Тутимĕр :: ÐиççÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Пуртăпа
Хăмсарăп икĕ йĕксĕке.
Тяпук
Тинкер пăхса тăрсан, эрех,
Юхха хĕр пек сиксе тăрса,
Ясар вăй памĕ, Тимĕркке,
Чуптумĕ, çавăрмĕ пуçна.
Ĕçессĕрех килсессĕн, иксĕр
Туйтирекпе пĕрре янк ярăр,
Анчах кунта ан шăрăшлăр,
Уттарăр хăвăр çулăрпа.
Тимĕрккепе Туйтирек халăх хушшине кĕрсе каяççĕ.
Эрехлĕ ылтăн алтăра
Пĕрре тӳнтер те, Асамат,
Пимпи пек пĕчĕк ачана
Ан пус.
Асамат
Сана, Тяпук, тавсъе!
(Янк ĕçсе ярать, алтăра ӳплентерсе хăй пуçĕ тăрринче тытса кăтартать.)
Тяпук
Ютра, таçти патшалăхра,
Вайпут туяннă эрехе
Тутаннă хыççăн, кутану
Хĕрсе çитсессĕн, Асамат,
Пĕрре çиçтерĕн çиçĕм эсĕ,
Аçа çаптарăн, аслати
Кĕрлетĕн те какай тума
Пĕр пысăк вăкăр тупăн эсĕ.
Асамат
Ĕçтер те алтăр аврине
Мана ан тĕрт, Тяпук тăванăм.
Тяпук
Вайпутăн кирĕч витинче
Тăпра чавса та мĕкĕрсе
Тăрать пĕр акăш-макăш вăкăр.
Салтак эшкерĕ туппине
Кĕрлетиччен çав вăкăра
Уя кăлар, ӳкер те пус.
Сăра пички пек чашкăрса
Çӳрерĕн иртнĕ пăлхавра,
Хăмла пек эсĕ паттăрччĕ.
Пĕр мăнтăр вăкăра ун чух
Эс паттăр пусрăн уй-хирте,
Ун какайне вара хастарлăн,
Шултра тăвар сапса, хăюллăн
Антартăн сивĕ нӳхрепе.
Кайран пăлханнă çынсене
Какайлатса хĕненĕ чух
Çĕрле те татăк хыççăн татăк
Какай антартăн, Асамат,
Йĕс хунă пек яка пырна,
Ху эсĕ пултăн вăкăр пек
Кĕрвен те, самăр та, усал та.
Ун чух салтак эшкерĕ темшĕн
Сана ялтан тытса каймарĕ,
Сана вĕтсе илме те темшĕн
Тытас темерĕ саламат,
Сана пăвса çакма та темшĕн
Явмарĕ вăл, салтак эшкерĕ,
Хивре пăяв.
Сана телей
Ун чух сыхларĕ, хальхинче
Сана çакма чан çапмĕ-ши,
Мĕнле-ши, Асамат тăванăм?
Пĕри
Итленĕ чух, Тяпук пичче,
Чĕлхӳ сан милĕк пек çемçе.
Шăлать пулин те, хальхинче
Вăл Асамат пиччемĕре
Вĕтсе çунтарчĕ.
Асамат
Шăл йĕрсе
Тепре кулсан, асту, Тяпук,
Сиксе ӳкме пултарĕ пуртă
Çамку çине.
Тяпук
Хăй тĕллĕн сикмĕ сан пуртту.
Пыру тепре ĕçме сикмест-и,
Мана çилленнипе сасартăк
Тăмасть-и пĕрĕнсе?
Асамат
Ман пырăм
Пĕрре те юнтарма пĕлмест,
Тепре çутти сыпма анчах
Сиксе тăрать сан еннелле.
Тултар, Тяпук!
Тяпук
(Асамат аллинчен алтăр илет.)
Патша валли, улпут валли
Анчах кăларнă эрехе
Ĕçсен те, эсĕ, Асамат,
Ларатăн çиçĕм хыпнă пек.
Асамат
Ман вăйлă çиллĕм пур.
Тяпук
Мана-и?
Асамат
Пусас килет ман вайпута.
Тяпук
Эс вăкăр пуснă чух чĕр юн
Ĕçни çинчен ялта калаççĕ.
Асамат
Вайпут юнне ĕçме те хатĕр.
Тяпук
Юн ĕçиччен эрех лĕркке!
Ме, тыт!
(Алтăр парать.)
Асамат
Ман халĕ çиллĕм
Çĕленĕн чашкăртăр, эппин!
(Ĕçрет те пăрăнса кайма тăрать.)
Тяпук
Ай-ай, этем! Ăна тав ту,
Ăна сыптар, ăна ĕçтер!
Вăл пур, мĕрттес те каламасть.
Тата ман ылтăн алтăра та
Таçта пытарчĕ намăссăр.
