Чи пĕчĕк патшалăх :: Аслă амăшĕ
Ача-пăча пек пуянни никам та çук çĕр çинче: вăл çитмест те ку çитмест тесе нăйкăшмасть. Çут çанталăкра мĕн пур — пĕтĕмпех унăн пуянлăхĕ. Çĕрте армак-чармак патак выртать-и — унтан-кунтан хуçатăн та, пистолет-наган хатĕр; çырмари вĕтĕ чулсем, пӳрне вĕçĕ пекскерсем, рогатка-пăшал пульлисем вырăнне аван пыраççĕ; турпассемпе хăйпăк таврашне речĕпе чиксе тухнă тăк — çывăхрах чикĕ, кунтах пограничникĕсем те пулма тивĕç; тулса ларма пуçланă çĕр улми пуссисенче вара тĕрлĕ штабсем, окопсем, дзотсем... Çавăнпа та утлă çарла выляма шут тытнă ачасем нумай кулянса тăмаççĕ, йăмра хуллисенчен хĕçсем тăваççĕ, кĕвентесенчен — лашасем. Кĕрен чечеклĕ куршанак-пакунĕсем вĕсен мĕнлерех тата! Генералĕ те пур ачасен. Кăкăр тулли орден-медаль çакса тултарнăскер, утлă çарĕпе «нимĕçсем» еннелле çунтарса пырать. Ах, паттăр та юлан утçăсем, сиккипе вирхĕнекен лашисем çинчен анмасăрах хуллисемпе чашлаттара-чашлаттара пыраççĕ. Хупах вăл — «лайăх мар» курăк, унта час-часах тăшман пытанса выртать. Вихтĕрĕн чарăнма пĕлмен урхамахĕ тăшман «мина лартса» хăварнă вырăна — вĕлтĕрен тĕми хушшине асăрханмасăр чаштăртатса кĕрсе каять. Çук, мина шартлатса çурăлни илтĕнмест-ха, анчах та куçа курăнман пин-пин «осколок» ӳт-тире вĕтелеме тытăнать. Йывăр аманнă салтака, кĕске йĕм пĕççиллĕскерне, çерем çинче айлатса лараканскерне, кĕтмен-туман чухнех пырса тухнă санитарка — асламăшĕ çавăтса каять. Хăрушсăр вырăна. Тăшмансем çук çĕре. Лазарета эппин. Канма та сывалма.
— Эх, эсĕ те çав, салтак, кăшт аманнипех нăйкăшатăн, — тăварлă шывпа ача ал-урине сĕрет вăл. — Капла вĕлтĕрен вĕтелени хăвăртрах иртсе каять, ӳт-тир шатраланса кĕçĕтмест. Ан кулян, кунашкал «мина» сывлăхшăн пĕртте сиенлĕ мар. Вĕлтĕрен вăл — эмел кукашшĕсенчен пĕри.
— Чăнах-и?
— Ара, чăнах ĕнтĕ.
Санчаçран — асламăшĕ килĕнчен — тухнă-тухман салтак ура çине тăрать. Хальхинче вăл юлан утçă мар ĕнтĕ, хальхинче вăл паллă та хăюллă разведчик. «Нимĕçсем» патне кайма тухнăскер, карта хĕррипе çырманалла шăвать. Аллинче — граната: тымарĕпе тăпăлтарнă хĕвел çаврăнăш туни. Анкарти хыçĕнче, çĕр улми пуссинче, тăшман штабĕ пулма тивĕç. Кăкăрĕ-çурăмĕ çине те медальсем çакса тултарнă хастар разведчик хăвăрт шăвăнса çитет унта, хĕвел çаврăнăш тунине — элес-мелес хăрушă гранатăна — ывăтать те тăшмансен аманнă генералне, Варук Вали ятлăскерне, хамăрăннисем патне вăйпах çавăтса каять. Салтака паттăр та хăюллă пулнине шута илсе çине-çинех разведкăна яраççĕ. Каллех хырăмпа шума тивет ун, анчах та нумай каяймасть, «засадăна» — асламăшĕн аллине — çакланать.
