Хĕрес хывнă хĕвел :: Пĕрремĕш сыпăк
1
Пурне те пĕлекенни Турă кăна тетпĕр-ха, анчах çынна хăйне те кирлĕ таран пĕлмелле тунă. Ун валли ăна чун сисĕм-туйăмне те ăс хевтине панă. Сисĕмĕ сивĕнменни, ăсĕ наянланманни тепĕр утăм тусан мĕн сиксе тухасса малтанах туйса илме пултарать. Çаплах пулмарĕ-ши ку хутĕнче те?
Чупнă пекех анакан Лариса юлашки картлашка çинче тăпах чарăнса тăчĕ. Тепре кăна ярса пусмаллаччĕ, вара унăн троллейбус чарăнăвнех илсе çитерекен тротутар çинче пулмаллаччĕ. Мĕн тытса чарчĕ ăна? Чун сисĕмĕ-и, ăс хевти-и? Каялла çаврăнчĕ те васкамасăр урран ура ылмаштаркаласа каялла хăпарса кайрĕ. Хăпарса çитрĕ те сылтăм аллине пĕтĕм вăйран сулса ячĕ.
— Нимле конкурс та кирлĕ мар!..
Чим, кам сасси пулчĕ ку? Йăлт-ялт пăхкаласа илчĕ. Никам та куç тĕлне пулмарĕ. Хăех каласа хунă иккен ку сăмаха. Халех, çак самантрах унăн хĕр тантăшне курас килчĕ. Лешĕ унран такампа калаçса юлчĕ те кĕттетрет ак. Вăл алăк уçса тухиччен Лариса хăйне лартса çӳрекен троллейбуссене темиçе те ăсатса ячĕ. Шутламарĕ. Пушăлла пекех хускала-хускала каякан троллейбуссене пуç каçăртса пăха-пăха илнипех çырлахрĕ. Хăй вара алăк сасси пуласса чăтаймиех кĕтрĕ. Тем тĕш мĕртес, тем ăнкарас, тем ĕнкертес тени пулмарĕ унра. Хăйне систермесĕр-пĕлтермесĕр çăварĕнчен сирпĕнсе тухнă сăмахĕ пĕтĕм иккĕленĕве сирсе ячĕ. Юлашки картлашкаран анма мĕнле вăй чарса тăчĕ-ха ăна? Çавна чухлас тесе çамкине картлантарсах шухăша путрĕ. Пĕр вырăнта çаврăнкаларĕ. Хăй умне хĕр тантăшĕ пырса тăман пулсан, тен, çакăн тупсăмне те пĕлнех пулĕччĕ-и?
Нумай кĕттернĕшĕн хĕр тантăшне тем усал каласа хурам тенĕччĕ, юлашки картлашка çинче тытса чарнă вăй ăна каллех тулхăрса илме памарĕ. Тата Вероника ăна итлесе тăрас кăмăллă та марччĕ.
— Ай! — хăлаçланса илчĕ те вăл пĕрер картлашка сиктере-сиктере пусса анса кайрĕ.
— Мĕн айлатан эс? — кăшкăрса юлчĕ Лариса.Анса çитнĕ-çитмен Вероника хулпуççи урлă уртнă сумкине уçрĕ те «Нехт» пачкине кăларчĕ. Яланхи пекех, зажигалка шырама пикенчĕ. Япаласем айне пулнăран, ăна тупас тесе кашнинчех сумкăна тем кӳлĕм ухтарма тивет.
— Атя-ха «Ращана» çитиччен çуран утар, — терĕ Вероника çăварне сигарет хыпиччен.
— Мĕнле пăрахтарас сана туртма?
— Хăвна мĕнле вĕрентес? — терĕ те Вероника хутланса ларсах сигарет чĕртме пикенчĕ.
Унтан тӳрленсе тăчĕ те киленсех умлăн-хыçлăн темиçе хут ĕмсе илчĕ. Тинех калаçмалăх хевти пуçтарăнса çитрĕ тейĕн, сассине улăштарчĕ, пит шăнăрĕсене тур-тăнтарчĕ, тутине çыртса лартрĕ.
— Карттинккай, — терĕ çăвар тулли.
