Аххаяс-маххаяс :: 1. Чул хушшинчи чун
Силисса Сăпалюк пӳрчĕ хыçне пытанса тăчĕ. Кунтан ферма картишĕ питĕ лайăх курăнать. Унта Чăмлак Ульхи калла-малла уткаласа çӳрет. Пĕтрĕ пуç! Ниушлĕ ашшĕ ун патне килет? Чăмлак таврашне ырлакан ялта никам та çук. Ульха патнех пычĕ ашшĕ. Пĕр-пĕрне тем каларĕç те ĕне сăвакансен пӳртне кĕрсе кайрĕç. Хурлансах ӳкрĕ Силисса. Пуç усса киле таврăнчĕ. Çав каç ашшĕ килмерĕ. Халь тин вăл иккĕленмерĕ. Паян-и, ыран-и вăл хĕр çури, шăллĕсем ывăл çурисем пулса тăраççех. Мĕнлерех майлашăнса кайĕ вĕсен пурнăçĕ? Ку вĕсенчен пĕринчен те килмест. Ульха хуçан çамрăк тарçисем пулмасан пырĕччĕ...
Шăллесемпе ним те калаçмарĕ-ха. Чĕлхине çăтса ячĕ тейĕн. Ашшĕ мĕн те пулин ыйтсан та хуравлас килми пулчĕ. Илтмĕше кăна перет. Ашшĕ темшĕн килти лару-тăру улшăннине сисесшĕн мар. Силисса кăна мар, ывăлĕсем те сивĕнсе те сивĕнсе пыраççĕ хăйĕнчен. Ача чунĕ чечек пекех: хĕвеле те, çумăра та чи малтан вăл туйса илет те хĕвел пулсан — кулса ярать, çумăр пулсан — хупăнать.
Кĕрхи ĕçсем пĕтнĕ-пĕтмен бригада ĕçки турĕç, ун хыççăнах пуху ирттерчĕç те ашшĕне бригадира суйларĕç. Пуçланчĕ, хайхи, канăçсăр пурнăç. Ашшĕн ир-ирех таçта васкаса тухса каймалли тупăнсах тăрать. Килте ним ĕç патне пыми пулчĕ. Пĕр енчен ĕнтĕ Силиссашăн лайăх та ку, ăна ту, кăна ту тесе хушса тăракан çук. Тепĕр енчен-и? Хăратать те. Хĕрарăм алли çитмест тесе темиçе те персе ячĕ ашшĕ. Килти кашни япала тулаштаракан пулчĕ ăна. Ним çукран çĕткеленет, усал сăмахсем пере-пере хурать.
— Кай-ха кунтан, кай! — тĕрте-тĕрте ярать мĕн те пулин ыйтса пĕлем тесе пынă ачисене.
Кĕрхи Микула кунĕнче Ульхапа иккĕшĕ килсе кĕчĕç. Тепĕр эрнерен туй пекки туса ирттерчĕç. Купăс каласа ташламасăрах, туй юрри юрламасăрах. Тепĕр кунхине Ульхан япалисене куçарса килчĕç. Ĕштеленсе кăна çӳрерĕ çав кунхине ашшĕ. Ульха ĕç хушса тăчĕ. Çур кун сĕтел-пукан куçаркаларĕç. Силиссана та, ывăл ачасене те ним ĕçе явăçтармарĕç. Иккĕшех хăйсене килĕшнĕ пек аппаланчĕç. Силисса çав кунах ăнланчĕ: вĕсем, хĕр çурипе ывăл çурисем, ашшĕпе Улъхана кирлĕ мар, вĕсем ытлашши.
Çакна Силисса малтанхи кунсенчех курса ĕненчĕ. Апат хушшине ларсан вăл хăй умне кашăк хуманнине асăрхарĕ. Ыттисем авăсма тытăнсан та вăл хускалми ларчĕ. Ульха вара кун еннелле пăхмарĕ те. Выçăллах тухма тиврĕ сĕтел хушшинчен. Тĕпеле кĕрсе пĕр татăк çăкăр илчĕ те çенĕке тухса çирĕ. Тепĕр кунхине те çаплах пулчĕ. Ашшĕ çине пăхса ларчĕ-ларчĕ те, лешĕ хута кĕменнине кура, сĕтел хушшинчен выçăллах тухрĕ. Çак вăхăтран пуçласа вара куççуль кăларман пĕр кун та иртмерĕ.
