Тутимĕр :: ÐиллÄкмÄÑ Ð°ÐºÑ
Тяпук
Çапли çапла, анчах салтак
Сана улпут уй-хирĕнче
Ака-суха тутарĕ-и?
Ухливан
Пăлхав çĕнтернĕ самантрах
Чăваш патши пулас пек эсĕ
Пĕсехӳне вĕрсе хăпартнă.
Халех Тутимĕр урине
Туту сан чуптума та хатĕр.
Тутимĕр хĕтĕртмен пулсан,
Мăян çăкри чăмланипе те
Пыр пирĕн тутă тăрĕччĕ.
Сана усал инкек-синкекшĕн
Чиксе пăрахăттăм, Тутимĕр!
Тутимĕр
Мана чиксен?..
Ухливан
Майра патша
Пире пăлханнăшăн каçарĕ.
Пĕр сас
Çыхас ăна!
Тепĕр сас
Тытса парас!
Ухливанпа хăшĕ-пĕрисем сиксе тăраççĕ.
Ухливан
Вилес шăпу пырса çитсен те,
Пуçна кăркка аçи пек кăррăн
Тытатăн-и, Тутимĕр шăллăм?
Пире телейлĕ тăвăн терĕн,
Шантартăн, пирĕн халăха
Вĕслетрĕн улпутсем çине,
Юхтартăн ун юнне. Юн шыв-и?
Пуçна пар, сут!
Тутимĕр
(Ухливан умне пырса тăрать.)
Сана, ача-пăчаллă çын,
Çӳçӳ те кăвакрах тесе,
Хĕрхентĕм, терĕс шухăша
Калас темерĕм эпĕ паçăр,
Чĕлхе çыхланчĕ.
Юн пирки
Асар-писеррĕн çухăрма,
Ахрат варне кĕрлеттерме
Хапу сан пур-и, Ухливан?
Юнна ху эсĕ пичкепе
Тăкса, пăлхав уйне-хирне
Шăварнă пек, суйса ан ахăр!
Пăлхав чухне ăçта çӳрерĕн,
Юнна тăкса, илемлетме
Хăв хапхуна сăрларăн-и?
Эпир юн тăкнă хыçăн тин
Чипер кукка пекех ачашшăн
Эс килтĕн сĕм-сĕм вăрмана,
Ахрат варне хăна пулма
Чи пысăк кашăкна чиксе.
Халех салтак килсе тухсан,
Сан çапăçма хĕçӳ те çук.
Эпир пĕçернĕ яшкана
Çиме çеç хатĕр кашăку.
Ухливан
Тутимĕре тытса çыхма
Пăявăм пур!
(Сăхман хушшинчен кăларать.)
Туйтирек
Халех кунта
Сана касма ман çивчĕ хĕçĕм,
Пеме кĕске пăшал та пур.
(Пистолет тытать.)
Тутимĕр
(Туйтирекпе Ухливан хушшине
кĕрсе тăрать.)
Ан тив, ан хирĕç, Туйтирек!
Тяпук
Чăваш чăваш куçне сăхать.
Чуну тулашнипе анчах
Тутимĕре вăрçатăн пулĕ, —
Тесе ахаль итлеттĕм эпĕ
Сан лăпăр-лăпăр сăмахна.
Манпа ман ачасен çумне
Çĕрле пырса выртаттăн эсĕ,
Хăвна тытаттăн мĕскĕннĕн.
Анчах та эсĕ, Ухливан,
Çĕлен иккен! Хура çĕлен!
Ачаш калаçнă пирĕнпе,
Пĕр хурантан апат та çинĕ,
Çав вăхăтра Тутимĕре
Пăвма пăяв та хытă явнă.
(Ухливанран пăявне туртса илет.)
Ха, вĕлтĕрен сӳсрен юри
Нăк явнă эсĕ, Ухливан,
Чăваш эсрелĕ, чунилли.
(Пăява хеçпе касма тăрать.)
Туйтирек
Ан кас! Хăвар, Тяпук пичче!
Тяпук
Сехреметпе мĕн тăвăпăр?
Туйтирек
Ухливана хăйне çакма
Пăявĕ селĕм.
Тяпук
Тыт, эппин.
(Туйтиреке парать.)
Тутимĕр
Мана салтаксене сутсан,
Мĕн илĕн, Ухливан пичче?
Тяпук
— Пичче! — тесе, Тутимĕр шăллăм,
Тăван чĕлхемĕр илемне,
Тархасшăн, ан варла, сыхла
Ăна хĕç çивчĕш пек таса.
Тӳр кăмăллă çынна анчах
Пичче теме юрать, ăшавлă.
Ку—кашкăр! Сарă куçлă кашкăр!
Çурхи тĕнче йĕлперленсен,
Йĕпе пуш-уйăх варринче
Чунланнă сăрă кашкăрсем
Сиксе тухаççĕ кĕртлешме,
Çӳреççĕ пысăк ушкăнпа.
Чупан амин чипер каччи
Пулас килет вĕсен пурии те,
Аманнине пĕр самантрах
Вĕсем çисе яраççĕ. Мĕншĕн?