— Тем сăмах та пĕлен эс, тупата, — хулран çавăтма тăчĕ ăна Лариса. — Çуран утма унта спортсменсем чăрмантараççĕ. Каяр ларсах.
— Ку вăхăтра тухмаççĕ вĕсем. Ура утнă чухне утар. — Ларисăна алăран ярса тытрĕ те Вероника анаталла утса кайрĕ.
— Кама Карттинккай терĕн-ха ĕнтĕ?
— Эс пĕлекен çыннах.
— Роберта-и?
— Çавна пулмасăр! Пăхмалăх сăнĕ пулсан... Тьфу! Ытама кĕми шыçăнса кайнă. Пуртăпа чутласа илес килет. Çын капашĕ кĕтĕр хăть...
— Çаплах хăпмасть-им-ха?
— Вăн такам урлă çыру парса янă. Лешĕ вахтер патĕнче кĕтсе тăрать. Çавăнпа тăрса юлтăм санран. Темле банкета чĕнет. Çынни умĕнчех çурса пăрахрăм конверта. Урайне персе хăвартăм.
Пуçĕсене чикрĕç те хĕрсем васкаса утса кайрĕç. Хулана кĕрекен шоссепе юнашар, вăрман хĕррипе хывнă асфальтлă утма çулпа ура килтерсе утма тытăниччен те сăмах кăлармарĕç.
Кăçалхи кĕр типĕ те ăшă килчĕ. Юпа уйăхĕ пулин те йывăçсем сарă тумне хывма васкамаççĕ-ха. Ку вăхăтра çил те шухăлансах çитекенччĕ. Вăл та Атăл тăрăхне килсе тухаймарĕ-ха. Тахăш çĕрте çынсене электричествăсăр хăвара-хăвара асаплантарать, тахăш çĕрте пĕренелĕхех ӳснĕ йывăçсене тӳнтере-тӳнтере хăварать. Кунта ав сарă-кĕрен, сарă-симĕс тутăр çыхса курнăçланса ларакан йывăçсене силле-силле тухма алă çитереймест. Çил ĕçне урăххисем тăвасшăн мар.
Ларисăпа Вероника ача йăлисене манман-ха. Хăвăрт кăна çулран пăрăнса капăрланса ларакан вĕрене патне пычĕç, сарă-кĕрен çулçăсене тата-тата илчĕç те ахăлтатсах кулса ячĕç.
Нумай та кирлĕ мар-çке çын кăмăлне каçăхтарма! Çут çанталăкăн пĕр тĕпренчĕкĕ те çитет.
Каллех чĕнмесĕр утса кайрĕç. Ларисăн тем ыйтас, Вероникăн тем каласа парас килчĕ.
— Блин! — кăшкăрсах ячĕ Вероника. — Çак илеме пĕтĕмпех хам çине çакса ярас килет.
Ывăçласа тытна çулçăсене пуç тĕлне çĕклерĕ, сапаласа ячĕ. Сарă-кĕрен, сарă-шупка, сарă-тĕксĕм çулçăсем тем кӳлĕмех ун тавра вĕçкелесе тăчĕç. Вероника вĕсене тытма хăтланчĕ, пĕри те алла лекмерĕ.
— Хăçан пăрахан эс «блин» тесе калаçма. Экзаменра та персе ятăн пĕринче. Çавăншăн пуль, лайăх каланăскерне те «уд» кăна лартса пачĕ преподаватель.
— Преподавателĕ хăй те «блинсăр» пуçне урăх сăмах пĕлмест-ха.
— Аплах мар ĕнтĕ.
— Çаплах, — татса хучĕ те Вероника çаплах сывлăшра явăнакан çулçăсенчен тарса кайнăн сике-сике илчĕ. — Эс, Лара, пурнăçран юлса пурăнатăн çав. Аннӳ хăйĕнчен ăслăрах тăвасшăн мар пулĕ сана.
— Анне сăмахне итлесе пурăнма тахçанах пăрахнă. Пирĕн çулта çыннăн хăйĕн шухăшĕ пулмалла.
