Аххаяс-маххаяс :: 1. Чул хушшинчи чун
Упке чирĕнчен, чаххуткăран, сывалнă çын çуках тесе шутлать те картишнелле пăхса мĕн вăхăт çапла асапланмаллине пĕлесшĕн çунать. Таçта картса хунă пекех туйăнать ăна. Ларнăçемĕн тата урăх туйăм та чĕрене кăтăкласа илет. Çăва тухса ӳксен чирĕ пусахлама пăрахассăн туйăнать. Хĕл кунĕсем сывă çынна та йăлăхтарма пуçлаççĕ, çур кунĕсене ăмсантараççĕ, чирлĕ çыншăн чăн-чăн тамăках ĕнтĕ.
Хăй те сисе пуçларĕ. Хĕвел чӳречерен саркаланса кĕме тытăнсан кăмăл пач урăхланчĕ. Чӳрече умне кăсăясем вĕçе-вĕçе килме тытăнчĕç. Чив-чив сасси мĕне тăрать! Картиш варрине çерçи кĕтĕвĕ ана-ана ларать. Улăм пушатнă чухне тăкăнса юлнă пĕрчĕсене пĕр-пĕринпе тупăшса пуçтараççĕ. Кăвакарчăнсем картишне иленчĕç. Чăхсем каçăха-каçăха кăтăкла пуçларĕç.
— Силисса, Силисса, теп! — кăшкăрсах ячĕ Петĕр куçсем шарса кайичченех картишнелле пăхса ларнă хыççăн.
— Мĕн, атте? — çийĕнчех сасă пачĕ Силисса.
— Чăх йăвисене пăхкалатна эс? Çăмарта пуçланă вĕт вĕсем.
— Чăнах-и? — хыпăнса ӳкрĕ те çарамасах картишне тухса чупрĕ.
Пумай та вăхăт иртмерĕ, аркă тулли çăмарта çĕклесе кĕчĕ. Хăшĕсем шăнса çурăлнă, паян çеç тунисем лайăхах.
— Атте, сана ăшаласа парам-и, чăмăрла пĕçерем-и?
— Тунсăхласа çитнĕ хыççăн ăна та, кăна та тиркес сук. Шеллемесĕрех тыткала-ха.
— Юрать, юрать, — терĕ те Силисса кăмака умĕнче вăр-вар çаврăнкалама пикенчĕ.
Туххăмрах вучах чĕртрĕ, типĕ вутă кăварланма тытăнсанах авăрлă çатмана çу ячĕ, шăнса çурăлнă çăмартасене пурне те çатма çине хучĕ. Сухан турарĕ.
Ырă шăршă ăна хăйне те анратсах ячĕ.
Çав кун Петĕр апат тутине пĕлсех çирĕ. Тепĕр кун пурнăç хавасĕ таврăннине туйса илчĕ. Вăл, пурнăç хавасĕ, хунаса та хунаса пычĕ. Нивушлĕ Паçа каçарчĕ пулать тесе шухăшласа илчĕ те Силиссана тем калас килчĕ. Хĕрĕ пӳртре пулмарĕ çак вăхăтра. Вара пăлханса кайрĕ. Хĕрĕ камăн та камăн тинĕс кăмпи пуррине пĕлет-ха. Петĕр те илтсе маннă çавна, те пĕлмен те. Темле майлă пуçа Энри матки калани пырса кĕчĕ. Паçа чирлĕ чухне Петĕре хăтăрнă пекех каланăччĕ, такам патне çӳриччен кай Чăмăшлăри Маюк тăхлачу патне тенĕччĕ, пăл таврари мĕнпур яла тинĕс кăмпи парса тăрать... Аса килчĕ те çак сăмах, Петĕр вĕткеленме тытăнчĕ. Хĕвел хăпарса çитсен, вăл сивĕниччен Чăмăшлăна çитсе каялла таврăнма пултарассăн туйăнчĕ ăна. Силисса килессе канăçсăрланса кĕтрĕ. Лешĕ пӳрте кĕнĕ-кĕменех калаçма пуçларĕ:
— Атя санпа иксĕмĕр ыран Чăмăшлăна кайса килер, Маюк тăхлач патне. Унăн тинĕс кăмпи пур тенине илтнĕччĕ.
— Çитейсе килейĕн-ши?
— Пултарассăн туйăнать-ха.
— Бригадиртан лаша ыйтмалла мар-и?
— Чăрманса тăрар мар. Япала çĕклеместпĕр. Пушăлла кăна çитсе килĕпĕр.
Ку кунсенче эрнипех пĕлĕт тĕксĕмленсе курмарĕ. Хĕвелĕ те ĕнтĕ, çуркуннене васкатма шут тытнă пулас та, хăй пултарайнăшăн савăннипе кулать те кулать. Ăшши çĕр çине юха-юха анать те кĕрпекленнĕ юра ним шелсĕр чăмлать. Пӳртсен аркисенчен шăпăртатса тумла юхать.