Çав çулхине ФЗУ шкулне тытса каякансем те, торф кăларма чĕнекенсем те килмерĕç. Ахаль пулсан пĕр кун та тытăнса тăрас çукчĕ ялта. Пит-куçа йĕпете-йĕпете пулин те килтех пурăнма тиврĕ. Шăллĕсемпе пĕрле кăмака тăрринчи плати çинче выртса тăчĕ. Колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлмарĕ.
Анчах çав, анчах... Пурнăç çыннăн йăнăшĕсене те, хăйĕн йăнăшĕсене те тӳрлетсех тăрать. Саланкăр утăмшăн айăплама та манмасть. Ашшĕпе Ульха пĕрле пурăнма тытăнни пилĕк уйăх çитрĕ-и, çитмерĕ те-и, лешĕ ача çуратса пачĕ. Пуçланчĕ вара тепĕр пăтăрмах. Малтанхи кунсенче ашшĕ çумăр пĕлĕчĕ пек хуп-хура çӳрерĕ. Ульха хăй патне килсех тăракан эпи карчăкĕсемпе пит хĕрӳллĕн тем калаçрĕ. Ашшĕ вăл выртакан вырăн патне пыми пулчĕ. Унтан, Ульха вырăн çинчен тăрса çӳреме тытăнсан, ăшра капланса ларнă тарăхăвĕпе кӳренĕвне никамран именмесĕрех кăларса пăрахма шутларĕ пулас. Силисса хальччен илтмен ют сасăпа кăшкăрса калаçма пуçларĕ. Шилĕк çинче хăлаçланакан артистах тейĕн.
— Пуçтар та ачуна кай аçу килне! Илтрĕне? Илтрĕне тетĕп!
Ульха хирĕç ним те чĕнмест, мăшлатса кăна сывлать.
Пӳрт тавра утса çаврăнать те ашшĕ каллех урай варрине тухать. Малтанхи сăмахне тата хыттăнраххăн кăшкăрать. Илтрĕне тенине уйрăмах пусса та янратса калать.
Татах ним те чĕнмест Ульха. Тавăрса калама евичĕ çук ĕнтĕ. Ахаль пулсан шăпăрт тăратăн ăна! Ял халăхне кăшкăрса хăратма вĕреннĕ вăл. Халь шăлне çыртнă та мăшлатса кăна сывлать. Ашшĕ хĕрнĕçемĕн хĕрет. Ялта Петĕр пек тирпейлĕ сăмахлакан çук тесе каланине Силисса хăй те темиçе илтнĕ. Вăл килте те, çын çинче те çăвартан пакăç сăмах кăларман. Халĕ вара темле-темле усал сăмах та туха-туха каять. Хăлха йӳçсе тăрать.
Ку хирĕçӳ мĕне пĕлтернине Силисса малтанах ăнланаймарĕ. Кайранрах кăна тавçăрса илчĕ.
— Эс кампа куснине кала-кала параççĕ мана. Кай çавăн патне. Кай тетĕп-и? Хăй ачине пăхса ӳстертĕр!
Эпи карчăксене кĕртми пулчĕ. Алăк патĕнчен хăвала-хăвала ярать вĕсене. Акунне карчăк вара çине тăрсах тархасларĕ: «Хăвшăнах кирлĕ сăмах вăл. Калатăп та тухса каятăп».
Ашшĕ кӳнчĕ. Акуннене пӳрте кĕртрĕ. Лешĕ Ульха патне пычĕ. Пăшăл-пăшăл туса тем каларĕ те Ульха пуç ухса илсен тухса кайрĕ. Тепĕр сехетрен-и, иккĕ-рен-и, Ульха тетĕшĕ килсе кĕчĕ. Никама ним кала-масăр йăмăкĕн япалисене пуçтарма пикенчĕ. Вăл тухса кайнă-кайман Ульха та ачине пиелеме пуçларĕ. Тетĕшне хуса çитесшĕн пулнă пек, вăл та васкарĕ. Алăка хупмасăрах тухса кайрĕ.