— Кил-ха, хаклă пурлăхна çаратса юлам, — тет те лешĕ саппун вĕçне майласа тытса сăмса айне ним шеллемесĕр типĕтсе илет. — Ку япалана çынна кăтартса ан çӳре, унсăрăн паттăр салтак пулаймастăн. Ăнланатна? Кĕçех çиччĕ тултаратăн эс, кĕçех, кĕркунне, шкула каятăн. Макçăм Лекçейчă, пĕрремĕш класс учитли, сăмса айне йĕпетсе çӳрекенскерсене килĕштермест, çавăнпа та, ачам, хăвăнах тасатма хăнăхмалла унашкал япалана... Ну юрĕ, атя киле, кунта ур-ра! кăшкăрса çитет. Епле, «нимĕçсене» пайтах тӳпкерĕр пуль паян?
Вихтĕр çырманалла çаврăнса пăхать. Унта «нимĕçсем» килĕсене саланма тытăннă ĕнтĕ, пакунĕсене хыва-хыва переççĕ. Вĕсен генералĕпе — Варук Валипе — Вихтĕр тем пайласа пĕтереймен пулас та, килĕсем еннелле утнă май, асламăшĕ сисиччен, пирĕннисен разведчикĕ лешне чышкипе юнаса илет. Вали, хăй генерал пулин те, намăс-симĕсе пĕлмесĕ-рех чĕлхине япăлт кăларса кăтартать. «Атя, атя», — текелесе асламăшĕ Вихтĕре вăйпах çавăтса пырать. Мăнукĕ вара пуçне каялла пăрса хутран-ситрен те пулин юнаса илет-илетех. Генералĕ тĕмеске çине хăпарса тăнă, икĕ аллипе сăмси умĕнче «сăрнай» туса ни-ки, ни-ки-ники-ни-ни-и тесе витлет.
Килне çитсен хапхана уçать кăна асламăшĕ, качакасем кĕпĕрленсе пырса тăраççĕ ун умне. Пĕри, чи пысăкки, Вихтĕр патне пырать, вăрăм та шурă сухалне каçăртса куçран шăтарасла пăхать. Куçĕ çумăр тумламĕ кӳлленчĕке ӳкнĕ хыççăн тухакан хăмпă пекех. Тем ыйтса малти урипе тăп-тап пускаласа илет качака.
— И-и, сана сума маннă-иç эп паян, унпа тапăртатса тăратăн кунта, йăпăлти, — асламăшĕ тарăн чашăк илсе тухса карта çумнелле, курăклăрах çĕрелле, утать. Качакасем те унран юлмаççĕ, хыçран кĕпĕрленсе пыраççĕ.
— Ах, çаксене, ытла сĕмсĕр, пĕр шит юлинччĕç хăть кĕтӳрен киле килсен, — карăнса кайнă çилĕллине сума пикенет асламăшĕ. Чăр-чăр тăвать, çатăртатать, кăпăкланать чашăкри сĕт. Вихтĕр кăкшăм илсе тухать. Суса пĕтерсен асламăшĕ сĕте кăкшăма стаканпа виçе-виçе ярать.
— Пĕрре, — шутлать хăй. — Ку Елен аппу валли. Иккĕ... Аçу валли. Паян хапха юпине, чалăшнине, сыпса лартма килеп тенĕччĕ. Ахăртнех, урăх йышши ĕç тупăнчĕ пулас — çитеймерĕ. Виççĕмĕшĕ Петя пиччӳне пултăр.
— Асанне!
— Мĕн?
— Миçе стакан пулчĕ?
— Çиччĕ. Ме, çиччĕмĕшĕ сана пултăр. Эс манăн çиччĕмĕш мăнук вĕт... Халех ĕç. Ăшă сĕт сиплĕ вăл.
— Асанне, эс миçере?
— Çитмĕл çиччĕре.
— Эпĕ миçере?
— Çиччĕре.
— Çитмĕл çиччĕре миçе çиччĕ унта, асанне?
— Вун пĕр.
— Апла эс манран кăшт кăна ватă-иç. Сана кĕçех хăваласа çитетĕп капла.