Хăйсен юнланнă сукмакне,
Йĕрне те çухатас килет.
Асав шăлсен çапла саккунĕ!
Тискер саккун! Çак саккуна
Вĕреннĕ эсĕ, Ухливан.
Тăванлă ирĕк пурнăçшăн
Эпир, таса чĕреллисем,
Пăлхав кăварĕнче çунатппăр,
Тăкатпăр чĕрĕ юн. Шыв мар!
Ухливан
Ялта арçын тăрса юлмарĕ.
Пурте çĕкленчĕç пăлхава.
Аптранă кăвакал пек эпĕ
Уттартăм сирĕн патăра.
Туйтирек
Яшка çиме-и чăмрăн эсĕ
Ахрат варне?
Ухливан
Ăçта каям?
Ача-пăчамăм саккăрăн.
Пĕри, чи пĕчĕкки, сикетчĕ
Вăл лăнкăр-лăнкăр сăпкара.
Сăпки те çуннă мĕскĕнĕн.
(Макăрать.)
Тяпук
Тутимĕре тытса пăвма
Ху явнă селĕм пăява
Хĕрхентĕн-и? Салтаксенчен
Укçа илме кĕтеттĕн-и?
Тутимĕр
Ачусене тăрантарма
Укçа парам-и?
Ухливан
Пар-парах!
Туйтирек
Хăвна пăвма пăявлине
Питех хĕрхентĕнни, Тутимĕр?
Тутимĕр
Улпутсене тустарнă чух
Эпир юлташсемпе пĕрле
Укçа пăртакçă пухнăччĕ, —
Чи йывăр вăхăтсем çитсен, —
Кирлех вăл пирĕн халăха.
Ку хыпара пĕлтернĕ хыççăн
Укçашăн çунакан та пулĕ —
Пире вĕлерĕç Туйтирек.
Пурне те ил, халех валеç!
Туйтирек
Инкеклĕ вăл укçа, укçа!..
Укçа тупас чухне этем
Ахаль-и йывăр тĕлĕкре
Асар-писеррĕн аташса
Пĕр ушкăн шурă пыйтă курнă?
Пыйти çиет этам ӳтне,
Укçи чунне те суттарать,
Ухливана вăл явтарать
Ылханлă вĕлтĕрен пăяв та.
(Çӳле улăхса каять.)
Ахах сасси
(йывăç тăрринчен)
Пĕчченçĕ юланут килет!
Хура тусанĕ пĕлĕт пек!
Тутимĕр
Салтак-и?
Иван сасси
Çук! Хĕрарăм пек.
Ахах сасси
Палларăм! Эрпике аппа
Кĕрсе пытанчĕ вăрмана!
Xалăх кĕрлет. Туйтирек анать, аллинчи арчана Тутимĕре парать.
Тутимĕр
(Арча уçать, Ухливана укçа парать.)
Ме, тыт!
Ухливан илет, арча çине пĕшкĕнсех пăхать.
Тяпук
Тата илме пăхса :ан хапсăн,
Куçу тăранмĕ, чунилли!
Тутимĕр
Ху пĕлнĕ пек, шутла-шутла,
Валеç пурне те, Туйтирек.
Эрпике чупса кĕрет. Тутимĕре ыталаса илет.
Эрпике
Кунта пăлхав-и е пасар-и,
Укçа пурне те валеçсе
Пасар уçатни, Туйтирек?
Xĕркке
(Эрпике аллинчен уртăнса)
Тутимĕр пиччене пăвма
Хăй килнĕ Ухливан пичче,
Пăяв та явнă.
(Укçа валеçекен Туйтирекĕн пиçиххи хушишнчен пăяв илет, Эрпикене кăтартать.)
Акă вăл,
Ăна вăл вĕлтĕрен сӳсрен
Нăк явнă.
Эрпике
Сутăнчăк этем...
Хăвна тытса вĕлересрен
Именнипе анчах, Тутимĕр,
Укçа паратăн-и? Ах, намăс!
Тутимĕр
Ачи-пăчи тăрантăрах.
Эрпике
Укçа илме-и е сутма-и
Çӳретĕн Ухливан пичче?
Ухливан
Епле сутас ман, Эрпике,
Çумри тăван пек кăмăллă
Тутимĕре?
: Эрпике
Мана тăван атте укçашăн
Тыттарчĕ.
Ухливан
Манăн чун çемçе.
Xĕркке
Чуну çемçе пулсан, пăяв
Кам яврĕ?
Ухливан
Эпĕ, ăнсăртран...
Тяпук
Кунта шăршу ан пултăр! Кай!
Ухливан Тяпук çине хаяррăн пăхса илет, каять. Тяпук патне пăлхавçăсем иккĕн пырса тăраççĕ.
Пĕри
Укçаллă пулчĕ Ухливан,
Тутимĕре тытса пама
Юри килсен те.
Тепри
Вăл пире
Тутимĕре çĕрле пусма
Каларĕ хытă йăлăнсах,
Нумай укçа пама та пулчĕ.
Тяпук
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...