Хĕрес хывнă хĕвел :: Пĕрремĕш сыпăк
— Фу-у-у, çак пакăçа ĕçетне? Вĕлерет вĕт вăл... — Пăккине калле пăрса хучĕ те тĕпеле кĕрсе кайрĕ. — Лайăх эрехех ярса патăм, çакна ĕç, — терĕ хĕрарăм тĕпелтен тухсан.
Эрех тенипе пулĕ Аврук тăрса ларма вăй çитерчĕ-çитерчех. Лăнкăрт-лăнкăрт ĕçсе ячĕ те стаканри шĕвеке тепĕр хут тăсăлса выртрĕ.
Çавăн чухне мĕнле çĕр каçнине халĕ Кира та, Аврук та аса илесшĕн мар. Анчах ун чухне татса каланă сăмаха иккĕшĕ те асрах тытаççĕ.
— Пӳрнине пурăнсах пĕтерес тетĕн пулсан пĕр тумлам та çăварна ан яр, — терĕ ирхине Кира.
Ку Аврукшăн Турă каланă сăмах пекех пулчĕ.
Тьфу, тьфу! Ан куçăхтăр, ан куçăхтăр... Унтанпа пурнăç урапи чиперех кусса пырать-ха. Урăлса-тăрăлса çитсен Кира Аврука хăй ĕçлекен комбината илсе кайрĕ. Наладчика вырнаçтарчĕ. Чĕнмен мар, чĕнсех тăнă ăна калым ĕçне те. Кантурсем нумай хулара. Пичетлекен, шутлакан машинкăсем çĕмрĕлсех тăраççĕ. Кирлĕ чухне шыраççĕ, тупаççĕ. Ăста алăсем такама та кирлĕ. Пӳрнине пурăнсах пĕтерес тенипе Аврук арçын сăмахне сут-марĕ. Тьфу, тьфу...
5
Çамрăк темелле ĕнтĕ хăйне. Çамрăкăн хăтланкаларăшĕсем те хĕрӳллĕрех те калаçăвĕ вĕçкĕнрех пулмалла пек. Сăнне пăхмасан, калаçăвне кăна итлесе ларсан, пурăнса курнă çынах ку тесе шутлас килет Роберт пирки. Çăттăр-паттăр, шăлтăр-шалтăр мар пĕрре те. Ăнлă-тăнлă калаçать. Пит кирлĕ сăмахне тем вăхăтах шутласа çӳрет пулас. Тепĕр чухне Аврукăн хăйĕн те вĕçкĕнленес йăли пур. Робертпа калаçнă чухне вăл таçта кайса çухалать.
Ак паян та пĕр-пĕрне сывлăх сунчĕç те ĕçлĕ сăмаха камăн пуçламаллине пĕлмесĕр тем хушă тăчĕç. Роберт Аврук çине, Аврук Роберт çине пăха-пăха илчĕç.
— Тем каласшăнччĕ эс, — терĕ Роберт верстак çине майлашăнса ларсан.
— Ман каламалли ĕнтĕ пĕрре кăна. Мĕн ĕç пулать паян? Çавна кăна пĕлес килет.
— Ĕçĕ пур-ха, — ассăн сывласа илчĕ те Роберт пуçне енчен еннелле пăркаларĕ. Те ĕнтĕ ют хăлха çук-ши çывăхра тесе пăхкаларĕ. Кунта, мастерскойра, хальлĕхе иккĕшĕ кăна-ха. — Вăт çыхланас килмест путсĕрсемпе. Путсĕрпе хăвăн та путсĕр пулмалла. Пулас килмест ман путсĕр çын...
— Никамăн та пулас килмест, — теме пăхрĕ Аврук.
— Пулас килмесĕр пулмаççĕ ĕнтĕ çынсем. Пулас килнипех пулаççĕ.
— Çавăрса каларăн та эс кăна, — кулсах ячĕ Аврук.
— Çут çанталăк пурне те ырă пулма çуратать. Ĕрчесе каяççĕ вĕт вĕсем. Кам ĕрчетет вĕсене? Юрĕ-ха, хамăр путсĕр пулар мар...
Ку калаçу мĕншĕн пуçланнине Аврук чухласа илчĕ.
