Хĕрес хывнă хĕвел :: Виççĕмĕш сыпăк


— Ăнлантам! — тавăрса каланă алăк патĕнче хĕрарăма тĕпчесе тăракан милиционер.

— Ăнлантăн-и, Ионов? Пит турткаланатăн пулсан аллусене çăраласа хума та пултаратпăр.

Ионовшăн пулсан тĕнче тикĕс. Вăл йĕрке хуралçисене çывăх тăвансем тесе шутлама тахçанах хăнăхнă. Вĕсемпе нихçан та чун ыраттарса калаçмасть. Шупашкар пасарĕсенче анасласа çӳрекенсен енчĕкĕсене кăлара-кăлара илекен «щипач» эрне ытла ĕнтĕ çакăнта пытанса пурăннă. Юлашкинчен тавар суйлаканăнне çеç мар, сутаканăннех енчĕкне çаклатма май килнĕччĕ. Милиционерсенчен тарса ĕлкĕрнĕччĕ. Тытрĕç иккен. Халь турткаланма май килместех. Лартса каяççех. Хут çыртарĕç. Тен, лартĕç те. Пĕрре мар пулнă ун пекки. Пĕрре мар пулĕ те...

«Щипач» хĕрарăма çаплах ыйтса тĕпчеме пăрахман милиционер çумне пырса тăнă. Çывăх юлташĕ пекех, ăна сывлăх сунма та манман. Лешĕ те пуç ухса илнĕ.

— Кам терĕр-ха ку хваттер хуçи? — татах-татах тĕпченĕ.

— Манăн мăнук, манăн мăнук. Каларăм пĕрре. Тата мĕн кирлĕ? Эпĕ кунта курма кăна килнĕ.

— Мăнуку ăçта халь?

— Мускава кайнă терĕм-çке.

— Апла сана хуçа вырăнне хăварнă.

Хĕрарăм ним те шарлайман. Милиционер пуç пăркала-пăркала илнĕ те сассине çемçетнĕ.

— Клиентсенчен укçа илсе тăраканни кам вара? Мускаври мăнуку-и? Сую пит сыпăнсах каймасть сан.

— Сергей! — илтĕннĕ малти пӳлĕмре сасă. — «Газель» чĕнсе илмелле. Кун чухлĕ çынна хамăрăннипе лартса каяймастпăр.

— Ăнлантăм, — хуравланă та алăк умĕнчи милиционер хĕрарăма тумланма хушнă.

Ларисăпа Вероника хăйсене милици уйрăмне тепре чĕнтерсен Тимоха хваттерне юрату суттин çурчĕ тунине, халь ĕнтĕ ăна хупнине, çакăншăн мĕнпур айăпне унăн кукамăшĕ хăй çине илнине пĕлчĕç. Вероникăпа Риммăна куçа-куçăн тăратрĕç. Алăк уçса кĕртекенĕ çавă пулнине çирĕплетрĕ Вероника, унтан Ларисăпа иккĕшне милици уйрăмĕнчен кăларса ячĕç. Кукамăшĕ Мускавра текен Тимохăна шыраттаратпăр терĕç.

Ларисăн пĕр ӳпкев сăмахĕ кăна пулчĕ çакăн хыççăн.

— Пурăнмаллаччĕ манпа пĕрле. Ахалех пăрахса кайрăн.

Тантăшĕн сăмахĕ мар-ха, урăххи тулаштарма тытăнчĕ ăна. Хысна çыннисемпе калаçнă чухнех тем усалĕ кĕрсе вырнаçнăччĕ ăша. Унта хăйне хăй тыткаласа ларчĕ. Тимоха кукамăшĕ пек чĕрре кĕрсе калаçмарĕ. Çынсене урлă-пирлĕ кӳрентерме тытăнмарĕ. Леш тĕпчекенсем такамран тем сăмахĕ те илтеççĕ пулĕ те, виçерен вĕçерĕннĕ хĕрарăм сăмаххине лăпкăнах итлесе ларчĕç, ытла ярăва кайма тытăнсан çăвар хуптармалли меслечĕсем те пур вĕсен. Е сĕтеле шаккаса илеççĕ, е кăшкăрса тăкаççĕ. Теприсем тата пистолет йĕннине хыпашланçи тăваççĕ.