— Сан малтан шутлама вĕренмелле, ачам. Нумай вăл çитмĕл çиччĕ. Шутсăр нумай. Тем те куртăм пуль вăл хушăра: çитмĕл çичĕ тĕрлĕ хурлăх, çитмĕл çичĕ тĕрлĕ инкек.
Качакасемпе ĕç-пуçа вĕçлесен ваттипе вĕтти пӳрте кĕреççĕ. Асламăшĕ кăмакаран хăпарту кăларать. Çап-çаврака вăл. Хĕвел пек. Хĕрлĕрех те, сарăрах та. Пĕçерет. Кăнтăрлахи вăхăтра хĕртсе пăхакан хĕвел евĕр.
— Пĕрре... — тенкел çине кăларса хурать хăпарту таврашне асламăшĕ, — иккĕ... — кăмп-кăмп çапса пăхать вăл. — Виççĕ... Ах, лайăх пиçнĕ ку.
Чи юлашкинчен кăлараканни — çиччĕмĕшĕ. Ыттисенчен пĕчĕк вăл. Кăмакари кĕтесе, пушăрахскерсене, хума тесе унанăскер. Асламăшĕ пĕчĕк хăпартăва варринчен хуçать. Тутлă пăс тапса тухать.
Ачан чăтма çук çиесси килсе каять.
— Сывла! — тет хăй пăсланакан çăкăра ача тути патне илсе пырса. — Тарăнрах сывла. Сывлăша çăварпа туртса ил. Сывла, сывла, ан хăра. Пур енчен те аван вăл ыраш çăкăрĕн вĕри пăсĕ.
Пĕр кана вĕри пăспа сывлаттарсан çăкăрне алла тыттарать.
— Çи.
— Ай, вĕри ку, тытма çук пĕçерет.
— Ачашрах иккен эс, — хавхалантарма тытăнать асламăшĕ мăнукне. — Акă эпĕ алла кăвар хума та пултаратăп, — ал тупанĕ çине кăвар хурать вăл. — Эсĕ çăкăр та тытаймастăн.
— Сан аллуна кăвар ма пĕçертмест, асанне?
— Икĕ аллăмран ĕмĕрĕпе хĕрӳ ĕç татăлма пĕлменрен алă тупанĕсем хытса, пирчесе ларнă ман. Çак алăсем тунă ĕçсем, ахăртнех, кăвартан та хĕрӳрех пулас, — чӳречерен пăхса илет асламăшĕ.
— Асанне, ку кам медалĕ? — ыйтать Вихтĕр малти кĕтесре çакăнса тăракан медаль çине аллипе сулса.
— Аçун.
— Тата пур-и ун?
— Пур.
— Миçе?
— Çиччĕ.
— Кам панă вĕсене?
— Çĕршыв.
— Мĕншĕн çиччĕ таран панă?
— Кашни ача пуçне пĕрер парас тенĕ пуль. Эсир çиччĕн вĕт, — хуравлать асламăшĕ чеен кулса. — Халĕ вырт, çывăр, ыран, тен, татах вăрçа каймалла пулĕ те, — текелет ватă çын. — Ух, сана, сĕлехеллĕ çум çаккине, мĕншĕн ыттисенчен ытларах юрататăп-ши эп? — çемçе çĕртен лăп-лăп тутарать хай-хи. — Муку пекрех çав эс. Ия, каснă лартнă Муку.
— Асанне, кам вăл?
— Çывăр. Эс пĕлместĕн ăна.
— Кала, вара пĕлетĕп. Кам вăл Муку, асанне?
— Аçун шăллĕ. Эс çураличченех салтака кайрĕ те каялла килеймерĕ. Юлан утçă пулнă вăл. Юлташĕ çырса пĕлтернĕ тăрăх, пĕр пысăк юхан шыв урлă каçнă чух, çывăхра снаряд çурăлнипе, лашикачки путнă, — вăраххăн, аран-аран илтĕнмелле ка-аса парать асламăшĕ. — Ну, шутсăр йăрăччĕ хăй, кĕç-вĕç хĕм сирпĕтсе кăларас пек утса çӳретчĕ. Сылтăм аллинче тăватă пӳрне çеçчĕ, çапах та Муку тума пĕлмен ĕç çукчĕ. Ялан ĕçреччĕ, çӳçĕнчен ялан тар шăрши кĕрсе çӳретчĕ.