— Юхха... Йыт ами... — хаш! сывласа каларĕ те ашшĕ кăмака çумĕнчи сăрламан сак çине тĕшĕрĕлчĕ.
Силисса чунĕ лăштах пулчĕ. Мĕнпе пĕтет-ха ку хирĕçӳ тесе тăнă чухне ӳте-пĕве те, ăша-чикке те тем йĕплетрĕ. Чарăнчĕ. Лăпланчĕ. Алăсем ирĕке тухрĕç.
— Энри! Кируш! — темшĕн шăллĕсене чĕнсе илес килчĕ.
Лешсем хăйсем те çакна кĕтнĕ тейĕн. Чупса та пычĕç ун патне. Пĕри мăйран уртăнчĕ, тепри пилĕкрен çатăрласа тытрĕ. Пуç чиксе ларакан ашшĕ те çакна курсан вырăнтан хускалчĕ.
— Каçарăрах, ачамсем, мана. Сире ырă тăвас тенĕччĕ те, суя чун тĕлне пултăм. Каçарăрах... Хамăрах епле те мулсан пурăнкалăпăр. Аннĕр умĕнче те айăпа кĕтĕм капла. Вăл та каçартăр. Ухмахлантăм, ухмахлантăм...
* * *
Çав çулхине Çимĕк кая юлса килчĕ. Ĕнтĕ юман та çулçă сарчĕ. Хирти ака ĕçĕсем вĕçленнĕ. Питсем çинче ака тарĕ те типме ĕлкĕрнĕ, пилĕк те ыратма пăрахнă. Яшсемпе хĕрсем ял вăййине чăтайми кĕтеççĕ. Силисса та вăйă юррине ăшра ĕнĕрлесе çӳрет. Кăçалтан пуçласа вăл та пĕр картаран та юлмĕ. Кашни каçах вăййа тухĕ. Юрламалăх сасси те пур. Малтан Çимĕке ирттерсе ямаллла. Амăшĕ патне масар çине кайса килмелле. Çум курăкĕ пулсан ăна тăпăлтарса пăрахмалла, путнă вырăна тăпра сапса тикĕслемелле. Чечек юрататчĕ Паçа. Мальва вăррине Силисса кăмака çамки çинчех тытать. Тăрсан-тăрсан тытса пăхать. Çавна акса хăварасшăн-ха вил тăпри çине.
Ашшĕн пач урăх шухăш. Никамран малтан вăранать. Апатне те çинĕ-çимен таçта тухса чупать. Пуриншĕн те ят тивет ăна. Çулсен хĕррипе ӳсекен мăянсене те тăпăлтармадда унăн. Пур çĕрте те çум курăкне хирĕç кĕрĕшӳ пуçланă та, хăвалаççĕ те хăвалаççĕ бригадира. Кĕл пуçтарма та пулин ăнах хушаççĕ. Çĕр улми ани çине кĕл сахал кăларнă тесе ятланă та, халĕ килтен киле çӳрет. Кашни кĕл валашкине тĕрĕслет. Курчĕ пулсан хăшĕн те пулин кĕл пуррине витрепе те пулин çĕр улми ани çине кайса саптарать.
Çум курăкĕ сăмсаланнă-сăмсаланман колхозниксене хире хăвалама тытăнчĕ. Силисса та пĕр кун та юлмасть. Пиçен йĕппи хытсах ĕлкĕреймен те, çара аллăнах çум çумлать. Пӳрне вĕçĕсем çуса каймиех хуралса лараççĕ. Сĕлтĕпе те, хăйăр шывĕпе те çуса пăхать, алăсем пур-пĕрех тасалса çитеймеççĕ.
Ывăл ачисем валли те ĕç тупăнсах тăрать. Вĕсем çĕртме ани çине навус кăлараççĕ. Бригадир ачисем тесе Петĕр Кирушпа Энрие ыттисенчен уйрăм шутламасть. Ыттисем вăкăр кӳлеççĕ пулсан, хăйĕн ачисем те çавнах туччăр. Мăкăртатмаççĕ Кирушпа Энри.