Çавăн чухне çын ним хака та тăманнине ăнланнă пек пулнăччĕ те, çавă ăс-тăна тата кăмăла пăтратса тăрать.

— Эс, Лара, мана вĕрентме пăрах-ха, — терĕ те сигарет пачкине туртса каларчĕ. — Хамăн пурнăçа хам иĕлсе пурăнам-ха.

— Вĕрентместĕп эп, Верона, хăвна лайăх пултăр тесе кăна калатăп.

Мĕн лайăхпа мĕн начара тӳрех никам та пайăрласа те тепĕр чухне иккĕленеççĕ. Эпир вара пурнăç еккине кĕрсе каятпăр та çынран юлас мар тесе кăна шухăшлатпăр. Çамрăк ăс— çил ăсĕ. Вылянать те вылянать...

— Философа тухасси нумай юлман сан, Верона.

— Тата мĕн калăн?

— Тата-и?Ахалехтиркетĕн Роберта. Турă пӳрни çавă.

— Пĕрре мар каланă тата калатăп, кирлĕ пулсан ху тыт та çавăр ăна. Юрать-и?

— Санпа тавлашас килмест ман. Атя ыран мĕн тумалла тесе калаçар.

— Ыран-и? «Ностальжи» клуба каятăп. Маншăн тĕнче илемĕ çавăнта кăна...

Лариса тантăшĕ умĕнче хăйне мĕскĕн пек туйма тытăнчĕ. Кашни саманарах çапла пулнă-ши? Çамрăк ăру хăй тĕнчинче пурăнасшăн. Унта саккунсем те урăхларах пулмалла, апат-çимĕç те ыттисем çиекенни мар, çамрăксенни иккен, юрри-ташши те халăх юрри-ташши мар, çамрăксен хăйсен. Те ĕнтĕ çĕнĕрен килнĕ ăрăва ырралла туртма, те усаллантарма шухăшласа кăлараççĕ çакна. Кайран çак çамрăксемех, ура çине ĕне пуссан, халăх пурнăçĕпех пурăнма тытăнаççĕ. Халăх йăли-йĕркипех, ĕмĕртен пыракан туртăмсемпе ăнтăлусене уясах. Лариса вара тантăшĕ умĕнче хăйне катăк пек туять. Те ĕнтĕ амăшĕн тĕнчинчен тухайман та пурнăçран тăрарах юлнă, те ĕнтĕ çут çанталăк хăй ун чунне урăхларах тунă.

Сыв пул тесе тăмасăрах уйрăлчĕç. Иккĕшĕ икĕ еннелле пуç чиксе утса кайрĕç. Лариса хăйне çак тĕнчере тăр пĕччен çын пекех туйрĕ.

 

13

Хăш вăхăтра чуна канăçсăрлăх иленнине Роберт пĕлмерĕ. Пулаканччĕ-ха кунашкалли. Пулаканччĕ те часах иртекенччĕ. Хальхинче калама çук вăрăма тăсăлчĕ. Кун нихăçан та вĕçленмессĕнех, çĕр иртмессĕнех туйăнса тăрать. Кулянса пурăнма сăлтав та çук пек хăйĕн. Ĕçĕ кал-кал пырать. Килте те урлă-пирлĕ калаçу çук. «Мĕн çаплах мĕскĕнленсе кайрăм-ха», — пуçне пăркала-пăркала илет те, кăмăл тата пусăрăнса каять. Икĕ аллипе пуçне чăмăртать те темччен-темччен хускалмасăр ларма пултарать. Амăшĕ, чи çывăх çынни, çакна пуринчен малтан сисрĕ. Вăл ывăлне мĕн çунтарнине никамран лайăх пĕлет — çемье çавăрма вăхăт çитнĕ.

Фрося ывăлне пĕччен ӳстернĕ. Çур Шупашкар, ытларах та пулмасан, ун хăраххисем. Хулипех çапла тесе çирĕплетме хăюлăх çитереймĕ те, Роберт вĕреннĕ классенче пуринче те ашшĕсĕр ӳсекенсем ытларахăнччĕ. Пĕрле выляса ӳснĕ тантăшĕсем те пурте тенĕ пекех «атте» сăмаха калама маннăскерсемччĕ. Çавăнпа вăл çакна йывăра илмен, шăпа пӳрни тесе шутланă.