— Мĕн-и? — çăвар уçрĕ вăл.
— Çавă-ха çав, çавă. Жорăна эсĕ ертсе кай-ха Тимоха патне. Манран хамран пулмасть. Адресне çырсах паратăп. Мир проспектĕнчи тăхăр хутлă кирпĕч çуртăн аялти хутĕнче вырнаçнă ун офисĕ пекки. Чӳречисем шкул стадионĕ еннелле тухаççĕ. Тимĕрленĕ.
— Хăçан илсе каяс?
— Паянах та юрать.
— Малтан пĕчченех кайса курса килем мар-и офисне? Çыннине палласа юлам. Йăнăшмалла ан пултăр.
— Килĕшетĕп, — терĕ те Роберт, Аврук халех каям-и, кăштах тăхтам-и тесе ĕштеленме пикенчĕ.
Кирлĕ çурта часах шыраса тупрĕ. Хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă, пурте пĕр тĕслĕ пуласран стенасене силикат кирпĕчпе улалатнă тăхăр хутлă çуртсем шăпах Мир проспекчĕ валли вырăнлă пек туйăнаççĕ. Ытти урамсенче пулсан çума-çумăнах лартса тухнă çак çуртсем килпетсĕр курăнассăн туйăнчĕ Аврука. Пĕрре кăна иртсе çӳремен ĕнтĕ ку вырăнпа. Хальччен темшĕн çак çуртсен мăнаçлăхне те, капăрлăхне те асăрхаман. Малтан урам енчен пăхса çаврăнчĕ хăйне кирлĕ çурта, унтан картишне çаврăнса кĕчĕ.
Подъезд умĕнче виçĕ арçын тăнине курчĕ те кусем ялсенчен килнĕскерсем-ха тесех шухăшларĕ. Вĕсем патне пычĕ, сывлăх сунчĕ.
— Уçă мар-им офис? — ыйтрĕ вăл ĕçлĕн.
— Уçă та, хуçи çук, — çийĕнчех хуравларĕ арçынсенчен пĕри. — Унтан Аврук еннелле пĕр-икĕ утăм турĕ те куçран шăтарасла пăхрĕ. — Эсĕ те минитракторлă пуласшăн-и?
— Хакне-мĕнне пĕлме тесе кăна килтĕм-ха. Укçа çитерейсен туянма та пулĕ.
Ак арçынсем Аврука çавăрса та илчĕç.
— Ку микротрактор тесе ултава кăна çакланмăпăр-ши? — терĕ тепĕр арçынĕ.
— Миçе тӳрлетмелле сана? Микро тесе автобуса калаççĕ, микроавтобус теççĕ. Трактор мини пулать.
— Эс тӳрлетсе ан тăр-ха. Пĕчĕк трактор апла.
— Эсир пĕлменнине эпĕ те пĕлместĕп, — татса хучĕ Аврук.
Арçынсем сасартăках шăпланчĕç. Пĕр харăс автовокзал еннелле çаврăнчĕç. Унтан яка тумланнă, аллине сăран сумка тытнă çамрăк çын чинлăн утса килет. Ку телестуди умĕнче пĕчĕк тракторпа пырса чарăннă çынах пулчĕ кайрĕ. Ун чухне вăл ĕç тумĕпеччĕ те кăштах урăхлараххăн курăннăччĕ. Халĕ кантур çыннин тумĕпе вăл. Çавăнпа хăтланкаларăшĕсем те улшăннă. Утти ĕштеленчĕк мар, кӳлепине тӳп-тӳрĕ тытса пырать, пушă аллине те сисĕни-сисĕнми кăна сулласа утать. Аврука ĕç парса тăракан Робертпа пĕр çулхисем пек туйăнчĕ. Çирĕмпе вăтăр варринчи çамрăк.
Тимоха никам еннелле те çаврăнса пăхмарĕ, никама та асăрхамарĕ. Ку çынсем пĕр ăна кĕтсе тăнине пĕлчĕ пулин те, сăмах чĕнмесĕр алăкран кĕрсе кайрĕ. Аврукран маларах подъезд умне килсе тăнă арçынсем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç те тин кăна çак çамрăк уçса кĕнĕ алăк еннелле утса кайрĕç. Аврук вырăнтах тăрса юлчĕ. Унăн офис тенине кĕрсе çӳреме сăлтав пулмарĕ. Ыран Жорăна çакăнта илсе килмелле пулать.
