Ытама кĕреймен юрату :: Юрату çук çĕрте пурнăç та çук
Чун савнине туртса илнишĕн эпĕ Ялампие нихăçан та ылханман, усал сунман. Кӳреннĕ, тăвăлса çитнĕ чунăма çемçетме пайтах куççуль юхтарнă. Çапах та вĕчĕ тытса çӳремен — каçарнă. Турă та каçартăр.
Çын куççулĕ çĕре ӳкмест тени тӳрре килчĕ-ши — Ялампипе Лявуç та пĕрлешсе телейлĕ пулаймарĕç. Вĕсем чаплă кил-çурт лартма вăй çитерчĕç-ха, анчах ăшă йăвара шăкăл-шăкăл пурнăçпа пурăнаймарĕç, ăна чун ăшшисĕр сивĕтрĕç. Çын телейне туртса илекене Турă та пиллемест пуль çав. Халĕ çакна пурнăçри тĕслĕхсемпех çирĕплететĕп.
Пĕррехинче, Лявуç виличчен уйăх-уйăх çурă маларах, дачăна кайма тухнăччĕ. Автовокзала кĕтĕм, билет туянтăм. Автобус тапранса кайиччен кăштах вăхăт пур-ха, çавăнпа канмалла тесе тенкел çине лартăм. Пăхатăп — мана хирĕç пĕр арçын ларать. Çийĕ-пуçĕ ним латти çук, çапкаланчăксенни пекех тирпейсĕр. Çӳçĕ-пуçĕ те арăш-пирĕшле — пăхма хăрамалла. Анчах тути каснă лартнă Лявуçăн.
Эпĕ çав çынна сăнама пуçларăм. Çакна вăл та асăрхарĕ пулас, ман еннелле куç хӳрипе пăхса илчĕ те хăяккăн пăрăнса ларчĕ. Лявуç-ши е вăл мар-ши? Иккĕленĕве сирсе яма арçынпа сăмах пуçлас терĕм. Аякран кăшкăрма аван мар, ун патнерех пытăм. Çак тĕллевпе алăри карçинккана тенкел çине лартрăм. Мĕн ку — вăл çук та... Хайхискер çĕр çăтнă пекех куçран çухалчĕ.
Вăл урăх вырăна куçса ларнă тесе зала пăхса çаврăнтăм. Ниçта та курăнмасть. Куç ултавĕ пулчĕ-ши ку е чăнах Лявуçа куртăм-ши — пĕлместĕп. Вăл çынна урăх тĕл пулман.
Кĕçех палланă çынсенчен çакăн пек хыпар илтрĕм: Лявуç çемьери пăтăрмахсене пула пурнăçран уйрăлнă. Усал хыпара çил те çавăрать тенешкел çак пӳкле ĕç пирки халăхра тем те пĕр калаçрĕç. Пĕрисем: «Лявуç юлашки вăхăтра ĕçке ярăннăччĕ, çын майĕ-сĕмĕ юлманччĕ. Ĕçсе-йăваланса çӳресех вилчĕ», — теççĕ. Теприсем ун вилĕмĕшĕн арăмĕпе ачисене айăплаççĕ, çавсемех ăна тĕп тунă имĕш. Ĕлĕкхи суранĕ тепĕр хут çĕнелнĕрен вилнĕ текен те пур. Çын сăмахĕ пуçа çавăрать — хăшĕ вĕсенчен тĕрĕс пулнине пĕлме çук. Çакна çеç пĕр иккĕленмесĕр татса калатăп: юрату çук çĕрте пурнăç та çук.
Юратăва чунра пытарса усрасси ытла та йывăр. Хĕрӳ туйăма ăшра пăчăртаса икĕ хутчен çемье çавăртăм пулин те пирвайхи юрату хĕлхемĕ тĕлкĕшме пăрахмарĕ, хама пӳрнĕ пĕртен-пĕр чун савнинчен сивĕнеймерĕм. Эпĕ Лявуçа ĕмĕр тăршшĕпех кĕтрĕм, шырарăм, анчах чунтан кĕтнĕ тĕлпулу пулаймарĕ.