Хваттерĕнче пĕр кĕтесе турăш кĕтесĕ тунă, чăвашла Евангелие алă айĕнчех тытать. Чиркĕве вара тĕн уявĕсенче кăна кая-кая килет. Турă Амăшĕ умне çурта çутса лартать те хăйпе ывăлĕ валли сывлăх пама тархасласа сăхсăхать. Çакăнпа çырлахать.

Амăшĕ хыççăн Роберт та кил терĕшре, çемьере, çынпа çын хутшăнăвĕсенче чи тĕрĕсси те чи кирли патшалăх тытăмĕ кăлараканнисем мар, чиркӳ саккунĕсем тесе шутлать. Вĕсене пула кăна çемье пĕр чăмăр пулма пултарать. Ашшĕсĕр е амăшĕсĕр ӳсекен ача-пăча йышланса кайни шăпах чиркӳ вĕрентнине вырăна хуманнинчен килет тесе шутлать. Вырăна хуманни кăна та мар-çке. Çĕршывра çемье тытăмне аркатакан чăн-чăн пропаганда пырать. Алла лекнĕ хăш журнала е хаçата уç, унта çиччĕ, саккăр, тăххăр е ытларах та авланнă е качча кайнă çынсем çинчен çырнине тупса вулама пулать. Мускав кăлараканнисем кăна мар, хамăрăннисем те халь çавсене рекламăлаççĕ. Тем çитĕнӳ тунă çын пек. Роберт та паллать-ха ăна, тĕл пулсан-тусан калаçмасăр иртмеççĕ. Чăваш çынниех, анчах хушамачĕ кăна урăхларах. Росфельдер тесе юри улăштарнă пулас ашшĕ-амăшĕ панă хушамата. Тахăш театрта такам пулса ĕçлет, ăна ыррăн пĕлмест Роберт.

Çулталăк пуçламăшĕнче республика хаçатĕнче çавăн сăнне пичетлесе кăларчĕç. Çитмĕлелле сулăннă арçын тăххăрмĕш хĕрарăма ача çураттарнă. Çавăн çинчен каçса кайсах каласа кăтартать корреспондент. Роберт тьфулатса илчĕ те хаçата таçта çитичченех ывăтса ячĕ. Ун хыççăн çав çынпа тĕл пуласран сыхланма тытăнчĕ.

Тĕрĕсех вĕрентет чиркӳ. Çыннăн пĕр мăшăр пулмалла, вăл ĕмĕрлĕх пулмалла.

Тыткаламалăх укçа-тенкĕ те пур халĕ. Анчах ăна ĕмĕр ĕмĕрлемелли çын кирлĕ. Чĕри вара Вероникăна чĕнет. Малтан амăшне евче ярам мар-и тесе шухăшласа çӳрерĕ. Кайран çак шухăшран хăй вăтанма тытăнчĕ. Темиçе çыру та çырчĕ. Пĕрне те ярса памарĕ. Çамрăклăх романтики кăна-ха ку тесе çеç хăйне хăй тытса чарчĕ. Юрату туйăмĕ çынна мĕн тери çунатлантарма та, айванлантарма та пултарнине туйса пурăннă хыççăн хăех унпа тепре тĕл пулса калаçма шутларĕ.

Ку хутĕнче Вероника тĕл пулма килĕшрĕ. Ку Роберта хастарлатсах ячĕ. Вăл пĕр поэт каласа панине аса илчĕ. Çамрăк чухне çакă пĕр хĕре çав тери хытă юратнă. Поэт таврашĕн такама çавăрмалăх та хитре сăмах тупăнать. Кускер те тĕлпулăва чĕнсе сăвăласа çыру хыç-çăн çыру çырать. Ултă çырăвне те лешĕ хуравламасть. Вара поэт чунĕ кĕлленсе çитет те çырма пăрахать. Темиçе çул иртсен çаксем тĕл пулаççĕ те пĕр-пĕрне ӳпкелеме тытăнаççĕ. Поэт мăшăрĕ пулайман хĕрарăм çакна çăвар уçтармасть: «Кĕтрĕм, кĕтрĕм çиччĕмĕш çырăвна, кĕтсе илеймерĕм. Пĕтĕмпех ху айăплă...» Пыр та ăнлан хĕр упраç чунне. Вероника унран темиçемĕш çыру кĕтет-ха. Кĕтсе илчĕ пулсан тем пекехчĕ, тем пекехчĕ...