Халь ĕнтĕ Жора текен çын мĕнлескер пулнине пĕлес килни канăç пами пулчĕ. Çын кивçенне тавăрттарма пултаракан çын кăрнатир пек пулассăн туйăнчĕ ăна. Тепĕр кун автоюсава Робертпа пĕрле хытанка тăл-пӳллĕ, шăнăрлă хул-çурăмлă хырăнман арçын кĕрсе тăрсан ку Жора пулнине тĕшмĕртме те пултараймарĕ. Машина юсаттарма килнĕ çын вырăнне хучĕ.
— Машинăпа леçсе хăварас-и сире? — ыйтрĕ Роберт.
— Хула транспорчĕпех кайăпăр, — алă сулчĕ сухаллă арçын. — Çаплах шанмасăр пăхакан Аврук еннелле çаврăнчĕ. — Эсĕ ертсе каятăн-и? Атя хускалар.
Хальхинче Аврук аслă урампа каймарĕ, автовокзал патне çитеспе картишнелле пăрăнчĕ. Тимоха офисĕ тĕлĕнче чарăнса тăчĕ. Аллине çĕклерĕ те тимĕрленĕ чӳречесем еннелле пуçне сĕлтрĕ. Жора тӳрех подъезда кĕрсе кайрĕ. Часах çаврăнса тухрĕ.
— Хупă-ха офис алăкĕ, — терĕ те пуçне чикрĕ. — Кайса тăрар айккинерех...
Трансформатор будки çывăхĕнче тимĕр-бетон свай татăкĕ выртнине асăрхарĕç те ун çине кайса ларчĕç. Кунтан тимĕрленĕ чӳречесем лайăх курăнаççĕ, подъезд алăкĕнчен тухакана, кĕрекене те асăрхамасăр ирттерместĕн.
Жора сăмах çаптарма юратакан çын пулчĕ. Çын çинче сахал çӳрекенĕн чунĕ тунсăхласа çитет пулĕ çав, сисĕнмесĕрех каламан сăмахсем тулса лараççĕ пулĕ çав. Кирлĕ ĕçпех кунта килнине те манса кайрĕ, вырнаçса ларнă-ларманах тытăнчĕ уни-куни сӳпĕлтетме. Куçа мĕн лекет, çавна хак парать. Картиш шăлакан хĕрарăм çулăкпа ухăна-ухăна тротуар шăлнине курчĕ те хăвăрт кăна каласа хучĕ:
— Çын хыççăн ун каяшне пуçтарассинчен мăшкăлрах ĕç çĕр çинче урăх çук. Выçă вилсен те çав ĕçе килĕшессĕм çук.
Унтан машина фарисене йĕпе çĕтĕкпе шăлкаласа çӳрекен арçын куç тĕлне пулчĕ. Ăна та сиктерсе хăвармарĕ.
— Çав çынна машина кирлĕ те мар ĕнтĕ. Çыннăн пуррипе ăна ăмсанса туянса янă. Кур, епле курнăçланса çӳрет машина тавра, курăр, эсир те пĕлĕр манăн машина пуррине тесе шухăшлать ĕнтĕ ăшĕнче. — Аврук ун сăмахĕсене сӳрĕккĕн кăна итлесе ларнине сисрĕте тулашнă сасăпа каласа хучĕ: — Каттăршнăй пурнăçĕ!..
Самантлăха шăпланчĕ. Пуçласа курнă çын умĕнче мĕн сăмах каласан вырăнлă пулĕ-ха тесе шухăшласа тăмарĕ, пĕрре мар каланинех, хăнăхса çитнинех пуçларĕ:
— Хамăн алă пымасть, манран хамран пулмасть. Укçа пулсанах пĕр-пĕр ăста журналиста тытнă та хам çинчен кĕнеке çыртарнă пулăттăм. Хам çинченех те мар, патшалăхри тепĕр патшалăхпа унăн çыннисем çинчен. Эпĕ те çав патшалăхри патшалăх гражданинĕ пулнă-çке-ха. Ăнланмарăн-и? Тĕрме пирки каларăм эпĕ. Çав патшалăхăн та хăйĕн çирĕп тытăмĕ пур. Ун пуçĕнчи çынна президент теместпĕр кăна.