— Апла пулсан ма çат тьттса тăракан джинспа çӳреместĕн? Ман пек. Манпа тантăшлă пулса. Чăваш хĕрĕсем тантăшлă чухне мăшăррăн çӳреççĕ, пĕр пек тумланса, пĕр пек сăрланса. Иксĕмĕр пĕрле туянтăмăр сумкăсем. Ăçта вăл сан? Ма ăна йăтса çӳреместĕн?
— Килĕшмест вăл мана. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех хама валли хамах кĕпе-тум çĕлесе тăхăнма тытăннă та, пăрахас килмест çав йăлана. Лавккана эп мĕнпурĕ те çынсем мĕнле çĕленине пăхма кăна кĕретĕп. Астуса юлатăп та килте çавнашкаллине хам касса хам çĕлетĕп. Кирлĕ пулсан сана та çĕлесе параятăп. Ыйтмастăн та. Каламастăн та...
— Ман халь килĕшнине мар, йӳнĕреххине туянма тивет. Анчах хаклисене те виçе-виçе, тăхăна-тăхăна пăхатăп. Пĕрне тăхăнса, тепĕрне хывса кун кунлама та хатĕр эп.
— Сан апла Мода çуртне ĕçе кĕмелле. Унта подиум пур-и-ха? Çавăн çинче хитреленсе тăма...
— Кайăп-ха. Малтан çак университетпа татăлар. Хуплашка кирлĕ, хуплашка. Ĕçе илекенсене сăмсаран шаккаса кăтартма...
— Подиум çине тухма хуплашка ыйтса тăмаççĕ пулĕ. Унта пуç мар, кĕлетке кирлĕ.
— Лара, чарăн-ха. Общежитири чарăна пĕлми чăкăртатакан кравать çинче выртнă чухне пуçран тухман шухăшсене халь ан хускат. Иккĕн чухне урăххи пирки калаçар.
— Мĕн урăххи пирки?
— Хамăрăн кумирсене аса илер. Çĕнĕ анекдот каласа кулар.
— Упăтеленекен Джексона-и? Пурăнас килми пулать çавна телевиденипе кăтартсан.
— Ху ан упăтелен. Пĕтĕм çамрăк чикĕ леш енчи çав леннонсемпе джексонсене пуççапать те, унăн пурăнас килми пулать иккен. Сан патăнта пулнă вĕт эп. Эп итлекен кассетăсенех яратăн.
— Эс тыта-тыта пăхнисене ямастăп. Вĕсене парнеленĕ, хăшĕсене кама кирлĕ илтĕр тесе юри айккинерех уйăрса хунă. Пĕрне-и-ха, иккĕшне те-и эсĕ чиксе кайрăн.
— Эп чиксе кайман, ху парса ятăн.
— Каллех сăмах килĕшмерĕ.
Вероника васкаса утса кайрĕ те вăрт çаврăнса тăчĕ. Лариса хăй патнерех çывхарасса та кĕтмерĕ.
— Çитес çулла эпĕ те пирсинг тăватăп. Илтетне? Пирсинг.
— Чĕлхӳне шăтаратна вара? Тутуна-и? — йĕкĕлтерех ыйтрĕ Лариса.
— Ăна та чухламăш ан пул ĕнтĕ. Кăва-па-на...
— Ан сӳпĕлтет, — алă сулчĕ те Лариса вашлаттарса утса кайрĕ.
Тăрса юлам-и, хыççăн утам-и тенĕн Вероника пĕр вырăнта тапăртатрĕ. Кун пекки вĕсен хушшинче час-часах пулать. Килĕштерсе калаçнă çĕртех тахăшĕн юнтармăшĕ сикет те тухать. Иккĕшне те йĕкĕлтесе илет те çавăнтах таçта кайса çухалать. Хальхинче те çавах пулса тухрĕ.
Хуса çитрĕ те Вероника талпăнсах утакан Ларисăна хулпуççинчен çупăрларĕ.
— Паçăрах ыйтасшăнччĕ. Эс мĕн, пикесен конкурсне хатĕрленме тытăнтăн-и?
— Каланăччĕ мар-и вара? Хутшăнмастăп эп унта.
— Ан аташ. Сан параметрусем манăннинчен лайăхрах.
— Хăçан хыпашласа пăхнă вара эс мана? Тата эп нимĕнле техника та мар, ман параметрсем те пулмалла мар.