— Ман çӳçрен шăршă кĕрет-и?
— Кĕрет.
— Тар шăрши-и?
— Тусан шăрши. Пĕчĕк чух хăй чикки айне пырса тăнă та вăл пĕринче кăвар ӳксе пуçне пĕçертсе янă. Ах, пин-пин çын хушшинче те шыраса тупнă пулăттăм эп ăна куçа хупсах — майĕ çук.
— Куçа хупса? Мĕнле майпа?
— Алăпа шакларах пуçне хыпаласа, сăмсапа тар-
лă çӳçне шăршласа, — тет те асламăшĕ пĕр кана шарламасть. Унтан каллех каласа пама тытăнать. Васкамасăр. Шутласа. Майĕпен: — Шутсăр тимлĕччĕ Муку ывăлăм. Кашни япалана хăй вырăнне хуратчĕ. Вăл енчен эс начартарах. Урамран кĕнĕ-кĕмен кĕпӳне хывса петĕн. Ăçта выртать вăл халь?
— Сак çинче.
— Унта мар.
— Апла... Апла сак айĕнче.
— Унта та мар.
— Тата ăçта вăл?
— Кăмака çумĕнчи кантра çинче.
— Хей, мĕнле майпа хăй тĕллĕнех унта вĕçсе хăпарнă вара вăл? Эп ăна сак çинелле петĕм-çке...
— Çапла, асаннӳ аллипе пĕрле вĕсем хăйсем тĕллĕнех куçса çӳреççĕ. Ялан хăйсен вырăнĕсене шыраса тупаççĕ сан япалусем ют алă пулăшнипе, — мăнукне утиялпа витет асламăшĕ. Сисет Вихтĕр, ура тупанĕнчен çӳлелле тепĕр утиял — ыйхă — йывăррăн çĕкленсе хăпарать те ăна тĕлĕнмелле канлĕх айне туса хăварать...
Шкул! Пĕррехинче Вихтĕре, «иккĕ» паллă илнĕшĕн Макçăм Алексеевич уроксем хыççăн хăварнăччĕ. Вĕренме хăйсен ялĕнчен çухрăм-çухрăм çурăра ларакан Вăрманкаса çӳретчĕç Тăванкасси ачисем. Килне таврăннă чухне Вихтĕр хăйсен ялнелле пĕр мучи хăвăрттăн танкăшса пынине асăрхать. Уй-хир урлă каçнă чух ялан кичем Вихтĕре. Çавна пулах вăл утнă чух утса, чупнă чух чупса мучие хăваласа çитет. Вăт утать лешĕ! Кĕреçе сухалĕ икĕ еннелле сапаланса-вĕлкĕшсе пынине курма кăна пулать хыçалтан. Вăл Кипеккассинчи Хĕветут мучи иккен. Ăна палламан çын ку таврара çуках пулĕ. Питĕ нумай пурăннăран сарăлнă унăн ячĕ. Вихтĕре асăрхасан унччен сухалне самай вĕлкĕштерсе пынă мучи уттине чакарать.
— Ăшă пулчĕ-им, шĕпĕн? — тет вăл ырă кăмăллăн ача куçĕ çине анса ларнă карттуса çӳлерех хăпартса.
Хăйне «шĕшлĕ» е «шĕпĕн» текенсене килĕштерсех каймасть пулин те, Хĕветут мучие тарăхмасть Вихтĕр, ним пулман пекех кĕскен:
— Ăхă, — тет.
— Хăш ял ачи эс?
— Тăванкассинчен.
— Кам ачи?
— Çтаппан Кĕркурийĕн.
