Хĕрес хывнă хĕвел :: Виççĕмĕш сыпăк
Васкамалла мар пулсан ӳкнĕ пек шухăш йĕррине çухатасшăн марччĕ Лариса. Ерçӳллĕ самантра ăна тепре шыраса тупăп терĕ те транспорт чарăнакан вырăналла чупрĕ.
Ку вăхăтра пульницасене кучченеçпе çӳрекенсене кĕртменнине те манса кайрĕ. Ĕçлĕ çын пек тыткаларĕ хăйне. Коридорта шурă халатлă çынсем хĕвĕшме тытăннă. Врачсем чирлисене палатăран палатăна çӳресе пăхаççĕ, сестрасем хускалайманнисене эмел валеçеççĕ, укол тăваççĕ. Лариса вĕсем хĕвĕшнине пăхса тăмарĕ, алăк çине «Тĕп врач» тесе çырнине пăхкаларĕ. Çак сăмах куç тĕлне пулнă-пулман унталла çаврăнчĕ, алăка шаккарĕ, чĕнессе кĕтсе тăмарĕ, алăка уçрĕ те ĕç пӳлĕмне кĕрсе тăчĕ.
Кушетка çинче шур халатлă хĕрарăм ларать.
— Мана... — терĕ те Лариса чыхăнса кайрĕ, ӳсĕрсе илнĕ хыççăн сассине улăштарса малалла калаçрĕ: — Мана университетран ятарласа ячĕç. Вероникăна мĕн пулнине тата ун сывлăхне пĕлме. Эсир пулатăр-и тĕп врач?
— Тĕп врач самантлăха тухрĕ-ха. Кĕтсе ларма каларĕ те, кĕтетĕп. Вероника тесе милиционерсем илсе килнĕ хĕре калатăр-и?
— Кам илсе килнине пĕлместĕп çав. Хĕрарăм ура çине тăчĕ те Лариса патнерех пычĕ.
— Кунта пĕлтерме юраман вăрттăнлăх çук пулĕ тетĕп. Çапах та кам пулатăр-ха эсир?
— Пĕрле вĕренекен çывăх юлташĕ. Вероникăн манран çывăххи никам та çук. Амăшĕ те вилнĕ. Мĕн пулнă вара ăна?
— Ăна пусмăрланă та питрен кӳкĕрт кислотипе сапса хăварнă. Экспертиза туман та, кӳкĕрт кислотиех пуль тетпĕр. Суд медицинин экспертизи мĕн каласса эпир те кĕтетпĕр-ха. Сыватнă чухне ăна пĕлмеллех. Сулахай куçĕ шăтса юхнă.
— Патшалăх экзаменне кĕтнĕ чухне, — хаш сывласа ячĕ Лариса.
— Ун пирки шутламалли те çук, — татса каларĕ шур халатлă хĕрарăм. — Миçе операци тумаллине халех эпир те пĕлейместпĕр.
— Çынпа калаçаять-и хăть?
— Ун патне халь никама та кĕртместпĕр. Палатăна куçарсан та милиционерсенчен ирĕк ыйтмалла.
Тĕп врача кĕтсе тăрас темерĕ Лариса. Ку хăрушă хыпара малалла тăсма унра чăтăмлăхпа тӳсĕмлĕх юлмарĕ. Уçă сывлăша тухас та пăлханса тапакан чĕрене лăплантарас килчĕ.
Савăнăç капланса тулнă самантра мар, хурлăх пусса лартсан çынсем пурте чи малтан атте-аннене аса илеççĕ. Çавсем кăна, çавсем кăна чуна çăмăллатма, ăса тăрăлтарма пултараççĕ, çавсем кăна сан хуйху-суйхуна хăйсем çине илме пĕлеççĕ.
Лариса çакна чухланипе мар, чун сисĕмĕпе ăс хевти хистенипе тӳрех амăшне аса илчĕ те киле таврăнма шутларĕ.
Хĕрĕ çумăр пĕлĕчĕ пек хура сăнлă таврăннине амăшĕ курчĕ, анчах кирлĕ-кирлĕ мар ыйту парса ун чунне тăлпалам мар-ха терĕ те алăка уçсан айккинерех пăрăнса тăчĕ.
— Анне! — мăйĕнчен пырса та уртăнчĕ Лариса. — Анне! — Хӳхлесе макăрса ячĕ.
Амăшĕ ăна хăй çумне мĕнпур вăйран чăмăртарĕ те тутипе хĕрĕн питне сĕртĕнчĕ.
— Мĕн пулчĕ-ха тата, мĕн пулчĕ? — хуллен пăшăлтатрĕ Кира.