— Эп кăна каламастăп вĕт-ха, пурте параметр теççĕ.
— Пурте калаççĕ тĕк калаччăр. Ман чун йышăнмасть ун пеккине. Вăт итле, Вероника чунăм...
Лариса чарăнса тăчĕ, ялан чăрмантарса тăракан япала пек туйăннипе-и, сумкине хулпуççинчен вĕçертсе илчĕ, кăкăр умне тытрĕ, сассине улăштарчĕ.
— Хама валли эпĕ татса панă. Халĕ сана валли калатăп. Пăрах вăл шухăша. Мисс тесе астарса пире сутăн илни пулать вăл.
— Эй санпа! — итлесе те пĕтермерĕ Вероника, хĕремесленсех кайрĕ. — Тух шăпăр шăтăкĕнчен, тух хăнкăла çурăкĕнчен! Çут тĕнче кур. Ну мĕн? Илччĕр сутăн. Ĕмĕр-ĕмĕр хĕрарăм ӳчĕ сутăннă. Халь кăна шухăшласа кăларман ăна. Авалхи Грецири гетерăсем çинчен каласа парам-и? Чингисханăн миçе хĕрарăм пулнине пĕлместĕн-и? Ун пек тесен Кĕнекесен Кĕнекине вула. Библие. Унта Давид патша миçе хĕрарăмпа пурăннине питĕ те питĕ лайăх çырса кăтартнă.
— Тĕнчен каялла каймалла мар-çке, малалла пымалла. Вăл тискерлĕхсем тискер тĕнчере пулнă. Халь цивилизапи тетпĕр мар-и?
— Цивилизаци-и, çавализаци-и, çын пурнăçĕ яланах пĕр пек. Çуралмалла, ĕрчемелле, вилмелле. Пĕртен-пĕр тĕрĕс саккун. Кашни халăхăн мĕнпур турри çапла вĕрентет. Эсĕ çак пĕртен-пĕр чăнлăха хирĕç пырасшăн-и?
— Туррисем вĕрентчĕр-ха. Карл Маркс та вĕрентет. Эпир ун вĕрентĕвĕн хӳрине курса юлайрăмăр. Çын хăй тавар пулма пултараймасть. Çын хăйĕн ĕç вăйне кăна сутать тенĕ.
— Юрать, килĕшетĕп. Эсĕ ĕç вăйне сут. Эпĕ хам ӳте сутам...
Турткаланчĕ, хиркеленчĕ Вероника, темрен ярса тытса туртса антарас килчĕ унăн пĕлĕт анине, çаплах тăкăнса пĕтмен çулçăсем те пулин ăна тулаштарчĕç. Лариса та асăрханă, пĕлет. Унăн тăрсан-тăрсан темле, Вероника кăна мар, айккинчи çын та ăнланса илме пултарайман самант çаврăнса тухать. Шăп çак самантра вăл хăй пурнăçĕнчи тӳрлетсе тӳрленмен йăнăшне туса хума пултарать те. Çамрăклăх саланкăрĕ пулĕ-ха ку тесе шухăшлаять вара Лариса. Шăл çыртса, сывлас сывлăша ӳпкерех тытса пĕр хушă тăмалла кăна хăйĕн. Леш тăрлавсăр саманчĕ иртсе те кайнă пулĕччĕ. Апла тумарĕ-çке-ха. Таплаттарса чупса кайрĕ те тем кăшкăрса каларĕ.
— Хӳре тӳлерĕнем-ха? — илтсен илттĕр, илтмесен ан та илттĕр тенĕн каласа хучĕ Лариса.
Пĕрле вĕренме тытăннăранпа ку ĕнтĕ виççĕмĕш харкашни-хирĕçни пулчĕ. Малтанхи иккĕшĕ пекех кускер те ним çукран нимĕр çăрни кăна-ха тесе шухăшларĕ те Лариса лăпкăн кăна утса пычĕ. Çав вăхăтра Вероника такамран тарнă пекех чупрĕ. Куçран çухаличченех сăнарĕ ăна Лариса.