— Çтаппан Кĕркурийĕн?.. Хм... Çтаппан Кĕркурийĕн тетĕн апла? Сан пек Али паттăр ӳстерчĕ те пулать-и-ха вăл, Çтаппан Кĕркурийĕ? Хăй те анчахрах ачаччĕ вĕт-ха! Пĕлетĕп Çтаппан Кĕркурине, аван пĕлетĕп. Аслаçупа та эпир çывăх туссемччĕ. Тахçан-тахçан, çуркунне, çакăнта крахмалланнă çĕр улми пухнă чухне, унпа эпир çăпатасене лапрана лартса хăварнăччĕ. Лайăх çынччĕ вăл. Ăш-чиккипе аптăратчĕ аслаçу. Ахальтен паянхи кун та ман пекех танкăшса çӳренĕ пулĕччĕ-и тен... Эх-ха-хах, ватăлатпăр, ватăлатпăр... Кăх-хăм... Ав, мур илесшĕ, ӳсĕрекен пултăм тата. Хăямат, пĕр çирĕм-вăтăр çул каялла Нурăс пасарне кайсан пĕрисем патне шыв ĕçме тесе кĕнĕччĕ. Лешсем уйран пачĕç. Шутсăрах тарланăччĕ те, сивĕ уйран лкилĕшмерĕ курăнать. Çавăнтанпа тем ӳсĕрттерет халь. Ах, кăх-хăм, çавах вĕлерет ĕнтĕ.
Хĕветут мучи миçене çитнине ыйтса пĕлес килет Вихтĕрĕн.
— Мучи, — тет вăл карттусне çӳлерех хăпартса, — эсĕ халь миçере?
— Миçере? Хе, шăркалчă, миçере теме пĕлет тата. Кам пĕлет ăна, эп миçерине? Хăш-пĕрисем темиçе çул каяллах эсĕ тăхăр вуннăра тетчĕç, теприсем — тăхăр вун виççĕре... Хутне-мĕнне паман та ăна пире ĕлĕк, кам пĕлет мана: те çĕр те вуннăра, те çĕр те вун виççĕре.
— Хăв хăçан, хăш çул çуралнине пĕлетĕн пулĕ, мучи?
— Çук, пепкем, çуралнă çула та астумастăп. Çĕнĕ самана пуçланнă чухнех эпĕ çакăн пек çăра сухаллăччĕ.
Чылайччен калаçмасăр пыраççĕ мучипе ача, юлашкинчен шăплăха Хĕветут мучи татать:
— Эсĕ, Кури тĕпренчĕкĕ, шкултан капла пĕчченех таврăнатăн-çке?
— «Тăван сăмах» учителĕ уроксем хыççăн хăварчĕ.
— «Иккĕ» çаклатрăн-им?
— Çапларах пулчĕ çав, мучи... Макçăм Алексеевич «иккĕ» лартса пачĕ.
Хĕветут мучи утнă май ача карттусне тата çĕклесе хăпартать:
— Нумай вуламалла, ачамккă, лайăх вĕренес пулсан. Пирĕн вăхăтра вăн пĕр сас палли те вĕренме май килмерĕ. Халĕ çăкăр-тăваршăн кулянмалли çук. Кĕпе-тумтир таврашĕ питĕ, мĕн кирлĕ çавă пур — вĕрен кăна.
Хĕветут мучи сăмахĕсем хыççăн намăсланса Вихтĕрĕн пичĕ пал-л пĕçерсе каять.
— Эсĕ лайăх ача, — терĕ мучи пач кĕтмен чух.
— Ма апла шутлатăн ман пирки?
— Намăсланма пĕлетĕн.
— Эп намăсланма пĕлни ăçтан паллă?
Питӳ сасартăках хĕрелсе кайнинчен...