— Тĕрме çинчен кĕнекесем лава тиемелĕх те кăлараççĕ вĕт.
— Вĕсем пĕри те чăннине çырмаççĕ. Вĕсене пуçлăхсене юрама кăлараççĕ. Эпĕ хам курнине-пĕлнине çыртарасшăн...
Кĕтмен çĕртен чĕлхе вĕçнех килнĕ сăмахне çăтса ячĕ те сиксе тăчĕ. Аврук та вырăнтан хускалчĕ. Автовокзал енчен яка тумланнă çын килни курăнмарĕ. Мĕн курчĕ, мĕн хускатрĕ Жорăна? Ним те тавçăрса илеймерĕ асли.
— Атя куçса тăрар çурт патнерех.
Унччен те пулмарĕ, çурт пуçĕпе çаврăнса картишне пĕчĕк трактор кĕчĕ. Ăна Аврук паллакан Тимоха мар, хĕрĕх урлă каçнă арçын тытса пырать.
Ай сисĕмлĕ те сисĕмлĕ ку Жора тесе шухăшласа илчĕ те Аврук тайкаланса утса кайнă çынран юлас темерĕ.
Подъезд алăкĕ умĕнче кĕтсе тăракансем çукчĕ пек, трактор чарăннă-чарăнман ăна темиçен çавăрса та илчĕç. Ăçта кĕтсе тăнă вĕсем?
Жора трактор патне çывăхах пырса тăчĕ, Аврукшăн пулсан пурпĕрех мар-и? Курнă вăл ăна, пăхса хакланă. Арçынсен калаçăвне хутшăнам та мар терĕ.
Арçынсем çийĕнчех хĕрсе кайрĕç. Кашниех хăй техника мĕнне пуринчен лайăхрах пĕлнине кăтартас терĕ ĕнтĕ. Пĕри моторне хыпашласа пăхма хăтланать, тепри çаврăнакан механизмсене хак парать, виççĕмĕшĕ трактор хапине урăхларах тумалла пулнă тесе çине тăрсах ĕнентерет. Трактора çӳретекен арçын айккинерех кайса тăчĕ те пирус чĕртсе ячĕ. Хыпăнса ĕме-ĕме кăкăрне тĕтĕм тултарчĕ, хаш сывласа ячĕ.
Жора каллех пуринчен те сисĕмлĕрех пулчĕ. Вăл автовокзал енчен яка тумланнă арçынпа хĕрарăм утса килнине пуринчен те маларах асăрханă та айккинче тăракан Аврук патне васкаса пычĕ.
— Çавă-и? — ыйтрĕ пуç сĕлтсе.
— Аха, — çавăн пекех пуç сĕлтсе илчĕ Аврук. Жора ун еннелле çурăмпа çаврăнса тăчĕ, кĕсйисене хыпашларĕ, сылтăм аллине шалавар çăртине чиксе ячĕ те тем майлаштарчĕ. Унтан йăпшăнса çынсем хыçне кайса тăчĕ. Аврук Тимохăпа пĕрле килнĕ хĕрарăма курчĕ те хытсах тăчĕ. Римма пулах кайрĕ ку. Трактор çӳретекен арçынна тем каларĕ те Тимоха хыççăн подъезда кĕрсе çухалчĕ. Арçынсем пĕрин хыççăн тепри унталлах сулăнчĕç. Пĕр хушă тăпса хăйăклатни те алăк шаплатса хупăнни илтĕнсе тăчĕ. Картишĕнче Аврукпа Жора кăна тăрса юлчĕç.
Жора пӳрт кĕтесĕ еннелле аллине тăсрĕ, унта кайса тăма сĕнчĕ ĕнтĕ Аврука. Вырăнтан хускалчĕ. Вăл мĕн тумаллине пĕлмерĕ. Те çаврăнмалла та каялла каймал-ла, те Жорăна кĕтсе тăмалла. Лешĕ мĕн шухăш тытнине чухлама та пултараймарĕ. Кайса йăпшăнчĕç пӳрт кĕтессине.