Пĕр-икĕ кун пĕр-пĕрне палламан-пĕлмен çынсем пек çӳрĕпĕр, аудиторисенче уйрăмшар ларăпăр, унтан каллех çыхса янă пекех уйрăлми çӳреме тытăнăпăр тесе шухăшланăччĕ. Çаплах пулмаллаччĕ. Анчах тантăшĕ лекцисене çӳреме пăрахрĕ. Староста та, декан та унран ыйтсах тăраççĕ, мĕн пулнă, ăçта çӳрет тантăшу теççĕ. Лекцисем хыççăн общежитие кĕрсе пĕлме хушрĕç. Унта, иккен, эрне ытла пулман Вероника. Вара тепĕр кун Арлаççи ятлă яла çитсе килмех шутларĕ. Шупашкартан шăп çирĕм пĕр çухрăмра ларнипе ял çыннисем хăйсен ялне Арлаççи теме пăрахнă, çамрăк-кĕрĕм хыççăн ваттисем те Очко теççĕ.
Вероника лекцисене çӳреме пăрахиччен кускерне леш Роберт текеннин çырăвĕ йĕп çинче ташлаттарма тытăннă-ха тесе шутланăччĕ. Очкона кайма пуçтарăнсан Ларисăна хăйне те темле чуна пăлхатса тăракан туйăм ерчĕ. Алă-урана чăлхантарать, чĕлхене такăнтарать, пуç мимине арпаштарать, чуна тăвăнтарать. Çав туйăмах тыткăнланă пулĕ-ха Вероникăна та вăрман херринчи утма çул çинче. Ку мĕне пĕлтернине чухлама-тĕшмĕртме хал çитмерĕ Ларисăн. Усалли çинчен пĕрре те шухăшлас килмерĕ. Часрах-часрах тантăшне хăйне курас тесе кăна тĕмсĕлчĕ.
Тухса каяс умĕн амăшĕ темиçе те ыйтрĕ, хĕрĕ илтмĕше печĕ. Алăк хупса юлнă чухне те çав ыйтăвах пачĕ:
— Вĕренме каймастнам паян?
Хурав кĕтсе алăка темччен уçă тăратрĕ. Хĕрĕ подъезд алăкне шаплаттарса хупсан та хваттер алăкĕ умĕнче тăчĕ.
Лариса Очкора темиçе те пулнă. Вероника амăшĕпе, Акаç аппапа, ун сăмах килĕшет. Чăваш хĕрарăмĕсем пурте çавах пулĕ: лăпкă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, ачаш туйăмлă. Тăван хĕрĕпе мар, хăна хĕрĕпе татăлми калаçать кашнинчех. Иккĕшĕ пĕр пурнăçпах пурăнаççĕ тесе ĕненсех шухăшлать пулĕ те, тăван хĕрĕ çинчен мар, Лариса çинчен ытларах пĕлме хăтланать ĕнтĕ. Хăй çинчен вара нимех те шарламасть. Ăмсанмалли темех çук ун пурнăçĕнче тесе ĕнтĕ, сăмах хускалсан та ăна айккинерех пăра-пăра яма май тупаять. Вероника сăмахĕ тăрăх кăна Акаç аппа çемьере кĕçĕнни пулнине, икĕ пиччĕшĕ те хăйсен тивлетне шырама çамрăклах ялтан тухса кайсан ватталла сулăннă ашшĕпе амăшне пăхса пурăнма тăван килтех юлма тивнине пĕлет. Ĕç ялавне алран ярас мар текен чĕнӳ кĕлĕ сăмахĕсем пекех пулнипе ĕнтĕ мĕн чухлĕ тӳленине, мĕнпе тӳленине пăхмасăр ĕçленĕ те ĕçленĕ. Мĕн хушнă, çавна тунă. Ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕрсен тин хĕрарăм телейĕ хăйĕнчен айккинче çӳренине туйса илнĕ те ватлăхри пĕчченлĕхрен хăрама тытăннă. Хĕрĕх пиллĕкре пулнă ун чухне вăл. Янкамас пĕр арçынна, хăйĕнчен пилĕк çул çамрăкрахскерне, киле кĕртнĕ. Вĕсем миçе çул пĕрле пурăннине Вероника та пĕлмест. Хăй атте темелли çын мĕнлескерне вăл та калаймасть. Те чăнласах пĕлмест, те ун ятне асăнас та темест.