Вĕсем Шупашкар çамрăкĕсем кăмăлланă Атăл хĕрринче мар, Юрату сăмсахĕнче те мар, шкул стадионĕнче тĕл пулчĕç. Атăл хĕрринчи асфальт çине çуллă сăрăпа «Эп сана юрататăп», парапет çине мĕн килчĕ унпа «Эсĕ —Эпĕ — Юрату» тесе çыра-çыра тухнисем кăмăла та шухăша арпаштарасран хăрарĕç пулмалла хĕрпе каччă.

Кунта вĕсем валли ларса тăма тенкел те пулмарĕ. Вĕсем çурри таран çĕр ăшне алтса лартнă резина кустăрмасем çине вырнаçрĕç те кам мĕн сăмах пуçласса кĕтме тытăнчĕç. Пĕр хушă енчен еннелле пăхкаларĕç. Куç тĕлне ахлатса илмелĕх ним те тĕл пулмарĕ. Туратланса кайнă улмуççисемпе сирень тĕмĕсем, Америка вĕренисемпе вырăс хурăнĕсем çине пăха-пăха илчĕç.

— Çак хулари парксемпе стадионсенче мĕншĕн çимĕç йывăççисем лартаççĕ-ши? Çимĕçĕ пурпĕрех сая каять, — калаçса илчĕ Вероника. Роберт хуравламарĕ те çавăнтах шăпланчĕ. Тата тепĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕç.

— Эс тем каласшăн чĕннĕ-и мана? — чăтăмлăхĕ хухнине систерес терĕ Вероника.

— Çĕн хваттер туянмалăх укçа пур манăн, — шухăшласа хунине мар, пач урăххине персе ячĕ Роберт.

— Мĕн чăрмантарать тата? — йĕкĕлтесе ыйтрĕ Вероника.

Ку каллех пĕр юхăма кĕртекен сăмах пулмарĕ. Роберт хăйне айăплав пуканĕ çинче ларакан пекех туйрĕ. Арçын пулнă çыннăн апла айванккаланмалла маррине те туйса тăчĕ. Кăмăл екки ăна итлесшĕн пулмарĕ. Вара мĕнпур теветкеллĕхне пуçтарчĕ те ура çине сиксе тăчĕ. Вероника умне пычĕ.

— Атя хутсем тутарар та загса кайса черет тăрар, — терĕ вăл рапортланă сасăпа.

Халĕ Вероника пуçне усрĕ. Унăн чĕлхи çĕтрĕ. Аптраса ӳкрĕ.

Çухалса кайрĕ. Ку сăмаха вăл пач кĕтмен. Кĕтме те пултарайман. Мĕн хуравламаллине пĕлмест. Ларнăçем сĕнксе те сĕнксе пычĕ. Чир пусахланă çын пекех пулса кайрĕ. Хурав кĕтекен Роберт кашни хусканăвне асра хăварам тенĕн Вероника çинчен куçне тартмарĕ.

Юлашкинчен вăл та ывăнса çитнĕ пекех пулчĕ. Пĕри ларса, тепри ура çине тăрса хăйĕн шухăшне шухăшларĕ. Вероникăн шухă та шухăшсăр çамрăк ĕмĕрне халех вĕçлес килмерĕ. Пикесен конкурсĕсенче çĕнтерессе шанса тăраканскерĕн пĕртен-пĕр ĕмĕтĕнчен халех хăпас килмерĕ. Роберт çемье çавăрмасăр пурнăçĕ тулли пулмĕ тесе хăйне хăй ӳкĕтлерĕ. Пиçнĕ çырлана вăхăтра татмаллине аслисем аса илтермесĕрех пĕлет вăл. Халь мĕн сăмах каласан та айванланни пулассăн туйăнчĕ те ним шарламасăр тăчĕ. Вăл хăй мĕн тăвассине тунă. Ыттине Вероникăн татса памалла.