— Ку арçынсем сататкă тӳлеме килнĕ. Пире кирлĕ чухлĕ пуçтарăнтăр-ха, — терĕ те кукленсе ларчĕ.
Мĕн кĕтнине ху та пĕлмен чухне вăхăт йăраланса кăна шунине Аврук никамран та лайăх чухлать. Ана мĕнле хăвăртлатмаллине вара пĕлекен çуках пулĕ. Тем кӳлĕмех тăнă пек туйăнчĕ ăна. Жора çĕр çумне пăталаннă пекех йăшăл та тумасть. Те тĕлĕрет, те шухăш сĕвемлет. Ăна та пĕлме çук. Сăмах хушма та аптăрарĕ Аврук, Жорăна кура вăл та вырăнтан хускалма хăрать.
Жора пуçне каçăртрĕ те çурма сасăпа каларĕ:
— Кайса тăр халь ав çавăнта, стадион карти çумне. — Яшт! сиксе тăчĕ. — Тем пулас-мĕн пулсан эп сана пĕлместĕп, эс мана палламастăн... — Аврук курса ĕлкĕриччен подъезда кĕрсе çухалчĕ те.
Каллех вăхăт йăраланса кăна шума пикенчĕ. Алăк сасси илтĕннĕçемĕн кăлт та кăлт хускала-хускала илет Аврук. Арçынсем пĕрин хыççăн тепри васкаса тухрĕç те пĕр ушкăна пуçтарăнчĕç, темшĕн пăшăлтатса кăна калаçма пуçларĕç. Унччен те пулмасть, хĕрарăмăн тытамаклă сасси янраса кайрĕ:
— Хурах, хурах! Çаратаççĕ, пулăшăр! Милици, милици! Хурах, хурах!..
Хĕрарăмĕ хăй те курăнса кайрĕ. Римма пулчĕ ку. Арçынсен ушкăнне тĕрте-тĕрте салатрĕ.
— Меммесем эсир, меммесем! Чупăр милицие халех! Мĕн шăрса янă пек тăратăр?
Пĕр арçынна пырса тĕртрĕ, тепĕрне çурăмран кӳплеттерсе илчĕ, питрен çупма аллине çĕклерĕ те, арçын ăна хăйне тĕртсе ячĕ. Сулăнсах кайрĕ Римма. Ним тăвайман енне тата хытăрах кăшкăрашма пуçларĕ:
— Хурах! Çаратаççĕ!.. — Хăйĕнчен темиçе утăмра Аврук тĕнсе тăнине курчĕ те ун еннелле вирхĕне чупса кайрĕ. — Эсĕ ертсе килнĕ-и ку рэкетира, Ташларук? Эсĕ-и? Эсĕ-и? Кала! — Те чышам, те çапам тенĕн аллисене апла та капла суллакалама пуçларĕ. Аврук те-миçе утăм чакса тăчĕ. Римма та унран юлмарĕ.
— Ман çамрăклăха пĕтертĕн, сысна, халь пĕртен-пĕр мăнукăма тĕп тăвас тетĕн-и? Хăвна тĕп тăватăп, хăвна!..
Римма каласа, Аврук итлесе пĕтереймерĕç. Подъездран Жора тухрĕ те аллине автовокзал еннелле сулчĕ.
Хăй хыççăн пыма чĕнет ĕнтĕ. Римма тем илме çĕрелле пĕшкĕннĕ вăхăтра Аврук вырăнтан хускалчĕ те çул суйламасăрах чупса кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, ун умне Римма пенĕ консерв банки шаплатса ӳкрĕ.
Çын хĕвĕшмен вырăнта, «Лира» кафе хыçĕнче, тĕл пулчĕç вĕсем. Жора мăйĕнчен çакса янă сăран хутаçран виçĕ пачка укçа кăларчĕ те Аврука тыттарчĕ.