Кăнтăрла тĕлне кăна Арлаççине çитсе ӳкрĕ Лариса. Вокзалта сехечĕ-сехечĕпех кĕтсе тăма тиврĕ.
Ял урамне кĕрсен, палланă çурт çамки курăнса кайсан, Лариса уттине хăвăртлатрĕ. Пуçне вара енчен те еннелле пăркаларĕ кăна. Йăнăшас марччĕ терĕ ĕнтĕ, асра юлнă япаласене пăхкаларĕ. Хапха умĕнче чарăнса тăчĕ, хăй тĕрĕсех килнине курса ĕненчĕ те майĕпен калинккене уçрĕ.
Пӳртре хĕре Акаç аппа мар, хĕрĕнкĕ хĕрарăм кĕтсе илчĕ. Ăна-кăна çийĕнчех чухласа илеймерĕ-ха Лариса. Апат сĕтелне урай варрине кăларса лартнă. Ăна тĕс çухатнă клеенкăпа витнĕ те йĕри-тавра пушă турилккесем лартса тухнă.
— Вероника кирлĕччĕ-и? Кӳрше кăна каçрĕ-ха вăл, — терĕ те хĕрĕнкĕ хĕрарăм тĕпел кукрине кĕрсе çухалчĕ.
Ним тума пĕлмесĕр Лариса алăк умĕнчех тăчĕ. Тĕпел кукрипчи хĕрарăм мĕн тăвать-ха тесе пуçне чалăштарса пăхрĕ те тĕссĕр пусмапа хупланă тĕкĕр куç умне пулах кайрĕ. Шартах сикрĕ Лариса чĕри, ӳт-пӳ сӳлетсе илчĕ. Пит çине вĕри тапса тухрĕ. Акаç аппа ăçта вара тесе ыйтма хатĕрех тăнăскер тутине чăмăртаса лартрĕ.
Вăй хухса та хухса пынине сисрĕ те вăрăм сак çине кайса тĕршĕнчĕ.
Хăй пекех пусăрăнчăк кăмăллă, хăй пекех тута чăмăртанă Вероника килсе кĕнине те асăрхамарĕ. Лешĕ тĕпел кукринчи хĕрĕнкĕ хĕрарăма асапланса тухакан сасăпа тем каласан тин пуçне çĕклесе пăхрĕ, анчах вырăнтан хускалаймарĕ.
Часах пӳрте хĕрарăмсем тăваттăнтан килсе кĕчĕç. Вĕсем хыççăнах арçынсем те пуçтарăнма пуçларĕç. Хĕрарăмсем пурте турăш умне тăрса виçшер хут сăхсăхрĕç, виçшер хут тайăла-тайăла илчĕç. Арçынсем тӳрех сĕтел хушшине кĕрсе ларма васкарĕç.
Вероника та тинех Ларисăна асăрхарĕ пулас. Апат-çимĕç хатĕрлекенсем унсăрăнах пуррипе ним ĕç тума аптăраса тăраканскер васкамасăр ун еннелле çаврăнчĕ, васкамасăр умне пырса тăчĕ.
— Аннен виçĕ кунне асăнатпăр, куçса лар сĕтел хушшине, — терĕ те каллех хĕвĕшекен хĕрарăмсем патне пычĕ.
Тем хушса каламалли пур пек туйăнса тăнипе пулĕ тĕпел кукринчех пулас килчĕ. Ан чăрмантар-ха тесе çăвар уçма хĕрарăмсенчен пĕри те хăяймарĕ. Вероникăн хăйĕнех тавçăрмалла пулчĕ, вăл та Ларисăпа юнашар сĕтел хушшине кайса вырнаçрĕ. Хура тумпа, хура тутăрпа вăл Ларисăна мăнастирте пурăнакан пекех туйăнса кайрĕ. Тĕссĕр пусмапа витнĕ тĕкĕр курнă хыççăнхи пекех тепĕр хут çӳçенсе илчĕ, анчах малтанхи пекех çан-çурăм сӳлетмерĕ, алăсенчен вăй тармарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...