— Кун пирки шухăшламан-ха, — аранах çăвар уçрĕ Вероника. Мĕнпур халне пуçтарчĕ те ларнă çĕртен тăчĕ. Утса кайрĕ.

Хăраса та ӳкрĕ Роберт. Кускер пăрахса хăварать-и тесе шухăшларĕ. Вероника ăна хирĕç пырса тăчĕ.

— Юрату пирки шӳтлесе калаçма чĕнетĕн пулĕ тенĕччĕ. Чăнах пулсан...

— Шӳтлеме пĕлместĕп çав, — хăюланма пуçларĕ Роберт та.

Вĕсем спортсменсем чупма сарнă вак чул тăрăх утса кайрĕç. Иккĕшĕ те ура пуçĕсене пăхса пычĕç. Иккĕшĕ те хăйĕн шухăшне шухăшларĕ.

Вероника çак самантра мĕнле вăй хăйне улăштарнине пĕлесшĕн тĕмсĕлчĕ. Унăн Роберта пĕрре те моржпа танлаштарас килмерĕ. Ăçтан пуçа пырса кĕнĕ-ха ку танлаштару тесе шухăшланă хыççăн хăйĕнчен хăй именме пуçларĕ. Килпетлĕ тăл-пӳллĕ те сăпайлă сăн-питлĕ çынах утса пырать унпа юнашар. Арçын уттипе утать. Çак çын кăна ун пурнăç тӳнтерĕшĕсенчен, усал кăмăллă çынсенчен хӳтĕлеме те хунтăлама пултараять тесех шухăшлас килчĕ. Ăшă куçпа пăха-пăха илес те килчĕ ун Роберт çине, анчах темле майлăн ăша кĕрсе вырнаçнă сивлеклĕх çакна тума чăрмантарчĕ. Халех пĕрлешме килĕшсе сăмах парсан хĕр упраç хакне çухатăп тенипе кăна чĕнмесĕр пычĕ.

Роберт вара хĕрарăм хăлхапа юратать тенине илтсе астуса юлнă та хăй пуклак чĕлхеллĕ пулнăшăн пăшăрханчĕ. Ун çулĕнче кĕç-вĕç пĕлĕте вĕçсе хăпарасла хăлаçланакан романтик та фантазер пулмаллине пĕлет. Хăй пекех, Вероника та хаваслăрах калаçасшăн пулĕ тесе шухăшлать. Пуçа пурнăç кулăшĕсем те, хавхалануллă сăмахсем те пыра-пыра кĕмеççĕ. Атя хутсем тутарар та затса кайса черет тăрар тени унăн мĕнпур чун хавалне, мĕнпур ăс техĕмне илсе тухса кайнă иккен. Вăл Вероникăна урăхран ним сăмахпа та ӳкĕтлеймĕ. Ун валли сăмах та, сасă та юлман унра. Виçĕ хутчен утса çаврăнчĕç стадион тавра. Утнăçемĕн чунĕсем пĕр-пĕрин патнеллех туртăннине туйнипе, çав туйăма хăратса тартас мар тенипе чĕлхе вĕçне киле-киле тухакан сăмахсене те калаймарĕç. Юлашкинчен кăна Вероника, таврара мĕн пуррине те курма пăрахнăскер, пуçне çĕклерĕ те унталла-кунталла пăхса илчĕ. Вăрттăн итлесе тăракан çук-ши тесе шикленнĕнех хăтланчĕ.

— Шухăшласа çӳрем-ха. Пĕрре те кĕтмен çак сăмаха санран...

Вероника хăйсем хăш хапхаран килсе кĕнине аса илес тесе-ши, хăшĕнчен тухса каяс тесе-ши унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ те сылтăм аллине Роберт еннелле тăсрĕ. Лешĕ ку мĕне пĕлтернине çийĕнчех тавçăрса илеймерĕ. Алă парса уйрăласшăн пулчĕ-ши Ве-роника, килĕшсе алă çапасшăнччĕ-ши?

