут.

Паллах, пирĕн май пулать-и вăл суд?!.

 

Чакка

Ик-виç пин аналăх тасатнă хире

Туртсах-çке илнĕ!.. Юлăн çĕрсĕрех!

 

1-мĕш хăна

Пур пуçлăх, улпут тĕрлĕрен майпа

Хĕсет пур енчен. Ĕмеççĕ юна!

Кăшт хирĕç тăрсан, — хĕçпе-пăшалпа,

Вăйпа хăратсах илеççĕ чунна!

 

Тевенеш

Пăвсан та, хĕссен те — çавах тӳсме çук,

Пушшех те вăрçас килет ун пек чух.

 

Сасăсем

— Эх, йывăр, йывăр! Усет куланай...

— Чиркӳ, пуп таврашĕ хĕсет хăйне май...

— Тем тĕрлĕ хырçă! — теççĕ çамрăксем.

Лăс-лăс суллаççĕ пуçа ваттисем.

 

Чакка

Çынсем мĕскĕнни — чĕрене çурать!..

Пĕлетре, пирĕн вутчуль пулмалла.

Çав чул вăл, çапсан, вут-хĕм кăларать.

Кам çапрĕ — пирĕн те хирĕç çапмалла.

Чăваш вăл йăваш тени тĕрĕс мар.

Чăваш çынни те çынах-çке-ха... çын!

Çилли çĕкленсен, чăваш та хаяр.

Ан мантăр çакна усал пуçлăх-чин.

Эх, хам та нишлĕ пулнă халиччен!

Анчах халь, кантур тепре тапăнсан, —

Пуçа касса тат, — ӳксе виличчен

Пăвса вĕлеретĕп пурмисне малтан...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5