— Пĕтĕмпех Роберт укçи ку. Унăнне ним те илмерĕм, хама валли процент партартăм. Вăл акă. — Кĕсйинчен пистолет кăларчĕ те Аврук еннелле тăсрĕ. — Ача теттикăна, ан хăра. Сан Тимоху унран сехресĕр юлчĕ, аллисем халĕ те чĕтреççĕ пулĕ-ха. Путсĕр çынсем пурте хăравçă вĕсем. — Пистолетне пушаннă сăран сумкăна хучĕ те сылтăм аллине Аврук еннелле тăсрĕ. — Роберта спаççип кала, ĕç тупса пачĕ вăл мана. Кафене кĕрсе лайăх кăна пуçа анратам-ха... Пока...
Кун чухлĕ укçа Аврук ĕмĕрĕнче те тытса курман. Миçе тенкине хăй пĕлмест. Юрать, арçын тумтирĕн кĕсье нумай та, пачкисене вырнаçтаркаларĕ.
Автоюсава таврăнса Роберта укçа тултарнă сумка тыттарсан канлĕн сывласа ячĕ.
— Жора хăй валли мĕн чухлĕ илчĕ? — тӳрех ыйтрĕ Роберт.
— Процент партартăм терĕ вăл.
— Апла ун пайĕ сана пултăр.
Роберт пĕр пачкине уçрĕ те Аврука пĕр ывăç укçа тыттарчĕ. Унтан вăл ним каламасăрах гаражран тухса кайрĕ.
Мĕн чухлĕ пачĕ-ха ку тесе укçа шутлама пуçланăччĕ, алăк хăйăклатса уçăлчĕ те, Роберт сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Паян пушах эс, кайма пултаратăн.
Укçана шутламасăрах кĕсйине майласа чикрĕ, уçăсем илчĕ те васкаса тухрĕ. Шăп çак саманта кăна кĕтнĕ пулĕ çав, Кирăпа Лариса хăйсем хушшинче калаçни аса килчĕ. Хĕрĕ оверлок туянасшăн, амăшĕ аллисене сарса пăрахать те мут çук-çке-ха, мут çук тесе хĕрне кӳрентерме тытăнать. Ан тив, савăнччăр иккĕшĕ те, тарам тупăннă ку укçана пĕтĕмпех Ларисăна парĕ.
Транспорт кĕтме чарăнăва çитсен куçĕ умне Римма тухса тăчĕ. Вăхăтра тарса кайман пулсан мĕн те мĕн туса кăтартнă пулĕччĕ-ши? Аллисем хускалнăччĕ, хĕрӳленсех çитнĕччĕ, сулса ярас саманчĕ кăна çитейменччĕ. Хирĕç калама çăвар та уçнă пулсан-и? Темпе вĕçле-нетчĕ-ха. Пĕртен-пĕр мăнука тĕп тăвасшăн-и тени аса килчĕ. Апла ку Тимоха Римма такампа çуратнă хĕрĕн ачи пулать ĕнтĕ. Курма тӳр килмен ăна Аврукăн. Завод çумĕнчи паркра пуçа арбуз хуппи тăхăнтарса хăварнă хыççăн Аврукпа Римма пĕр-пĕрне пĕлми пулнăччĕ. Яла кайсан-тусан ун çинчен сăмах хускатман. Хулара тĕл пулманпа пĕрех. Курнă-тунă пулсан та — аякран кăна. Е пасарта, е пĕр-пĕр шавлă уявра.
Ватăлмалăх кунра пурнăç тепĕр хут хутшăнтарма шутланă-и-ха? Çаплах пек туйăнать. Телестуди умĕнче пĕчĕк трактор курса тăнă хыççăн Николаев космонавт урамĕнче тĕл пулни тата ак ку Мир проспектĕнчи курнăçу мĕне пĕлтерекенскер пулчĕ? Çамрăк чухне аплах сехĕрленмен те пулĕ, халĕ ак хĕвеле хĕрес хывса паллă тунă пек курăнни аса килчĕ те, чун çӳçенсех кайрĕ. Пĕр вырăнта пусăрăнса тăраймарĕ, тĕлсĕр-палсăр уткалама пикенчĕ.
Мĕн йĕрки-ха çак пурнăçăн? Пĕрре пулни ирттĕр те кайтăр ĕнтĕ, манăçа тухни манăçнă пултăр. Çук вĕт, пурнăçăн çавсене аса илтерсех тăмалла.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...