Хăвăрт çаврăнчĕ те хĕр чупнă пекех стадион хапхи еннелле вĕçтерчĕ.

Амăшĕ чĕрĕ пулнă пулсан халь тӳрех Очконалла çул тытмаллаччĕ. Вăл çук та, Ларисăпа амăшĕ аса килчĕç. Иккĕленсе тăмарĕ, тӳрех унталла çул тытрĕ. Роберт вара мăраннăн утăмласа вак чул тăрăх уткаласа çӳрерĕ. Тем çухатнăн, тем шыранăн ура айĕнчи вĕт чулсене пăхкаларĕ. Ăна кирли, ăна канăçсăрлантараканни шăпах çав чулсемпе хутăшса кайнăн туйăнчĕ.

Ларисăпа амăшĕ ăна кĕтсех тăнă тейĕн. Алăк уçса кĕртекенни Кира пулчĕ. Пусăрăнчăк кăмăллă Вероникăна нимĕнле ыйту та памарĕ.

— Лариса килтех, — терĕ те малалла иртме ирĕк парса айккинерех пăрăнса тăчĕ.

Лариса яланхи пекех урайне çĕтĕк-çурăк сарса пăрахнă та тем суйлать. Тантăшне курсан алла тытнă япалисене пăрахсах сиксе тăчĕ. Вероника ун мăйĕнчен пырса уртăнчĕ.

Мĕн пулчĕ тесе тĕпчесе тăмарĕ Лариса. Тантăшĕ иккĕшне те питĕ кирлĕ хыпар пĕлтерме килнине тӳрех тавçăрчĕ.

— Загса чĕнет, — пăшăлтатрĕ Вероника.

Кам чĕннине-мĕнне ыйтса тăмарĕ Лариса, тантăшĕн сывлăшĕ пӳлĕничченех ăна чăмăртарĕ. Хăйĕн аллисен шăнăрĕсем туртса кайман пулсан темччен çапла ытамра тытса тăратчĕ-ха. Вероника турткаланмарĕ.

— Мĕн терĕн вара?

— Кĕтмен эп унран ку сăмаха. Шухăшласа çӳрем-ха терĕм.

Çамрăксем мĕн пăшăлтатнине илтмерĕ пулин те, Кира тем тĕшмĕртрĕ. Эпĕ те кирлĕ кунта тесе шухăшласа илчĕ те вĕсем патне пычĕ. Ура çинче тăрсах пурнăçра пĕрре пулмалли паллăран та паллă, ĕмĕр-ĕмĕр асра юлмалли ĕçе-пуçа сӳтсе явма тытăниччен малтан виççĕшĕ те пĕр-пĕрин куçĕнчен пăхса илчĕç, виççĕшĕ те пĕр-пĕринчен чăнах-и тесе ыйтнăнах туйăнчĕ.

— Турă панă телейӳ ку сан, — татса каларĕ Кира.

— Иккĕленсе те ан тăр, — амăшĕпе пĕр шухăшлă пулчĕ Лариса та. Вăл хускалми тăракан тантăшне татах та татах пыра-пыра ытамлас килнине аран-аран ирттерсе ячĕ те ĕçлĕ сасăпа калаçма пуçларĕ: — Салонри туй кĕписем килĕшмеççĕ мана. Тата çав тери хаклă вĕсем. Хам çĕлесе паратăп. Журналсенче туй пĕркенчĕкĕсен ӳкерчĕкĕсем пулмалла-ха. Пĕрне пит юратса пăхнăччĕ. Ăçта шырамаллине пĕлетĕп.

— Эп мĕн-ха, — айванлансах кайрĕ Вероника. — Эп сăмах паман-ха...

— Амăшĕпе кăна пурăнать тетĕн-и-ха? — терĕ Кира. — Аврукран адресне ыйтса пĕлетĕп те хам кайса ларатăп амăшĕ патне. Ун пек чухне ваттисен сăмах татмалла. Çамрăксене хăйсене кăна шанма юрамасть. Йăли-йĕрки çапла.

— Эп мĕн-ха, — каллех çăвар уçрĕ Вероника.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6