Чи пĕчĕк патшалăх :: Аслă амăшĕ
— Кашни япалан хăйĕн вырăнĕ пур, — тет вăл хăйне асламăшĕ тахçанах вĕрентсе каланă сăмахсемпе. — Çавăнпа та ăна эпĕ илсе çакрăм, мĕншĕн тесен саппуну сан ялан кантра çинче çакăнса тăнă. Юратать вăл унта типсе тăма.
Асламăшĕ Вихтĕр çумне ларать, куçран шăтарасла пăхать. Ачалăхри калаçу тепĕр хут çаврăнса çитнĕшĕн шутсăр хĕпĕртет вăл.
— Чăннипех Муку пек эс, Вихтĕр. Ну, — сăра ярса мăнукне тыттарать, — чипер çӳремелле пултăр. Пысăк юхан шывсем урлă турпас пек путмасăр ишме, çӳллĕ тусем урлă ăмăрт кайăк пек вĕçе-веçе каçма ăнăçу сунатăп. Урхамаху ан путтăр сан, — кинеми Вихтĕр салтак çулне хăвăрт çитнинчен тĕлĕнме тытăнать. — Анчах хуп сăпкараччĕ эс... Анчах кăвар валеçсе çӳреттĕнччĕ... Анчах Ямаш вăрманĕнчен хăрăк çапă-мĕн турттарса килсе параттăнччĕ... Пăх халь, салтак!.. Тавсье, мăнукăм... Урхамаху ан такăнтăр.
— Асанне, халь çарта урхамахсем çук. Ĕлĕк пулнă вĕсем. Халь унта машина, техника...
— Чим, юхан шывсем пур-и?
— Пур.
— Вĕсем типмен-и?
— Типмен.
— Апла тăк салтакăн вĕсем урлă каçма тивет-и? Тивет. Урхамахпа-и унта, хурçă утпа-и — маншăн пурпĕр. Ту çине хăпар та шыва ан — манран чару çук, каялла вара тĕрĕс-тĕкел çаврăнса кил. Халь вăрçă самани мар-ха та... Çапах... Мĕнле калас... — сасартăк шывланнă куçĕнчен çутă тумлам ӳкет чĕрçи çине. — Эсĕ ман Муку вырăнне юлни вĕт... Ăçта-ха, кил кунтарах, — Вихтĕр пуçне пĕксе шăршлать. — Вăт, Мукунни пекех, пуçунтан тар шăрши перет...
Служба вĕçленсен тăван тавралăхран инçетре-инçетре Вихтĕр чул ватать, станоксемпе ĕçлесе тертленет... Çулталăк хыççăн çулталăк юлать çурăм хыçĕнче. Тусем урлă каçса, тинĕссенче ишсе иртсе кайнăччĕ ун салтакри кунĕсем. Путман. Вĕçе-вĕçе каçнă. Çулсем, çулсем... Вăхăт, вăхăт. Унăн йывăр утиялĕ Вихтĕр асламăшне вырăн çинчен тăратмасть иккен. Вăй çитмест ун çĕкленсе тăрса ларма. Пусăрăнтарать те вырттарать çĕр çулалла капашса пыракан çынна. Тăван ялне таврăннă Вихтĕр йăпăрт-лăха кĕрсе вăшт кăна сирсе пăрахĕччĕ çав утияла асламăшĕ çинчен. Вырăнпа выртакана анкартине çавăтса тухĕччĕ. «Акă вăл, иксĕмĕр пĕрле шăварнă улмуççи! — тейĕччĕ. — Кур, асанне, мĕн чухлĕ çимĕç ун! Астивсе пăхсамччĕ».
Тепре шутлать те Вихтĕр, апла калама чĕлхе çаврăнмасть. Этем хăйшĕн çеç пурăнмасть. Пĕрисем лартса хăварса чĕртеççĕ, ыттисем, тымар паракан сĕткенпе чăмăртаннă çимĕçсене çисе рехет кураççĕ, ваттисене тав туса пулас ăрушăн тăрăшаççĕ. Вăхăт асламăшĕн хăлхине темпе мăкласа кайнă иккен, утмăл турат евĕр сенкер пулнă куçсене тĕссĕр сăрпа витнĕ. Пурăнать çапах та этем, ашшĕ-амăшĕн ятне те астумасть. Хăй таврашĕнче пурăнакансем те халь уншăн пурте «такамсем» ятлă. Аслă ывăлне те, Вихтĕр ашшĕне, палламасть.