Юратури ултав — общество инкекĕ. Ăна пула мĕн чухлĕ çын телейсĕре тухать, мĕн чухлĕ çемье арканать, мĕн чухлĕ ача çурма тăлăххăн е хăр тăлăххăн çитĕнет. Питĕ шел, тĕрлĕ сăлтава пула çак инкек сарăлсах пырать, этемлĕхе малалла аталанма чăрмантарать.
Ку чухнехи статистика çĕнĕрен чăмăртаннă мĕнпур çемье икĕ-виçĕ çул хушшинче çурри ытла арканнине çирĕплетет. Çак тӳнтерлĕхĕн тĕп сăлтавĕ — мăшăрланакансем юратăва пурнăç тыткăчи вырăнне хуманни.
Тав Турра, пурнăç малаллах шăвать. Хальхи вăхăтра та пĕр-пĕрне чунтан юратакансем пур. Эпĕ, çитмĕл урлă каçнă асанне, паянхи савнисене таса юратăва упрама чăтăм-тӳсĕмлĕх, асăрханулăх сунатăп, Эсир пирĕн йăнăша ан тăвăр. Туйăмлă сăмахсене çыру урлă çеç мар, куçран калама та май тупăр. Куçран пăхнă чух таса юрату савăнăç пулса ялкăшать, ултав вара туйăма хирĕç пăхма хăяймасть.
Манăн шутлă кунсем юлнине сисетĕп, çапах та савнă çыннăма калама хатĕрленнĕ сăмаха хальччен те асран кăларман. Ăна текех ăшра тытса усраймастăп, пурте илтмелле калатăп — кӳтнĕ чунăм уçăлтăр.
Чун савнисем! Çамрăксем! Таса Юрату пуррине ĕненетĕр пулсан савнă çыннăра (мĕнпур чун хавалĕпе) юратăр, ĕненместĕр пулсан та савнă çыннăра хĕртĕнмелĕх чун ăшшине парăр. Çакна асра тытăр: юрату енне ярса пусни — чи кĕрнеклĕ утăм. Çак утăма турăр пулсан, унăн çирĕп йĕркине те пăхăнăр. Унсăрăн пурнăç тыткăчи пĕтет, этем хăй хакне çухатать.
Паянхи савнисем! Аслă Тĕнчере килĕшӳллĕ хутшăнура пурăнăр, юратмалла юратăр. Пурнăç тăсăмĕ — сирĕнте. Ытама кĕнĕ юрату кăна кун-çул сукмакне такăрлатать. Кирек мĕнле лару-тăрура та юратуран ан ютшăнăр: вăл — çутçанталăк парни.
Анюк аппа каласа пĕтерчĕ те çырусене чĕрçи çинчен пуçтарчĕ, каллех шап-шурă тутăрпа тирпейлĕн чĕркесе çыхрĕ, унтан хутаçа чикрĕ.
— Вĕсем малашне те кирлĕ пулĕç-ха. Унта ахаль сăмахсем мар, чун савнисен саккунне кĕме тивĕçлисем, — терĕ вăл.
— Анюк аппа, эсир таса юратăва упрамалли халиччен никам уçман çĕнĕ меслет пĕлетĕр пуль? — ыйтрăм ун шухăшне тĕплĕнрех пĕлес тесе.
— Çĕнни мар, тахçанхи-авалхи, анчах тивĕçсĕр манăçа тухса пыраканни, — терĕ Анюк аппа куçран пăхса. — Çынна улталасси ним те мар, хăвна е пӳлĕхе улталама çук. Çакă мана çуйлантарать. Мăнукăм Витали те ар шутне кĕрсе пырать. Пĕррехинче унпа юрату пирки сăмах тапратрăмăр. «Романтикăлла тăмсай çеç айван хĕршĕн тĕмсĕлет,» — тесе хучĕ вăл. Пăх та кур ăна — арçын темерĕн. Эпĕ Виталие хамăн пурнăçри пĕр тĕслĕхпе паллаштартăм та, вăл шухăша ӳкрĕ. Ар пурнăçне хĕрарăм йĕркелет тенипе килĕшесшĕн пулмарĕ.
Арçын вăл çумра шанчăклă хĕрарăм пур чухне çеç вăйлă. Пӳрнĕ кун-çула таса юратăва упрассишĕнех пурăнса ирттересшĕн.
Анюк аппа тухса кайсанах эпĕ сĕтел хушшине лартăм. Çапла çуралчĕ çак хайлав.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...