— Мана ним те пулман, — çаплах хӳхлерĕ Лариса. — Вероникăна...
Унтан амăш ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ те таплаттарса хăйĕн пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ. Пуçтарнă вырăн çине ӳпне тăсăлса выртрĕ. Ĕсĕкленĕ сасă таçтан аякран килнĕ пек илтĕнсе тăчĕ. Пӳлĕннĕ сывлăша ирттерсе яма пуçне хускаткаласан кăна ахлатни амăшĕн хăлхине ыраттара-ыраттара илчĕ. Халь мĕн ыйтсан та хĕрĕ йĕрки-картипе ним хуравлаймасса пĕлсе амăшĕ хĕрне калаçтарас мар терĕ. Урай варрине хытса тăчĕ те Лариса хăйĕн чунри асапне куççульпе пĕрле кăларса пĕтерессе кĕтрĕ.
Лариса тăрса ларчĕ. Пичĕ çинчен çамрăклăх сăнĕ тарнă пек туйăнчĕ те, амăшĕн чĕри сӳлетсе илчĕ. Ытла та мĕскĕннĕн курăнать хĕрĕ. Амăшĕ ун çумне тĕршĕнчĕ. Хире-хирĕç тăрса мар, юнашар ларса калаçнине кун пек чухне ним те çитмĕ терĕ.
— Мĕн пулнă терĕн-ха Вероникăна?
— Анне, калама чĕлхе çаврăнмасть. Усал та усал вăхăт килчĕ иккен пирĕн ăру тĕллĕн.
Калаçнăçемĕн сасси ăша кайса пычĕ. Юлашкинчен çухалас патнех çитрĕ. Сăмахĕсенчен ытларах хĕрĕн хăйăлти сасси амăшне хăратса пăрахрĕ. Çурăмран та ачашларĕ, питĕнчен те сĕртĕне-сĕртĕне илчĕ. Тинех хĕрĕ калаçу йĕрĕ çине ӳкрĕ те, Кира пĕкĕрĕлсе ларчĕ. Итленĕ-çемĕн пуçĕ çĕрелле усăнса та усăнса пычĕ.
— Ĕçлекен çынах пулайĕ-и, пулаймĕ-и, анчах экзаменсем параймастех, дипломлă пуласси те паллă мар...Тен, врачсем сыватайсан, тепĕр çултан-и, ытларахран-и экзаменсем тыттарĕç... Ай турă, ай турă, шутлама та хăрушă. Палатăна куçарсан ман унпа лармалла пулать. Заявлени çырам мар-ши? Çитес çула куçарччăр ман экзаменсене те...
Калт тӳрленсе ларчĕ Кира.
— Ан аташ-ха, хĕрĕм, ан аташ. Ху мĕн тенине ăнланатна? Ан та шухăшла кун пирки. Пульницана хам çӳретĕп. Эс тавай...
Каласа пĕтерме памарĕ ăна хĕрĕ.
— Тем шухăш та пыра-пыра кĕрет пуçа. Пилĕк çул çыхса янă пек çӳрерĕмĕр те... Ĕмĕтсем хĕрсе кăна çитнĕччĕ. Мĕнле чун илли çирĕ-ши ун пуçне? Çавсем тĕллĕн халь нимле чару та çук.
— Чун иллисем ĕмĕр-ĕмĕр пулнă, хĕрĕм. Вĕсем халь пурнăç хуçисем. Укçа иртĕхтерет вĕсене. Укçа астарать.
— Укçи те астарать пулĕ-ха. Ку чухне пире çăмăл пурнăçа вĕрентеççĕ. Ĕçмелле, çимелле, кулмалла, вылямалла. Юрать, эп пуян çын хĕрĕ пулман та сан аллунтан вĕçерĕнмен.
— Вероникăна та амăшĕ усала вĕрентмен, — тӳрех пӳлчĕ Кира.
— Пĕлместĕп. Пуç çаврăнса кăна тăрать. Çав чун илли камне кăна пĕлесчĕ. Анне, вăй пĕтсе çитрĕ. Пар-ха пĕр-пĕр эмел...
— Эс вырт-ха, — терĕ те Кира тахçанах уçса пăхман шкап алăкĕ патне пычĕ.
Кунта унăн кирлĕ кунра кирлĕ пулĕç тесе туяна-туяна хунă эмелсем упранаççĕ. Çулсерен çĕнĕ çул умĕн вăхăт тухнисене суйла-суйла илет те вĕсем вырăнне урăххисем туянса хурать.
Ăш вăрканăран хăй мĕн-мĕн ĕçнине аса илме тытăнчĕ. Анчах ун шухăшне алăк шăнкăравĕ татрĕ.