— Ман атте сан ывăлу пулать, — ăнлантарать ăна Вихтĕр. — Кĕркури ятлă вăл. Астăватăн-и ăна? — кăшкăрса калаçать мăнукĕ асламăшĕ илттĕр тесе.
— Кури? Астумастăп, такам вăл.
— Сан ывăлу.
— Э-э, — тин ăнлананçи пулать хайхи, — апла-иç... Пурччĕ пулас çав ман ун ятлă ывăл. Сывă-и-ха, пурăнать-и?
— Ара, анчах кĕрсе тухса кайрĕ вĕт, куркапа сĕт парса хăварчĕ, — хуравлать мăнукĕ.
— Эсĕ хăв кам?
— Вихтĕр.
— Кам Вихтĕрĕ?
— Кĕркури ачи.
— Кам Кĕркурийĕн?
— Ара, сан ачун ачи эп!
Те ăнланчĕ асламăш, те ăнланмарĕ вуçех — пĕлеймест Вихтĕр. Мĕнле апла паллаймиех пулса каять-ха этем? Куçĕ вăйсăрланнă ĕнтĕ... Çын çынна сасран уйăрса илекенччĕ... Э-э, хăлхи мĕн терĕм-çке... Епле-ха апла? Пĕрле пач уйрăлмасăр пурăнаççĕ-пурăнаççĕ çынсем, кайран вĕсене вилмесĕрех вăхăт уйăрать. Вăхăт, вăхăт... Çыншăн вăл тус та, тăшман та; çыншăн вăл ĕнерхи те, пуласси те; вăл — иртнĕ кунсен тĕттĕмлĕхĕ, йăпану, ыранхи çутă ĕмĕт. Вăхăт виçĕ сыпăклă: ĕнерхи, хальхи, ыранхи. Вăл хăйне хăй улăштараймасть, кĕскетеймест, вăрăмлатаймасть, пĕреймест, сараймасть. Вăхăт, эс — чи вăйли, эс — чи хăраманни, чи шиксĕрри, чи чĕмсĕрри, çуратаканни, вĕлерекенни...
«Асаннӳ йывăр выртать» текен хута илнипе яла килсе çитнĕччĕ Вихтĕр. Вăл, асламăшĕ çумĕнче лараканскер, ун çамки çине нӳрĕ татăк хурать, шыв ыйтсан тăратса лартса ĕçтерет, «такамсемпе» çеç тăрса юлнă çынна ватлăхран самантлăха та пулин хăтарма хăтланать. Эккей, çĕр çинчи пĕр çынна та пĕлми-паллами, асра тытми пуличчен пурăнма пултарать иккен этем... Анчах чим-ха, мĕн тет ку ватă çын?
— Ах, çав Муку мĕн-ма самантлăха та пулин килсе курмасть-ши пĕрре? — мăкăртатать вăл. — Ача мар, ача мар... Шыва путнă чул пек çухалчĕ таçта... Мукутеп, Муку...
— Мĕнле Муку? — хăй хăлхине хăй ĕненмест Вихтĕр.
— Ман пĕр Муку çеç пулнă... Ма апла ыйтатăн? Кам эс? — тĕпчет салтак амăшĕ.
Те ăна лăплантарас тесе, хĕрĕ, Елен, ун патне пырать: «Анне, лăплан. Муку вăл, Муку килчĕ салтакран», — тет.
«Муку» сăмаха илтсен асламăшĕ чĕтрекен аллипе Вихтĕре хăй енне туртать те питĕ тимлĕн хыпашлать ун пуçне, хыпалать çеç те мар — шăршласа та пăхать, сылтăм алла тĕрĕслет.
— Муку мар ку этем. Мукун пуç лĕпкинче шакла вырăн пулма тивĕç, — ăнлантарать пурне те манса кайнă карчăк. — Ун пуçĕнчен ялан тар шăрши кĕретчĕ. Ман Мукун ак çак аллинче хăрах пӳрни çукчĕ. Кам пуль ку, Вихтĕр пуль ку? Муку вырăнне юлни. Ах, усал, улталама пĕлет тата. Салтакран килнĕччĕ-и-ха эс, Вихтĕр?..
«Такамсемпе» çеç тăрса юлнă асламăшĕ хăйне самантлăха та пулин «шыраса тупни» урăм-сурăм хĕпĕртеттерет Вихтĕре, çав хушăрах кулянтарать те. Ун куçĕнчен вĕри тумлам йăрласа анать, асламăшне ĕçтерме тесе янă чей куркине ӳксе кайăк чĕппи имшеррĕн шиплетнĕ евĕр сасă кăларать...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...