Кунсем шăрăхланса çитрĕç. Ирхине ĕçе кайиччен нӳхрепрен уйран илсе хăпарма Силиссан алă çитмерĕ. Кăнтăрлахи апата таврăнсан тӳрех нӳхрепе анса кайрĕ. Уйран тултарнă тăм чӳлмеке çĕр çине лартрĕ те нӳхреп хуппине майлаштарма тытăнчĕ. Çав вăхăтра ашшĕ çитсе тăнине асăрхаман та. Лешĕ чӳлмеке икĕ аллипе ярса тытнă та сивĕ уйрана чӳлмек хĕррипех ĕçет. Çакна курсан Силисса кăшкăрсах ячĕ:
— Ан ĕç, атте! Нӳхрепрен тин кăлартăм!
— Ăш хыпнă, ăш хыпнă, — мăкăртатрĕ ашшĕ.
— Сив уйран чире ярать, — терĕ те Силисса чӳлмеке ашшĕ аллинчен илме тăчĕ.
Лешĕ çаплах антăхса ĕçрĕ, пыр кучанĕ выляса кăна тăчĕ.
— Тинех ăш канчĕ, — терĕ ашшĕ, чӳлмеке малтанхи вырăнне лартрĕ.
Пăхрĕ те Силисса ахлатсах ячĕ. Ашшĕ чӳлмеке çуррине яхăнах тайăлтарнă.
Тепĕр кунах ашшĕ каçăха-каçăха кайса ӳсĕрме тытăнчĕ. Малтанах сипленес тесе шутламарĕ-ха, иртет, иртет тесе ĕнентерчĕ хăйне хăй. Ўслĕк вăраха кайсан кăна Силиссана шăнăр курăкĕ вĕретме каларĕ.
— Вăрăма кайрĕ-ха ку ӳслĕк, — терĕ Петĕр.
— Каларăм çав, ан ĕç сив уйран терĕм. Итлемерĕн.
— Юрĕ-ха, ĕçнĕ, ĕçнĕ. Халь ӳслĕке ирттермелле.
Ирхине тăрсан Силисса апат лартса яриччен малтан пĕр кастрюль шăнăр курăкĕ вĕретет. Ашшĕ тухса кайиччен ĕçтĕр тет. Петĕр хăй, Силисса аса илтермесен, ун çинчен шухăшламасть те.
— Атте, курăк шывĕ ĕçмесĕр тухса ан кай...
— Ярса пар апла, — тет Петĕр.
Тумланма чарăнсах авăрлă куркана Силисса аллинчен илет те ахлата-ахлата ĕçме тытăнать. Силисса куç сиктмерми пăхса тăрать ун çине. Ку килте вăл пурне те кирлĕ çын пулнине чунĕпе туйса илет. Ак шăллĕсем сиксе тăраççĕ те, вĕсене апатламалла. Кĕпи-йĕмне тытса пăхнă-ха. Тӳмисем вырăнтах пек. Çĕтĕлнĕ-çурăлнă вырăнсем те курăнмаççĕ. Шăлаварĕсем вара иккĕшĕн те чĕркуççи тĕлĕнче хуп-хурах. Шăмат кун, мунча хутсан, сĕлтĕпе кĕлерсе ухса хумалла-ха. Мунча кашти çине çакса типĕтмелле пултăр.
Ашшĕн ӳслĕкĕ иртмерĕ те иртмерĕ. Фельдшер пунктĕнче темле тӳме те туянса килчĕ. Вăл та пулăшмарĕ.
Кĕркунне вара вăй пĕтнипе аптăракан пулчĕ. Алтайăн ĕç тунă чухне те йĕп-йĕпе тара ӳкет, чыхăна-чыхăна сывлать.
— Атте, - тет вара кашнинчех Силисса, — кай-ха район пульницине. Тухтăрсем пăхчăр.
— Каймалла-ха, каймалла, — килĕшет унпа ашшĕ.
Ашшĕ каймалла-ха, каймалла тенипех çырлахни Силиссана пĕрре те килĕшмест. Кашни ир астутаракан пулчĕ.
— Эс пульницана каясшăнччĕ. Паян вăхăт тупаятна?
— Паян май çук-ха, ыран кайăп...