Алăк леш енче Аврук сассине илтсе мăкăртатса илчĕ:
— Ма час таврăнчĕ ку? Ĕçĕ пулман-ши?
Ун шухăшне пĕлсех тăнă пек, урата урлă каçнă-каçман Аврук калаçма пуçларĕ:
— Кăнтăрла иртсен пулас, мастерской çуртне пăхма каятпăр. Силантьева та чĕнетĕп терĕ. Ĕçлесе курнă çынсен шухăшне вырăна хума пĕлет Роберт. Кĕрсе илет вăл мана та...
Итлесе те пĕтермерĕ Кира, уçă хăварнă шкап алăкĕ патне васкарĕ.
— Сана мĕн пулнă тата? Пуçу ыратать-и?
— Лариса валли суйлатăп, хама валли мар, — терĕ те Кира малтан пĕчĕк кĕленчесене тыта-тыта пăхрĕ. Спиртпа ирĕлтернĕ чĕре курăкĕ алла лекрĕ. Пăлхансан-тусан, чĕре канăçсăрланса кайсан Кира яланах хăй çакна шывпа хушса темиçе тумлам ĕçет. Анчах аптекăсенче пур чухне те тупса илме çук ăна. Ĕçкĕçĕсем йӳнĕ тесе сетки-сеткипе туянаççĕ. Ларисăна та çакнах парса пăхам-ха терĕ. Сиен кӳмĕ, усси пулĕ.
Аврук çăвăнса тасалнă хыççăн тăпкам-тăпкамăн кăвакарнă çӳçне турама тĕкĕр умне пырса тăнăччĕ. Ванна пӳлĕмĕнчи тĕкĕр темшĕн сăна урăхлатса кăтартнă пек туйăнать те, хĕрарăмсем хăпма пĕлменни патнех кайрĕ.
— Пысăк чиновниксем те пулаççĕ-им сирĕнпе? Апла пулсан галстукна çыхса яр, — терĕ Кира упăшки çине тăрсах тирпейленнине курсан.
— Ман-ха эс ăна, галстука! — хăлаçланса илчĕ Аврук. — Хăçан курнă унпа хитреленсе çӳренине?
— Халех тирпейсĕре тухма вăхăт çитмен-ха. Сан çулунтисем пасара та галстук çыхса тухаççĕ.
— Тухакан тухтăр, ман ĕç çук вĕсен çумĕнче, — терĕ те Аврук тĕкĕр умĕнчен пăрăнса кайрĕ.
Кира та унран юлмарĕ. Унăн сарăмсăр хыпар пĕлтермелле. Тӳрех пăлхантарса та хыпăнтарса ӳкерес мар тесе паçăртанпах сăмах шырать. Аврук утюгласа якатнă кĕпине тăхăнсан ун патнех пычĕ те сассине ăша ярса каларĕ:
— Пĕлетне?.. — Çийĕнчех шăпланчĕ.
— Мĕн пĕлмелле тата?
— Вероникăпа инкек пулнă.
— Машинăпа çапăннă-и? — ыйтрĕ Аврук.
— Чим-ха, Лариса хускалчĕ пулас. Сасă пулчĕ.
Хĕрĕн пӳлĕмне чупсах кайрĕ Кира. Лариса чăнах та вырăн çинчен тăнă. Хăйĕнчен хăварман çакса çӳрекен сумкине ярса тытнă.
— Ăçта каян-ха тата?
— Пульницана, Верона патне.
— Кĕртмеççĕ терĕн вĕт-ха.
— Ан кĕртчĕр. Палата алăкĕ умĕнче сыхласа ларатăп.
— Ан аташ ĕнтĕ, — теме кăна пултарчĕ Кира. Хĕрĕ ăна итлемессе пĕлчĕ те урăх шарламарĕ. Ун вырăнĕнче хăй пулнă пулсан та çаплах канăçсăрланмалла. Шыв сапса уйăрайми çӳрерĕç те пилĕк çул хушши...
Лариса тухса кайсан хваттер пушанса юлнăн туйăнчĕ Кирăна. Унта Аврук та пуррине мансах кайрĕ. Пушăлăх чуна ан илентĕр тесе пулĕ кантăк умне пыра-пыра тăчĕ, тĕпелти радиоприемника хытăрах ячĕ. Вăл калани, ан тив, хăлхана ан кĕтĕр, сасси хваттере тултарса тăтăр. Ку Аврука килĕшмерĕ, вăл Кира тепĕр хут Лариса пӳлĕмне кĕрсе çухалсан приемника пырса пăрса хучĕ. Сехĕрленсе ӳкнĕ Кира пӳлĕмрен вирхĕнсе те тухрĕ. Сĕнксе тăракан Аврука курсан шанк хытса тăчĕ.