Петĕр калинккерен тухсан темччен унталла-кунталла пăхса тăчĕ. Кунашкал çанталăка вăл пуçласа курчĕ тейĕн. Пĕлĕтелле пăха-пăха илет, пĕр вырăнта çаврăнать те çаврăнать. Силисса каяр-и тесе астутарман пулсан татах çапла тăпăртатса тăнă пулĕччĕ-и?
— Каяр, — татса каларĕ вăл.
Силисса малтан утрĕ. Петĕр унран юлас мар тесе уттине хăвăртлатрĕ. Хăйне вăйлă та сывă çын пекех туйрĕ. Аллисене хастаррăн сулларĕ. Тахçан стройпа утнине аса илчĕ пулас, ку ăна килĕшрĕ. Хăйне хăй хавхалантарса пычĕ.
— Хăш çулĕпе илсе каян-ха эс, хĕрĕм? — чĕнмесĕр пырас килмерĕ унăн.
— Вăрман урлă. Урăх çул пĕлместĕп эпĕ, — терĕ Силисса.
— Чăмăшлă çулĕсем нумай-ха. Пурне те эп пĕлсе пĕтерейместĕп. Ĕçлĕ çынсен хăйсен çулĕ, хĕр патне Чăмăшлăна çӳрекен каччăсен хăйсен çулĕ... Пирĕн вăхăтра йышлăн чупатчĕç унта каччăсем. Халĕ темле ĕнтĕ.
— Чупаççĕ, — çăвар тулли каласа хучĕ Силисса.
— Пĕр хывнă çула манма çук пулĕ çав, — хăй тĕллĕн пек мăкăртатса илчĕ Петĕр. — Пирĕн ял кинĕсем пулнă Чăмăшлă хĕрĕсем çур ял та пулĕ. Хăшĕ те пулин уйрăлса кайнине пĕлместĕп.
Калаçа-калаçа ялтан тухрĕç. Çил касси килсе çапрĕ вĕсене. Силисса пуçне пĕкрĕ те аллипе çăварне хупларĕ. Петĕр апла тума ĕлкĕреймерĕ. Сулхăн çил пыра лекрĕ те, Петĕр чыхăна-чыхăна ӳсĕрме пуçларĕ. Хутланса ларчĕ. Çăвартан юн кайрĕ. Çурăм çине тар тапса тухрĕ. Ут-пӳрен хал тарчĕ. Услĕк иртмерĕ те иртмерĕ.
Айккинче ашшĕне шеллесе пăхса тăракан Силисса ним тума та пĕлеймерĕ, нимле пулăшу та кӳреймерĕ.
Халсăрланнă Петĕр ларса тăма вырăн пăхкаларĕ. Меллĕ пекки тупăнмарĕ, вара çул хĕррине кĕрпекленнĕ юр çине лак ларчĕ те пуçне чикрĕ. Ахлата-ахлата сывларĕ.
— Пулмасть пуль çитсе килесси, — айшатăн каларĕ Петĕр.
— Таврăнар апла, — чĕнмесĕр тăрас темерĕ Силисса.
— Таврăнар пуль çав. Вăй кĕтĕр-ха пăртак.
Каялла яла кĕрсен Петĕр, хăш килте кам пурăннине манман-и-ха тенĕ пек, чарăна-чарăна тăрса кил хуçин ятне сасăпах каларĕ. Шеллемеллине шеллерĕ, ырламаллине ырларĕ.
— Лайăх çын вăл, ла-а-йăх çын, — терĕ утарçă Михал пирки.
Унтан тепĕр еннелле çаврăнчĕ.
Кĕтсе илеймерĕ Елюк Рамана. Раманпа эпир тантăшлă ӳснĕ. Пĕрле каяймарăмăр çав фронта. Вăл ăçта-ăçта çапăçнине те чуххăмăн кăна пĕлетĕп. Елюк каласа парасшăн мар. Ан аса илтер те ан аса илтер тесе кăна тăрать. Йывăр ĕнтĕ çывăх çынна çухатма...
Силисса илттĕр те асра тыттăр тесе мар, хăйле кирлĕшĕн калаçать ку тесе шутларĕ хĕрĕ. Вăл кашни килти лару-тăрăва ашшĕнчен ним чухлĕ те начар пĕлмест.
— Мавра упăшкине, Элекçее, Власов çарĕнче пулнă тссе тытса кайрĕç те, ăçта-ши халь? Пурăнать-ши? Ним хыпарĕ те çук. Мавра кĕтет-ха. Кĕтсе илтĕрччĕ ĕнтĕ.
Татах та татах калаçрĕ Петĕр. Тарасаллă пусă патне çитсен пусă пури умне ларса канчĕ.
— Эсĕ ут, мана ан кĕт. Канса илем те пăртак хамах кăштăртаткаласа çитеп, — терĕ Силиссана.
Хĕрĕ итлерĕ. Петĕр пусă тĕпнелле пăхрĕ. Хумханмасăр тăракан шывра хăйĕн сăнне курчĕ. Курчĕ, хăраса ӳкрĕ. Паçа ун пекех типсе хăрманччĕ. Хитрипех кĕрсе выртрĕ тупăка. Петĕр вара сĕткенне сăхса илнĕ пан улми пек кăна та мар пулĕ — пичĕ йăлтах пĕркеленсе пĕтнĕ.