Ыран каллех çав сăмах. Кун хыççăн кун иртет. Хĕл те ларчĕ. Ашшĕ выртса тăракан пулчĕ. Силисса карчăклă килсенче пуринче те пулнă ĕнтĕ. Çамрăк ăс кашни каланине астуса юлать. Темле-темле курăк та вĕретсе пама калаççĕ, курăкне хăйне те пара-пара яраççĕ. Силисса кунсерен ĕштеленекен тĕпелте ырă шăршă тăрать.
— Иртет-ха, иртет, — хăйне те, хĕрне те хавхалантарать ашшĕ.
Выртса тăнă чухне, хăй те сисмест пулас, сасăпах калаçма пикенет. Кăтăш пулнă чухне те мăкăртатать. Çамрăкăн хăлхи шĕвĕр мар-и? Йăлтах-йăлтах илтет Силисса. Аташма пуçламан та-ха ашшĕ, тăрă ăспа калаçать, çапах ку шиклентерет. Вĕри те пур пек туйăнать.
Хаш! сывлать те темиçе хут ашшĕ тутине сиктермесĕр калаçма пикенет.
— Хăй те вăхăтсăр кайрĕ те ĕнтĕ. Тунсăхлать пулĕ çав пĕччен. Килĕштерсех пурăнаттăмăр та. Чĕнет кăна мар, илсех каясшăн пулас. Ку Ульхапа çыхланса та тарăхтартăм-ха ăна. Хĕрарăм старостине тухса каясран хăраса ӳкнĕ ĕнтĕ. Ун пек çын марччĕ те çав. Мĕнле усал аташтарчĕ. Хам та чухламарăм. Канашламаллахчĕ çав Паçапа. Евтуккипе пĕр чĕлхе тупаятчĕ вăл. Эй, йăнăш турă-ăм...
Шăпланать те каллех çине-çинех хашлатма тытăнать. Ашшĕ мар-ха, Силисса йăнăш тунă. Мĕн амакĕ хистерĕ ун чухне нӳхрепри уйрана илсе тухма? Ларнă, лартăр пулатчĕ. Хирте ĕçленĕ чухнех аса килчĕ те, киле таврăннă-таврăнман нӳхрепе анса кайрĕ. Ĕçем текен валли ир сунă сĕт те сĕтел çинчех ларатчĕ. Ашшĕ каларăш, тахăш усалĕ аташтарчĕ пулĕ Силиссана та.
Ашшĕ сасă кăларать те, Силисса хăйĕн шухăшне татать. Ашшĕн пĕр сăмахне те сиктерес килмест унăн.
— Паçа çапла шутларĕ пулсан турткаланса тăраймăп çав. Тухтăрĕ-мĕнĕ тарам. Кайса çӳреместĕп. Пӳрнинчен пĕрех иртме çук. Хăй те вăхăтсăр вилес çын марччĕ те çав. Урăх никама та мар, шăпах ăна ерчĕ вĕт-ха ӳпке чирĕ. Энри маткипе унпа ялти хĕрарăмсем пурте-пурте калаçмасăр тăман. Паçа та куллен кайса çӳреместчĕ, теплере кăна... Ăна ермелле пулнă-çке-ха. Пӳлĕх хушнă ĕнтĕ. Канашларĕ пулĕ-ха пӳлехĕпе. Илсе килсе пар мана Петĕре терĕ пулĕ.
Каллех шăпланса выртать. Ашшĕн сăмахĕсене итленĕçемĕн Силисса чунĕ сӳлетсе чĕтреме тытăнать.
— Атте, курăк вĕретнĕ шыв парам-и?— кăшкăрса ыйтать аптăранă енне.
— Ман патăма çăварна тутăрпа хупламасăр ан кил-ха, — тет ашшĕ.
— Ăна хам та чухлатăп-ха.
— Шывне ытла вĕри ан ту-ха, çăвара çунтарать.
— Юрать, юрать, лĕп кăна тăватăп. Эс апат та çимен-ха паян.
— Анмасть-ха çав.
Ашшĕ йăраланса тăчĕ, тайкаланса утса сĕтел патне пычĕ. Пĕр хушă тем шырарĕ, сĕтел сунтăхне ухтарчĕ.