— Эс килтине мансах кайнă, — терĕ айăплăн. Унтан Аврука пырса ыталарĕ.
— Вероника çинчен каласа пама тытăннăччĕ эсĕ, — терĕ Аврук.
— Чăнах-çке. Атя-ха ларар. Чĕре вырăнтан хускалчĕ те, хам ăçтине те манса кайрăм. Лариса та тӳссе тăраймарĕ. Пульницана терĕ те, те унтах çул тытать ĕнтĕ.
Кира йĕрки-картин калаймарĕ, шухăшне тата-тата сыпкаларĕ. Аврук пурпĕр ăнланчĕ. Пĕр япалана ăнланчĕ. Чăнах та тӳрлетме çук хăрушă инкек пулса тухнă. Хăй пек пурăнса çулланнă çын тĕллĕн мар, çамрăк калча тĕллĕн.
— Ма кăна çуратать-ши çавăн пек тискерсене Турă? — ахлата-ахлата илчĕ Кира.
— Турă çуратмасть вĕсене, — татса хучĕ Аврук.
— Кам çураттăр ĕнтĕ Турă пулмасан? — хирĕçлесех килчĕ Кирăн.
— Эпир пурте Турă чунĕсем.
Мастерской çуртне пăхма каяс тени те пуçран тухса ӳкрĕ. Алăка килсе шăнкăравласан та мĕн тума тата кам чăрмантарнине тӳрех чухлаймарĕ. Робертпа Силантьев ăна илме килнине те маларах Кира тавçăрчĕ. Усал хыпар такама та усăнтарать тенине вăл тахçанах илтнĕ.
Машинăра Силантьевпа юнашар ларсан лешĕ тахçанах курман Аврук сăнран улшăннине çийĕнчех сисрĕ те сывлăх сунса калаçас вырăнне хыпăнса ыйтрĕ:
— Мĕн пулнă сана, Аврук тăванăм?
Хевтесĕррĕн алă сулчĕ кускер.
Роберта мар, Силантьева тин кăна илтнĕ, ăш-чикне хускатса янă тискер ĕç çинчен каласа пама тытăнчĕ. Руль умĕнчи Роберт аслисен калаçăвне малтанах хăлхана чикмерĕ. Пĕр-пĕрне тахçанах пĕлекенскерсем, халĕ курмасăр пурăнаканскерсем калаçчăрах терĕ. Аврук çине-çинех Лариса ятне аса илсен хăлхине тăратрĕ. Вăл пульницана тухса кайнине пĕлсен сăмах Вероника пирки пынине тавçăрса илчĕ те машинăна бордюр çумне чарса тăратрĕ. Сылтăм аллине ларкăч хыçĕ çине хучĕ. Аврук пуçланă сăмахне вĕçлессе кĕтме тытăнчĕ. Лешĕ сасартăках шăпланчĕ. Вероника Робертăн ăш çунтармăш пулнине тинех аса илчĕ те хăй тĕрĕс мар хăтланнине туйрĕ. Аванмарланса кайрĕ. Робертран каçару ыйтнăн пуç чиксе ларчĕ.
Виççĕшĕ те харăсах шăпланчĕç, пĕр-пĕрин çине тем тархасланăн пăха-пăха илчĕç. Виççĕшĕн виçĕ тĕрлĕ ыйту пулчĕ. Аврук: «Ма вырăнсăр хускатрăм-ши ку самаха?» — тесе пăшăрханчĕ. Силантьев: «Мĕншĕн аçа çапмасть çавнашкал усалсене?» — тесе тулашса ларчĕ. Робертăн пĕртен-пĕр ыйтăвĕ вара пуринчен те кăткăсрах пулчĕ: мĕн тумалла? Нихçан кивелми, нихçан хавшами çак ыйту кама кăна канăç паман пулĕ те, анчах Роберт умне йăтăнса аннă пек никама та тăруках хăратса пăрахайман пулĕ. Алă-ура лĕпсĕрленсе, чун хевти кăйттăланса çитиччен лăскаса илчĕ ăна. Шăл çыртни те, çамка картлантарни те пулăшаймарĕ. Вара аллисене кăкăр тĕлне хĕреслесе тытрĕ, пуçне машина рулĕ çине хучĕ. Тем кӳлĕм сывламан пекех ларчĕ.
Ăна кура Аврукпа Силантьев та хускалма тăхтарĕç. Шăпăрт ларчĕç.
— Мастерскойĕ тармĕ-ха. Укçа урăххи валли кирлĕ пулма пултарать, — мăкăртатса илчĕ Роберт.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...