Асамат
Çатан юпи пек хăрăк-карăк
Ӳт-тирлĕ этеме, сана,
Эрешлĕ чăн-чăн ылтăн алтăр
Тытма юрать-и? Намăс мар-и?
Тяпук
Шалпар чаппан çанни пекек
Мăн пырлă йĕрĕнчĕк этем,
Ман алăран ĕçешĕм те
Манран их-их кулатăн-и?
Ыттисене ĕçме те алтăр кирлĕ.
Кăлар та пар!
Асамат
Вăл хаклă ылтăн,
Ăна эс, пăхăр пуслăх çын,
Черкке эрехшĕн сутса ярăн.
Тяпук
Ĕçес килет-и сирĕн, халăх?
Сассем
Килет!
Тяпук
Ман алтăра халь
Асаматран илеймесен,
Шуйттан пек хаклă эрехе
Тăкса яратăп, тупата.
Пĕри
Эрем ан пултăр.
(Чăмăрне кăтартса)
Асамат,
Хыçса илем-и ĕнсӳне?
Асамат
(пуртăпа хăмсарса)
Эп халĕ сирен умăрта
Çара çерçи чĕппи пулсан,
Сăмахсăр-мĕнсĕр парăттăм
Ку ылтăна.
Пĕри
Ылтăн алтăртан
Ĕçсе курасчĕ пирĕн те.
Асамат
Тăм куркаран ĕçсен те, пурпĕр
Эрех хăвачĕ пасăлмĕ.
Тепри
Пире мĕн эсĕ? Турă-и?
Çынсем Асамата хупăрлаççĕ.
Сана хăлха чикки янравĕ
Лекессине кĕтетĕн-и?
Асамат
Эсир мана çапса кăнтма
Пултарăр-и?
Тепри
Вĕлерĕпĕр.
Асамат
Ме, ил, Тяпук! Мана сыпма
Хăварăн-и?
Тяпук
Юлашкинкен.
(Çынсене хăвăрт-хăвăрт ĕçтерсе тухать, витрине Асамата тыттарать.)
Асамат
Мана питрен сурса, хисепсĕр,
Леш хаклă ылтăн алтăрсăр
Паратăн-и?
Тяпук
Эппин, сана
Лекмест пĕр сыпкăм та, тумлам та. (Асаматран витрине туртса илет, ӳпĕнтерсех ĕçет.)
Асамат
Вăй кĕчĕ тин. Э-эх, тытасчĕ,
Э-эх, вĕтесчĕ вайпута.
Пĕри
Кунта мĕн чухлĕ чаплă тир!
Упа та, тилĕ те, пăши те,
Пурте хресчен вăрманĕнче
Çуренĕ. Тирĕсем — пире!
Сĕтĕрме тытăнаççĕ.
Асамат
Çаратăр! Хытă çĕмĕрĕр!
Кăварлă, хĕрлĕ кикириклĕ
Инкек автанĕ авăттăр!
Кĕл варкăштăр!
Тепри
Тытса çакасчĕ
Ватсупнă вайпутне малтан.
Виççĕмĕш
Шырас!
Тăваттăмĕш
Унта-кунта пăлхатăр!
Кĕрсе ларман-ши нӳхрепе?
Пиллĕкмĕш
Патшалăх хамăрта чухне
Мăйне пăвасчĕ, тăввансем!
Хăварăпăр, — кайран хăех
Пиртен пăчăр тĕкне çăлтарĕ.
Чупкалаççĕ.
Пĕри
Ха, мерекке! Арча çунать-и?
Вĕлермелле ăсталăх мар-и?
Кăвакăн-симĕсĕн тухать,
Атьсемĕр, чĕлĕм тĕтĕмĕ.
(Шăршласа пăхать.)
Вайпут кунта!
Пуртăсемпе хайăрса уçаççĕ.
Тепри
Ха-ха!
Виççĕмĕш
Ых-ха!
Пурте
Ха-ха!
Асамат
Ав... кунта иккен
Мухтавлă çимĕкĕн автанĕ.
Пĕсехинче тĕк вырăнне
Ясар майра патша сăнарлă
Миталĕ пур.
Галахова арчаран сĕтĕрсе кăлараççĕ.
Тяпук
Вăйпут хăех.
Асамат
Малтан ăна вĕтесчĕ пирĕн,
Çăласчĕ ун хитре тĕкне.
Сăмси мана!
(Чĕлĕмне туртса илет, хăй хыпать.)
Табакĕ тутлă,
Ай-хай, ытарайми хăватлă,
Ахаль хресчен сăмси пулсан та,
Ăна вăл лайăх кăтăклать.
(Сăвăрать, тĕтĕмне Галахов еннелле вĕрет.)
Çапла паян чăваш саккунĕ
Пуçланчĕ пирĕн таврара.
Ăна итле те ман ума
Пырса вырт шăппăн!
(Çапса ӳкерет.)
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...