Алă айне хут таткисем кăна лекрĕç. Вĕсене Петĕр аслă конюх патне çавна çав лашана парса яр тесе çырма вакласа хунăччĕ. Чăмăртарĕ те çав хут таткисене кăмака умне кайса пăрахрĕ. Пысăкрах хут татки илчĕ. Йĕпетсе çырмалли кăранташ тупрĕ. Сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Пуçне каçăртрĕ те тем шухăша путрĕ. Силисса ун умне авăрлă курка пырса лартрĕ.
— Чăмăшлăри тăвансем парса янă пыл кăштах пур, вĕри сĕтпе ирĕлтерсе парам мар-и?
— Пар-ха çав, пар. Çавă ăша пит çемçетет.
Силисса ĕштеленсе ӳкрĕ те. Вăл кăмака умĕнчи кăвар çинче сĕт вĕретнĕ, пыл ирĕлтернĕ хушăра ашшĕ хут таткине çырса тултарма ĕлкĕрнĕ те.
— Пушансан çакна правление леçсе пар-ха, — терĕ те ашшĕ каллех кайса выртрĕ.
— Ним те ĕçмерĕн-ха эс, — астутарчĕ Силисса.
— Кăшт кăна канса илем.
Сывлăхне пула бригадир ĕçĕнчен хăтарма ыйтса çырнă хут пулчĕ ку. Силисса вуласа тухрĕ те малтанхинчен те хытăрах çӳçенсе кайрĕ. Ашшĕ леш патшалăха кайма хатĕрленет иккен.
Унăн ярас килмест. Анчах мĕн тумаллине пĕлмест. Пĕртен-пĕр хăйне хăй ятлать: эх, мĕн тума кăлармаллаччĕ çав уйрана нӳхрепрен. Уйран тесен, чунĕ сивĕнчĕ. Унччен юратса та киленсе ĕçнĕскерне халь куçпа курас килми пулчĕ.
— Чир сапаласа çӳрем мар-ха, — тет те Петĕр картиш енчи чӳрече умне пырса ларать. — Эс, Силисса, çакăнта, ман тĕле, шăналăк та пулин карса хур-ха...
Çенĕкри кашта çинче тупăнчĕ пир шăналăк. Ăна Паçа хăех çуса çакнă пулнă. Кирлĕ пулманнипе ку таранччен çакăнса тăнă. Силисса арçын ачасене чĕнсе илчĕ. Мачча каштинчен çак шăналăка çакса яма хушрĕ. Итлерĕç арçын ачасем, пĕрин майлă тепри мăлатук тытса мачча кашти, мачча хăмисем çумне пăтасем çапса тухрĕç, вĕсенчен шăналăка çакса ячĕç. Петĕр хăйне пӳртри пек мар, хӳшĕри пек туйса илчĕ. Ывăниччен, хул-çурăм сĕлпĕрлениччен картишнелле пăхса ларать.
Хĕл кунĕсенче Силисса выльăх-чĕрлĕхе мăклă витере усрать. Ашшĕ çине тăрсах картишне кăларма калать. Унăн картиш тулли выльăх хĕвĕшнине курас килет мар-и?
— Паян çанталăк çемçетнĕ-ха, вите алăкне уçса хутăм, — тет Силисса ашшĕн кăмăлне килес тесе.
Ашшĕ пурне те курса тăрать иккен. Ĕне хăйĕн тислĕкĕ çине выртса купарчине вараланă та, ашшĕ асăрхаттармасăр та тӳсеймест:
— Выльăх вырăнне сиктерсех тăмалла, атьсемри. Ан ӳркенĕр-ха. Ĕне йăлт вараланса пĕтнĕ. Айне улăштарма ӳркенетĕр. Улăм çитет, ан шеллĕр...
— Юрать, юрать, атте, — пуриншĕн те тавăрать Силисса.
Кун пек каласан ашшĕн кăмăлĕ каçăхать. Вара хăйĕн вĕçленме пĕлмен шухăшне малалла тăсать. Сив уйрана та ылханмасть вăл, хăйне те, Силиссана та айăпламасть. Пӳлĕх çапла чир ярса панă тесе шутлать те мăшăрне аса илет. Ульхапа явăçнăшăнах тарăхрĕ ĕнтĕ тесе шухăшлать те ку чăнах та çапла тесе ĕненме тытăнать. Мĕн аташтарчĕ ăна, мĕн илсе кайрĕ ĕне фермине?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...