Хупах-вĕлтĕренпе кĕрешнĕ ачалăхпа капан-çĕмелпе тĕркĕшнĕ çамрăклăх, çапнă чулран чĕлтĕртетсе тухнă икĕ хĕлхем пек, куç умĕнчех иртсе каять. Халĕ чӳречерен пăхать те Вихтĕр урамра пĕчĕк ачасем аппаланса ларнине, уйăх çине «ракета вĕçтернине» курать. Улшăнать вăхăт — ачалăх этемшĕн юлать. Вăйăсем те улшăнаççĕ — ачалăх асран каймасть. Ачалăх — çын пурнăçĕнчи чи пысăк уяв. Чи кӳренмелли вăл — унта тепре кайса курма çукки, Куç умĕнчен нихăçан кайма пĕлмен ӳкерчĕк пур Вихтĕрĕн... Яшлăхра, ытти йĕкĕтсен пекех, салтака кайма черет çитнĕччĕ. Çар комиссариатĕнчен хут килсенех ашшĕ ăна тăван-хурăнташа, чи çывăх тусĕсемпе юлташĕсене хăйне ăсатма пыма йыхрав каласа тухма хушать. Чи çывăх çын? Кам вăл, чи çывăххи?.. Анне? Вăл килтех. Атте те куллен унпа юнашар. Ара, асанне мар-и тата? Вăрçă çулĕсенче аннӳ таçти вăрмансенче тĕркĕшсе çӳренĕ тапхăрсенче каçсерен кам лăпка-лăпка çывратнă сана? Асанне! Каçсерен чăх çăмартипе сĕрсе кам сипленĕ сан шип-шипленнĕ урусене? Асанне! Тухса чупать Вихтĕр асламăшĕ патне. Чи малтан.
— Вихтĕр, — тенине илтет вăл асламăшĕсен пахчин кĕтессине çитсен.
— Асанне!
Пахчара, çулçине тăкнипе çаралса кайнă, кĕрхи сивĕпе ĕнтĕркеме тытăннă улмуççисем айĕнче, çӳп-çапа кĕреплепе пуçтарать асламăшĕ. Самай курпунланнă вăл, пичĕ-куçĕ пĕркеленнĕ. Вихтĕр, хăйне сахал мар çупăрланă, хăлхаран та пайтах пăрнă ырă этеме ĕмĕрĕнче малтанхи хут курнă пек, тимлĕн сăнать: «Хăш вăхăтра улшăнма ĕлкĕрнĕ пулать-ха асаннен аллисем? Унчченхичен те хăмăртарах вĕсем, тулса тăкăннă мăйăр хуппи пек. Апла та капла авкаланса выртакан юн тымарĕсем пысăкланнă. Темле, кантра евĕр курăнаççĕ. Хăмăр тутăр айĕнчен ку-рăнакан çӳçĕ кĕрхи çилпе кĕç-вĕç вĕçсе саланас кĕл пекех: те шурă вăл, те кăвак — тăрук ăнланма çук. Куçĕ кăна улшăнман иккен. Ырăпа усала çийĕнчех асăрхаканскер, мăнукне малтанхи хут курнă чухнехи евĕр сăнать...» Вихтĕр çапла шутласа хăй мĕн сăмахпа килнине калать.
— Сан ят тухнă апла? — кĕрепле аври çине таянать ватă çын. — Инçете каятăн ĕнтĕ... Салтака... Тен кĕрсе тухатăн ман пата? Асаннӳ тӳшекĕ çинче «пулă тытнисене» аса илĕпĕр кăштах...
Ытти тăван-пĕтен патне çитме чунтан-вартан васкани пирки çăвар уçма вăй çитереймест Вихтĕр, çӳллĕ мар карта урлă ялт сиксе каçать те асламăшĕпе пĕчĕк пӳрте кĕрет. Еçленĕ чух кăшт йĕпеннĕ саппунне салтса сак çине хурать, мăнукне хăналас шутпа хыпкаланма тытăнать ватă çын. Сĕтел çине ĕçмелли-çимелли лартать, вара сак патне пырать те тем шырама тытăнать. Аптăраса сак айне те пĕшкĕнсе пăхать.
— Чиперлесех çакăнта хуратăп пуль терĕм-çке, — мăкăртатать хăй.
— Мĕн шыратăн, асанне?
— Саппун,
— Саппуна сак çинче тупаймăн. Вăл унта мар.
— Ăçта?
— Ав, кăмака çумĕнче кантра çинче.
— Ай-уй, мĕнле майпа çитнĕ вăл унта? Эп ăна сак çине хутăм вĕт-ха.
Вихтĕр тахçанхине аса илсе шӳтлеме тытăнать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...