Килне таврăнсанах вырăн çине кĕрсе выртрĕ те урăх тăраймарĕ. Эрнипех аташрĕ, эрнипех килтисене çывăрттармарĕ. Силисса çĕр каçма кӳршĕ карчăкĕсемпе старикĕсене чĕне-чĕне килчĕ.
Чунĕ тухас, куçне хупас умĕн пĕр кун малтан тăна кĕнĕ пек пулчĕ те ялти, çывăхри ялсенчи тăванĕсене пурне те, пурне те каçарттарма чĕне-чĕне килтерчĕ. Энрипе Кируш чупрĕç. Силисса ватă çынсемпе ларчĕ, пурнăç тилхепи пĕр унăн аллинче юлмалли ăна шухăшлаттарчĕ, хăратрĕ.
Петĕре мăшăрĕпе юнашар пытарчĕç.
Лĕпсĕрех усăнчĕç Силисса аллисем. Вăл ашшĕне асăнма апат-çимĕç те хатĕрлеймерĕ. Кӳршĕсемпе тăванĕсем пулăшрĕç.
Ывăл ачасем вара хурланма та пĕлмерĕç, хурланнине çын çине кăлармарĕç-и? Ним те чухласа юлаймарĕ Силисса. Хам чирлесе каям мар-ха тесе кăна шухăшлайрĕ вăл. Кăчкă праçникĕ те, Калăм эрни те уншăн тĕлĕкри пек иртсе кайрĕç. Энрипе Кируш ку праçниксенче киле килсе çакланмарĕç те. Ăçта çӳретĕр, мĕн кил тĕлне пĕлместĕр тесе ыйтма та Силиссан хевти çитеймерĕ.
Шăллĕсем ашшĕ килĕнчен сивĕнсе те сивĕнсе пынине вăл чунпа туйса тăчĕ. Ĕç тĕлне пĕлми пулчĕç. Ирех таçта тухса каяççĕ те хăш чух кăнтăрла, хăш чух явкайра килсе çапăнаççĕ. Хырăм выççи пулмасан татах çӳремелле-ха, çавă киле хистет ĕнтĕ.
— Каскăна, чупкăна тухса каятăр вĕт капла, — теме пăхрĕ пĕринче Силисса.
— Сан мĕн ĕç пур? — тавăрса каларĕ иккĕшĕшĕн те Кируш.
Çав çулхине кĕçĕнни те çиччĕ пĕтерчĕ. Тытăнчĕç пуçтарăнма. Ăçта кайма шут тытнине хăйсем пĕлеççĕ-и, пĕлмеççĕ те-и, Силиссана шарламаççĕ.
— Калаçăр-ха манпа, çапах эп сиртен аслăрах, — чунтан тăвăнса сăмах хушать Силисса.
Кирушăн каллех çав сăмах: сан мĕн ĕç пур?
Колхоз ĕçне те тухми пулчĕç. Килте тесен, урлă выртана тăрăх çавăрса хумаççĕ. Пĕринче çапла пӳрт ум картлашки çине ларнă та çурма сасăпа калаçаççĕ. Силисса çурăм хыçĕнче тăнине сисмеççĕ.
— Унта тесен çамрăк тесе тиркешĕç-ха, — тет Ки-руш.
— Комсомол путевкипе каятпăр. Ăнланмастнам-ха?
— Механизатор мар эпир санпа...
— Унта копнитель çинче тăрса çӳреме те çын кирлĕ. Йĕтемре те тем чухлĕ ĕç. Атя ыранах каяр та района...
Силисса тавçăрчĕ: çĕн çĕрсене кайма шухăшлаççĕ иккен. Радио кунĕпех парлак çĕрĕсене çĕтме каймашкăн чĕнсе калать. Илтнĕ кусем, асне картса хунă...
Хăй вăрттăн итлесе тăнине систерес мар терĕ Силисса, çенĕке йăпăш кĕрсе çухалчĕ.
Утă уйăхĕн варринче Канашри СПУна вĕренме каятпăр тесе тухса шурĕç те сассăр-хыпарсăр çухалчĕç Энрипе Кируш...
Ку вара Силиссашăн, ашшĕпе амăшĕн вилĕмĕ пекех, хуçса-амантса хăваракан тепĕр çухату пекех туйăнчĕ. Ирхине те, каçхине те пĕр шухăшах сĕвемлет вăл...
«Çынна тимĕртенех тунă пулĕ çав. Мĕн кăна, мĕн кăна тӳссе ирттермелле мар унăн пурнăç тăршшĕнче? Тӳсет вĕт çын, чăтать. Тата ачаллах ун çине мĕнле кăна хуйхă-суйхă тиенмест те. Çавна мантарма ĕнтĕ тĕрлĕ каларăш шухăшласа тупнă çынсем. Çуралнă чун чул хушшинче те пурăнать тенĕ пеккисем. Çаплах çав, çаплах. Чул хушшинче те пурăнать çуралнă чун».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...